Комментари хушас

1 Раштав, 2020

Тăван Атăл, 11 №, чÿк, 2020 çул

Николай Максимов: Влаç майлă та, хирĕç те пулмалла мар — тĕрĕссине çырмалла

Николай Максимов — чăваш литературинчи истори романĕн жанрне çÿллĕ шая аталантарнă Куçма Турханăн, Илпек Микулайĕн, Никифор Мраньккан, Лаврентий Таллеровăн, Юхма Мишшин тата ытти пултаруллă романçăн мухтавлă ĕçне малалла тăсакан çыравçă. Унăн юлашки çулсенче пичетленсе тухнă «Шур акăш çулĕ», «Майра патша парни» романĕсем паян çитĕнекен ăру хăйĕн несĕлĕсене пĕлес темен, хисеплемен вăхăтра, манкурта çаврăнас хăрушлăх ытла та ÿссе кайнă саманара — питĕ кирлĕ кĕнекесем, халăхăмăрăн пуласлăхĕ çинчен шухăшлакан кантурçăсем çакна шута илсен тем пекехчĕ. Унпа кирек мĕн чухлĕ калаçсан та сахал пек, ку хутĕнче те çаплах пулчĕ, калаçрăмăр-калаçрăмăр — вăхăт иртни сисĕнмерĕ, Николай Николаевич пур ыйтăва та ним пытармасăр тĕплĕн хуравларĕ.

Сатирăпа кулăш, фантастика, фарс, юрату калавĕ, политика романĕ, истори романĕ... Николай Николаевич, санăн пултарулăх çÿпçинче темле жанр та пур, ку хăвăн çулна шырани-и е хăвна тĕрлĕ жанрта тĕрĕслесе пăхас тени-и? Е пачах та урăх япала?

Çук, ку шырани те, тĕрĕслесе пăхас тени те мар. Мĕнле тĕрĕслесе пăхма пулать ăна? Хам пултарасса пĕлсессĕн — тытăнатăп, пултараймасса туйсан – тытăнмастăп. Тĕрĕслес тесе аппаланса тăмастăп.

Пурнăç çапла килсе тухрĕ — питĕ нумай енлĕн аталанма тиврĕ манăн. Районти хаçат редакторĕ пулнинчен пуçланчĕ. Журналист пулни питĕ пулăшать çыравçа. Хаçатра ĕçлесе пурнăçа пĕлетĕн, редактор пулни пушшех те пулăшать. Ял хуçалăх пайĕнче ĕçлет журналист – ял хуçалăха питĕ аван пĕлет, культура пайĕнче ĕçлекенскер — культура ыйтăвĕсене, редакторăн вара пурне те пĕлмелле. Райком бюровĕсенче ларнă, итленĕ, вĕреннĕ: ыйтусене мĕнле татса параççĕ, мĕнле пăтăрмахсем пур. Республика шайĕпе илсессĕн тата анлăрах ыйтусем, республика шайĕпе. Ун чухне тĕп редакторсен тавра курăмĕ питĕ анлă кирлĕ пулнă. Ак, сăмахран, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ чухнехинчен калатăп. Каçхи ултă сехет хыççăн хыпар килсе параççĕ, чăнласах çапла пулнă-и, тĕрĕс-ши вăл е тĕрĕс мар — номере ямалла, тĕрĕслесе тăма вăхăт çук, санăн татса памалла. Анлă тавра курăмсăр кунта нимĕн те тăваймăн.

Тепĕр тĕслĕх — Куславкка хаçатĕнче ĕçленĕ тапхăртан. Ун чухне çĕршывра пысăк комплекссем тума тытăнчĕç. Тĕрлемесре те тума палăртнăччĕ. Сысна шутне халь астумастăп, анчах питĕ пысăк цифрăччĕ. Райком пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Михайлович Леонтьевччĕ, комсомолта ĕçленĕскер, харсăр темелле, çĕнĕлĕхсем кĕртесшĕн. Унран ыйтатăп: «Çавăн чухлĕ йыша тăрантарма мĕн чухлĕ апат кирлĕ? Районăн майсем пур-и?» Мана: «Эс çамрăк-ха, ăнланмастăн», — тесе пĕтерчĕç. Çав комплекса тăвас ыйту пирки повесть те çыртăм, «Çуркунне килмеллех» ятпа телефильм та ÿкерчĕç. Чăваш телевиденийĕнче ун пек телефильмсем пулман та унччен. Кайран пурнăç мĕнле килсе тухрĕ? Эпех тĕрĕс пулнă. Комплексĕ те пулмарĕ, пулма та пултарайман, мĕншĕн тесен вăл пурнăçа ăнланманнине пĕлтерет. Комсомолта ĕçленĕ пурнăç тăршшĕпе, кайран парти ĕçне куçнă, хăйне пурне те пĕлекен тесе шутланă ĕнтĕ, анчах... Мĕншĕн илсе кăтартрăм ку тĕслĕхе? Редакторăн йăлтах ăнланмалла пулнă, çакна каласшăн.

Пурнăçа ăнланни пирки… Лайăххине лайăх, япăххине япăх теес килет. Тепĕр чухне тÿррине тÿррĕн калама çук, фантастика тумалла е шăхвăртса каламалла, жанрсем çапла çуралаççĕ те. Калас килнĕ сăмаха мĕнле май пулнă калама — çапла каланă: фельетон е памфлет çырса-и, фантасмагори хайлавĕ калăпласа-и... Пултарулăхĕ пĕртак пулнă пуль ĕнтĕ.

Çапах та çыравçă ĕçне мĕнле кĕрсе кайрăн? Энциклопедисенче «Пĕччен хĕрарăм» калавран пуçланă тесе çырнă...

— Вăл пысăк литературăна кĕни пуль. Тĕрĕссипе, 16-ра чухнех пĕрремĕш калава пичетлесе кăларнă. Икĕ калав та-ха. Йĕпреç район хаçатĕнче тата «Молодой коммунист» хаçатра. Пĕчĕк калавсем ĕнтĕ. Мĕнле кĕрсе кайнă? Ялта ÿснĕ, радио çук, электричество çук, музыка-искусство шкулĕсем çинчен тĕлленмелли те çук, пултарулăхĕ вара пулнă: ÿкерессе лайăх ÿкереттĕм, хут купăс, балалайка калама пултараттăм, музыка шкулĕ пĕтернĕ ача пекех калаттăм, салтакра театрсенче сцена çине тухни те пулнă...

— Юрă-кĕвĕ тетĕн, вăл пултарулăх тата камран?

— Кам пĕлет? Аннерен пуль тетĕп, атте çаплах калатчĕ. Манăн асатте Чĕмпĕрти шкула пĕтернĕ, Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнче ĕçленĕ. Унăн патĕнче Ленин ашшĕ Илья Николаевич Ульянов та шкула тĕрĕслеме килсессĕн çĕр выртнă. Кайран Комсомольски районĕнчи Шурута куçса кайнă, унтан священника тухнă, 1931 çулта вара ăна тĕп тунă. Аталаннă çемье пулнă, ачисем пурте вĕреннĕ çынсем, аслисем хальхи званисемпе шутласан генерал таранах çитнĕ, совет влаçĕшĕн кĕрешнĕ, анчах ашшĕне пурпĕрех упраса хăварайман. Шăпи çавăн пек. Литературăпа аппаланакан пулман атте йăхĕнче, вĕсем математик, ытти профессиллĕ çынсем пулнă, икĕ сыпăкри пичче спутниксем тăвакан çĕрте инженер пулса ĕçлетчĕ, тепри, Николай Никандрович, университетра кафедра ертÿçи пулнă, анчах ир вилчĕ. Çавăнпа анне енченех пулĕ тетĕп. Анне — Анат Сурăмран, Кăшнаруйри шкулта ĕçленĕ, 1948 çултах вилнĕ, çавăнпа эпир Йĕпреç районне куçнă пурăнма — атте унта шкулта ĕçленĕ.

Владислав НИКОЛАЕВ калаçтарнă.


Чăваш чăнĕ

Станислав ЮХТАР ÿнерçĕ 60 çул тултарать. Хăй утса çÿрекен çĕр чăмăрĕ ăна хĕвел тавра 60 хут çавăрттарса вĕçĕ-хĕррисĕр галактикăна кăтартать. Станислав Николаевичăн хăйĕн галактики пур, вăл — чăваш тĕнчи. 60 çул çав тĕнчен сывлăшĕпе сывлать, çав тĕнчен юрри-кĕввине итлесе киленет, Митта Ваçлейĕ: «Эпĕ чăвашла калаçнă чухне чунпа канатăп», — тенĕ пек тăван чăвашсемпе тăван чĕлхепе 60 çул калаçса чунпа канать. Пирĕнешкел ытти çын пекех темелле. Анчах вăл сывлакан сывлăш та, вăл илтекен юрă- çемĕ те, калаçăвĕ те пирĕннинчен, хальхинчен, урăхларах пулнăн туйăнать, мĕншĕн тесен Юхтарăн чăваш тĕнчи — сĕм-сĕм ĕмĕрсем каяллахи чăваш йăхĕсен тĕнчи. Вăл пачах урăх галактика. Манăн ăна питĕ çак сăмахпа палăртас килет. Ытахальтен мар. Хитре сăмахшăн та мар. Эпĕ пĕлетĕп, ку маншăн хăйне евĕр тĕлĕнтермĕш те: Юхтарăн телескоп пур, унпа вăл хăй пурăнакан тăван Вăрăмçут ялĕнчи кил-çурчĕн пахчине тухса ларать те каçхи тÿпене тĕсесе киленет. Киленет кăна-ши? Е вăл чăвашăн çăлтăрсем витĕр выртнă çулне шырать? Тен, авалхи-авалхи çамрăк яш-кĕрĕмри мăн-мăн аслашшĕ-кукашшĕсен тăррăс-тăррăс ташшин вĕçсĕр уçлăхра халичченех упранакан ахрăм сассине илтесшĕн тимлет? Владимир Милютин хореограф мана ăнлантарнăччĕ чăваш мĕншĕн çĕр чĕтретсе ура тапса ташланине: çĕре кĕнисем илтччĕр: пурăнать-ха чăваш йăхĕ, çаплах маттур, харсăр, хăватлă! Е вăл çапла каçсерен вилнĕ йăх-несĕлĕмĕрсен чунĕсемпе калаçать, вĕсенчен пил, хăват, пурнăçа чăвашла мĕнлерех йĕркелесе тытса пыма вĕрентме ыйтать? Юхтарăн картинисем те мана темле çапла телескоп витĕр курса ÿкернĕнех туйăнаççĕ. Унăн чăваш тĕнчи-илемĕ çак çылăхлă çĕр çинче мар, урăх планета-çăлтăр çинчи пек. Ÿнерçĕ хăй манăн ку туйăмпа килĕшмессе те пултарĕ, эпĕ унăн картинисем миф сĕмлĕрех пулнăран çапла шутлатăп пулас, «мифотворчество Станислава Юхтара» тесе çыркаланине те вуланă, мана ку тĕрĕсех мар пек туйăнать. Тен, эпĕ вĕсем мĕне шута илсе çапла каланине ăнланмастăп? С.Юхтар, ман шутпа, чăвашăн чăнне кăтартать. Чăнĕ унăн — чăваш хăйĕнле пулни. Пирĕн мĕнлелĕхе палăртакан мана килĕшекен пĕр сăмах пур — «таса». Таса çын, таса пурнăç. Тасалăх пирки мар ку. Таса — эппин, тĕрĕс, чăн-чăн. Таса, тĕрĕс пурнăç йĕрки, çут çанталăкпа таса, тĕрĕс хутшăну, таса, тĕрĕс тăванлăх, таса, тĕрĕс юрату, таса, тĕрĕс ĕненÿ, таса, тĕрĕс тĕн, таса, тĕрĕс чунлăх, çынлăх… Юхтар картинисенче эпĕ унчченхи чăвашăн çав тасана, тĕрĕсе, чăн-чăна куратăп. Пирте, хальхисенче, ку çукрах пек. Мĕншĕн çук? Мĕншĕн çухатнă? Тепĕр ăстан картинисене тĕсенĕ майăн ытларах мĕн ÿкерни, мĕнле ÿкерни, мĕн пирки шухăшлаттарасшăн пулнă автор — ытти çавнашкал ыйтусем çуралаççĕ. Станислав Юхтар картинисем хамăрăн чуна итлеме, ăш-чикĕмĕре шаларах пăхса илме, чăвашăн кун-çулĕпе пурнăçĕ, шăпи, çухатăвĕсем çинчен шухăшлама хистеççĕ.

Арсений ТАРАСОВ.

 


Мăрса йăхĕ

Алмантай вилсессĕн ачисем ăна чысласа вил тăприйĕ çине чул юпа лартнă. Ун çине араб паллисемпе çырса хунă. Алмантай юпи вăл вăхăтри ытти палăкран уйрăларах тăрать. Тăррине шар вырнаçтарнă. Ахăртнех, вăл хĕвеле сăнарлать. Çут çанталăк тĕнĕнче ку çÿл тÿпери пулăмсене пуç тайнине пĕлтерет. Палăкăн формин хăйне уйрăмлăхне тепĕр тĕрлĕ те ăнлантарма пулать: вăл арçын арлăхне /фаллос/ аса илтерет. Ку ĕнтĕ йăхăн тулăхлăхне, пуянлăхне сăнарлать. Чăвашсен паллă ÿнер тĕпчевçи А.А.Трофимов палăртнă тăрăх, кунашкал «юпан» çынсене, çут çанталăка, çын пурăнакан тавралăха, кил-йышпа йăхăн ăнăçлăхне витĕм кÿрес хăвачĕ пур. Юпа палăксене вырнаçтарассин хăйĕн йĕрки пулнă. Çут çанталăкăн енĕсене шута илсе. Питтĕн енĕ тухăçалла пулмалла пулнă, ун çинче çăлтăр кăтартнă, уйăх паллисем — Хĕвел çинелле. Палăк Тĕнче тытăмне пĕлтернĕ.

А.А.Доброслав ăнлантарнă тăрăх, Хĕвел кульчĕ Çĕр кульчĕпе, Йăх кульчĕпе тачă çыхăннă. Фаллос евĕрлĕ чул юпан пĕлтерĕшĕ пысăк: вăл — вилĕме çĕнтерсе çĕнĕлле чĕрĕлекен Пурнăçăн вăй-хăвачĕн сăнарĕ. «Фаллос» сăмах грек чĕлхипе арçын арлăхне пĕлтерет, авалхи грексем сăваплă чулсене «омфалами» тенĕ. Фаллоса сăнарлани «аскăнчăклăха, намăссăрлăха» чыслани мар, Çут çанталăкăн чĕрĕлĕх кÿрен вăй-хавалне, Пурнăçăн вĕçĕмсĕрлĕхне кăтартни, ĕнентерни, сăваплани.

Çак асăннă палăк юпасене пĕрремĕш хут 1905 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Михаил Филиппович Чарочкинпа Амаюков /ячĕпе ашшĕ ячĕ хальлĕхе паллă мар — Авт./ Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Таяпа ял çынни Александр Васильевич /хушамачĕ паллă мар/ пулăшнипе пăхса ÿкернĕ, çырса кăтартнă. Юпа çÿллĕшĕ — пĕр аршăн çурă /1 метр та 06,6 см./, урлăшĕ — 12 вершук /53,4 см./, хулăнăшĕ — 4 вершук /17,8 см/. Иккĕмĕш юпи 1 аршăн та 15 вершук çÿллĕш /1 метр та 37,8 см./, урлăшĕ — 12 вершук /53,4 см/, хулăнăшĕ — 4,5 вершук /20 см./. Виççĕмĕшĕн çÿллĕшĕ — 22 вершук /97,9 см./, урлăш — 12 вершука яхăн /49 см./, 3 вершук хулăнăш /13,4 см./. Тăваттăмĕш юпан виçисем çапларах: çÿллĕш — 22 вершук çурă /97,9 см./, сарлакăш — 12,5 вершук /55,6 см./, хулăнăшĕ — 5 вершук çурă /24,4 см./. 1917 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Теччĕ уесĕн Курнавăш вулăсĕнчи Килтĕш земски училищинче ачасене вĕрентекен Андриян Герасимович Воронов юпасем çинче çырнине хут çине куçарнă. Вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче Н.В.Никольский профессор фончĕнче упранать /1 отд., 243-мĕш том, 33 стр, 178-мĕш том, 9 — 12, 191 — 193 стр./

Палăксенчен пĕрин çинчи ÿкерчĕк пирĕн тăхăмсем Тĕнче тытăмне, Тĕнче тытăмĕн саккунĕсене лайăх пĕлни çинчен калать. Ункă варринче — сакăр пайăркаллă виç кĕтеслĕхсем. Вĕсем тĕнчен енĕсене пĕлтереççĕ. Пирĕн авалхи несĕлсем тĕнчене хальхи пек тăватă енлĕ мар, сакăр енлĕ тесе шутланă: кăнтăр, çурçĕр, анăç, тухăç, вĕсемсĕр пуçне хĕвел анăç-кăнтăр, хĕвел анăç-çурçĕр, хĕвелтухăç-кăнтăр, хĕвел тухăç-çурçĕр. Ÿкерчĕксенче çут çанталăк тĕнĕн канонĕсене çирĕп шута хунă: хальхипе иртни тачă çыхăнура. Йăх-несĕлсене сăваплани вĕсен тĕп идеологийĕ пулнă.

2007-2008 çулсенче ирттернĕ наука экспедицийĕ республикăри кивĕ масарсенче 14 — 18 ĕмĕрсенчен упранса юлнă чул юпасене ятарласа тĕпченĕ. Çак йĕркесене çыракана та хутшăнма пÿрнĕччĕ çав ĕçе. Тĕпчев çакна кăтартса пачĕ: палăксем хăйсен формипе те, мĕнле материалтан ăсталанипе те, палăксем çинчи эпитафи çырăвĕпе те Атăлçи пăлхарсен вил тăприйĕсем çинчи чулсемпе пĕр килеççĕ. Эппин, сувар-пăлхарсен йăхĕсем хăйсен культурине, çырулăхне монголтутарсем Атăлçи Пăлхара çунтарса кĕллентернĕ хыççăн та, Хусан ханлăхĕн тискер вăхăтĕнче те, каярахри тапхăрта та 18-мĕш ĕмĕрĕн варричченех упраса пурăннă. Вăл шаннă, ĕненнĕ, çакă ăна пурнăç хавалĕ парса тăнă, хĕн-асапа, мăшкăла чăтма вăй кÿнĕ. Çулта хăратса, хĕсĕрлесе, ирĕксĕрлесе, йышĕ-йышĕпе шыва хăваласа кĕртсе тĕне кĕртни ăна ĕмĕрлĕхех хуçса хăварнă.

Хирти Хĕрлĕçыр таврашĕнчи кивĕ масарти чул юпасем çине çырнисен куçарăвĕпе /арабларан тухăç тĕпчевçи Д.Г.Мухаметшин куçарнă/ паллашсан эпĕ тĕлĕнсе кайрăм: палăксенчи ятсем Н.И.Иванов Алмантай йăхне тĕпчесе пĕлнĕ ятсемех! 2006 çулта çырăва араб графикине лайăх пĕлекен Юрий Михайлович Мочалов та куçарнă. Тутар ученăйĕпе чăваш тĕпчевçи иккĕшĕ те пĕр иккĕленмесĕр манăн йăх-кăк чăнласах та мурза пулнине çирĕплетеççĕ. Мурза /мăрса/ — тĕрĕк патшалăхĕсенчи аристократи титулĕ, дворянствăн чи сумлă сийĕ. Хусан ханлăхĕнче те пулнă, вырăссен кнеç титулĕпе пĕр килет.

Пирĕн йăха Мурза бабай, е Бабай тени упранса юлнă. Ваттисем паян та çаплах калаççĕ. Ялти халăх, тĕпрен илсен, 60 проценчĕ Мурза йăхĕнчен! Пĕртен-пĕр Иван Тарасович, хĕрĕ — Валентина Ивановна — каланă тăрăх, хăй паллă йăхран тухнипе мухтаннă. Ял мĕнле пуçланса кайни, йăх пуçĕ Алмантай çинчен тăтăшах каласа кăтартатчĕ вăл. Анчах пĕтĕм калавĕ унăн тутарсемпе çыхăннăччĕ. Хĕрлĕçырăн урăх тĕне йышăничченхи историйĕ тутарсемпе çыхăннин сăлтавĕсем, манăн шутпа, темиçе: 1. пирĕн йăхăн титулĕ «мурза» — тутар сăмахĕ, каярах вăл Мурза бабай, Бабай пулса кайнă; 2. яла никĕслекенсем язычество-мусульман ячĕсемпе çÿренĕ, 3. вĕсем халăх тĕнĕпе ислам пĕрлĕхне ламран лама тытса пынă.

Алмантайăн аслă ывăлĕ Апука хăйĕн икĕ ывăлĕпе, Ахеллепе тата Матякпа, çĕнĕ ял пуçарма куçса кайнă. Вĕсен каярахри шăпи паллă мар.

Владимир АЛМАНТАЙ

 


Чăваш кĕнеке издательстви – халăх историне, культурине кăтартакан тĕкĕр

Чăваш автономийĕн тантăшĕ – Чăваш кĕнеке издательстви – кăçал, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, 100 çул тултарчĕ. Ăна РСФСР Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ пек уçнă — Чăвашгиз. Малтанхи вăхăтра унта кĕнекесем çеç мар, хаçат-журнал та пичетленнĕ. Ытларах вĕренÿ, обществăпа политика, ăслăлăх кĕнекисем кун çути курнă. Вăрçă çулĕсенче çар тематикине пысăк тимлĕх уйăрнă. 1963 çултанпа Чăвашгиз Чăваш кĕнеке издательстви пулса тăрать, кăларăм йышĕ те чылай ÿсет, ача-пăча, илемлĕ литература пысăк вырăн йышăнать, ял хуçалăх, вĕренÿпе вĕрентÿ тата ытти енĕпе кĕнекесем, альбомсем пысăк тиражпа пичетленеççĕ. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче паллă чăваш çыравçисем вăй хунă: Яков Ухсай, Леонид Агаков, Василий Алендей, Илпек Микулайĕ, Степан Лашман, Çемен Элкер, Хветĕр Уяр, Куçма Турхан тата ыттисем те.

Паянхи кун Чăваш кĕнеке издательстви – нумай профильлĕ предприяти, 1996 çултанпа – АСКИ /Раççейри кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕ, пайташĕ. 100 çулта издательствăра Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Яков Ухсай, Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер çырнисен пуххисем, Николай Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пĕрремĕш кăларăмĕ пичетленсе тухнă. Юлашки çулсенче «Чăвашсен чаплă çыннисем» /«Замечательные люди Чувашии»/, «Из опыта народных мастеров», «Кивелми кĕнеке», «Эткер» тата ытти ярăмпа илемлĕ кăларăмсем, ачасем валли чăвашла тата вырăсла кĕнекесем тăтăшах пичетленеççĕ, чăваш литературинчи çĕнĕ ятсене тимлĕх уйăраççĕ.

Пурнăç улшăнăвĕсене туйса тăракан, кирлине ăша хывакан издательство вулакана тăван халăх историне, культурине, йăли-йĕркине каласа, кăтартса паракан тĕкĕр тата ăна упракан «шурсухал» пулса тăчĕ. Кирек хăш вулакана та тивĕçтерекен кĕнеке пур унăн: чăваш халăх историйĕ кăсăклантарать-и – акă Н.И.Ашмаринăн «Болгары и чуваши» репринтлă майпа пичетленсе тухнă кăларăма, е В.Ф.Каховскин «Происхождение чувашского народа» кĕнекине те тупса вулама пулать. Чăваш халăхĕн пуян сăмахлăхне «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăм уçса парать. Мĕн тери пысăк мул упранать унта: юмахсем, вĕрÿ-суру чĕлхи, юрăсем, тавралăх халапĕсем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем… 2019 çултанпа çак ярăм икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла — пичетленет. Вулакансем патне икĕ кĕнекерен тăракан «Паттăр юмахĕсем»çитрĕç те ĕнтĕ. Ку серие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрлет.

Илемлĕ литература вуласа чуна кантарас текенсем валли тăтăшах çĕнĕ кĕнекесем пичетленеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствин 100 çулхи юбилейĕ тĕлне «Вутчуль» калавсен пуххи «пиçсе тухрĕ». Вĕсенче тăван республикăн ĕмĕр тăршшĕнчи аталанăвĕнчи паллă та пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕсем сăнланнă. Вăл 30 яхăн çыравçăн хайлавĕпе паллаштарать.

Классиксемпе пĕрлех паянхи кун чăваш литературинче «çанă тавăрса» ĕçлекенсен кĕнекисем те пичетленсех тăраççĕ. Сăмахран, Улькка Эльмен çыравçăн «Упраймарăм сана…», Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» трилогийĕсем кун çути курчĕç, Геннадий Максимовăн «Вăхăта парăнман юрату» чăвашла, «Танец в ночи», «Загубленный рай» кăларăмĕсем вырăсла пичетленчĕç.

Издательствăн чи пĕлтерĕшлĕ кăларăмĕсенчен пĕри – «Чăваш литературин антологийĕ». Тĕрлĕ çулсенче «Проза», «Поэзи», «Драматурги» тата «Ача-пăча валли çырнă хайлавсем» кун çути курнă. Кашни кĕнеки чăваш литературин аталанăвне туллин уçса парать, çыравçăсен биографийĕпе тата хайлавĕпе паллаштарать.

«Эткер» ярăмпа автор пурăннă чухне тĕрлĕ сăлтава пула пичетленеймен хайлавсем те вулакансем патне çитрĕç: Алексей Медведевăн «Чун хыпса çунсан…», Николай Мартыновăн «Пурнăç кустăрми»… Çавăн пекех кăçал «Алран алла» çĕнĕ кĕнеке серийĕ йĕркеленчĕ. Ку сборника тĕрлĕ авторăн хайлавĕсене пухнă, кашни тĕрлĕрен пулин те вĕсене пĕр шухăш пĕрлештерсе тăрать – юратупа туслăх, çемье, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем. Пĕрремĕш кĕнеки «Инкеклĕ телей» ятлă, вăл вулакансем патне çитрĕ те ĕнтĕ.

Чăваш сăмахĕсен пĕлтерĕшне, хăйне евĕрлĕхне, вĕсене тĕрĕс мĕнле усă курмаллине словарьсем уçса параççĕ. Чи пысăк тупра чăвашсен, паллах, – Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки». Вун çичĕ томпа тухнăскерпе çулсем иртнĕçемĕн паллашма тата та кăсăклă. Унта сăмахсен пĕлтерĕшне çеç мар, чăвашсен тĕрлĕ йăлине те илсе панă. Словарĕн пĕрремĕш кăларăмĕ шăпах Чăваш кĕнеке издательствинче 1920–1930-мĕш çулсенче тухнă.

Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрлекен нумай томлă «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» кун çути курать. Хальлĕхе виçĕ том пичетленнĕ. Словарь кашни сăмахăн пĕлтерĕшĕпе, пуплеври çыхăнăвĕсемпе паллаштарать.

Чăваш чĕлхи — ытарлă. Унăн хăйне евĕр сăмах çаврăнăшĕсем чуна пырса тивеççĕ, асра юлаççĕ, чĕлхене пуянлатаççĕ. Литература тĕпчевçи Г.И.Федоров чылай вăхăт пухнă, шĕкĕлченĕ нумай чăваш каларăшĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекине» вырнаçрĕ. ÿ…Ÿ

Пĕррехинче /2017 çулта/ Чăваш кĕнеке издательствине Елен Нарпи çыравçăпа пĕрле Японирен килнĕ хăна кĕрсе тăчĕ, чи тĕлĕнтерни вара – вăл пире чăвашла сывлăх сунчĕ. Мураками Такенори ятлă иккен, Токио университетĕнчи ют чĕлхесен аспиранчĕ. Чăваш Ене пĕрремĕш хут килнĕскер кĕнеке издательствине те кĕрсе курмасăр каяс темен. Тĕп сăлтавне тухса каяс умĕн пĕлтерчĕ: ăна «Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ» кирлĕ. Хăйĕн диссертацийĕнче вăл алтай чĕлхин синтаксисне тĕпчет, чăваш чĕлхи шăпах çав ушкăна кĕрет. Анчах 2004 çулта пичетленнĕ словарь тахçанах сутăнса пĕтнĕ ĕнтĕ. Аспирант чи кирлине тупайманран хурланăвне кăтартмарĕ пулин те кăмăлĕ хуçăлни тÿрех палăрчĕ. Анчах та… çав каç Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова /Австрийская/ килти кĕнекесен çÿлĕкĕ çинче шăпах Мураками Такенорине кирлĕ кĕнекене курах каять. Парнелес эппин, яппун каччине вăл çавах кирлĕрех тесе тепĕр кунне хăйĕн кĕнекине парнелет. Чи пысăк тупра лекнĕн хĕпĕртерĕ лешĕ.

Кăçал вара Израильти Тель-Авивра пурăнакан Ави Декельпе çыру çÿретрĕмĕр – вăл чăваш чĕлхине вĕренме пулăшакан кĕнекесем ыйтса çырса янă. «Ку сирĕн ĕçпе çыхăннă-и?» – тесе кăсăклантăм эпĕ. «Тĕрĕк чĕлхисемпе интересленетĕп. Маларах турккă, тутар чĕлхисене вĕрентĕм, финн тата венгри чĕлхисене лайăх пĕлетĕп. Чĕлхе вĕренесси – хобби, манăн вара чăваш чĕлхине питĕ пĕлес килет», – хуравларĕ Ави Декель. Сăмах май каласан, вăл вырăсла пачах та пĕлмест, çырăвĕсене акăлчанла çÿретет. Ăна та пирĕн чĕлхене вĕренме пулăшакан темиçе кĕнеке ярса патăмăр. «Çын кĕнеке вулама чарăнсан шухăшлама пăрахать», — тенĕ французсен паллă философĕ-çыравçи Дени Дидро. Чăваш кĕнеке издательствин юбилейĕ — чăваш кĕнекин уявĕ.

 Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

 


Ыранхи кун вĕçевĕ (повесть)

Ăс-хакăл тупăшăвĕ

Чăваш Енре илемлĕ ял пур. Унта тĕрлĕ тĕслĕ чечек шурă Шупашкартинчен те йышлăрах-тăр. Аслă урамран пуçласа кайри тăкăрлăк таранах – пур çĕрте те чечек. Пĕр иккĕленмесĕрех ку яла Чечек хули теме пулать. Анчах çул хĕрринчи кăтартмăшра ун ятне Аванкас тесе çеç палăртнă. Хула тесе карттă çинче те кăтартман пулин те ял урамĕсенче хăтлăхпа илем хуларинчен пĕртте кая мар. Пĕрре пăхсах ăнкарса илетĕн: кунта çутă ĕмĕтлĕ те ĕçчен çынсем пурăнаççĕ.

Çĕр ĕçченĕсем ку тăрăхра чечек çеç мар, улма-çырла, пахча çимĕç те йышлă çитĕнтереççĕ. Çулла – уçă тÿпе айĕнче, хĕлле – хÿтлĕхре, ăшă йăрансем çинче.

Пурне те шалт тĕлĕнтерекен пурнăç чечекĕсем те пур кунта. «Хă, мĕнле-епле чечек-ши вăл пурнăçпа танлашаканскер?» – тейĕ вулакан. Хаваспах хуравлатăп: çав илеме курас тесен Аванкас шкулне кĕмелле. Çăлтăр куçлисемпе шăнкăрав саслисем те, сарă çивĕтлисемпе кăтра çÿçлисем те, йăлтăркка çутă сăнлисемпе хуратутлисем те чуна илĕртеççĕ. Пурте çутă ĕмĕтпе хавхаланса ÿсеççĕ, кашнин хăйĕн пултарулăхĕ, вăрттăнлăхĕ... Кашни ача – пурнăç чечекĕ. Кашни хăйне май тĕнчене илем кÿрет. Уйрăмах çиччĕмĕш класра вĕренекенсем хастар.

Марине, сăмахран, капăрлăха мала хурать: сарă-кăвак чечексенчен пуç кăшăлĕ çыхать-и, вĕтĕ шăрçасенчен тĕрĕ-эреш хатĕрлет-и, çĕвĕ машинипе хитре кĕпе çĕлет-и – пур ĕçе те ăнтарать. Кирлех тĕк, тĕрлĕ тĕслĕ кантăк-пластик ванчăкĕсенчен асамат тĕрриллĕ ÿкерчĕксем хатĕрлеме те мехел çитерет. Хăй вара çитĕнсен кам пуласси пирки шутламан-ха.

Саша Шавккин шавлама юратать. Чĕлхе вылятса та, тĕрткелешсе те, шÿтлесе те тантăшсене тĕк çÿреме памасть. Хăшне савăнтарать, хăшне эрлентерет. Ăçта Шавккин, унта шăв-шав, тĕркĕшÿ. Яла-пăла ачан та вăрттăн ĕмĕт пур – çитĕнсен çар çынни пуласси. Ара, Сашăн аслă пиччĕшĕ офицера тухнине шкулта пурте пĕлеççĕ-иç. Пиччĕш çулĕпе кайма ĕмĕт тытнăскер, вăл вĕренÿре тимлет, пĕлÿ пухать, çав вăхăтрах тантăшĕсене хăй хыççăн ертсе çÿреме те ĕлкĕрет. Командир пек.

Пуçăннă ĕçе вăраха ямасть Саша. Шутланă – пурнăçланă! Авă ачасене хăй тавра пухма та ĕлкĕрнĕ пулас командир. Вĕсенчен пĕри, Тишкин, – йăваш ача, тепри, шухăраххи, Шушульков. Уйрăмшарăн çÿренĕ чухне вĕсене асăрхамастăн та, анчах пĕрлешсен çак ушкăн çĕр çĕмĕрттерме те пултарать. Йышпа пĕрле çÿресен йăвашши те хастарланать аванах. Кăсăклă пулин те ашкăнчăксен мыскарисене асăнса вăхăта ирттермĕпĕр, мĕншĕн тесен Шавккин ушкăнне лекнĕренпе Тишкинпа Шушульков хăйсемех йĕркене кĕме пуçларĕç ĕнтĕ.

Николай ИШЕНТЕЙ.

 


ЛИТЕРАТУРА ВИКТОРИНИ

Çулăмлă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çĕнĕ сăвăçсене ака тума та, утă çулма та, вутă çурма та пиллесе хăварнă пулин те чылай чăваш çыравçин пултарулăхри кун-çулĕ пĕрешкелрех: институт-университетра филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн е журналист пулса ĕçленĕ, е шкулта ачасене вĕрентнĕ, кайран литературăна кĕрсе кайнă... Чылайăшĕн çапла, анчах урăх профессипе ĕçлесе пурăннисем те, литературăна пурнăç тути-масине курнă, ытти ĕçе ĕçлесе çăкăр çинĕ хыççăн килнисем те — самаййăн. Паянхи викторинăра чăваш писателĕсемпе поэчĕсен профессийĕсене пĕлме ыйтасшăн.

1. Вăл ăста математик пулнă, çакă ăна пултарулăхĕнче питĕ пулăшнă... Михаил Сунтал Петĕр Эйзин Георгий Ефимов

2. Вăл фельдшер пулса та ĕçлесе курнă... Николай Терентьев Михаил Сениэль Герасим Харлампьев

3. Вăл столяр та, платник те, маляр та, оформитель те пулнă... Сергей Юшков Николай Теветкел Виталий Енĕш

4. Вăл электромонтер пулса та ĕçленĕ... Анатолий Ыхра Василий Долгов Константин Петров

5. Вăл нумай çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ... Людмила Смолина Юлия Николаева Ангелина Павловская

6. Вăл ветеринар та пулнă... Николай Симунов Вениамин Пехил Николай Сандров

7. Вăл пĕр хушă слесарьте те вăй хунă... Александр Тимбай Николай Сидоров Аристарх Дмитриев

8. Вăл юрист, адвокат пулса нумай çул хушши ĕçленĕ... Юрий Скворцов Розин Ярандай Леонид Агаков

9. Вăл пĕр хушă архитектор та пулнă... Анатолий Емельянов Куçма Пайраш Василий Эктел

10. Вăл агроном та пулнă, шахтер та... Мĕтри Кипек Василий Ржанов Георгий Краснов

11. Вăл пĕр хушă Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн хорĕнче те юрланă... Валентина Тарават Светлана Асамат Любовь Федорова

12. Вăл чылай хушă ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ... Алексей Афанасьев Гурий Чаржов Микул Ишимбай

13. Вăл хăй вăхăтĕнче газорезчик та пулса ĕçленĕ... Сергей Павлов Геннадий Мальцев Василий Кервен

14. Унăн ĕç кĕнекинче çакнашкал йĕрке те пур — «инженер-электронщик»... Александр Мефодьев Владимир Кузьмин Михаил Сунтал

15. Вăл строитель те пулнă, металлурги заводĕнче те ĕçленĕ... Василий Игнатьев Виталий Шемекеев Александр Волков

Владислав НИКОЛАЕВ хатĕрленĕ.

 


Арăслан-пуçлăх тата унăн ами

Паян ытла та йывăр пулчĕ калаçу,

Çакланнă вăрăпа склад пуçлăхĕ Пĕçук.

— Ĕçрен хăтармалла — пĕлеççĕ малашне!

— Вăрра айăплама ыйтса сĕнет Ĕне.

— Сахал! Туртса илес ун пĕтĕм пурлăхне!

— Така кăран калать хăй сăмахне.

— Хăйне хуса ярас пулать хуçалăхран!

— Шăлмалла мар яланхилле пуçран!

Хуçалăх пуçлăхĕ Арслан Хăпма та хатĕр

Кушакран, Анчах... — Ан тĕкĕн эсĕ Кушака.

Ан ман, Ман Кушакран çук çывăхрах тăван,

— Вĕрентрĕ арăмĕ упăшкине Канаш ыйтсассăн каçхине.

— Анчах вăрланă-çке вăл пит нумай,

Ĕçлекенсем ыйтаç ăна айăплама...

— Çавах иккĕленет-ха Арăслан.

Ама чăр-р! пăхрĕ мăшăрне куçран:

— Нихçан, илтетĕн-и, ан хăй мана пÿлме!

Çав Кушака пула тулать килти пÿлме...

Склад ертÿçне вара эс çÿлĕрех хăпарт!

Хуçалăхра кам пуçлăх пулнине кăтарт!

Владислав НИКОЛАЕВ.


Мĕнрен пуçланать юрату?

…Мĕнрен пуçланать юрату?

— Паратăн мана эс ыйту.

Мĕн-ма сивĕнет? Е сÿнет?

Чĕре мĕншĕн питĕ кĕтет?

 

Мĕнле вăй вылять канăçпа?

Çĕтет, тупма çук шыраса?

Епле вăй-хăват çĕклесе

Чуна çитерет тÿпене?

 

Ăçтан-ши тупам хуравне:

Мĕнрен пуçланать юрату?

Хывать пуль кăвар чĕрене

Çиçсе тăракан йăл куллу.

 

Вут-хĕм сапакан куçсенчен

Илет пуль хыпса чун-чĕре.

Пĕрле пулма хатĕр ирччен

Чунтан юратсан пĕр-пĕрне.

 

Мĕнрен пуçланать юрату?

Хитре, ăшă, çепĕç сасран?

Йăлтах улшăнать пурнăçу,

Йăлтах кăларать ăс-тăнран.

 

Эс хатĕр кайма паянтан

Унпа хуть тĕнче хĕррине!

Чăн-чăн юрату çуралсан,

Тытса чарма çук чĕрене.

Елена ИВАНОВА-ФОМИНА.


 

Асап тăвĕ çине çар уран…

 Çеçпĕле çывăх пулнă çын Наталия Рубис ăна Аслă Асаплануçăпа /Великий Страдалец/ танлаштарнă: «Аслă Асаплануçă — çапла калама хăятăп эпĕ, мĕншĕн тесен вăл унăн пурнăçне тĕрĕссĕн кăтартать. Михаил Кузьмичăн пурнăçĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр асапланура иртрĕ-çке: чир-чĕрĕ, выçлăх, хаяр элек, телейсĕр юратăвĕ...» Хăйĕн пурнăçĕ Асап çулĕ çинче пулнине поэт аван ăнланнă. «Асаплану — ман пурнăçăн саккунĕ», — тесе çырать вăл хăйĕн Анастасия Червякова патне 1921 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче янă çырăвĕнче.

Асаплану çулĕ Çеçпĕле сарăмсăр вилĕм патне кăна мар, поэзири вилĕмсĕрлĕх патне те илсе тухнă. Асапланма пĕлни унăн поэт чунне çĕкленĕ, çынсене юратма вĕрентнĕ. Асаплану Çеçпĕлĕн идеалĕсем чăн пурнăçринчен урăхларах пулнинчен те нумай килнĕ. Кунта çак трагеди вăл вăхăтри пĕтĕм интеллигенци шăпинче те палăрни çинчен каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Ахальтен мар поэтăмăр НЭПа йышăнман, унăн идеалĕ çынсен Библири пек пĕрлĕхĕ пулнă. Çынлăха тĕпе хунă пĕрлĕхре чунсăрлăхпа чурăслăх валли вырăн пулман. Çеçпĕл вара шăпах та çавсене хирĕç тăма хал çитереймен. Поэтăмăра ытларах чунсăр чиновниксем хуçса ÿкернĕ. Хăйĕн пĕр çырăвĕнче вăл çапла çырать: «Чунсăр, суеçĕ çынсен аллинчи вылямалли тетте пек курăн-ха. Вĕсем кулнине, мăшкăлланине тÿс!.. Мĕн тери ансат пурнăç. Нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Йăлтах куç умĕнче». Çавăн йышши бюрократсене поэт «коммунизм чиновникĕсем» тесе йĕплет, çав çынсем пур чухне çутă малашлăха кайма май çукне кăтартать, тăванлăх пĕрлĕхĕ пулмасса туйтарать.

Çеçпĕл идеалĕпе хирĕçÿлĕхĕ вăл Киев хулинче пурăннă тапхăрта татах та çивĕчленет. Ку вăхăт тĕлне унăн романтикăлăхĕ пуçĕпех сĕвĕрĕлсе пĕтет. Пурнăç çине вăл выçăпа вилекенсен куçĕпе пăхать, Ирĕклĕх, Пĕртанлăх идейисене шанма пăрахать. «Каллех пĕрисен чухăнлăхĕ те теприсен пуянлăхĕ, — ÿкĕнсе çырать поэтăмăр Ф.Пакрышень патне. — Хăрушă тĕлĕклĕ ăмăр кунсене çутăлтаракан çутă пайăрки ăçта-ши? Мĕн тери тертлĕ, мĕн тери йывăр».

Çав тапхăрта поэт хăйне хăр-тăлăххăн туйнă. Çакă илсе кăтартнă çырăвăн малалли йĕркисенче те аван курăнать: «Федя! Ан ман мана! Çак тĕнчере эпĕ пĕрпĕччен. Ют тăрăхра — ан ман мана. Пиччем пул маншăн. Вара мана асапланăвăма тÿссе ирттерме çăмăлрах пулĕ. Çапла пурнăç пурри çинчен малтан эпĕ шухăшлама та пултарайман».

Виталий РОДИОНОВ профессор, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.