Комментари хушас

25 Çу, 2021

«Хыпар» 54 (27787) № 25.05.2021

Шупашкар та фронтшăн тĕрев пулнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хĕн-асапĕ пирки историксем, архив ĕçченĕсем чуна тивмелле каласа кăтартма пултараççĕ. Çав самантра чăтса ирттернĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă çынсем те, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем пурăнаççĕ-ха.

Çĕнтерĕве вут-çулăм алхаснă çапăçу хирĕсенче кăна мар, вĕсенчен пин-пин çухрăмра е фронтпа юнашарах вырнаçнă тылра та çывхартма пулăшнă. «Пĕтĕмпех фронт валли — пĕтĕмпех Çĕнтерӳшĕн» чĕнӳпе вăй хунă совет çыннисем. Чăваш Ен çыннисем те çав ретрех тăнă. Акă Канаш районĕнчи Тури Сурăмра пурăнакан Варвара Ивановăнах илер. Вăрçă тухнă çул вăл 11-те кăна пулнă. Амăшне Хусан енне окоп чавма ярса вăл киле хăйĕнчен икĕ çул аслăрах аппăшĕпе юлнă. Çимелли те, çуртне ăшăтса хутмалли те пулман, çапах чăтнă. Чăтнă çеç мар, хуçалăх ĕçне те хутшăннă: уй-хирте пучах пуçтарнă, кăшт ӳсерехпе Улатăрти Киря вăрманне каснă, Иваново облаçĕнче торф кăларнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Çавăнпа Шупашкар хулине «Ĕç паттăрлăхĕн мухтавĕ» ят панине савăнăç куççулĕпе йышăннă ватă çын, çак çитĕнӳре пысăках мар пулсан та, унăн та тӳпи пуррине туйса илнĕ.

Хам та анне каласа кăтартнине питĕ лайăх астăватăп: вăрçă пуçлансанах вăл çуралса ӳснĕ яла — Елчĕк районĕнчи Шăмалака — Ленинградран эвакуаципе килнĕ çемьесене вырнаçтарнă. Тĕрĕссипе, унта хĕрарăмпа ачасем, ватă çынсем кăна пулнă. «Кӳршĕри Евкен аппа патĕнче хӳтлĕх тупнă майрапа унăн ачисене эпир те мĕн кирлипе май килнĕ таран тивĕçтерме тăрăшаттăмăр. Ывăлĕпе хĕрĕ малтан чăвашла пĕлменрен ял ачисенчен ютшăнарах çӳретчĕç, пĕр-икĕ уйăхран манăн шăллăмпа, урамри ытти шăпăрланпа туслашрĕç, чăвашла та пуплеме хăтланчĕç. Амăшĕ вара ял хĕрарăмĕсемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăнатчĕ», — каласа кăтартнăччĕ çывăх çыннăм.

Республикăри ытти вун-вун, çĕр-çĕр ял, хуласем те эвакуаципе килсе çитнĕ пин-пин çынна йышăннă. Шупашкара, республикăна 10 ытла завод куçса килнĕ. Вĕсенчен чи пысăкки — Шупашкарти электроаппарат завочĕ. Унпа пĕрлех Харьковра, Мускавра, Ленинградра вăй хунă специалистсем те çула тухнă. Чăваш Енĕн тĕп хулинчи тăватă эвакогоспитальте çапăçура аманнисене сипленĕ, вĕсене ура çине тăратса фронта çĕнĕрен ăсатма пулăшнă. Хăшĕсем çакăнтах чăмăртаннă стрелоксен икĕ дивизине çырăнса тӳрех Хĕвел анăçнелле çул тытнă.

Тĕп хулара вăй хунă ентешсенчен 250-шĕ СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнĕ, 2 пине яхăн çын — Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, 20 пин ытла çын — «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале. Тылри ентешсен паттăрлăхĕ Шупашкарăн малашнехи кун-çулĕнче те тарăн йĕр хăварнă, хула промышленноç, пурăнмалли хуçалăх строительствинче уйрăмах пысăк хăвăртлăхпа аталаннă, хăй хыççăн пĕтĕм республикăна ырă тĕслĕх кăтартса хавхалантарса пынă. Эвакуаципе килнисенчен чылайăшĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине хăйĕн иккĕмĕш тăван çĕршывĕ вырăнне йышăннă, малашнехи кун-çулне яланлăхах унпа çыхăнтарнă. Вăрçă пуçланас умĕнхи тапхăртан /1940 çултан/ пуçласа 50-мĕш çулсен вĕçнелле Шупашкарта пурăнакансен шучĕ 2,5 хут ӳснĕ. Çав вăхăтрах унта çуралса ӳснисенчен пĕчĕк мар пайĕ вăрçă хирĕнче пуç хунине те манмалла мар. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕç паттăрлăхĕн хули пĕчĕк тракторсемпе те мăнаçланĕ

Тунтикунхи канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнери пулăмсем пирки каланинчен пуçларĕ. Вĕсем — республикăшăн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕскерсем.

Экономика — тĕп ыйту

Чи малтанах — Чăваш Ен Правительствин тата «Трактор завочĕсем» концерн тытăмне кĕрекен «Атăлçи комбайн завочĕ» обществăн заявки Раççей Промышленноç тата суту-илӳ министерствин ятарлă инвестици контракчĕ тумалли конкурс суйлавĕнче çĕнтерни. Шупашкарта çĕнĕ технологипе 40-90 лаша вăйĕллĕ трактор техникин производствине йĕркелĕç.

— Ку — республика Правительствипе «Трактор завочĕсем» концернăн пĕрлехи ĕçĕ. Нумай миллиард тенкĕлĕх инвестицисем, çĕнĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ, кунта туса кăларакан пин-пин трактор, — çапла хакларĕ Олег Николаев пурнăçламалли инвестици проектне.

Тепĕр пулăм — çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин указ кăларса Шупашкара ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне пани. Олег Алексеевич çак статус пирĕн тĕп хулашăн, республикăшăн пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă май халĕ указа пурнăçлас енĕпе анлă ĕç тумаллине палăртрĕ. Çав шутра ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне çирĕплетекен стела ăçта пулассине палăртмалла, паттăрлăха çирĕпле-текен, хула çак ята тивĕççине тӳрре кăларакан ытти мероприяти йĕркелемелле.

Çĕртме уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ иртĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Нева çинчи хулана Чăваш Ен делегацийĕ те каяссине çирĕплетрĕ. Республика Пуçлăхĕсĕр пуçне тĕнчери чи сумлă экономика форумĕсенчен пĕрне çавăн пекех регионăн Экономика аталанăвĕн, Финанс, Строительство министерствисен, инвестицисемшĕн яваплă тытăмсен представителĕсем те хутшăнĕç. Крымпа, Пенза облаçĕпе, «Роскосмос» корпораципе килĕшӳсем алă пусма палăртнă. Тен, «Трактор завочĕсем» корпораципе тума палăртнă килĕшӳ те «пиçсе» çитĕ. Çак документсем, Дмитрий Иванович шучĕпе, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ырă витĕм кӳрĕç. Регион элчисем Патшалăх Канашĕн форум программипе килĕшсе тăракан ларăвне, тĕрлĕ «çавра сĕтеле», çавăн пекех форумăн Владимир Путин ертсе пынипе иртмелли пĕрлехи ларăвне хутшăнма палăртнă.

Экзаменсем пуçланчĕç

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çемьесене 3-7 çулсенчи ачасемшĕн тӳлев парассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Унччен тупăш пысăк мар çемьесене ачасене пурăнма кирлĕ виçен 50% чухлĕ тӳлев панă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ку йĕрке улшăннă — пулăшу чăннипех кирлĕ çемьесене тĕревлессине тĕпе хурса йĕркене çĕнетнĕ. Олег Николаев çак çăмăллăх тĕлĕшпе çынсенчен ыйтусем йышăннă май патшалăх граждансене тĕрлĕ тӳлевпе тивĕçтернĕ чухне çакна вĕсемшĕн меллĕрех тăвас çулпа утнине палăртрĕ. Ку 3-7 çулсенчи ачасемшĕн укçа парассине те пырса тивмелле — пĕтĕмпех ансат та уçăмлă пулмалла. Вăл çавăн пекех пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесем тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулмаллине палăртрĕ. Вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерес енĕпе тата мĕн тума май пурри пирки шăхăшласа пăхма сĕнчĕ. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Тĕп хулана илемлетме 816 пин тĕм чечек кирлĕ

Хальхи Шупашкара 20-30 çул каяллахипе танлаштарсан тĕлĕнмелле: унччен йывăç-тĕм тĕлли-паллисĕр ӳснĕ, кану паркĕсенчи хăтлăхсăр вырăнсенче паян тĕрлĕ артобъект çĕкленнĕ. Астăватăп-ха: иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче А.Николаев урамĕнчи ачапăча паркне пырса кĕме кичемччĕ. Ăна илемлетес тĕлĕшпе никам та ĕçлемен пулмалла: шăпăрлансем вылямалли хатĕрсем те çукчĕ, картишре пĕр чечек те çитĕнместчĕ.

Паян вара паркра пачах урăхла лару-тăру хуçаланать. Кунта çеç мар, ытти кану паркĕнче те, скверта та, хула урамĕсенче те. Таçта инçе каяр мар: Пичет çуртне хирĕçле /Мир проспекчĕпе Иван Яковлев проспекчĕ хĕресленнĕ вырăн/ лапамах илер. Çуллахи вăхăтра унта асамат кĕперне аса илтерекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексем тыткăнлаççĕ.

Мускав проспектне çитсе килер. Унти çул хĕррипе вырнаçнă электричествăн кашни юпи çинче тĕрлĕ тĕспе çиçекен çеçкесен вазонĕсем кăмăла çĕклеççĕ. Чечексенчен хатĕрленĕ чăваш тумĕллĕ «пикесем», «Хум», «Ладья», «Мечĕк вĕçевĕ», «Акăшсем» арт-объектсем тата ытти композици пирĕншĕн халĕ — хăнăхнă япаласен вырăнĕнче. Çак илем хăй тĕллĕн пулмасть. Уншăн яваплисенчен пĕри — тĕп хулари «Зеленстрой» организацире вăй хуракан Наталия Крашева, вăл — художник-конструктор.

Наталия Леонидовна Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Тĕп хулари 10-мĕш вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ, унтан хулари педагогика училищинче вĕреннĕ. Мĕн ачаран ӳкерме юратнă пике ăсталăха И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче туптанă. 2003 çулта диплом илсен хăйĕн специальноçĕпе тĕрлĕ вырăнта вăй хунă, çав шутра чечексемпе ĕçлес енĕпе те. Опыт пухăннă май хăйне çак должноçра та тĕрĕслесе пăхас тенĕ. Çапла майпа 2015 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа ландшафт дизайнерĕ вăл. Пĕрремĕш çулсенче, паллах, çĕнĕ ĕçе хăнăхма çăмăл пулман. Шупашкарта ку енĕпе вăй хуракан специалист çукпа пĕрех пулнăран — пушшех. Никамран пулăшу ыйтма та, вĕренме те май килмен. Пĕтĕмпех хăйĕн тума, пурнăçлама тивнĕ. Наталия Леонидовнăн тивĕçĕ — хулана хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ӳнерпе конструктор проекчĕсем хатĕрлесси, урамсенче, скверсемпе парксенче чечек лартса çитĕнтерессине йĕркелесе пырасси тата ытти те. Хăшĕ-пĕри, тен, çапла та шухăшлама пултарĕ: мĕн йывăрри пур çак ĕçре, çуркунне çитет те чечек лартма пуçла — пулчĕ те. Çук çав, çулталăках тăсăлакан ĕç иккен вăл. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче çитес çул валли альбом хатĕрлеме пуçламалла. Юпа-чӳк уйăхĕсенче ăна вĕçлесе алă пусса çирĕплетме памалла. Альбом çапла майпа тĕрлĕ инстанци витĕр тухса Шупашкар хулин администрацине çитет. Йышăну тунă хыççăн асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме мĕн чухлĕ чечек, тĕм кирлине шутлама пикенеççĕ. Малалли ĕçе ытти специалист — агроном, прораб, рабочи… — хутшăнаççĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Лентăсене вун-вун хут касса çыпăçтарнă

Чăваш радиопа кунсерен эфирта янăракан вун-вун передача вĕсен алли витĕр тухать. Кашни кăларăм итлекеншĕн чуна çывăх, илемлĕ те янăравлă, çав вăхăтрах пахалăхлă пултăр тесе вĕсен сахал мар вăй хума тивет. Хăш-пĕр чухне журналистсемпе канашламалли, сӳтсе явмалли те тупăнать. Сăмахăм — сасă режиссерĕсем çинчен.

…Вăл 20 çул Чăваш радиора сасă режиссерĕнче ĕçленĕ. Çав хушăра чăваш композиторĕсен, районсенчи пултарулăх коллективĕсен сассине сахал мар çырса илнĕ, кунсерен эфира тухакан передачăсене хатĕрлеме хутшăннă, вĕсене юрă-кĕвĕпе илемлетнĕ. Сăмахăм — Улатăрта 1938 çулта çуралнă Агния Мадянова çинчен. Унăн ашшĕ-амăшĕ педагогсем пулнă, иккĕшĕ те истори вĕрентнĕ. 1941 çулта ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Агнийăн ачалăхĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинче иртнĕ. 7 класс пĕтерсен вăл Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ. Пултаруллă çамрăка асăрханă, филармонири симфони оркестрне ксилофон калама илнĕ. 1957 çулта Агния Михайловна Чулхулара çамрăк мусăкçăсен хушшинче иртнĕ фестивальте 1-мĕш вырăн йышăннă. Музыка училищинчен вĕренсе тухсан оркестртах юлнă, унта 20 çул тăрăшнă.

Агния Михайловна чăваш радиора сасă режиссерĕ кирлине пĕлсен унта çул тытнă. Çĕнĕ ĕç вырăнĕнче малтанах çăмăл пулман. Ăна Людмила Антонова, Татьяна Дмитрова, Иван Софронов операторсем пулăшса пынă. «Ольга Любимовăна уйрăмах тав тăватăп, нумай вĕрентрĕ, пулăшрĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ вăл. Агния Мадяновăна Мускаври Пĕтĕм Союзри телевиденипе радио ĕçченĕсен квалификацине ӳстермелли института виçĕ хутчен янă. 1967 çулта йĕркеленнĕ Чăваш радио хорне Аристарх Орлов-Шуçăм ертсе пынă. Çамрăка вăл та сахал маар пулăшнă. Хор юрланине шăпах сасă режиссерĕн çырмалла пулнăçке. Шухăшĕ пĕр килменрен юрра виçĕ-тăватă хутчен çыртарма тивнĕ. Вырăс, чăваш юррисене нумай хатĕрленĕ. Радио ĕçченĕсем чăваш юррисене фондра хăварассишĕн чылай тăрăшнă. Сасă режиссерĕсем хулара иртекен уявсене тӳррĕн трансляциленĕ, эфира кăларнă. Çав вăхăтра Пĕтĕм Союзри радио валли передачăсем хатĕрлемелли план та пулнă. Хусанта тухса тăракан «Между Волгой и Уралом» радиожурнал валли материалсем ярса панă.

«Чăваш радиора ĕç вĕретчĕ. Пултаруллă, ăста, чунран парăнса ĕçлекен журналистсем В.Иванова, В.Яковлев, М.Кузнецов, И.Ахрат, Степановсем, Н.Самсонов тăрăшатчĕç. Музыка редакторĕн Иван Ахратăн передачисем шухăша яратчĕç. Çыру та нумай килетчĕ. М.Кабетова дикторпа, музыка редакторĕпе И.Канавичевăпа пĕрле ĕçленĕ самантсем куç умĕнчех. Радиоитлекенсен чунне тивсе шухăша яракан, канăç паман чылай кăларăм хатĕрленĕ. Чăваш юрăçисемпе тачă çыхăну тытса эфира çĕнĕрен те çĕнĕ юрă-кĕвĕ кăларнă», — аса илчĕ Агния Михайловна. «Вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен тата çирĕп ыйтакан специалист», — çапла хакларĕ Агния Мадяновăна Чăваш халăх артисчĕ Зоя Лисицина. 1989 çулта радиора унăн сассине шăпах Агния Михайловна çырса илнĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА. Шупашкар хули.

♦   ♦   


Пыл паракан курăксен шучĕ чакать

Вĕлле хурчĕсем пыл пухакан ӳсен-тăран тĕнчи юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнчĕ. 30-35 çул каялла нумай районти утарçă çăкана шаннă, унтан нумайрах пыл илнĕ тĕк, çунатлисем халĕ сиплĕ чечек-курăкран пыл ытларах пухаççĕ. Пирĕн тăрăхра вăрман 510,7 пин гектар йышăнать, çăка ӳсекен лаптăк 48 пин гектарпа 9,4 процент танлашать. Шел те, ял хуçалăх предприятийĕсем илепер курăкне донник , фацелие, хура тула гречиха сахалрах акма тытăнчĕç. Вĕтĕ çулçăллă çăкасене, йăмра-хăвана нумай касни Чăваш Енри пылак сĕткен саппасне 10 пин тонна яхăн чакарчĕ. Хăш-пĕр районта çăка пачах юлман. Хăш-хăш тăрăхра хурăн, ăвăс ытларах лартаççĕ.

Çав вăхăтрах сухаламан вырăнсенче вĕсем хăйсем тĕллĕнех нумай шăтса тухаççĕ. Чăваш Енре 150 ытла тĕрлĕ пыл курăкĕ çитĕнет. Танлаштарма: Турцире вĕсен йышĕ 600 ытла. Унта, ăшă çĕрте, цитрус йывăçĕ чылай. Чăваш Енре вĕтĕ çулçăллă çăка пыл паракан тĕп культурăсенчен пĕри шутланать. Вăрманта çитĕнекеннисен /25 тĕрлĕ вĕсем/ йышĕнче çăка, хăва, вĕрене, пыл курăкĕ, хĕрлĕхен курăкĕ /иван-чай/, йыт çĕмĕрчĕ /крушина/, вереск, кашкăр çырли /жимолость/ тĕп вырăн йышăнаççĕ. Хирти ял хуçалăх культурисемпе улăх-çаранта ӳсекеннисем: хура тул, илепер курăкĕ, хĕвел çаврăнăшĕ, рапс, качака курăкĕ /козлятник/, клевер, люцерна, хăяр... Темиçе çул ĕнтĕ хуçалăхсем сар пăрăç /горчица/ чылай ӳстереççĕ. Вĕлле хурчĕсем асăннă культурăран сĕткен нумай илеççĕ, анчах пылĕ хăвăрт хытать. Унашкал пылпа, паллă ĕнтĕ, хуртсене хĕл каçарма юрамасть. Кăçал Трак тăрăхĕнче горчица пылĕпе хĕл каçарма хăварнисен хурчĕсем чылай вилнĕ. Çуркунне пыл хурчĕсем улмуççи, чие, слива, груша, хăмла çырлипе хурлăхан çинчен пылак сĕткен пухаççĕ. Кукша пуç /одуванчик/, чĕре курăкĕ /пустырник/, хурхух /осот/, пиçен /бодяк/, çавăн пекех тутар вĕрени /клен татарский/, сарă акаци, катăркас /боярышник/ пыл нумай параççĕ.

Вăрманта, улăх-çаранта ӳсекен пыл курăкĕсенчен хăшĕ-пĕри çулсем иртнĕçемĕн çĕр питĕнчен çухалса пыраççĕ. Калăпăр, çурхи адонис, шурă кăкшăм курăкĕ /кувшинка белая/ пачах çухалнă. Тюльпан евĕр чĕп куç курăкĕ /тюльпановидный лютик/, сăрт-ту клеверĕ /клевер горный/, шупка клевер /розовый клевер/ сайра курăнма пуçларĕç.

Пыл ытларах илес тесен пылак сĕткен паракан йывăç-тĕме, сăмахран, тĕрлĕ йышши çăкана /вĕсен йышĕнче маларах тата каярах чечеке лараканнисем пур/, сарă тата хĕрлĕ хăвана вăрман, çырма, шыв çывăхĕнче, ял таврашĕнче нумайрах лартмалла. Тĕрлĕ йышши çăкапа хăва лартни хуртсене пылак сĕткенпе чылай вăхăтлăха тивĕçтерет. Пахалăхлă курăк çулса илес тесен вăрман уçланкисенче кăвак чечек /синяк/, шупка клевер /клевер розовый/, шур курăк /шалфей/ ӳстерни паха. Уй-хирте пусă çаврăнăшне улăштарма кăвак курăк /синяк/, илепер курăкĕ /донник/, фацели тата ытти культурăна акни вырăнлă. Хура тулпа хĕвел çаврăнăшне аксан та утарçăсем савăнаççĕ. Юлашки çулсенче хурт-хăмăрçăсем ялти пахчасенче çĕр улми вырăнĕсене чакарса хуртсем валли фацели акма тытăнчĕç. Çакă вĕлле хурчĕсене пыл ытларах пухма, унăн пахалăхне ӳстерме май парать. Чăваш Енре ытларах сарăлнă пыл тĕсĕсем: илепер курăкĕнчен, çăка чечекĕнчен, хура тултан тата улăхри тĕрлĕ чечекрен пухнисем. Манăн хурт-хăмăр ĕçне, çут çанталăка юратакансене çуркунне юр кайсанах çырма, çул хĕррине илепер курăкĕн, кăвак чечек /синяк/ тата фацели вăрлăхне сапма сĕнес килет. Хĕрлĕхен курăкĕн /иван-чай/ лаптăкĕ пысăклансан та аван. Кунсăр пуçне сад-пахчара мелисса, пĕтнĕк /мята/ çитĕнтермелле. Вĕсене хуртсем юратаççĕ. Çав вăхăтрах сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ чей çав тери техĕмлĕ пулать. <...>

Анна ГРОМОВА, хурт-хăмăрçă.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.