Комментари хушас

15 Авăн, 2021

Паллă çыравçăсем çамрăк авторсемпе тĕл пулĕç

Çамрăксен хушшинче литературăпа туслисем сахаллансах пыраççĕ. Тахçан калем ăсталăхне туптама тăрăшакансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ пулсан халĕ вĕсем пултарулăхне аталантарма хыпăнмаççĕ, пурăна киле çакăн çине пушшех те алă сулаççĕ. Апла ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, аслисен сĕнӳ-канашĕ те вырăнлă пулмалла.

Шăпах çак çивĕч ыйтăва татса памашкăн юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче паллă çыравçăсем çамрăк авторсемпе тĕл пулу ирттереççĕ. Мероприятие йĕркелекенсем — Чăваш Республикин профессионал писателĕсен союзĕ тата ун çумĕнчи Çамрăк литераторсен ассоциацийĕ.

Литература семинарĕ 5 номинаципе иртĕ:

- поэзи,

- проза,

- драматурги,

- публицистика,

- вырăсла çыракансем.

Семинара 45 çулчченхи авторсем хутшăнма пултараççĕ. Сумлă поэтсемпе писательсем семинар вĕçĕнче унта хутшăннă хăш-пĕр автора Çамрăк литераторсен ассоциацине е çыравçăсен республикăри тата çĕршыври ытти пĕрлешĕвне кĕме сĕнĕç.

Заявкăна ирĕклĕ майпа хатĕрлемелле. Унта семинар ятне, секцине, хушамата, ята тата аçăр ятне, ăçта пурăннине, телефон номерне, электрон адреса кăтартмалла. Электрон çырăва авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен çак адрессенчен пĕринпе вĕçтермелле: lrigel@rambler.ru, fed-ol@mail.ru.

Регионсен хушшинчи литература семинарĕ-тĕл пулу библиотекăн 1-мĕш хутĕнчи пысăк залра иртĕ, 11 сехетре пуçланĕ. Кашниех хутшăннине ĕнентерекен Сертификатлă пулĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 905 029 8917, 8 903 379 2397.

www.hypar.ru

Рубрика: