Комментари хушас

11 Çу, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 18 (6468) № 11.05.2023

«Халĕ çĕршыва хӳтĕлеме пирĕн черет çитрĕ»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 78 çул çитнине Чăваш Енри ялхулара анлăн паллă турĕç.

Окоп чавнă паттăрсене пуç тайрĕç

Ирхи 8 сехетре Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене халалласа» мемориалта митинг пуçланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнтерĕве фронтри паттăрсем çеç мар, хастар тыл ĕçченĕсем те çывхартнине палăртрĕ. «Ахальтен мар паянхи уява çак вырăнтан, пĕлтĕр Нихăçан сӳнми çулăм чĕртнĕ çĕртен, пуçлатпăр. Çулăма «Паллă мар салтак вил тăпри» çинчен илсе килнĕ. Çапла майпа эпир фронтри тата тылри паттăрлăхсен хушшинче кĕпер хыврăмăр», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсемпе хĕрсем çанталăк питĕ сиввине, ĕç хатĕрĕсем çитменнине пăхмасăр кĕске вăхăтра хӳтĕлев чиккине туса пĕтернине, республикăри çынсем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн мĕн тери тăрăшнинчен тĕлĕннине палăртрĕ. Олег Алексеевич паянхи кун тĕнчере хутăш вăрçă пынине, вăл экономикăна кăна мар пырса тивнине, информаци енĕпе те вăйлă тапăннине каламасăр пултараймарĕ. «Пирĕн ăрупа çыхăнтаракан çав чикĕсем паян та вăй кӳреççĕ, хамăра никам çĕнтерейми пек туйма май параççĕ», — пусăм тусах каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов та вăрçă вăхăтĕнче тыл пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. «Пирĕн асатте-асаннен, кукамай-кукаçин паттăрлăхне асра тытса паян ял хуçалăхĕнче, промышленноçра пĕтĕм вăйран ĕçлемелле. Нацизма хирĕç тăмаллах пирĕн», — терĕ Анатолий Геннадьевич. «Паян эпир пуçа çĕклесен пĕр пĕлĕт таткисĕр тӳпене куратпăр. Çакăн пек самантра пирĕн çĕршыва фашизмран хӳтĕлекен паттăрсене тав сăмахĕ калас килет», — терĕ Алла Леонидовна. Хальхи вăхăтра та ĕçре хастарлăх кăтартакан сахал мар. Олег Николаев çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парассине пысăк тӳпе хывнă ĕç ветеранне Равиль Валиуллина Тав хучĕпе тата асăнмалăх сехетпе чысларĕ. Вăл Нихăçан сӳнми çулăм умне чечек çыххи хучĕ, тыл ĕçченĕсене пуç тайрĕ.

Ветерансене тав!

Шупашкарти «Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕнчи мăнаçлă палăк умне те фронтра паттăрлăх кăтартнă салтаксене пуç тайма халăх нумай пухăнчĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, ЧР Министрсен Кабинечĕн пайташĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин тата ыттисем пулчĕç. Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă ентешсем, тыл ĕçченĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем те вăрçăра вилнĕ салтаксене пуç тайма çитрĕç. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Кирек мĕнле пулсан та ачасене выçă вилме ан пар»

Сĕтел çинчи вазăра — хĕрлĕ гвоздикăсем, юнашарах Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕ. Вăрçă нушине чăтса ирттернĕ ватăсемшĕн кашни ăшă сăмах, вак-тĕвек пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр çумĕнчи «Тăрнасем» агитбригада, «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăмăн хастарĕ хăнана килсен Мария Воронина та, Раиса Шарова та савăнăç куççульне чарайман. Тыл ĕçченĕсем темĕнле йывăрлăх та чăтса ирттернĕ пулин те самай хастар.

Сусăр летчик Шупашкара куç хывнă «Атте вăрçа кайсан анне патне çыру ячĕ. «Ачасене кирек мĕнле пулсан та выçă вилме ан пар. Килте мĕн сутма пулать — çавна сутса апат-çимĕç туян», — тесе çырнăччĕ. Ун чухне питĕ нумай ача вилетчĕ, выçăхса шыçăнса каятчĕç. Пĕррехинче анне аттен костюмне сутрĕ. Çăкăр çисех курайман эпир. Ăна мăянпа, çĕр улмипе хутăш çăрнă чустаран пĕçеретчĕç. Эпир ĕне усраттăмăр, вăл сĕтне аванах паратчĕ. Çавăнпа тытăнкаласа пурăнтăмăр», — каласа кăтартрĕ Шупашкара çемйипе 1987 çулта куçса килнĕ тыл ĕçченĕ Мария Воронина. Мария Петровна кăçалхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче, Сурхурире, 90 çул тултарнă. Чулхула облаçĕнчи Сеченово районĕнчи Кочетовкăра йышлă çемьере çуралса ӳснĕскер /9 ачаран 6-шне пурăнма пӳрнĕ/ хăйсен ялĕнчи йĕкĕтех качча тухнă. 7-мĕш класчен, ялти шкула çӳренĕ чухне, пĕрлех вĕреннĕ вĕсем. Александр Петрович Сеченовăра вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Саратов облаçĕнчи летчиксен шкулне вĕренме кĕнĕ. Анчах йĕкĕте сывлăшра ăмăрт кайăк пек вĕçме нумаях пӳрмен. Пĕррехинче задание кайсан АН-2 самолет тăрук чăхăмланă та ӳкме тытăннă. Телее, персех анман, йывăçран çакланнă. Пилот Александр хытă аманнă. Воронинсем çав çулсенче Арзамасра пурăннă. Сусăрлансан Александр Петровича малашне самолетпа вĕçме юраманни çинчен пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн çак транспорт юсавлăхне тĕрĕслесе тăракан специалиста вĕренме шухăшланă вăл. Чкалов хулинче пĕлӳ илнĕ хыççăн Александр Петрович Чăваш Енри аэропорта ĕçлеме куçнă. «Упăшка аэропортра 35 çул тăрăшрĕ. Эпĕ чăлхапа трикотаж фабрикине ĕçлеме вырнаçрăм. Хĕрача чухнех çĕлеме вĕрентĕм. Ун чухне килте çĕленĕ тумтирпе çӳреттĕмĕр. Аппа кашнин валли çи-пуç хатĕрлеме ĕлкĕрейместчĕ. «Хăвах тыт-ха. Ан хăра, йăнăшсан сана ятламăп. Ăçта тĕрĕс мар тунине ăнланса малашне апла тумăн», — терĕ пĕррехинче мана. Çапла ĕмĕр тăршшĕпех çĕвĕ машини алăран каймарĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр валли туй кĕписене хамах çĕлерĕм. Эпĕ хĕр чухне тĕрĕллĕ тутăр модăраччĕ. Вĕсене те хамах тĕрлеттĕм. Ачасене пальто, куртка та çĕлесе параттăм. Япала тупса илме хĕн чухне çак ăсталăх пулăшрĕ мана. Капла çемье бюджечĕ те перекетленетчĕ. Пĕлĕшсем, кӳршĕсем пĕрех май саккас паратчĕç, — калаçу сыпăнчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн статусне илнĕ тыл ĕçченĕпе. — Кунта килсен пире хваттер пачĕç. Халĕ те çавăнтах пурăнатăп. Шел, 12-мĕш çул ĕнтĕ — пĕчченех. Ачасем Нинăпа Николай Шупашкартах тĕпленчĕç, хăйсем те, мăнуксем те тăтăшах килсе çӳреççĕ. Саша чĕре чирне пула ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Мăшăрăм питĕ лайăх арçынччĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе мана пĕр сивĕ сăмах та каласа курман вăл. «Вырт-ха, эмелне хамах илсе килĕп», — тетчĕ эпĕ чирлесен. Апат пĕçерме юрататчĕ. Хăйĕн канмалли кун пулсан ачасемпе мана ир тăма хушмастчĕ. «Малтан тутли пĕçерĕп, вара тăратăр», — тетчĕ. Мăнукăмсемпе кĕçĕн мăнуксене те хамăр пек килĕштерсе пурăнма сунатăп. Ĕмĕр вăрăм пуласси лăпкă тата ăшă кăмăлтан та килет», — пил пекех илтĕнчĕç «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ хисеплĕ хĕрарăмăн сăмахĕсем. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Мускавра, Çурçĕрте пурăнакансем те услам çу туянаççĕ

Вĕсен сĕтелĕ çинче лавккара туяннă хăйма та, тăпăрчă та, сыр та, услам çу та, шăратнă сĕт те кураймăн. Улатăр округĕнчи Суйкăн ялĕнче пурăнакан Лысовсем çак апат-çимĕçе килтех хатĕрлеççĕ. Вăл кăна мар, ытти çынна та сăйлаççĕ.

4 ĕне усраççĕ Марина Лысова Улатăрта çăкăр заводĕнче ĕçленĕ. Анчах ĕçе çӳреме çăмăл пулман: хулана çитес тесен 40 километр парăнтармалла, ирхи 6 сехетре килтен тухса каймалла, тепĕр чухне каçхи сменăна та юлмалла. Çитменнине, киле каçхи 7 сехетре кăна таврăнатăн. Унта вара тепĕр «смена» пуçланать: çемьене тимлĕх уйăрмалла, апат пĕçермелле, картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе тăрантармалла… Çавăнпа 3 ача амăшĕ ĕçрен кайма шухăшланă, унтан биржăна кайса учета тăнă. «Эпĕ хам валли ĕç тупасшăн. Хулара мар, ялта пулсан лайăхрах», — тенĕ вăл унта тăрăшакансене. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем ăна çĕнĕлĕх пирки каласа кăтартнă. «Халĕ социаллă контракт çырса патшалăх пулăшăвне тивĕçме пулать. Хальлĕхе пирĕн çĕршывра ун пекки пулман», — тесе Марина Александровнăна кун пирки шухăшласа пăхма сĕннĕ. Çапла вăл Улатăр тăрăхĕнче пуçласа социаллă контракт çырса субсидие тивĕçнĕ çынсенчен пĕри пулса тăнă. Марина Лысова мăшăрĕпе канашланă хыççăн выльăх-чĕрлĕх йышне ӳстерме, сĕт юр-варĕ туса илме шухăшланă. Бизнес-план хатĕрлесе проект хӳтĕленĕ. Вĕсен малтанах Нюша ятлă ĕне кăна пулнă. Социаллă контрактпа килĕшӳллĕн 250 пин тенке тивĕçсен мăшăр тепĕр икĕ ĕне туяннă. «Эпĕ ачаранпах выльăх-чĕрлĕхе юрататăп. Пĕчĕк чухнех ĕне сума вĕрентĕм. Мăшăрăм Александр та выльăх-чĕрлĕхе пăхма кăмăллать. Эпир иксĕмĕр те Суйкăнра çуралса çитĕннĕ. Пире ялта пурăнма питĕ килĕшет. Унччен вăкăр усраттăмăр, кайран ĕне туянтăмăр. Хальхи вăхăтра пирĕн 4 ĕне. Пĕрне ака уйăхĕнче кун çути курнипе юратса Апрелина тесе чĕнетпĕр, теприне — Маша… Вĕсем сĕтне лайăх параççĕ. Уйрăмах — пăруласан. 28 литр таран сĕт пани те пулнă. Кăçал, сăнатăп та, ĕнесем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сĕтне аванрах параççĕ», — каласа кăтартрĕ кил хуçи арăмĕ. Лысовсем патшалăх укçипе выльăх кăна мар, сĕт юр-варне упрама холодильник, ĕне сумалли аппарат, çу арманĕ, утă-улăм турттарма мотоблок туяннă. Утă пирки калас тăк, ăна чылай хатĕрлеççĕ: выльăх шучĕ сахал мар-çке-ха. Марина Александровна пирвайхи вăхăтра сĕтрен тăпăрчă хатĕрленĕ. Çемье ăна сутма Улатăра çӳренĕ. Чи малтанах продукцие туянакансене тупас тесе унта-кунта пĕлтерӳ çакнă. «Манăн тăван хулари больницăра медсестра пулса ĕçлет. Вăл тăпăрча хăйĕн пĕлĕшĕсене сĕнетчĕ, мана сутма пулăшатчĕ. Çапла пирĕн яланхи клиентсем тупăнчĕç. Хальхи пек астăватăп: пĕр хĕр мана тăпăрчă саккас пачĕ, унтан туянакансене татах тупма пулăшрĕ. Паллах, çынсене хăвăн продукцине сутма, вĕсен кăмăлне çавăрма, юраса пĕтерме çăмăл мар. Эпĕ хатĕрленĕ тăпăрчă тутлă тесе мухтатчĕç. Ăна нумай туянатчĕç. Çакă, паллах, савăнтаратчĕ», — ĕçе мĕнле пуçăннине аса илчĕ Марина Александровна. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Ялта выльăх-чĕрлĕхсĕр епле пурăнăн?»

Иринăпа Евгений пĕр ялтах ӳснĕ, пĕр-пĕрне лайăх палланă. Хĕр 9-мĕш класа çитсен икĕ çамрăкăн чĕринче юрату хĕмленме тытăннă. Çавăнтанпа вĕсем пĕрле. Çемье çавăрсан вĕсем ялтах тĕпленме шут тытнă. Халĕ вĕсем Евгенин тĕп килĕнче ашшĕамăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. «Тăрăшсан, кахалланмасан ялта та ĕçлеме, тупăш тума пулать», — çапла шутлаççĕ Комсомольски тăрăхĕнчи Янкасси ялĕнче пурăнакан Федоровсем.

Мускава кайма пăрахнă Ирина шкултан вĕренсе тухсан Канашри финанспа экономика колледжне ăс пухма кайнă. Кун хыççăн вăл Шупашкарти коопераци институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Диплом илсен хулара юлас темен, тăван тăрăхне, Комсомольскине, таврăннă, унта бухгалтерта ĕçлеме пуçланă. Евгений те шкул хыççăн Шупашкарта вĕреннĕ, газосварщик специальноçне алла илнĕ. Диплом илсен вăл Мускава ĕçлеме çӳренĕ. Ирина институтра вĕреннĕ чухне, 2009 çулхи чӳк уйăхĕнче, çамрăксем пĕрлешнĕ. «Çемье çавăрсан мĕншĕн хуларах тĕпленес темерĕр?» — тесе ыйтрăм кил хуçи хĕрарăмĕнчен. «Упăшкапа иксĕмĕре те ял пурнăçĕ килĕшрĕ», — пулчĕ хурав. Ял пурнăçне килĕштерменнисем, кил хуçалăхĕнчи йывăр ĕçсенчен шикленекенсем кăна, ахăртнех, тăван тăрăхра юлас мар тесе вун-вун сăлтав тупаççĕ. «Ялта ĕç çук. Хăть те ăçта вырнаçсан та шалу пĕчĕк», — теççĕ ытларах чухне çамрăксем. Ирина та пысăк шалу тӳлекен çĕрте вăй хумасть. Вăл Комсомольски округĕнчи Хирти Сĕнтĕр территори уйрăмĕнче çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалистра тăрăшать. Ирина çур ставкăпа кăна ĕçе кĕнĕ: ирхи 8 сехет валли каять те 12-ре тухать. Çапах вăл нимшĕн те ӳпкелемест. Пачах тепĕр май, ку график уншăн меллĕ пулнине çирĕплетет. «Капла ĕçе те çӳретĕп, килте те ĕçлесе ĕлкĕретĕп», — терĕ вăл. Евгений тахçанах ĕнтĕ, 7 çул ытла, Мускава ĕçлеме çӳремест. 2014 çулта Федоровсен пĕрремĕш ачи, Карина, çуралнă. Ача вара хăвăрт ӳсет: вăхăта каялла тавăраймăн. Карина ларма, упаленме, утма, калаçма вĕреннĕ. Ашшĕ вара çак савăнăçлă самантсемпе пур чухне те киленеймен: ют хулара вахта мелĕпе ĕçленĕ-çке-ха. Пĕрре Иринăпа Евгений канашланă та пĕр шухăш патне пырса çитнĕ: арçыннăн çемьепе пĕрлех пулмалла. Çапла 2015 çулта çемье пуçĕ аякка çӳреме пăрахнă. «Ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасăр епле пурăнăн ĕнтĕ?» — терĕç Федоровсем. Унччен те ĕне усранă-ха вĕсем — Ирина качча килнĕ чухне хуняшшĕпе хунямăшĕ 2 пуç таран тытнă. Евгений Мускава кайма пăрахсан çемье выльăх йышне тата пысăклатма шутланă. «Малтан 3 ĕне туянтăмăр та 5 пуçа çитрĕ. Кайран татах илтĕмĕр. Пĕр хушă 9 ĕне усрарăмăр, вĕсенчен 7-шĕ сумалличчĕ. Хальхи вăхăтра — 7 пуç, 5-ĕшне сăватпăр», — каласа кăтартрĕ Ирина. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.