Халăхăн экологи шухăшлавне улăштарасшăн

Кăçал федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен «iВолга» форумĕ онлайн мелпе иртнĕ. Унăн ĕçне çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă, республикăри маттур çамрăксен проекчĕсем грантсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.
Тĕлпулу И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ.
«Çакнашкал форумсене хутшăнни паха. Сирĕн проектсем пурнăçа лайăх енне улăштарма тивĕç», — терĕ Олег Алексеевич. Грантсене тивĕçнĕ çамрăксем сăмах илчĕç, хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Дарья Спиридонова «Ачалăх телейĕ» ĕçпе палăрнă. Даша больницăсенче вăрах сипленекен ачасен кăмăлне çĕклесшĕн. Вăл хăйĕн пекех пултаруллă волонтерсемпе пĕчĕк пациентсен кăмăлне çĕклемешкĕн тĕрлĕ мероприяти ирттерĕ. «Эпир районти больницăсене çитме палăртрăмăр», — терĕ 180 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕскер.
Владислава Смирнова вара «ЭкоMind» вĕренÿ лабораторийĕ» проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 650 пин тенке тивĕçнĕ. Хĕр республикăра пурăнакансен экологи шухăшлавне улăштарасшăн. Теори пайĕнче ăсталăх класĕсем ирттерĕç, лекцисем вулĕç. Хастарсем ĕçе пуçăннă — экологи мероприятийĕсем иртеççĕ. Владислава ЧПУ ректорне Андрей Александрова тав турĕ: «Андрей Юрьевич тĕслĕх кăтартать, субботниксене пачах сиктермест», — терĕ вăл.
«Проектсене малалла мĕн кĕтет?» — ыйтрĕ Олег Николаев çĕнтерÿçĕсенчен. Вăл хуравсемпе кăмăллă пулчĕ — çамрăксем чарăнса тăрасшăн мар, ĕçе аталантарасшăн.
Ольга КАЛИТОВА căн ÿкерчĕкĕсем


