Комментари хушас

20 Кăрлач, 2023

Ыйту хăвăрт татăлтăр тесен...

«Сирĕн кунта çул япăх вĕт, юр хӳсе лартнă. Мĕншĕн ниçта та пĕлтерместĕр?» – тет автобус водителĕ пассажирсем салона кĕрсе вырнаçсан. «Э, мĕн усси! Кам итлетĕр пире?» Анчах водитель нумай шухăшласа тăмасть — ял çыннине чăрмав кӳрекен вырăнсене видео ӳкерет те интернетри патшалăх пабликне вырнаçтарать. Темиçе сехетрен ун патне хурав килет: «Çул-йĕре юртан тасатнă». Тахçан çакнашкал ыйтусене пăхса тухиччен пĕр уйăх иртнĕ, халĕ вара пĕр талăк та çитет.

Çынсем социаллă сетьсенче патшалăх органĕсен официаллă страницисенче хăваракан ыйтусене вăхăтра асăрхаса кирлĕ çĕре çитерес, йывăрлăха хăвăртрах татса пама пулăшас енĕпе ĕçлеççĕ те Чăваш Республикин региона ертсе пыракан центрĕнче. Ку çеç те мар. Чăваш Ен ЦУРĕ — Регионăн цифра трансформацийĕпе çыхăннă стратегийĕн пайĕ те. Çĕнĕ тивĕçе пуçăнсан иккĕмĕш кунхинех ЧР цифра министрĕ Михаил Степанов центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни те ăнсăртран мар. «Пире пĕрлехи пысăк ĕç кĕтет», — палăртрĕ вăл ЦУР ертӳçипе Татьяна Немцевăпа тĕл пулсан.

Çак центрпа Цифра министерствин ĕçĕ-хĕлĕ пĕрпĕринпе тачă çыхăнни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Пĕрлехи пĕлтерĕшлĕ проектсенчен пĕри — влаç органĕсен патшалăх пабликĕсене йĕркелени. Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа влаç органĕсен тата вĕсене пăхăнакан учрежденисен пурин те соцсетьсенче официаллă аккаунт пулмалла. Ку ĕçе маларах йĕркелеме пуçланăччĕ ĕнтĕ. «Икĕ çулта министерствăсемпе ведомствăсен, муниципалитетсемпе вĕсенчи бюджет организацийĕсен 2 пин ытла официаллă аккаунчĕпе çыхăну йĕркелерĕмĕр. Пĕтĕмĕшле аудитори — 1,2 миллион çын», — терĕ Татьяна Немцева.

Паллах, çакнашкал калăпăшлă ĕçе пурнăçлама йыш та пысăк кирлĕ. Хайхи центр темиçе пайран тăрать — хыпарсем хатĕрлессипе, видео ӳкерсе монтаж тăвассипе, çынсен ыйтăвĕсене йышăнса пурнăçламашкăн тивĕçлĕ çынсене ярса парассипе, соцсетьсенче аккаунта анлă сарассипе, дизайн ĕçĕпе тата ытти ыйтупа уйрăмшар çынсем ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен официаллă ушкăн çеç мар, ансатрах, халăха çывăхрах йĕркелени те сахал мар. Вĕсене те кăсăклă, усăллă хыпарсемпе тивĕçтермелле. Ахальтен мар кунта республикăри чи ăста специалистсене пухнă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма Татьяна Немцева экскурси те ирттерчĕ. Республика çыннисем соцсетьсенче хăваракан ыйтусемпе çăхавсем «Инцидент Менеджмент» тытăма килеççĕ. Вĕсемпе Татьяна Петрова специалист ĕçлет. «Эпир çынсен электрон майпа килекен ыйтăвĕсене йышăнатпăр. Çăхавсене икĕ мелпе яма пулать. Пĕрремĕшĕ — «Госуслуги. Решаем вместе» платформа урлă тата влаç органĕсен сайчĕсенче /унта ятарлă баннерсем пур/. Иккĕмĕш мел — социаллă сетьсенче влаç органĕсен официаллă аккаунчĕсенче хыпар айĕнче ыйту хăварасси», — ăнлантарчĕ Татьяна Владимировна.

ЦУР çитĕнĕвĕсемпе паллашнă май Михаил Владимирович çак пĕлӳ Республикăн лару-тăру центрне йĕркеленĕ чухне кирлĕ пулассине палăртрĕ. Унăн тĕллевĕ социаллă сферăри, экономикăри, хăрушсăрлăхри, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас ĕçри йышăнусен пахалăхне ӳстересси пулĕ. «Туслăн ĕçлесен эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлăпăр», — терĕ çĕнĕ министр.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.