Комментари хушас

26 Юпа, 2022

«Хресчен сасси» 42 (2930) № 26.10.2022

Аграрисене студентсем те пулăшаççĕ

Çумăр çуни уй-хир ĕçĕсене вăраха ячĕ. Пахча çимĕç, çĕр улми, ытти культурăна пуçтарса кĕртме йывăрланчĕ. Аграрисем кашни типĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Тăпрара нÿрĕк ытлашшипех. Комбайнсем, ытти техника хирте йĕркеллĕ ĕçлеймеççĕ. Хуçалăхсен çĕр улми кăларса пуçтарма ирĕксĕрех çынсене явăçтарма тивет. Йывăр тапхăрта аграрисене студентсем, ял çыннисем те пулăшаççĕ. Акă Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕренекен 80 студент Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхра çĕр улми пуçтарать. «Ударник» ЯХПКра «иккĕмĕш çăкăр» 153 гектар йышăнать. Кунта пысăк тухăçлă «Невский», «Ред Скарлет», «Ривьера» сортсене туса илеççĕ. Паллах, аслă шкулта пĕлÿ илекенсене ĕçе тытăнма никам та хистемен. Ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн деканĕ Геральд Тобоев каланă тăрăх, студентсем хуçалăх пулăшу ыйтнине пĕлсен хаваспах килĕшнĕ. Çамрăксем çĕр улми хирне çитсенех ĕçе тытăннă. Кĕрхи çанталăкран, йывăрлăхран хăракан пулман. Паллах, студентсене шалу тÿлеме пулни хавхалантарать. — Эпир хире çитсенех пушă машина кăна тăратчĕ. 1,5 сехетре çĕр улми пуçтарса 3 грузовик ăсатрăмăр. Пĕрле вĕренекенсемпе ĕçлеме те килĕшет, пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулать. Ĕç çынсене туслаштарать, — палăртать Валентин Ракчеев студент. Шăмăршă районĕнчи «Колос» агрофирмăра вара сахăр кăшманĕ кăлараççĕ. Вăл 300 гектар йышăнать. Малтанлăха палăртнă тăрăх, гектар пуçне 400 центнер тухать. Чĕр тавара кÿршĕ регионти сахăр заводне тирпейлеме ăсатаççĕ. Тухăç пысăк пулнăран сахăр кăшманне завода турттарма 15 машина уйăрнă. Пурĕ 10 пин тонна сутмалла. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Ял пирĕншĕн çывăхрах»

Оксанăпа Алексей Максимовсем Мускавра вăрах вăхăт ĕçлесе пурăннă хыççăн Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрте куçнă, хушма хуçалăха аталантарма тытăннă. Çемье ĕнесем ĕрчетнĕ май сĕт юрварне хатĕрлес ăсталăха алла илнĕ.

Сысна çуринчен пуçланнă бизнес — Эпĕ Самар облаçĕнче çуралнă. Каярахпа аттеанне тăван тăрăха, Чăваш Ене куçса килнĕ. Ачалăх та Çĕнĕ Ахпÿртрех иртрĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн шăпа Мускава илсе çитерчĕ. Тĕп хулара пысăк сутуилÿ çуртĕнче кассирта ĕçленĕ вăхăтра пулас мăшăрпа Алексейпе паллашрăм. Вăл та кунтах директор заместителĕнче тăрăшатчĕ. Каярахпа çемье çавăртăмăр, — аса илчĕ Оксана Максимова. Çамрăк мăшăрăн кĕçех пепке хушăннă. Кил хуçине çемье, ывăлĕн пуласлăхĕ канăç паман. Пурнăçне шавлă та пысăк хулапа çыхăнтарас килмен унăн. — Мускавра пурăннă чухне Канаш тăрăхне отпуска час-часах килеттĕмĕр. Кунти çут çанталăк, юнашарах вăрман пулни, ирĕклĕх упăшкана килĕшетчĕ. Вăл мана çине тăрсах яла пурăнма куçма сĕнчĕ, эпĕ килĕшрĕм. Пилĕк çул каялла Çĕнĕ Ахпÿртри атте-анне килĕнче тĕплентĕмĕр, — терĕ Оксана. Максимовсем тăван тăрăха канма мар, çирĕп тĕллевпе — ял хуçалăхне аталантарма — куçнă. Çĕр ĕçĕ вĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар. Мăшăрĕ Алексей Владимирович Тамбов облаçĕнчен, вăл та ачаранах аслисемпе пĕрле хушма хуçалăхра тăрăшнă. Çемье ял бизнесне сысна çурисем туяннинчен пуçланă. Вĕсене самăртса сутнă, тупăш тунă. Хыççăн кил картишĕ хурсемпе тулнă. Кайăксен йышĕ 100 пуçа та çитнĕ. Ĕçлени сая кайманни, хушма хуçалăх тупăш кÿме тытăнни мăшăра хавхалантарнă. Ăна аталантарма çул-йĕр шыранă. «Çиччĕ виç те пĕрре кас», — тенĕ. Мăшăр тĕплĕ шухăшланă хыççăн ĕнесем илнĕ. Сĕт сутсан тупăш куллен илме пулать-çке. Выльăх апачĕ хатĕрлеме çĕр çителĕклех. Сĕт юр-варĕ вара ачасемшĕн те усăллă. Майĕпен ĕне выльăх йышĕ хушăнсах пынă. Хальхи вăхăтра сăвăнаканни — 4 пуç. Унсăр пуçне вăкăрсем, сурăхсем самăртса сутаççĕ. Вите-сарай выльăхчĕрлĕхпе тулнă май çу каçа утă-улăм сахал мар хатĕрлемелле. Пур ĕçе те алăпа пурнăçлаймăн. Çакна шута илсе çемье пысăк мар трактор туяннă. Вăл 400 пин тенке ларнă. «Максимовский» сыр Ĕнесен йышĕ хушăннă май сĕт те чылайрах сума тытăннă. Унччен ытлашши чĕр тавара усламçăсене сутнă. Вăл йÿнĕпе кайни тивĕçтермен çемьене. Çитменнине, çу кунĕсенче хак палăрмаллах чакнă, чĕр тавар тăкака саплаштарма кăна çитсе пынă темелле. Ăна вырăнта тирпейлени тупăшлăха хăпартма пулăшасса аван ăнланнă Максимовсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ майĕпен сĕт юр-варне хатĕрлеме пикеннĕ, çав шутра сыр та. — Манăн пĕрремĕш сыр — «Русский камамбер». Çемьере кăмăлласах çирĕç ăна. Кÿршĕсене те килĕшрĕ вăл, — аса илет Оксана Николаевна. Çакă хĕрарăма тăрăшарах ĕçлеме, сыр ытларах пĕçерме хĕтĕртнĕ. Тавар лайăх сутăнтăр тесен паха продукци хатĕрлемелле. Пĕлÿ çителĕксĕрри те систернĕ. Ăсталăха камран вĕренмелле? Республикăра Раççей ял хуçалăх банкĕпе Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ «Фермер шкулĕ» проект хута кайни Максимовсемшĕн тÿперен телей кайăкĕ вĕçсе аннăн туйăннă. Оксана çийĕнчех вĕрентÿ проектне хутшăнма документсем хатĕрленĕ, комиссие ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Конкурс витĕр тухса шкула вĕренме кĕнĕ. Икĕ уйăх ытла пĕлĕве туптанă вăл. Вĕренÿ тапхăрĕнче республикăри, ытти регионти паллă сыр ăстисем патĕнче пулни, пуян опытпа паллашни тарăн йĕр хăварнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ «Фермер шкулĕнче» пĕлĕве ÿстерекенсене чăрмавсене пăхмасăр малалла утма хавхалантарнă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Колчак адмиралпа юнашарах утнă

1919 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Омск хулинчи суд йышăнăвĕсен палатин çуртĕнче Раççей империйĕн чи аслă суд органĕн — Ертсе пыракан сенатăн — ларăвĕнче Омск тата Павлодар архиепископĕ Сильвестр Александр Колчак адмирала — Раççейĕн Аслă Ертÿçи ªправителĕ], вăл йĕркеленĕ правительство членĕсене министрсем пулма пил панă. Ларăва Вăрнар районĕнчи Кульцав ялĕнче çуралса ÿснĕ Максим Михайлов протодьякон та, каярахпа — вырăс оперин мухтавлă юрăçи, хутшăнмасăр юлма пултарайман.

Раççее çăлма пилленĕ «Хăватлă Турă, унăн çветтуй Евангелийĕ тата пурнăç паракан Хĕрес умĕнче Раççей патшалăхне чун-чĕререн тата ĕмĕрлĕхех парăнса Тăван çĕршывăма парăннă пекех ĕçлеме шантаратăп тата тупа тăватăп. Аслă Ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хамăн пурнăçа хĕрхенмесĕр, тăванлăх, туслăх, пĕр-пĕрин хушшинчи хире-хирĕçлĕх, пурлăх тĕллевĕсемпе аташмасăр тата Раççей патшалăхне чĕртсе тăратасси, аталантарасси çинчен çеç шухăшласа ăна парăнса ĕçлеме шантаратăп, тупа тăватăп. Министрсен Канашĕнчен йышăннă аслă влаçа халăх ирĕккĕн суйласа илнĕ йĕркепе, Раççей патшалăхĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн тытса пыма шантаратăп тата тупа тăватăп. Хама Хĕрес ĕмĕлкипе витеретĕп, Çăлакан сăмахĕпе Хĕресне чуптăватăп. Аминь!» — тенĕ Колчак. Министрсем те патшалăха тата саккунсене пăхăнса ĕçлеме тупа тунă. Çакна палăртмалла: Раççейĕн Аслă Ертÿçи тата çĕршыв диктаторĕ пулма Колчака маларах, 1918 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче, империре çар диктатури туса хурас шухăшпа пĕрлешнĕ Министрсен Канашĕнче суйланă. Уншăн 15 çынран 14-шĕ сасăланă. Çавăн пекех ăна çĕрти тата тинĕсри хĕç-пăшаллă вăйсен командующийĕн должноçне лартнă, вице-адмиралтан флот адмиралĕ таран хăпартнă. Çак хыпара «Турăпа кĕрешекен социализм революцине» хирĕçле шухăшлакансем ырласа йышăннă, Колчак ертсе пынипе Шурă юхăм большевиксемпе советсене влаçран сирсе ывăтасса ĕмĕтленнĕ. Сенатра Сильвестр владыка Раççейре пĕр çын ертсе пымалли влаç тытăмне çирĕплетни ырă улшăнусем патне илсе çитерессе шаннине пĕлтернĕ, Колчака Хĕрлĕ çарпа ăнăçлă кĕрешме ырă суннă, вырăс патриочĕсене ун тавра чăмăртанма чĕнсе каланă. Маларах, 1918 çулхи сентябрь уйăхĕнче, эсерсем, кадетсем, халăх социалисчĕсем, Учредительнăй Пуху членĕсем, большевиксене хирĕçле ытти парти представителĕсем Раççей Директорине тата Вăхăтлăх правительство туса хунă. Вĕсен ертÿçисем Колчака тинĕс çар министрĕн вырăнне йышăнма сĕннĕ, вăл килĕшсе ноябрĕн 4-мĕшĕнче ĕçе пикеннĕ. Çакăн хыççăнах урăх çулпа каять — Директорие пĕтерме тĕллев тытнă вăйсемпе тĕл пулса çĕршыв пуласлăхне сÿтсе явать. Вĕсем Министрсен Канашне йĕркелеççĕ, Директори правительствин членĕсене, çав шутра шалти ĕçсен министрне арестлеççĕ, укçа парса çĕршывран кăларса яраççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Эрĕм пек йÿçĕ шăпа

Реабилитаци центрĕнче ĕçлекенсем хаш! сывласа янă. Мĕншĕн тесен уйăх ытла йĕп çинчи пек ĕçленĕ вĕсем. Сăлтавĕ — кунта пурăннă арçын ача хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлменни, ăна нимĕнле майпа та итлеттерейменни, вăл пĕр-пĕр усал ĕç тăвасран шикленни, шурă халатлисене нимĕн вырăнне хуманни… Ултă çултан иртнĕ Алеша ĕçченсене чĕтретсе тăнă тесен те йăнăш мар. Медсестрасен ăна сыхлама тивнĕ. Анчах чарусăрскер хыççăн чупса ĕлкĕрĕн-и? Йăрăскер таçта та çитнĕ. «Часах çак чÿрече çине хăпарса каятăп та аяла сикетĕп. Вара сире тĕрмене хупаççĕ», — тенĕ вăл хăйне тăрантарса, пăхса усракансене питрен лаплаттарса сурса. Вăл сипленме пынă ачасене хĕненĕ, вĕсен апат-çимĕçне туртса илнĕ. Коридорти холодильникра апат-çимĕç тăратайман чирлисем: ирхинене вĕсем «пăсланнă». Алеша ăна çĕрле те ухтарса çÿренĕ. Ыйхи килмен унăн, яланах хырăмĕшĕн тăрăшнă. Ачан чĕлхинче словарьте çук сăмахсем ытларах. Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ пулнă тăк кăçал шкула каймаллаччĕ унăн. Пĕчĕкскер вара вĕренесси пирки пачах шухăшламасть. Шухăскерĕн пĕртенпĕр ĕмĕт — хырăмне тăрантарасси. Ăна вара пултарать, нимрен те, никамран та хăрамасть.

Çук, выçă усраман ăна. Ашшĕ ĕçкĕç, амăшĕ çуккине кура центрта ĕçлекенсем те, чирлисем те хĕрхеннĕ ачана. Канфет-печени, шăккалат, йогурт… таранах илсе панă. «Шалккă-çке, ашшĕ-амăшĕшĕн ача айăплă мар вĕт», — тенĕ чылайăшĕ. Пурнăçăн тути-масине самаях астивнĕ курăнать. Ÿт-пĕвĕнче суранланнă вырăнсем нумай. «Арçынна çĕвĕ илем кÿрет», — теççĕ те ку ача кăна вĕт-ха. Епле чăтнă-ши вăл патака? Ашшĕ ывăлне кĕреçе аврипе хĕненине ял çыннисем чылай асăрханă. Анчах пырса чарас тесен хăвна лекме пултарать çав авăр. «Атте» сăмаха тивĕçлĕ марах вăл. Çапах та эрех ĕçнĕ хыççăн шурă халатлисем патне килсе пĕрре мар хăратнă, намăс сăмахсемпе кÿрентерме те именмен. «Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ ĕлĕкех. Алеша ырă та сăпайлă ача пулассине шанма пит йывăр. «Унпа лайăх психолог, çирĕп те тĕрĕс воспитани паракан педагог ĕçлемелле, унсăрăн…» — теççĕ тухтăрсем. Ачапа калаçса, унăн шухăш-кăмăлне пĕлнĕ çынсемпе пупленĕ хыççăн çакăн пек шухăш патне пырса тухатăн: çак таранччен пурнăçра нимĕн те лайăххине курман вăл. Ăна пур çын та хăйĕн ашшĕпе амăшĕ пек тискер пулнăн туйăнать. Йĕркеллĕ ача пулĕ-ши вăл? Кам тăрăшĕ-ши уншăн малашне? Мĕнле ушкăна лекĕ-ши? Усал та кăнттам пулнине пăхмасăр хĕрхенетĕн ăна. Ара, ача- çке вăл. Никамăн ăшшине туйса ÿсменскер, кашни куншăн пĕччен кĕрешекенскер. …«Вырăс чĕппинче» чăваш юнĕ чупать. Алешăн аслашшĕпе асламăшĕ хамăр тăрăхран. Çамрăкла инçетри хулана тухса кайнă та унтах йăва çавăрнă, ача-пăча çуратнă. Мăнукĕсене утьăкка сиктерме тÿр килмен ватăсен, çĕре кĕнĕ. Ашшĕпе амăшне эрех ĕçсе тарăхтарнă ывăлĕн арăмĕ те хăй пекех пулнă, «симĕс çĕлене» ачинчен ытларах юратнă. Хитре сăн-питлĕ, кăвак куçлă Алешăна лайăх пăхманран пĕр куçĕ чалăш. Эрехпе туслă çамрăксем тутлă çиес килсен вăрă çулĕ çине тăнă. Ниçта та ĕçлеменскерсем ăна-кăна çаратнă. Унччен те пулмасть вĕсене «кăвак пакунлисем» ярса тытнă. Пĕр ачаллă çамрăк хĕрарăма амăшĕн правинчен хăтарнă, иккĕшне те тĕрмене хупнă. Алешăна интерната вырнаçтарнă. <...>

Валентина КИРИЛЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.