Комментари хушас

28 Ака, 2021

Бизнесшăн – кăмăллă улшăнусем

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларура финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика бюджечĕн дефицитне саплаштармашкăн федераци бюджетĕнчен кредит уйăрмалли килĕшӳсем тĕлĕшпе тунă хушма килĕшӳсене çирĕплетесси çинчен калакан саккун проекчĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Документ кредитăн юлнă пайĕпе усă курмалли майсене анлăлатать. Укçана бюджет инвестицийĕсем, коронавируспа çыхăннă профилактика, пандемие пула бюджет тупăшĕ чакнине саплаштарма, çавăн пекех наци поекчĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама ямашкăн юрать.

Тепĕр саккун проекчĕ тĕлĕшпе вара калаçу тĕплĕрех пулчĕ. Сăмах — налук йĕркелĕвĕн ыйтăвĕсене пырса тивекен документ пирки. Михаил Ноздряков пĕлтĕр республика пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе налук енĕпе чылай çăмăллăх панине аса илтерчĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, хăй вăхăтĕнче çак мерăсене Чăваш Ен чи малтан йышăннă пулин те хăш-пĕр регион малалла кайнă, çавна май республика влаçĕсем вĕсене тишкерсе ку енĕпе черетлĕ йышăнусем хатĕрленĕ.

Сĕнӳсен шутĕнче — ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи патент мелĕпе ĕçлекен предпринимательлĕх çине лекекен тиеве чакарас тĕллевпе муниципалитетсен ушкăнĕсем тăрăх палăртнă çĕнĕ çăмăллăхсем. Пилĕк ушкăн пулать, вĕсенче бизнес налука тĕрлĕ коэффициентпа тӳлĕ. Çăмăллăх кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрессе шута илсен предпринимательсем тӳлеме ĕлкĕрнĕ налука тавăрма тивĕ. Министр пĕрремĕш кварталшăнах 8,4 миллион тенкĕ тавăрмалла пулассине çирĕплетрĕ. Çак укçана çулталăк вĕçĕнче маларах тӳленĕ налук пек шута илме пултарĕç.

Сăмах май, пĕлтĕр çăмăллăхсене çул панă май хăшĕсем хыснана кĕрекен тӳлевсем чакса каяс хăрушлăх пурри пирки калатчĕç. Михаил Геннадьевич çакă тӳрре тухманнине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, пĕр йышши налукăн хыснана кĕнĕ виçи 305 миллион тенкĕпе танлашнă. Умĕнхи тапхăрта вара çак виçе 166 миллион тенкĕ кăна пулнă. Ӳсĕм — 84% шайĕнче!

Бизнесшăн кăмăллă улшăнусен списокĕ вара самай вăрăм. Пуçласа регистрациленнĕ предпринимательсен налук хуман тупăш виçи 12 миллионран 20 миллион тенкĕ таран пысăкланать. Транспорт налукĕ тĕлĕшпе паракан çăмăллăхпа ятарласа заявлени çырмасăр тивĕçтермелли йĕрке те, паллах, меллĕ çĕнĕлĕх. Çийĕнчен министр çĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырура пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕревлеме чĕнсе каланине аса илтернĕ май налуксен енĕпе кăçал çĕнĕ сĕнӳсем татах пулассине çирĕплетрĕ.

Олег Николаев çак ĕçе ырлать: «Пĕчĕк тата вăтам бизнес валли налуксем тĕлĕшпе тĕрĕс йĕрке тумалли çулпа утатпăр. Паян çирĕплетнĕ çăмăллăхсем кăрлачăн 1-мĕшĕнченех вăя кĕни пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлеме, предпринимательсен кăмăлне шута илме сĕнетĕп. Пирĕн вĕсене ĕçлемелли хăтлă условисемпе тивĕçтерес енĕпе пĕтĕмпех тумалла».

www.hypar.ru
 

Рубрика: