Комментари хушас

27 Авăн, 2022

Хыпар 109 (27988) 27.09.2022

«Эпир айккинче тăрса юлма пултараймастпăр!»

«Эпĕ ялта пурăнатăп, прописка вара — хулара. Ман ятпа повестка килмен-ши тесе ĕнер çар комиссариатне килтĕм те — пур. «Ыран 9 сехетре кĕтетпĕр сана», — терĕç», — çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕлтерчĕ Николай Викторов.

Мобилизациленнисен пĕр йышне ĕнер Шупашкар хулин çар комиссариатĕнчен çар чаçне ăсатрĕç. Николай Викторов çар тивĕçне Дагестанра пурнăçланă, разведчик пулнă. Повестка илсен пăшăрханса ÿкмен вăл, Тăван çĕршыва хÿтĕлемешкĕн кайма пуçтарăннă. «Манăн унта юлташсем службăра тăраççĕ. Эпĕ те çак самантра айккинче юлма пултараймастăп», — терĕ вăл.

Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Богданов малтисен шутĕнче повестка илнĕ. Спецназра службăра тăнăскер Тăван çĕршыва хÿтĕлесси унăн тÿрĕ тивĕçĕ тесе палăртать.

«Мана, хула депутатне, Тăван çĕршыв чĕннипе пĕрремĕшсен ретĕнче пулма тивни тĕрĕс. Маншăн ку — пысăк чыс. Хальлĕхе çар ĕçне вĕренетпĕр. Унтан палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кайăпăр. Эпир çĕнтеретпĕрех», — терĕ вăл. Унăн пулăшуçи Дмитрий Смирнов та повестка илсенех хатĕрленме пуçланă. «Кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Тăван çĕршыв палăртнă
тĕллевсене пурнăçлама хатĕр», — терĕ çамрăк çын.

Николай Трактор заводĕнче ĕçлет. Повесткăна ăна ĕçе пырса панă. «Тунтикун япаласем илсе çар комиссариатне пыма каларĕç. Шăпа тухрĕ тĕк çар тивĕçне пурнăçламалла», — пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, мобилизациленнисем хăйсемпе пĕрле гигиена хатĕрĕсем, аялти кĕпе-йĕм, хунар, спорт калпакĕ, перчетке, хими грелки, мультитул илме пултараççĕ. Экипировка хатĕрĕсем те илме юрать. РФ Оборона министерстви, тĕпрен илсен, çар çыннине мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерет.

Çар комиссариатне пухăннисенчен пĕринчен те, тепринчен те çакăн евĕрлĕ сăмахсене илтни чун-чĕрене чăннипех те лăплантарчĕ, вĕсем Тăван çĕршыва таптаса тăкасран сыхлама пултарассине шанни тата çирĕпленчĕ.

Мобилизаципе каякансене Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин, «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи, Афганистан вăрçин ветеранĕ Геннадий Матвеев каялла та çак йышпа таврăнма телейлĕ çул сунчĕç, Гурий атте пил пачĕ.

«Эпир сакăр çул тăнăç пурнăç курман вырăс çыннисене хÿтĕлетпĕр, — терĕ Денис Спирин. — Призыв пунктне çарта пулнисем тата хальччен присяга тытса курнисем пухăннă. Çитес вăхăтра призывниксем сбор пунктĕнче çар специальноçĕсене хăнăхĕç, майĕпен çар подразделенийĕсем йĕркеленĕç».

РФ Президенчĕ халăхăн пĕр йышне мобилизацилеме йышăннă пирки Чăваш Енре тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Яваплă должноçри кашни çыннăн çак тапхăрта питĕ тимлĕ пулмалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансенчен килекен çăхавсене хăй сăнаса тăрассине пĕлтернĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Вячеслав Борисова, ЧР цифра министрне Кристина Майнинăна муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле пур хыпара та вăхăтра пăхса тухма хушнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпир курнă нуша кунта ан çиттĕрччĕ»

Донецк тата Луганск халăх республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей йышне кĕрĕç-и? Çак кунсенче иртнĕ референдум ку ыйтăва татса парĕ. Вĕсем патĕнче кăна мар, Раççейре те иртет вăл.

Донбасран Чăваш Ене тарса килнисем пирки те манмарĕç. «Вега» сиплев центрĕнче сасăлав ирттермелли пункт йĕркеленĕ. Çавăн пекех çынсене вăхăтлăх вырнаçтарнă пунктсенче те /пурĕ 7 çĕрте/ суйлав комиссийĕ ĕçлерĕ. Ĕнер, тĕслĕхрен, Шупашкарти «Эткер» вĕренÿ центрĕнче хÿтлĕх тупнисем патне çитрĕ вăл. Паянхи кун кунта 70-е яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 50-шĕ референдума хутшăнать, ыттисем — ачасем.

«Сасăлав лăпкă та йĕркеллĕ иртрĕ. Çынсем савăнăçлă кăмăлпа пычĕç. Референдума хутшăнас текен питĕ йышлă. «Хĕрÿ лини» телефонĕпе шăнкăравласа та хăйсем патне пыма чĕнеççĕ, сасăлама май туса панăшăн тав тăваççĕ, савăнаççĕ. 8 çул кĕтнĕ-çке çак куна. Эпир Улатăр, Красноармейски районĕсенче пурăнакан ентешсем патне çитрĕмĕр. Вĕсем пурте хăйсем пурăннă территорие Раççей йышне кĕртессишĕн сасăланине пĕлтерчĕç», — терĕ ЛНР тулашĕнчи участокри суйлав комиссийĕн председателĕ Виталий Яренчук.

Мариупольтен тарса килнĕ Ольга Сумакина çак мероприятие хавхалануллă кăмăлпа, пысăк шанăçпа çитнĕ. «Эпир çак куна нумай кĕтнĕ. Пурнăç лайăхланасса ĕненетпĕр, Раççей йышĕнче хамăра вăйлăрах туятпăр. Эпир Чăваш Енре — ака уйăхĕн 5-мĕшĕнченпе. Унччен «Кĕрен парăсра» пурăннăччĕ. Кайран кунта куçарчĕç. Нумай пулăшрĕç пире. Çи-пуç та пачĕç, ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шкул хатĕр-хĕтĕрĕпе тивĕçтерчĕç. Çур çулта пирĕн пурнăçра нумай улшăну пулчĕ. Эпир Раççей паспортне илтĕмĕр. Çемье йышлă: хĕрĕм, икĕ мăнукăм, упăшкам пур. Пĕр мăнукăм — садике, тепри шкула 8-мĕш класа çÿрет. Эпĕ те, хĕрĕм те ĕçе вырнаçаймарăмăр-ха. Упăшка кăна Çĕнĕ Шупашкарта заводра вăй хурать. Пĕр шалупа пурăнма йывăртарах. Эпĕ хам лере 19 çул çул-йĕр рабочийĕнче тăрăшрăм. Çавăнта ĕçлесех пенсие тухма ĕмĕтленеттĕм. Кăçал çуллахи пек эпĕ канса та курман. Атăл çыранĕ, вăрман… Хулана та килсе кайрăмăр. Кунта юлас килет… Хули те, çут çанталăкĕ те илемлĕ, пĕтĕмпех килĕшет. Анчах малашлăха епле йĕркелессе татса калаймастăп-ха», — калаçма тÿр килчĕ Ольга Валентиновнăпа. Ачасемпе тăхлан айĕнчен епле тарса килни унăн асĕнчех-ха. Халĕ те хăрушă тĕлĕксем курса вăранса каять вăл. «Эпир пĕр уйăх шкул путвалĕнче пурăнтăмăр. Тамăкри пек туйрăмăр хамăра. Шыв пĕтсе çитсен батарейăран юхтарса ĕçеттĕмĕр. Çынсем вăрттăн тухса çимелли илсе килетчĕç. Камăн мĕн юлнă — пĕрле пайласа çинĕ. Икĕ арçын ача шыв шырама кайсан аманса таврăнчĕç: снаряд ванчăкĕ лекнĕ. 3 эрне нушаланса выртрĕç. Сиплемелли эмел çукчĕ. Нарăсăн 24-мĕшĕнче путвалтан тухрăмăр. Пире чечен салтакĕсем хăтарчĕç. Кун çутипе хамăн аллăмсене куртăм та хăраса кайрăм — вĕсем çĕр тĕслĕччĕ. Ку юрĕ-ха, темех мар. Йĕри-тавра перетчĕç — хăрушши çавăччĕ. 6-ри мăнукăм кăшкăрса макăрасран хăрарăм. Мухтав Турра, никам та чирлемерĕ. Кунта çав нуша ан килтĕрччĕ кăна… Анăç енчи çĕршывсем пире хирĕç хаяррăн тăнине эпир хамăр çинче туйса куртăмăр», — каласа кăтартрĕ Мариуполь хĕрарăмĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Атăл çийĕн юхрĕç… уçă сасăсем

Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри опера юрăçисен пĕрремĕш конкурсĕ «Атăл çинчи сасăсем» ятпа иртрĕ. Унăн гала-концертне тĕрлĕ музыка театрĕн, консерваторисен солисчĕсем, çак енпе пĕлÿ паракан шкулсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Пултарулăх тупăшăвне Чăваш театр ĕçченĕсен союзĕ, Культурăпа искусствăсен институчĕ тата Чăваш патшалăх филармонийĕ йĕркеленĕ. Конкурса Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери музыка культурине аталантарас, талантлă юрăçсене суйласа илес тата вĕсен пултарулăхĕпе халăха паллаштарас тĕллевпе ирттереççĕ. Конкурс авăнăн 19-24-мĕшĕсенче иртнĕ. Темиçе тур витĕр тухса финалистсем çак гала-концертра пĕтĕмлетÿ турĕç. Жюри членĕсем лауреатсене палăртрĕç. Гран-при çĕнсе илекене — 150 пин тенкĕ, 1-3-мĕш вырăнсене йышăннисене 20 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран преми парса хавхалантарчĕç. Ăмăрту икĕ номинаципе иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче театр сцени çинче палăрнă опера юрăçисем ăмăртнă, иккĕмĕшĕнче — аслă шкулсенче музыка пĕлĕвне илекенсем.

Конкурса 100 яхăн юрăç хутшăнма кăмăл тунă. Иккĕмĕш тапхăра вĕсенчен 57-шĕ тухнă. Ăçтан кăна килмен вĕсем: Мускавран, Йошкар-Оларан, Ижевскран, Омскран, Барнаултан, Красноярскран, Атăл тăрăхĕнчи чылай хуларан… Унсăр пуçне Китай тата Узбекистан юрăçисем те хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Конкурсантсем театр критикĕн Ольга Караблинăн, ГИТИС преподавателĕсен Наталья Поповăпа Сергей Тереховăн мастер-класĕсене хутшăннă.

Финала кашни номинацирех пилĕкшер юрăç тупăшрĕç. Вĕсем хăйĕн пултарулăхне тивĕçлипе кăтартрĕç — П.Чайковский, В.Моцарт, Дж.Пуччини, П.Масканьи, Н.Римский-Корсаков оперисенчи арисем нумай хутчен янăрарĕç. Куракан та сахал мар пухăннă. Вĕсем артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Мĕнле кăна ятсем янрамарĕç пулĕ кунта: Анжелика Мельникова, Ксения Мусланова, Артем Попов, Екатерина Федотова, Борис Андриюк, Максим Сударев, Алсу Идрисова, Александр Шейпак… Паллах, кунта асăннисенчен хăшĕ-пĕри вĕренет çеç-ха, çапах вĕсен йышĕнче пысăк сцена çине тахçанах тухнисем те пулчĕç. Музыка уявне хутшăннисене ЧР культура министрĕ Светлана Каликова саламларĕ. «Чăваш çĕрĕ çинче конкурс пуçласа иртрĕ. Шупашкар опера юрăçисемшĕн ăсталăх лаççи пулса тăрасса шанатăп. Вăл малашне те чи пултаруллă артистсене пуçтарĕ. Конкурсантсене пысăк çитĕнÿ тума сунатăп», — терĕ Светлана Анатольевна. Министр конкурсăн жюри членĕсене Тав çырăвĕпе чысларĕ. Конкурсăн концертмейстерне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валентина Архиповăна ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн Тав çырăвĕ тивĕçрĕ.

Концертăн пĕрремĕш пайĕ вĕçленсен куракансене хăйсен кăмăлне каякан юрăçшăн сасăлама май пулчĕ. Эпĕ оперăна питех ăнлансах каймастăп пулсан та хамăрăн чăваш юрăçисен ячĕсене асăнсан хумханмасăр тăраймарăм. Пирĕннисенчен Маргарита Финогентова, Елена Соколова, Алиса Шалгинова, Максим Карсаков, Дмитрий Алексеев ячĕсем янăрарĕç. Апла пулин те гран-прие Чулхуларан килнĕ Максим Сударев тивĕçрĕ. Лауреатсен йышĕнче ентешсенчен Алиса Шалгинова, Елена Соколова, Дмитрий Алексеев пулчĕç. Чăваш халăх артистки Маргарита Финогентова вара 1-мĕш вырăн çĕнсе илсе лауреат ятне тивĕçрĕ. Чăваш каччи Максим Карсаков «Куракансем килĕштернĕ юрăç» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Юхан шыв урлă та каçать: сăрт çине те хăпарать

Нумаях пулмасть Узбекистанра спорт туризмĕ енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕ Сергей Кузнецов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ылтăн медальпе таврăннă РФ спорт мастерне редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.

— Сергей, ăмăрту мĕнле иртрĕ?

— Тупăшусем сăртлă вырăнта 1800 метр çÿллĕшĕнче пулчĕç. Раççейре ятарлă полигонсем пур, Узбекистанра /СНГ йышне кĕнĕ çĕршывсенче те/ спорт туризмĕ аталанса кăна пырать-ха. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн çĕршыв команди яланхи пекех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Эпир тăваттăн — эпĕ, Мускав, Белгород облаçĕсенчи, Санкт- Петербургри спортсменсем — çуран ăмăртакансен ушкăнĕнче финиша чи малтан çитрĕмĕр. Çавăн пекех эстафетăра кĕмĕл медаль çĕнсе илтĕмĕр. Тепĕр çул тĕнче чемпионачĕ Казахстанра пулĕ.

— Эсĕ унчченхи çулсенче те тĕнче чемпионачĕсенче палăрнă…

— Çапла. 2020 çулта йĕлтĕрçĕсен дистанцийĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ, пĕлтĕр те эпир призер пулнăччĕ.

— Спорт туризмĕпе хăçан туслашрăн?

— 5-мĕш класранпа /эпĕ Шупашкарти 1-мĕш лицейре вĕрентĕм/ спорт ориентировкин секцине çÿрерĕм. Пире Чăваш Енри паллă спортсмен Феоктиста Кривуша вĕрентрĕ. 5-мĕш гимназие куçсан çамрăк армеецсен «Зарница» вăййисене хутшăнма тытăнтăм. Унта спорт туризмĕ енĕпе ăмăртусем ирттеретчĕç. ОБЖ учителĕ Виктор Павлов турнирсене илсе кайма пуçларĕ. Çав тапхăрта пире Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнчи тренер Андрей Ширшов асăрхарĕ, спорт туризмĕн уйрăмне йыхравларĕ. Çав тапхăртанпа унта ăсталăха туптатăп. 2008 çулта Новокузнецкра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира пĕрремĕш хут хутшăнтăм.

— Спортсменсем ăçта хатĕрленеççĕ?

— Атăл леш енче ятарлă полигон пур, унта сборсем, тренировкăсем, ăмăртусем иртеççĕ. Çавăн пекех спорт шкулĕнче те тренировка ирттермелли услови туса панă. Йĕпе-сапа çанталăкра — спортзалта. Хĕлле йĕлтĕр базине каятпăр. Ăмăрту тапхăрĕнче эрнере 6-7 кун хатĕрленетпĕр, пĕр кунра икĕ-виçĕ тренировка пулать. Кашни кун чупатпăр. Футболла вылятпăр, бассейна каятпăр, скалодромра час-час пулатпăр. Ку пире канма пулăшать. Пысăк çитĕнÿсем тăвас тесен нумай тăрăшмалла, çавăнпа канма вăхăт сахал юлать. Спортсăр пуçне ĕçе те çÿремелле.

— Спорт туризмĕ Раççейре «çуралнă», çултан-çул вăй илсе пырать. Пирĕн республикăра ку енĕпе еплерех?

— Чăваш Енре те спорт туризмĕ лайăх аталанать. Спорт федерацийĕн ертÿçи Владимир Атачкин нумай ĕçлет. Спорт туризмне çĕклемешкĕн федераци тĕрлĕ гранта тивĕçрĕ. Хăш-пĕр районта секцисем уçрĕç, вĕсенче вĕренекенсен йышĕ ÿссе пырать. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнчи Анна Карпова тренер патĕнче 70 ача ăсталăха туптать. Андрей Львов тренер профессионал спортсменсемпе ĕçлет. Анчах пирĕн патра спорт судйисем çитмеççĕ. Кăçал спорт туризмне спортăн уйрăмах аталантармалли тĕсĕсен шутне кĕртрĕç. Унччен яш ытларахчĕ, халĕ хĕрсем те йышлăн çÿреççĕ. Чăваш Енри арçынсен команди — чи вăйлисенчен пĕри. Мари Элти, Белгородри, Санкт-Петербургри спортсменсемпе ялан тупăшатпăр.

— Спорт туризмĕпе туслă çыннăн мĕнлерех пулмалла?

— Хăвăрт чупмалла, вĕренпе ĕçлеме пĕлмелле, ориентировка мелĕсене чухламалла, тактика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс утăмсем тумалла, тренировкăра мĕн вĕреннине асра тытмалла. Тĕслĕхрен, çăмăл атлет чупас енĕпе малта пулаять, анчах вĕренпе ĕçлес хăнăхусем аталанман. Кашни ăмăртура дистанцисем урăхла, пĕр пеккисем пулмаççĕ. Е сăрт çинчен анмалла, е хăпармалла, е шыв-çырма урлă каçмалла, е вăрман витĕр тухмалла. Хĕлле йĕлтĕр сыратпăр, велосипедпа çÿретпĕр. Хăш-пĕр регионта лаша утланса чупмалли дистанцисем те пур. Харпăр дистанци — чи йывăрри. Пĕтĕмпех хăвăнтан килет. Ушкăнпа е иккĕн ăмăртнă чухне канаятăн пулин те эсĕ командăшăн яваплă. Результат лайăхрах пултăр тесен пĕтĕм вăйран тăрăшмалла. Темиçе килограмм таякан вĕренсене йăтса çÿремелле. Кĕске дистанцисем 2-4 çухрăма тăсăлаççĕ, вăрăммисем 9 километртан ытларах. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.