Комментари хушас

8 Авăн, 2021

Спортсменсемпе тренерсене преми тÿлессине çĕнĕрен пăхса тухнă

Министрсен Кабинечĕн юнкун иртнĕ ларăвĕнче спорт ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Правительство йышăнăвĕпе Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисене хутшăннă, харăсах Чăваш Ен тата Раççейĕн урăх субъекчĕн чысне хӳтĕлекен спортсменсемпе тренерсене преми тӳлес енĕпе палăртнă чарăва пăрахăçлама йышăнчĕç.

Аса илтерни вырăнлă: çав тӳлевсен виçисене 2012 çултанпа ӳстерменччĕ, нумаях пулмасть Министрсен Кабинечĕ вĕсене палăрмаллах пысăклатма йышăннăччĕ. Асăннă ăмăртусенче «ылтăн» çĕнсе илнĕ спортсменсене 3 миллион тенкĕ тӳлессине çирĕплетнĕ. Иккĕмĕш-виççмĕш вырăнсемшĕн — 1,2 миллион тата 900 пин тенкĕ. Вĕсен тренерĕсене — 1,5 миллион, 600 пин тата 450 пин тенкĕ.

Ан тив, медаль çĕнсе илеймен тейĕпĕр, анчах чи сумлă вăйăсене хутшăнни те пысăк чыс — хавхалантарăва тивĕç, куншăн та спортсменсене — 150-шар пин, вĕсен тренерĕсене 75-шер пин тенкĕ тӳлеме йышăннă.

www.hypar.ru
 

Рубрика: