Комментари хушас

20 Юпа, 2020

Вун-вун çын пурнăçне çăлаççĕ

Шупашкарти васкавлă медпулăшу паракан больницăри медиксем ака уйăхĕнченпе коронавируспа кĕрешеççĕ, чирлисене сыватас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Ильдар Абызов тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх, медучрежденири 2 стационарта 542 койка хатĕрленĕ, «хĕрлĕ зонăра» 200 медик ĕçлет. «Коронавируса пула микротромбоз аталанать, ӳпкене сиен кӳрет. Çавăн пекех ку амак пуçа та, чĕрене те, ытти органа витĕм кӳрет. Ватăсен уйрăмах сыхланмалла. Аслă ӳсĕмри çынсен çулсем иртнĕçемĕн тĕрлĕ чир-чĕр амаланать: атеросклероз, сахăр даибечĕ, усал шыçă… Коронавируслисем пневмонипе кăна мар, ытти чирпе те нушаланаççĕ. Çакнашкаллисене сиплеме уйрăмах йывăр. Сиплев ĕçне терапевтсем те, хирургсем те, неврологсем те, ытти специалист та хутшăнаççĕ. Калăпăр, инфаркт пулнисене кардиологи уйрăмне вырттаратпăр, суранланнисем нейрохирург е травматолог аллине лекеççĕ. Пирĕн тухтăрсем кашни кун тĕрлĕ операци тăваççĕ. Сăмахран, 9 уйăхра 300 ытла операци тунă. Медиксем кăнтăрла кăна мар, çĕрле те «хурал» тăраççĕ, вун-вун çыннăн пурнăçне çăлаççĕ», — терĕ Ильдар Нурахметович.

Тĕп врачăн хирурги пулăшăвĕ паракан заместителĕ Сергей Анюров каланă тăрăх, коронавируслисене чи малтан пневмонирен сиплеççĕ, унтан операци тăваççĕ. «Çĕнĕ вирус сывлав органĕсене сиен кӳнипе хăрушлăх кăларса тăрать. Паллах, васкавлă операцисене тăхтаса тăраймастпăр. Калăпăр, çул çинчи аварисем хыççăн. Тĕслĕхрен, пĕр арçыннăн пĕвер шыççи амаланма пуçланăччĕ, сарăхса кайнăскере вирус лекнĕ. Кунта эпир ăна малтан çăмăл операци турăмăр, сарамакне те, пневмоние те сиплерĕмĕр. Телее, вăл пирĕн патран сывалса тухса кайрĕ», — терĕ Сергей Анатольевич. Тухтăрсем пĕр кунра — 2-6, уйăхра 50 операци тăваççĕ.

«Хĕрлĕ зонăра» медиксем пĕр сменăра 5-6 сехет ĕçлеççĕ. Унтан тухсан душра çăвăнаççĕ, кулленхи тум тăхăнса «симĕс зонăна» кĕреççĕ. Пĕр енчен кĕрсе тепĕр енчен тухаççĕ. Темиçе алăк витĕр кĕрсе тухма тивет. Пытармасăр каласан, ятарлă тума пула вĕсем туалета та каяймаççĕ. «Хĕрлĕ зонăра» апатланма та юрамасть. Чирлисене унтах операци тăваççĕ.

Медиксем хĕлле чирлисен йышĕ чакасса шанаççĕ. Ун чухне ОРВИпе, гриппа чирлекенсен шучĕ сахалланать. Тухтăрсем пурне те прививка тума сĕнеççĕ. «Вакцинаци туни чирпе кĕрешме пулăшать», — теççĕ вĕсем.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ӳкерчĕкĕ тата видео.

Рубрика: