Комментари хушас

2 Раштав, 2020

Строительсем чăрмавсене сирме ыйтаççĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче строительство отраслĕн представителĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Çурт-йĕр строительстви тавра анлă калаçу пулчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çĕршыв Президенчĕ çуллен 120 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тумалли тĕллев лартнă. Чăваш Енĕн те кашни çын пуçне çуллен 1 тăватал метртан кая мар пурăнмалли лаптăк тăвас шая çĕкленмелле — çулталăкра 1,2 миллион тăваткал метр. Канашлура çак тĕллеве пурнăçлассипе çыхăннă мерăсене сÿтсе яврĕç.

Строительство компанийĕсен ертÿçисем те сăмах илчĕç. Вĕсем отрасль умĕнчи чăрмавсем çинчен уççăн каларĕç, вĕсене сирес енĕпе тивĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç. Чылайăшĕ — саккун кăларса татса памаллискерсем. Канашлăва Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕсем те пулчĕç те — сĕнÿсене çĕршыв парламенчĕн шайĕнче пăхса тухма шантарчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.