«Пацанки» телепроектра çĕнтернĕ
Шупашкар хĕрĕ Костья Купер «Пятница» телеканалăн «Пацанки» шоувĕнче çĕнтернĕ. Унта вăл иккĕмĕш вырăна тухса 250 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Вăл укçана вĕреннĕшĕн тăкаклама юрать.
«Пацанки» шоуна хутшăнакан хĕрсем – йывăр шăпаллăскерсем. Вĕсен хушшинче – тăлăхсем, хăйсене ыттисенчен катăкрах та каярах тесе шухăшлакансем. Эрех-сăрапа, сиенлĕ ытти йăла-йĕркепе туслашнисем те пур. Кăларăмри специалистсем: пултаруллă педагогсемпе психологсем – мĕн пĕчĕкрен нушаллă ÿснĕ пикесене обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшаççĕ. Çĕнĕлле пурăнма пурте пултараймаççĕ, вĕсене проектран кăларса яраççĕ. 22 çулти Костья Купер (унăн чăн ячĕ – Виктория Беляева) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Проектра вăл хăйне йĕркеллĕ тытнипе уйрăлса тăнă.
Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. «Пятница» телеканалти сăн ÿкерчĕк