Комментари хушас

16 Чÿк, 2022

Хресчен сасси 45 (2933) № 16.11.2022

Мухтав та пехил çĕр ĕçченне!

Иртнĕ эрнере Чăваш Енре ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне палăртрĕç. Çавна май Правительство çуртĕнче хастар ĕçченсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев аграрисене яваплă ĕçшĕн тав турĕ. «Республикăри халăхăн 37% ялта пурăнать. Ял хуçалăх отраслĕ тата АПК предприятийĕсен аталанăвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен Правительстви ялта ĕçлесе пурăнма кăмăл пултăр тесен çынсемшĕн чи кирлине тума хатĕр», — терĕ регион ертÿçи. Уява пухăннисене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов саламларĕç. «Чăваш Енри ялсем хитреленсех пыраççĕ. Яла кайсан чун-чĕре савăнать: пушă выртакан çĕрсем çукпа пĕрех, социаллă инфратытăм лайăхланать. Кăçал ялсене комплекслă майпа аталантарас тĕллевпе 800 ытла проект пурнăçланать. Республика Правительстви черетлĕ бюджета йĕркеленĕ май ял территорине аталантарас тĕллеве пурнăçлама пысăк тимлĕх уйăрать. Ялти мĕн пур социаллă проекта, хальхи çăмăл мар вăхăта шута илмесĕр, пурнăçлама укçатенкĕ уйăраççĕ, пурнăçа кĕртеççĕ», — пĕлтерчĕ Леонид Ильич.

Уяв малалла Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тăсăлчĕ. Ял хуçалăх çулталăкĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла палăртрĕ: «Экспорт тĕлĕшпе, çĕршыва хирĕç санкци кĕртнĕ хыççăн, ÿсĕм пысăках мар, çапах та пур. Кăçал январьоктябрь уйăхĕсенче Чăваш Енре АПК продукцине чикĕ леш енне сутасси 7% ÿснĕ — экспорт шайĕ 33 млн долларпа танлашнă».  <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Сиенлĕ пултăран

Çĕршывра, республикăра наркăмăшлă пултăран сарăлсах пырать. Çыншăн, выльăхшăн сиенлĕ ÿсентăран çулне мĕнле пÿлмелле?

Шăрăха та, шартлама сивве те чăтăмлă

Сосновский пултăранĕ — нумай çул ÿсекен сунчăклă ÿсен-тăран. Чечекленнĕ вăхăтра туни 2-3,5 м çитĕнет. Пĕр тĕпрен 800 вăрлăх пулать. Çавна май курăк хăвăрт сарăлать.

Сосновский пултăранĕн /ÿсен-тăрана Д.И.Сосновский тĕпчевçĕ ячĕпе панă/ тымарĕ çирĕп. Вăхăт иртнĕ май унăн сарлакăшĕ — 150 см, тарăнăшĕ 80-300 см çитет. Кĕркунне, çуркунне çанталăк 7 градус сивĕтни те ăна сиенлеймест. Тарăн юр айĕнче шартлама сивĕ те, çуллахи шăрăх та ăна пĕтереймест.

2-5 çултан пĕр хутчен чечеке ларать, кун хыççăн ÿсен-тăран пĕтет. Анчах ун вырăнне вăрринчен, тымарĕнчен вун-вун хунав тухса тулать. Вăл тымар янă çĕрте ытти ÿсен-тăран çитĕнеймест — ăна вăрăм тунипе, сарлака çулçипе хупласа хурать. Пирĕн тăрăхра пултăран июль уйăхĕн пуçламăшĕнче чечеке ларать. Çак тапхăр 30-40 куна тăсăлать. Вăл хурт-кăпшанкă пулăшнипе те, хăй тĕллĕн те шăркаланать. Вăхăтра пĕтермесен пĕр ÿсентăранран та хунаса вăрман пек сарăлса çитĕнме тытăнать. Пĕр тăваткал метрта 15 хунав таран шăтать. Кун пек чухне лаптăк усă курма юрăхсăр, тăпра пулăхĕ те чакать. Вăрри 2-3 çултан та шăтаслăхне çухатмасть. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ял туризмĕ вăй илет

Республикăри ялсене хăтлăлатма кăçал 6,5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутра 1,6 млрд тенки — «Ял территорине комплекслă майпа аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн.

Патшалăх пулăшăвĕ 930 проекта пурнăçа кĕртме май панă. Программăпа 24 çемье социаллă тÿлев илме пултарнă. Вĕсене ялта çурт тума, туянма кайнă тăкакăн 70 процентне саплаштарма уйăрнă. Пурĕ 21,6 млн тенкĕлĕх пулăшу тивет.

Унсăр пуçне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма «Ял ипотеки» программăпа усă курма май пур. Унăн çулталăкри процент ставки 3%. Виçĕ çулта асăннă çăмăллăхпа 1600 çемье усă курнă. Нумай ачаллă çемьесемшĕн, çамрăк специалистсемшĕн, АПК отраслĕнче, вăрман хуралĕнче вăй хуракансемшĕн тата хăш-пĕр категорири граждансемшĕн кредитăн процент ставки 0,5-1 процент юлнă. Çак мелпе усă курмашкăн 178 çын документ хатĕрленĕ.

Халăх пуçарăвĕпе те республикăра сахал мар проект пурнăçа кĕрет. Кăçал Шупашкар районĕнче çул-йĕр юсама 4 проект валли 6,4 млн тенкĕ уйăрнă. Республикипе — 978,2 млн тенкĕ. Ялсенчи çулсене бюджет шучĕпе те сахал мар çĕнетеççĕ. Вăрнар, Канаш районĕсенче 79,7 млн тенкĕлĕх çул тăваççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Çичĕ çурт лартнă

Çĕрпÿ районĕнче Паваркасси ялĕнче пурăнакан Александр Андреевран тĕлĕнмелли пурах. 97 çулта пулин те вĕлле хурчĕ тытать. «Унсăр пурнăç çук. Эпĕ ăна чĕререн юрататăп», — тет вăл. Сысна пăхнă, ĕне сунă Çамрăк чухне колхоз утарçи ăна пулăшма ыйтнă. Ÿркенменскер пĕр шухăшсăрах килĕшнĕ. Каярахпа Турă кайăкĕсене хăй те усрама тытăннă. Пĕр вăхăт 30 вĕллерен те иртнине палăртать вăл. «Халĕ куç япăхланчĕ, вăй-хал та унчченхи мар. Çавăнпа вĕлле йышне чылай чакартăм», — сăмахне вăлтса калаçрĕ Александр Андреевич. Ара, хурт-хăмăрçă вĕлле йышне нихăçан та пĕлтермест — унсăрăн пыл хурчĕ ĕрчемест-çке. Хăй вĕсене кăмăллани пирки вара çине-çинех каларĕ. Шăпах ылтăн хуртсем унăн кун-çулне тăснине те палăртрĕ. «Вĕлле хурчĕ тытакан нумай пурăнать теççĕ. Манăн ĕмĕр те вĕсене пулах тăсăлать пулĕ. 3-4 çул каялла кăкăр тĕлĕнчен темĕн ыратрĕ. Çак вырăна хурт сăхтарса пăхас шухăш çуралчĕ. 2-3 кун сăхтартăм. Мĕн тетĕр? Ыратни пĕтĕмпех иртрĕ», — тĕлĕнтерет ватă. Кун-çулне чиркÿпе çыхăнтарни те ĕмĕрне тăсма пулăшнине шанать вăл. Чылай çул Ямаш тата Чурачăк чиркĕвĕсенче алтарьте пачăшкăсене пулăшнă. Халĕ те чунĕ туртать унта. Пысăк уявсенче яланах Турă çуртне çул тытать. «Эпĕ халăхпа пĕрле пурăннă, — кăмăллăн калаçать Санькка тете. — Ĕçкĕ-çикĕре юрланă-ташланă, савăннă, эрехне те виçеллĕ ĕçнĕ. Нихăçан та иртĕхмен. Çемьере асли пулнă, шăллăмсем вилчĕç. Пĕррехинче Валери аттерен çапла ыйтрăм: «Шăллăмсем мана, тетĕшне, мĕншĕн кая хăварчĕç-ши?» Вăл вара: «Вĕсем сана хăйсене çăлма хăварнă», — терĕ. Тен, çакă тĕрĕс те пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене эпĕ чиркÿре асăнтарса пурăнатăп». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.