Вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ
Республикăра çураки валли вăрлăх хатĕрлес ĕç малалла пырать.
Кăрлачăн 31-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче çурхи тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 43,9 пин тонна чухлĕ тĕрĕсленĕ. Пахалăхпа тивĕçтерекен вăрлăх пайĕ 67 процентпа /е 29,2 пин тоннăпа/ танлашать. Пĕлтĕр ку виçе 77 процентпа /34,3 пин тонна/ танлашнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче тĕрĕслев тухнă пур вăрлăх та пахалăхпа тивĕçтерет. Çĕрпӳ районĕнче те ку шай пысăк — вăрлăхăн 98 проценчĕ тĕрĕслеве ăнăçлă тухнă, Комсомольски районĕнче вара — 85 процент. Пĕтĕмпе 8 муниципаллă район лайăх кăтартупа савăнтарать.