Комментари хушас

9 Нарăс, 2022

Улатӑр районӗнче турбаза пулӗ

Юнкун Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче правительство ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене ял туризмне аталантарма грантсем памалли йĕркене çирĕплетрĕ.

Туризм тенĕрен, ял ку енĕпе ĕçлет те ĕнтĕ. Улатăр районĕнче «Симĕс çаран» турбаза йĕркелемелли заявкăна РФ Ял хуçалăх министерстви ырланă. Çакăн çинчен ларура регион ертӳçи пĕлтерчĕ.

Сăмах пулă ĕрчетес енĕпе ĕçлекен Юрий Аверьянов фермер проекчĕ пирки пырать, ăна «Агротуризм» гранчĕпе пулăшса кăçал пурнăçлама суйласа илнĕ. Ку — патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ инструменчĕ. 3 миллион тенкĕпе муниципалитет территорийĕнче хăна çурчĕ тăвĕç, ачасен тата спорт площадкисене йĕркелĕç. Республикăн ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Фролов пĕлтернĕ тăрăх, ял туризмне аталантарас тĕллевлĕ проектсем татах пур — вĕсене те грант илмешкĕн тăратасшăн. Патшалăх пулăшăвĕ пысăкрах та пулма пултарать — 10 миллион тенкĕ таран.

www.hypar.ru
 

Рубрика: