Комментари хушас

3 Утă, 2023

Иван Яковлева аса илсе

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнчи Иван Яковлев патриарха халалланă куравра 70-е яхăн ĕç кăтартĕç. Вĕсемпе утă уйăхĕн 7-мĕшĕнчен паллашма май килĕ.

Чăваш алфавитне хатăрлекенĕн, пултаруллă педагогпа ăсчахăн, çыравçăн, куçаруçăн сăнарне Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров /Праски Витти/, Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов художниксем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче кăтартнă. Иван Яковлевăн хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ĕçсем те куравра вырăн тупĕç. Тĕслĕхрен, «Сармантей» юмахри ĕç-пуçа Маргарита Михаэлис ÿкерчĕк урлă сăнласа кăтартнă. Унсăр пуçне кураври уйрăм пай Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн паллă вĕренекенĕсене аса илтерĕ.

www.hypar.ru

фото cap.ru