Комментари хушас

24 Çĕртме, 2021

Шанчăклă ĕçтешлĕх экономикăна та вăй парать

Энергетиксем чи лайăх потребительсене чысласа тав турĕç

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче федераци шайĕнчи «Шанчăклă ĕçтеш» конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Электричество энергийĕн чи лайăх потребителĕсене 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе палăртнă.

Республика территорийĕнче конкурса Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе Чăваш энергосбыт компанийĕ /«РусГидро» ушкăна кĕрет/ йĕркеленĕ. Тупăшу çĕнтерӳçисене чыслама регионăн промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов, «ЭСК РусГидро» АО гендиректорĕн сбыт енĕпе ĕçлекен заместителĕ Вадим Волков, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Алина Семенова, «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АОн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров хутшăнчĕç.

Кăçал конкурсăн регионти тапхăрĕнче номинацисен пĕр пайĕ улшăннă. Çапла вара экспертсен комиссийĕ республикăри районсемпе хуласенчи 100 номинант хушшинче 23 çĕнтерӳçе суйласа илнĕ. Республикăри электричество энергийĕн чи лайăх потребителĕсене промышленноç, ял хуçалăх, ЖКХ, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсен, территори сеть организацийĕсен хушшинче палăртнă. Кăçал коронавирус пандемийĕн тапхăрĕнче бизнесĕ сиен тӳснĕ предпринимательсене тĕревлес тенĕ. Çĕнĕ номинацисенче йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тата общество апатланăвĕн сферинчи чи лайăх 9 предприятие хавхалантарма йышăннă.

Предприятисен — конкурсăн регионти тапхăрĕн çĕнтерӳçисен — представителĕсене саламланă май промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов энергоресурссемшĕн вăхăтра тата туллин тӳлени пысăк пĕлтерĕшлине пусăм тусах палăртрĕ. Шел те, Раççейре паян электроэнергишĕн тӳлемелли парăмсен виçи 200 миллиард тенкĕрен те иртет. Потребительсем тӳлеменни энергетиксемшĕн те, тĕрлĕ шайри влаçсемшĕн те — чăннипех питĕ çивĕч ыйту.

— Чăваш Ен финанс дисциплини çирĕп регонсен шутĕнче — çак йăлана малалла тăсатпăр. Тӳлевсене пухасси — 99% шайĕнче. Çакă — кашни потребитель электросеть хуçалăхĕн ăнăçлă тата шанчăклă ĕçне тивĕçтерессине кăна мар, регионăн экономика аталанăве те хывакан тӳпе. РусГидрон электроэнергин чи лайăх потребителĕсене палăртмалли пуçарăвĕ чăннипех хисепе тивĕç, — иккĕленмест министр.

Усă курнă ресурссемшĕн пĕр-пĕрне шанчăклă тӳлени — экономика аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ элеменчĕ. Энергоресурссемпе тивĕçтерекенсен тата вĕсемпе усă куракансен хушшинче уçă диалог йĕкелесси, тӳлев дисциплинине çирĕплетесси, экспертсен пĕрлĕхĕн вăйра тăракан саккунсене улшăнусем кĕртмелли сĕнĕвĕсене çул парасси — çак тĕллевсене тĕпе хурать федераци шайĕнчи «Шанчăклă ĕçтеш» акци.

— Чылай чухне потребительпе çыхăну тытасси тӳлевсемпе тата чарусем йышăннипех — кăмăлсăррипе — вĕçленет. «Шанчăклă ĕçтеш» конкурс вара — потребительпе йĕркелекен диалогăн ырă, кăмăллă тĕслĕхĕ. Чăваш энегосбыт компанийĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса, пандеми вăхăтĕнче сиен тӳснĕскере, тĕревлес тенине, çавăн пекех «Шанчăклă потребительсене» хисеп тунине палăртма кăмăллă, — терĕ «ЭСК РусГидро» АО гендиректорĕн сбыт енĕпе ĕçлекен заместителĕ Вадим Волков.

ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Адександр Гончаров республикăри потребительсемпе кăмăллă:

— Предпринимательсене ырлас килет: вĕсен тӳлев дисциплини пысăк шайра пулчĕ. Çакăнта, паллах, Правительство йышăннă пулăшу мерисен витĕмĕ курăмлă. Ку вĕсене сывлăш çавăрса яма май пачĕ, предпринимательсем хăйсен обязательствисене гарантилеме пултарчĕç. Кам ыйтнă — эпир пурне те тенĕ пекех пулăшма тăрăшрăмăр.

Электроэнергин гарантилекен постащикĕ кăçал «Чăвашэнерго» ĕçне ятарлă «Тухăçă ĕçтешлĕх» номинацире палăртнă. «Ăнăçлă дебют» номинацире вара «Трансэнергопром» компани палăрнă. Компани «Трактор завочĕсем» концернăн тӳлев дисциплинине тавăрас ĕçе хастар хутшăннă. 2021 çулта вăл Чăваш энергосбыт компанийĕн социаллă акцийĕсене те хутшăннă. Нумаях пулмасть энегетиксем пĕрле Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасем валли Ачасене хӳтĕлемлли кун йĕркеленĕ. «Трансэнергопром» «Шанчăклă ĕçтеш» акци ирттерме те хутшăнать: потребительсем — уйрăм çынсем — валли парнесем хатĕрленĕ.

Республикăра пурăнакансем валли пуçласа йĕркеленĕ ятарлă «Шанчăклă потребитель» номинацире районсен пĕрлехи кашни уйрăмĕнчен 8-шар потребителе палăртнă. Вĕсен Чăваш энергосбыт компанийĕ умĕнче парăм çук, тӳлевсене вăхăтра хываççĕ, çавăн пекех компанин интерактивлă сервисĕсемпе хастар усă ураççĕ. Çĕрпӳ районĕнче пурăнакан Елена Ивановна Любимова 85 çулта, анчах электроэнергие шута илекен прибор кăтартăвĕсене «Клиентăн уйрăм кабинечĕ» урлă парать. Хăй каланă тăрăх, çĕнĕ технологисене алла илме ăна ывăлĕ пулăшать. Вăл, Валерий Петрович Любимов, çакăн лайăх енĕсене ырласа палăртрĕ: «Пандемие пула халь офиссене çӳрени вырăнлă мар. «Клиентăн уйрăм кабинетне» уçма сĕнчĕç те — счетчик кăтартăвĕсене ун урлă пама, тӳлев хывма питĕ меллĕ иккен. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те — кану кунĕ-и е ĕç вăхăчĕ-и — пĕр чăрмавсăр».

«Шанчăклă потребитель» номинацире çĕнтернĕ Василий Петрович Маркиданов, Патăрьел районĕнче пурăнаканскер, пирки те каласа хăварас килет. Вăл 96 çулта, энергетиксенчен электрон квитанци илсе тăрать, тӳлеве «Клиентăн уйрăм кабинетĕнчен» хывать.

Акцин регионти тапхăрĕн кăтартăвĕсем тăрăх çĕнтерӳçĕсен списокне федераци шайĕнчи «Шанчăклă ĕçтеш» конкурса электроэнергин çĕршыври чи лайăх потребителĕсене палăртмашкăн ярса парĕç. Акцие «ЭСК РусГидро» АО пуçарнипе тата РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн ченĕсем, Экономика аталанăвĕн министерстви, «Коммерципе çыхăнман «Рынок канашĕ» ĕçтешлĕх» ассоциаци тата Гарантилекен поставщиксемпе энергосбыт компанийĕсен ассоциацийĕ пулăшнипе 2013 çултанпа йĕрклеççĕ.

«Шанчăклă ĕçтеш» акцин регионти тапхăрĕн Чăваш Енри 2020 çул кăтартăвĕсем тăрăх палăртнă çĕнтерӳçисен списокĕ:

Тĕслĕх вырăнĕнчи промышленник /промышленноç предприятийĕсем/:

1. «Элита» çĕвĕ фабрики» АО /Çĕнĕ Шупашкар хули/;
2. «Спецдеталь» ООО /Канаш хули/;
3. «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ» ООО /Шупашкар хули/.

Ятарлă «Прогресшăн» номинаци /усă куракан электроэнергишĕн вăхăтра тӳлесе пыни, çавăн пекех маларах парăма кĕнĕ, кайран тӳлев дисциплинине лайăхлатнă организацисемпе тунă килĕшӳсене тĕпе хурса парăмсене татмалли обязательствăсене туллин пурнăçлани/ :

«Трактор завочĕсем» концерн» машиностроенипе индустри ушкăнĕ» ООО.

Ятарлă «Тухăçлă ĕçтешлĕх» номинаци /пĕрлехи ĕçтешлĕх проекчĕсене ăнăçлă пурнăçлакан компанисем/:

«Россети Атăл» ПАО филиалĕ — «Чăвашэнерго» /Шупашкар хули/.

Сумлă аграри /ял хуçалăх отраслĕн предприятийĕсем/:

1. «Новочебоксарский» ТК ООО /Çĕнĕ Шупашкар хули/;
2. «ВДС» ООО /Красноармейски районĕ/;
3. «Авангард» ООО филиалĕ /Патăрьел районĕ/.

Информацие улăштара илес енĕпе тытакан çирĕп çыхăну /коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансем, Чăваш энергосбыт компанийĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлекенскерсем/:

1. «Волжский-3» управляющи компани ООО /Шупашкар хули/;
2. Çĕрпӳ хула тăрăхĕн муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн унитари предприятийĕ /Çĕрпӳ районĕ/;
3. «Никольский» управляющи компани ООО /Çĕнĕ Шупашкар хули/.

Интерактивлă контакт /Чăваш энергосбыт компанийĕн интерактивлă сервисĕсемпе тата çыхăну тытмалли дистанци мелĕсемпе хастар усă куракан предприятисемпе организацисем/:

1. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Республикăн клиника больници» БУ /Шупашкар хули/;
2. «Вурнарец» ООО /Çĕрпӳ районĕ/.

Ятарлă «Пĕчĕк тата вăтам бизнесри шанчăклă ĕтешлĕх» номинаци:

1. «ЧМКФ «Вавилон» ООО /Шупашкар хули/;
2. «Çĕрпӳри металл конструкцисен завочĕ» ООО /Çĕрпӳ хули/;
3. ИП Вязов Андрей Николаевич /Муркаш районĕ/.

Ятарлă «Общество апатланăвĕн сферинчи шанчăклă ĕçтеш» номинаци:

1. ИП Прокошенков Дмитрий Николаевич /Шупашкар хули/;
2. ИП Малов Владимир Николаевич /Етĕрне районĕ/;
3. Канаш районĕнчи потребительсен обществи /Канаш хули/.

Ятарлă «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăри шанчăклă ĕçтеш» номинаци:

1. «Башмачок-Сервис» ООО /Шупашкар хули/;
2. ИП Салмина Светлана Николаевна /Шупашкар хули/;
3. «Быт» АО /Çĕмĕрле хули/.

«Ăнăçлă дебют» номинацири ятарлă приз /Чăваш энергосбыт компанийĕпе тачă çыхăнса ăнăçлă ĕçлеме, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама пуçлакан компанисем/:

«Трансэнергопром» ООО.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: