Комментари хушас

19 Раштав, 2022

Юрăçсене шыраççĕ

Эстрада артисчĕсен союзĕ вокал искусствинче çĕнĕ ятсем тупса палăртмашкăн «Уçă саслă Чăваш Ен» конкурс ирттерет.

Пултарулăх ăмăртăвĕ дистанци мелĕпе иртĕ. Конкурсантсен ĕçĕсене Чăваш Республикин культурăпа искусство деятелĕсем, преподавательсемпе педагогсем хаклĕç. Ÿсĕме кура тăватă ушкăна пайлĕç: 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем, 18-25 çулсенчисем, 25-35 çулсенчисем, 35 çултан аслăраххисем. Номинацисем: соло, ансамбль тата хор.

онкурса хутшăнакансен пĕр е икĕ юрă шăрантарса /чăвашла та, вырăсла та юрать/ видео ÿкермелле. Заявкăсене раштав уйăхĕн 28-мĕшĕччен электрон почтăна vocalchuvash@yandex.ru адреспа йышăнаççĕ. «Контактра» социаллă сетьре «Вокальная Чувашия – 2022» ушкăнра тĕплĕнрех пĕлтернĕ.

www.hypar.ru Интернетран илнĕ сăн ÿкерчĕк

Рубрика: