Комментари хушас

25 Çу, 2023

АБАТ технопаркра ĕç хĕрсе пырать

Чăваш Енре АБАТ промышленноç техномаркĕпе Машзавод индустри паркне йĕркелемешкĕн федераци бюджетĕнчен 994 миллион тенкĕ уйăрнă.

АБАТ технопаркра 140 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç. Çакăнта пĕчĕк тата вăтам усламçăсем валли çăмăллăхсем пулĕç.

АБАТ технопаркра апат-çимĕç промышленноçĕ валли ятарлă оборудовани туса кăларĕç. 2032 çул тĕлне ку лапамра 9 компани хăйĕн ĕçне йĕркелĕ. Паян "Чувашторгтехника" обществăн пуçлăхĕ Наиль Хайрутдинов, "ФРОСТО" организаци ертÿçи Андрей Яичников промышленноç технопаркĕ валли уйăрнă лапама кăтартса çаврăнчĕç, хальхи çитĕнÿсемпе паллаштарчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, унашкал технопарк Раççейре те сахал. Малашне ют çĕршывран илсе килнĕ тавар вырăнне хамăр патрах продукци кăларĕç. Сăмахран, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсене çăвакан машинăпа тивĕçтерĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: