Комментари хушас

14 Нарăс, 2022

Велосипедпа чупса çĕнтернĕ

Краснодар крайĕнче маунтинбайк-велокросс енĕпе Раççей Кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕ тата Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ.

Çĕршыври чи вăйлă спортсменсем икĕ кун тупăшнă. Чăваш Енрен спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Анисимов хутшăннă. Вăл В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕнче хатĕрленет. Ăмăртура Алексей 13 пин те 500 метр дистанцие 43 минут та 18 çеккунтра парăнтарнă, 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Çавăн пекех Даниил Карповпа Денис Карпеев та лайăх кăтартусемпе савăнтарнă, чи вăйлă 5 спортсмен йышне кĕнĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru

Рубрика: