Комментари хушас

6 Юпа, 2023

Хыпар 112-113 (28140-28141) № № 06.10.2023

«Спорт пире пĕрлештерет, вăйлăрах тăвать»

«Кашни национальноçăн харпăр кĕрешÿ искусстви пур. Вĕсем урлă эпир халăхсен йăли-йĕркипе паллаштарасшăн. Вĕсем пин ытла çул каяллах пуçланса кайнă. Кашни хăйне май аталаннă. Апла пулин те наци кĕрешĕвĕсен тĕп тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва воспитани парасси. Ачасен тăван халăхăн, çĕршывăн историне пĕлмеллех. Çар искусствисен историне пĕлекен çын культурăллă, сăпайлă, тÿрĕ чунлă», — палăртнă Раççейри çар искусствисен союзĕн директорĕ Рамиль Габбасов «Шупашкар-Арена» пăр керменте. Виçĕм кун унта Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен пĕрремĕш вăййисем савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă.

Шурă Шупашкара 25 çĕршывран, Раççейĕн 25 субъектĕнчен икĕ пине яхăн спортсмен, судьясем килнĕ. Чăваш Енри 86 спортсмен кĕрешĕвĕн çичĕ тĕсĕнче вăй виçĕ. Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен пĕрремĕш вăййисене хутшăнакансене РФ Президенчĕ Владимир Путин салам янă. Çырăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вуласа панă. «Ăмăртусем туслăхпа ăнланулăхра иртессе, çĕршыври çар искусствисене, халăх культурин йăли-йĕркине аталантарма пулăшасса, вĕсене çамрăксен хушшинче ытларах сарасса шанатăп. Кĕрешĕве хутшăнакансен кăтартăвĕсем лайăх пулччăр. Куракансене лайăх кăмăл, асра юлмалли ырă самантсем сунатăп», — тенĕ Владимир Владимирович. «Шупашкар-Арена» пăр керменте иртекен пĕлтерĕшлĕ çак ăмăрту паллă тата пуçласа ăмăртакан спортсменсене, вĕсен тренерĕсемпе наставникĕсене, кĕрешÿçĕсене хавхалантарма килнĕ спорт тусĕсене пĕр çĕре пухнă. Çак Вăйăсене Чăваш Енре ирттерни ахальтен мар. Кунта мĕн авалтан кĕрешÿ тĕсĕсене кăмăллаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та спортсменсене, спорт уявне пухăннисене саламланă. «Кашни халăхăн хăйĕн культури, чĕлхи, йăли-йĕрки, çавăн пекех наци кĕрешĕвĕсен тĕсĕсем пур. Паян çак керменте пуçласа вĕсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене курăпăр. Тĕрлĕ команда спортсменĕсем хăйсен вăйне тĕрĕслеме пултарĕç. Пур делегаци те Чăваш Енрен лайăх кăмăл-туйăмпа каясса шанатăп. Спорт пире пĕрлештерет, вăйлăрах тăвать. Çакă пире палăртнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утма май парĕ. Паян кунта хăйне май атмосфера тăрать, азарт, конкуренци… Хăй вăхăтĕнче эпĕ те наци кĕрешĕвĕпе кăсăкланнă, кĕрешнĕ те. Ăмăрту малашне темиçе çулта пĕрре пулсан та Чăваш Енре иртессе шанатпăр. Чи кирли — ку турнир пуриншĕн те интереслĕ тата усăллă пултăр», — тенĕ Олег Алексеевич. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Ывăлĕ амăшĕ çуралнă тăрăха çаврăнса çитнĕ

Андрей Чалых фермер Чăваш Республикинче пурăнма хăтлă пулнине палăртать. Ахальтен мар çак тăрăха суйланă вăл. «Чăваш Ен хăйне евĕрлĕхне пĕлетĕр-и?» — ыйту пачĕ арçын. Манăн, паллах, унăн хуравне илтес килчĕ. «Шупашкартан Улатăра Вăрнар, Йĕпреç урлă килсессĕн хуларан тухсан 50 километртан индустри пейзажĕ çухалать. Чарăнса пăхсан та пысăк вольтлă лини те, пăрăх та курăнмасть. Йĕри-тавра тасалăх хуçаланать. Çакăншăн чун савăнать. Эпĕ Раççейре тĕрлĕ тăрăха çитнĕ. Унашкал вырăнта пулман», — ăнлантарчĕ Андрей Михайлович.

Ывăлĕ аслă класра вĕреннĕрен çывăх çыннисем хальлĕхе Мускав облаçĕнче пурăнаççĕ. «Ытти çул çĕршывăн кăнтăр регионĕнче çемьепе канаттăмăр. Кăçалхи çуллана вара Улатăр тăрăхĕнче ирттертĕмĕр. Мăшăрăмпа ывăл сурăх çăмĕ касма, хуçалăха йĕркене кĕртме пулăшрĕç», — калаçăва тăсрĕ фермер.

Юлташ тупнă

«Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче атте енчи тăвансем Курск облаçĕнчен Харькова куçнă. Ун чухне хула индустри центрĕ шутланнă. Ĕç нумай пулнă. Атте ремесласен училищинче вĕреннĕ. Унтан «Çурлапа мăлатук» заводра вăй хунă. Ял хуçалăх техники валли двигатель туса кăларнă. Анне Татьяна Сергеевна эвакуаци вăхăтĕнче Шупашкарта çурални уйрăмах курăмлă. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Çавăнпах кукамай пиччĕшĕ патне Харьков облаçне тухса кайнă. Унтах çурт лартнă. Аттепе анне Харьковра тĕл пулса пĕрлешнĕ. Эпĕ те çавăнтах çут тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн Харьковри Хĕрлĕ Ялавлă çар училищинче авиаци инженерне вĕреннĕ. 1987-1998 çулсенче Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче çар транспорчĕн авиацийĕн тытăмĕнче ĕçленĕ, майора çитнĕ», — хăйĕнпе кăмăлтанах паллаштарчĕ Андрей Чалых. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕ Анатолий Аверьянов ăна пиччĕшĕ Юрий Николаевич Чăваш Енре туристсене йышăнни çинчен каласа кăтартнă. Çавăнпах Андрей Михайлович пĕлтĕр Улатăр тăрăхĕнчи Баевкăна хăнана килнĕ. Тавралăха курса çаврăннă хыççăн çакăнта юлма шухăш тытнă. Çĕнĕ юлташĕпе Юрий Аверьяновпа малашлăх тавра калаçнă май сурăх ĕрчетме палăртнă. Çапла майпа малашлăхра туристсене апатлантарас ыйту татăлĕ. Пурнăç уттипе тан пыраканскер сурăх какайĕнчен тĕрлĕ апат хатĕрлесшĕн. Тĕслĕхрен, шашлăкпа килен-каянăн кăмăлне тупма май килĕ. Какай тирпейлекен производство йĕркелес шухăш та пур унăн. 2022 çулхи авăн уйăхĕнче çакăнта ĕç пуçланнă тесен те юрать. Малтанах сурăх фермине хăпартма пуçланă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче выльăхăн пĕр пайне илсе килнĕ. Унтан «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă. «Перспектива» гранта тивĕçнĕ. Хăйĕн ĕçне йĕркелемешкĕн ăна 4 миллион тенкĕ уйăрнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Шурă Шупашкара муралсем илем кÿреççĕ

Мĕн-ха вăл мурал? Ку сăмах испан чĕлхинчен кĕнĕ, «стена», «стена çине ÿкерни», «стена живопиçĕ» тенине пĕлтерет. Мурал — çав тери пысăк искусство произведенийĕ, ытларах чухне картина е стена çине ÿкернĕ пысăк «граффити». Е тепĕр майлă ăна хальхи вăхăтри урам искусстви теме пулать. Мурал искусствăн уйрăм тĕсĕ пек иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче, революциллĕ лару-тăрура Мексикăра пуçланса кайнă. Художниксем авангардистсен чĕнĕвне шута илсе классикăлла живопиçрен пăрăннă, хăйсен мастерскойĕсенчен тухнă, çĕнĕ искусствăна çул панă. Мексика влаçĕсем çак живопиçе ырласа йышăннă. Çутĕç министрĕ çамрăк художниксене общество çурчĕсем çине темиçе ÿкерчĕк тума ыйтнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, сăрă ăстисем муралсене хăйсен укçи-тенкипе е хула проекчĕсене пурнăçа кĕртме уйăрнă нухратпа ÿкереççĕ. Паян муралсене хальхи искусство фестивалĕсенче арт-обћектсем пек курма пулать. Граффитирен мурал хăйĕн калăпăшĕпе уйрăлса тăрать. Вăл ытларах чухне çуртăн пĕтĕм стенине йышăнать. Граффитипе танлаштарсан муралăн шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ пур. Классикăллă монументаллă живопиçрен те уйрăлса тăрать вăл. «Стена çине ÿкерни, е мурал, хăйĕн техникипе тата композицийĕпе станок /станковая/ живопиçне çывăх», — тесе палăртнă Мускав художникĕ Дмитрий Аске.

Авалхи те, хальхи те пур

«Чăваш хĕрĕ хĕвел аннă чух» /«Чувашка на закате»/ мурала Юлия Прокопьева художница ÿкернĕ. Вăл «Хулаçум автовокзалĕ» чарăнуран инçе мар, Ленин проспектĕнчи 56-мĕш çурт çывăхĕнче вырнаçнă. Сăмах май, пĕлтĕр Юлия грант çĕнсе илнĕ. Унăн «Шупашкар: тĕс хуш!» /«Чебоксары: добавь цвета!»/ проектне пурнăçа кĕртме ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви тата Президент гранчĕсен фончĕ укçа-тенкĕпе пулăшнă. Çавăн пекех «Воскресение» ыр кăмăллăх фончĕ те айккинче юлман. Сăрă ăсти муралсем тунă чухне кăмăла çĕклекен тĕссемпе усă курнă. Мурал ÿкермелли вырăна та пĕлсе палăртнă. Пысăк ÿкерчĕксем валли Юлия Прокопьева чăвашлăх темине суйласа илнĕ, учебниксемпе, архив докуменчĕсемпе, чăваш сăмахлăхĕпе усă курнă. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл экскурсовод пулнă, килен-каяна, туристсене чăваш культури, йăли-йĕрки çинчен каласа панă. Унăн ĕçĕсенче авалхи те вырăн тупнă, хальхи сĕм те палăрать. <...>

Роза ВЛАСОВА

«Анне, капăртма илсе каяр-ха»

Хĕвел пек çаврака вăл, кăпăшка... Кăмакаран пиçсе тухсан вĕрискер çав тери тутлă шăршă сарать. Çапла, сăмахăм капăртма çинчен. Капăртма — кăмака умĕнче, çатма çинче пĕçерекен кăпăшка икерчĕ. Ăна кăнтăрти халăхсен лавашĕпе танлаштарма пулать. Тури чăвашсем янтăлакан çÿхĕве те асăнмалла. Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха çÿхÿпе капăртма? Çÿхÿ кăшт çÿхерех, капăртма хулăнрах. Çÿхĕве пĕçернĕ чухне тепĕр май çавăрса хураççĕ, капăртмана вара çавăрмаççĕ. Грузинсен лавашĕ ытти йышши лавашран хулăнрах. Вăл хăйĕн формипе чăвашсен капăртмине аса илтерет. 30-40 çул каяллахипе танлаштарсан чăваш ялĕсенче капăртма, çÿхÿ пĕçерекенсен йышĕ палăрмаллах сахалланнă. Çакă ялсене кăвак çулăм çитнипе, кăмакасене пăстарнипе çыхăннă. Иккĕмĕшĕнчен, лавккасенче паян чустаран пĕçернĕ темĕн тĕрлĕ çимĕç те туянма пулать. Техĕмлĕ пицца модăна кĕни те капăртмана куллен янтăлакан апатсен йышĕнчен хĕссе кăларнă. Апла пулин те ялсенче капăртма пĕçерекенсем пур-ха. Эпир нумаях пулмасть Елчĕк округĕнчи Кивĕ Эйпеçри 8 теçетке çула хыçа хăварнă Зинаида Кожевникова патĕнче пултăмăр.

Зинаида Трифоновна эпир пынă тĕле кăмака хутса темĕн чухлĕ капăртма пĕçерсе хунăччĕ. Пÿртре калама çук ырă шăршă сарăлнăччĕ! Ку çеç-и? Çулне кура мар çивĕч те вăр-вар кил хуçи хĕрарăмĕ сăра та тунă. Капăртмана вăл пĕчĕк пÿртри тăпăл-тăпăл кăмакара пĕçерет. «Çимĕке килсен кĕрÿ яланах пĕчĕк пÿртре çĕр каçать. «Капăртма шăршине шăршласа выртатăп», — тет вăл», — кăмăллăн калаçрĕ Зинаида Трифоновна. 2002 çулта вĕсем çурта газ кĕрттернĕ. «Газовиксене пысăк пÿртре пурăнтартăмăр, мăшăрăмпа Володьăпа — пĕчĕк пÿртре. 2000 çулта унти кăмакана çĕнĕрен тутарнăччĕ. Кăмакара чăваш апачĕсем тутлă пулаççĕ. Хăй вăхăтĕнче тăватă хĕре качча панă, ывăла авлантарнă. Капăртма, пÿремеч, кукăль пĕçернĕ, шăрттан, ветчина, сăра тунă. Кăмакана шаркку та лартнă», — калаçăва малалла тăсрĕ ăста. Сĕтел хушшине капăртмана астивме ларсан вăл хăйĕнпе çывăхрах паллаштарчĕ. «Эпĕ Питтĕпелте çуралнă. Манăн 5 тете. Эпĕ — çемьери улттăмĕш ача. Вăрçăра аманнă аттене киле янă. Суранĕ йăл илсен вăл каллех çапăçу хирне васканă. Эпĕ хырăмра чухне паттăррăн çапăçса пуç хунă вăл. Тетесем умлăн-хыçлăн салтака кайсан аннепе иксĕмĕр çеç юлтăмăр. Эпĕ шкулта аван вĕренеттĕм. Кашни вĕренÿ çулĕ хыççăн Мухтав хучĕ паратчĕç. Апла пулин те мана анне вĕренме ямарĕ. Шеллеттĕмччĕ ăна: 32-рех тăлăха юлнă та. Анне çĕвĕ çĕлетчĕ, кăмака купалама пĕлетчĕ, кăçатă тăватчĕ. «Зина, чуста лăкаса лартха», — тетчĕ мана. 13-14-сенче чухнех чустапа ĕçлеме пуçларăм. Капăртма пĕçерме те çывăх çыннăмах вĕрентнĕ. «Зина, çавăрса тăр-ха, атту хĕрри çунать», — тетчĕ. Капăртмана кăмака умĕнче, кăвар çинче пĕçернĕ. 19-ра çитсен пулас мăшăрăм мана качча илме пычĕ. «Ĕне сăвакан çук», — терĕ. Унăн амăшĕ сусăрччĕ. Эпĕ качча килтĕм те анне те манран юлмарĕ. Пĕччен юлас килмен унăн. Эпир мăшăрпа 4 хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстертĕмĕр», — калаçу çăмхине малалла сÿтрĕ Зинаида Трифоновна.

Роза ВЛАСОВА

Юрăпа та çăлаççĕ

Вĕсен профессийĕ çыннăн пурнăçне çăлассипе çыхăннă. Анчах вĕсем инкекрен чĕрĕ-сывă тухма пулăшаççĕ çеç мар, тĕрлĕ йывăрлăха парăнмасăр малалла пурăнма юрăпа хавхалантараççĕ. Сăмах Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕн «Служу Отечеству» вокалпа инструмент ансамблĕ пирки пырать. Нумаях пулмасть çак ведомствăн пултарулăх ушкăнĕ Чулхуларан çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Авăн уйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри пушарнăйсемпе çăлавçăсен музыка пултарулăхĕн конкурсне çĕршыври 43 регионтан 100-е яхăн заявка çитнĕ. Жюри 77 халăх тата автор композицийĕсене пăхса тухнă. ЧР пушар хуралĕн ветеранĕ Андрей Барабанов ертсе пыракан ансамбль Андриян Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров «Музыка миксĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Параппан çапма вĕренесшĕн пулнă

— Эпир хамăра юрă-кĕвĕсĕр курмастпăр. Вăл пире ĕçре хавхалантарать, — терĕ «Служу Отечеству» вокалпа инструмент ансамбльне ертсе пыракан Андрей Барабанов.

Çакнашкал яваплă ĕçре тăрăшнă вăхăтрах юрă-кĕвĕ валли те вăхăт тупасси пурин те пулмасть паллах. Çавăнпа ку ушкăнра икĕ ĕçе те чунтан парăннисем, пĕрне тепринсĕр курма пултарайманнисем пухăннă темелле. Вĕсене пĕр тĕвве пуçтарса тăраканĕ — ЧР пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн ертÿçин çумĕ Андрей Барабанов. Хушамачĕ хăех унăн пулас çулне палăртма пулăшнă тейĕн. Андрей Юрьевич юрă-кĕвĕпе туслă çемьере çуралса ÿснĕ. Аслашшĕ çеç мар, мăн аслашшĕ те тĕрлĕ музыка инструментне калама пĕлнĕ. Амăшĕ вара хорта юрланă. Ашшĕн пĕртăванĕ ятарлă пĕлÿ илмесĕрех балалайка калама ăста пулнă. Шăпах унран Андрей Юрьевич та çак ăсталăха вĕреннĕ. Ун хыççăн вăл гитарăна та парăнтарнă. Çак музыка инструменчĕ хавхалантарнипе каярах унăн чун-чĕринче юрăсем çуралнă. — Ача чухнех çапса каламалли музыка инструментне алла илес килетчĕ. Эпĕ Сĕнтĕрвăрри хулинче çуралнă. Аттен тăван ялне Пуснаркассине те çÿреттĕмĕр. Унта чăваш йăлипе тĕрлĕ уяв иртетчĕ, пысăк параппан та пурччĕ. Кайран Сĕнтĕрвăрринче пысăк демонстрацисем иртнĕ чухне те ялан оркестр кураттăм. Эпир, ача-пăча, çав оркестр хыççăн стройпа утаттăмăр, хамăра мăнаçлăх туйăмĕ çавăрса илетчĕ. Кĕвĕ ун чухнех илĕртетчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ кружока çырăнаттăмăр. Вĕсем пурте тÿлевсĕрччĕ. Пĕррехинче Пионерсен çуртĕнче вокалпа инструмент ансамбльне çамрăк талантсем кирли çинчен пĕлтерÿ тухрĕ. Те 5-мĕш, те 6-мĕш классенче вĕренеттĕмĕр ун чухне. Тантăшсемпе конкурса хутшăнас терĕмĕр. Зал тулли çын пуçтарăннă. Мĕнле инструмент кирлĕ, йăлтах пур. Сцена çине пĕрерĕн тухмаллаччĕ. Аслă класра вĕренекен арçын ача çав тери хитре юрларĕ. Ăна пăхса манăн та ансамбле лекес килчĕ. Эпĕ ун чухне балалайка тата хут купăс калама пĕлеттĕм. Анчах тус-тантăшсемпе авиамоделировани кружокне çырăннипех çырлахрăмăр, кăсăклах марччĕ пулсан та, — ача чухнехине аса илчĕ Андрей Юрьевич. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл сĕтел çи теннисла выляма та юратнă. Çавăн пекех дзюдопа туслă пулнă. Пĕр çулталăк хатĕрленме çÿренĕ хыççăн ку ăна питех кăсăклантарманнине ăнланнă, футболла выляссине ытларах вăхăт уйăрма тытăннă.

Лариса ПЕТРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.