Комментари хушас

15 Чÿк, 2021

Ачасен пурнăçĕ çутăрах та илемлĕрех пулĕ

Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕнче Шупашкарти сывлăх енĕпе хевтесĕр ачасен интернат шкулне вĕренӳ тата илемлĕ литература кĕнекисем, словарьсем парнелерĕ.

— Куç курманнисем вĕренекен шкул пирĕнтен пулăшу ыйтрĕ те — тивĕçтерес терĕмĕр, ачасене кирлĕ вĕренӳ тата илемлĕ литература кĕнекисем парнелеме йышăнтăмăр. Республикăри вĕрентӳ, экологи, сывлăх сыхлавĕн, культурăпа спорт программисене пурнăçлама пулăшасси пирĕншĕн пысăк пĕлетрĕшлĕ. Çитĕнекен ăрăва инвестици хывни — çутă малашлăх пулмалли никĕс. Пушшех — ачасене ырă туни, кун пек чух тăкаксене шутласа тăни вырăнсăр, — терĕ компанин ĕç тăвакан директорĕ Дмитрий Костантинов. Вăл çавăн пекех çитес çул та шкула ятарлă кĕнекесем парнелеме шантарчĕ, вĕсем япăх куракан ачсене литература, искусство тĕнчипе çывăхланма пулăшĕç.

5-мĕш класра вĕренекен Кирилл Степанов журналистемпе калаçнă май кĕнеке вулама питĕ юратнине çирĕплетрĕ: вăт, Çĕнĕ çул тĕлне программировани тата технологи енĕпе ятарлă кĕнеке парне вырăнне мĕнле аван пулĕччĕ! Дмитрий Костантинов унăн ĕмĕтне пĕлчĕ — ăна пурнăçлама шантарчĕ.

Компани хăйĕн социаллă ориентирсене тĕпе хуракан ĕçне малалла тăсĕ кăна мар, 2022 çулта ăна вăйлатма та палăртать. Ыр кăмăллăх ĕçĕнче вĕрентӳ тĕп вырăнта пулĕ. Çак ĕçе вузсемпе тата сузсемпе, экологипе — федераци пĕлтерĕшлĕ пысăк экологи проекчĕсене пурнăçлассипе, çавăн пекех культурăпа тата спортпа çыхăнтарасшăн.

Аса илтерер: Чăваш энергосбыт компанийĕ республикăн наци библиотекине çуллен кĕнекесем парнелет. Кĕнеке — чи лайăх парне, çавăнпа та ку йăла та малалла тăсăлĕ.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем

 

Рубрика: