Комментари хушас

10 Юпа, 2023

Хыпар 114 (28142) № 10.10.2023

Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсем пĕрлештереççĕ

Кĕрешĕвĕн тĕрлĕ тĕсне кăмăллакансем унăн сассине илтмен мар. Арена çине тухакансен ятне хăйне май палăртакана чылайăшĕ паллать ахăртнех. Вырсарникун «Шупашкар-Арена» пăр кермене пухăннисем вара Александр Загорский ринг-анонсера илтме кăна мар, курма та пултарчĕç.

Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăййисен гала-финалĕн 6 çапăçăвне шăпах вăл ертсе пычĕ. «Кĕтсе илетпĕр», — кашни сăмаха тăсса, кашни сыпăка пусăм туса сассине хулăнлатрĕ вăл. Çапла куракан умне черетленсе наци кĕрешĕвĕн тĕрлĕ тĕсĕн спортсменĕсем тухрĕç. Киокушин кĕрешĕвĕн финалĕнче кавир çине тухакансем иккĕшĕ те Раççей чысне хӳтĕлекенсем пулчĕç. Мухамед Гусейнов вăрвартарах та чеерех пулса Кирилл Бузмакова çĕнтерейрĕ. Вĕсем хыççăн ринга учкур ăстисем йышăнсан куракансем палăрмаллах шавлама тытăнчĕç. «Раççей! Раççей!» — кăшкăрса, алă çупса хавхалантарчĕç вĕсем Чăваш Ен спортсменне. Анчах Григорий Никитин Иранран килнĕ Хожжат Бидерафша парăнтараймарĕ. Чылайăшĕн кăмăлĕ хуçăлма та ĕлкĕрнĕччĕ пулĕ — вĕсене кĕрешекенсем хавхалантарчĕç. Кавир çине икĕ чăваш каччи Евгений Абрамовпа Евгений Павлов тухрĕç. Чылайăшĕ хăшĕншĕн алă çупмаллине те пĕлмерĕ. Кĕрешӳ тĕсĕнче Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăйă çĕнтерӳçин ятне Абрамов тивĕçрĕ. Вĕсем хыççăнах кавир çине Ренат Сабитовпа Алексей Солдатов тухрĕç. Раççей чысне хӳтĕлекен каччăсем пиçиххинчен тытса кĕрешрĕç. Нихăшĕ те парăнасшăн пулмарĕ, анчах хальхинче Сабитов хăй вăйлăраххине кăтартрĕ. Ориентал тĕсĕнче Грузи спортсменĕ Иранран килнĕ яша хыçа хăварчĕ. Пĕтĕм меслете усă куракан каратэре Нурлан Ахмедов Артем Юфкинран ирттерчĕ. Сăмах май, иккĕшĕ те Чулхула облаçĕнчен килнĕ. «Шах та мат» теççĕ ăс-хакăл вăййин ăстисем. Ку сăмахсене шахбокс спортсменĕсем те пĕлеççĕ. Шăпах çапла пулса тухрĕ те. Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен пĕтĕм тĕнчери вăййине официаллă майпа хупнă уявра шахбокс енĕпе тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçессишĕн ку тĕсĕн çĕршыври чи вăйлă спортсменĕсем тĕл пулчĕç. Рингпа сĕтел хушшинче хире-хирĕç Турцирен килнĕ Чинар Догуканпа Мускавран çитнĕ Даниил Соловьев тăчĕç. Пиллĕкмĕш раундра мат лартса Чинар ылтăн медале тивĕçрĕ. Командăсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе Раççей мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Иран, виççĕмĕшĕсем — Кăркăсстан. Иртнĕ эрнере Чăваш Енĕн тĕп хули кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен эпицентрнех çаврăнчĕ. Пилĕк куна тăсăлнă ăмăртусен вăхăтĕнче 1 пин ытла тытăçу иртнĕ. — Паллах, пĕтĕмпех эпир шухăшласа хунă пек пулать тесе никам та шантарса калаймастчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ăмăрту ăнăçлă иртрĕ. Нумай ĕç-пуç эпир палăртнă пекех пулчĕ. Спортсменсем 25 çĕршывран килчĕç. Раççейĕн наци кĕрешĕвĕн ку е вăл тĕсĕ аталаннă регионĕсенчен те йышлăн пуçтарăнчĕç. Спортсменсем валли пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли питĕ лайăх мел пулчĕ ку. Кĕрешӳ тĕсĕсенче уйрăмлăхсем кăна мар, пĕр пеклĕхсем те пур. Ку каччăсемпе хĕрсене хăйсене урăх тĕсре тĕрĕслесе пăхма май парать. Çакă вара халăха тата ытларах пĕрлештерет, кунашкал форматлă ăмăрту хакне ӳстерет. Иккĕленместĕп: кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен пĕрлĕхĕсен ертӳçисемпе пухăнса ăмăртăва сӳтсе явăпăр, малашнехи плансене те палăртăпăр. Сĕнӳ халех нумай. Çакнашкал вăйă малашне те ирттерме сĕнеççĕ. Ахăртнех, унăн малашлăхĕ пур. Анчах\çуллен мар, тен, икĕ-виçĕ çулта пĕрре йĕркелĕпĕр ăна. Вăйăсен хушшинче тĕрлĕ ăмăрту кирлĕ. Çакă спорта тата ытларах çынна явăçтарма май парĕ. Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсене аталантарнă май эпир Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвне пурнăçлăпăр — 2030 çул тĕлне физкультурăпа, сывă пурнăç йĕркипе туслисен йышне халăхăн 70% танлаштармалли кăтарту патне çывхарăпăр, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шухăш-кăмăлне палăртнă май. Чăн та, хăнасем кӳршĕллĕ регионтан та чылаййăн çитнĕ. Çак тĕлпулу питех те кăсăклантарма пултарнă. Нумайăшĕ кĕрешӳри хăш-пĕр тĕс çинчен Пĕтĕм тĕнчери вăййа пухăнсан кăна пĕлнĕ. Раççейри çар искусствисен союзĕн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Габбасов та пысăк шайри ăмăртăвăн паха енĕ çакăнта пулнине çирĕплетрĕ. — Кашни халăхăн наци кĕрешĕвĕн хăйĕн тĕсĕ пур. Кашнин историйĕ пуян. Чăваш Енре йĕркеленĕ лапам вĕсене тишкерме май пачĕ, — терĕ вăл. Унăн шухăшне РФ Патшалăх Думин Финанс комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков тăсрĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


«Ылтăн кĕркунне»: тыр-пул тухăçĕ пилĕк çулхи вăтам шайран пысăкрах

Çанталăк сивĕтрĕ те — ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва çурт-йĕре хутса ăшăтма пуçлас ыйтуран пуçлани кĕтменлĕх пулмарĕ.

Пирĕн килте вара — ăшă!

Олег Николаев хуласемпе округсен ертӳçисене кун пирки иртнĕ эрнерех сĕнӳ панăччĕ — потребительсене ăшă парассине тăсса яма юраманни çинчен асăрхаттарнăччĕ. Çавна май чылай çĕрте эрне пуçламăшĕ тĕлне çуртсене хутса ăшăтма пуçланă ĕнтĕ. Канашлура кашни муниципалитетра ку енĕпе ĕçсем мĕнле пынине тишкерчĕç. Шупашкарта шăпах тунтикун ăшă пама пуçланă. Çуртсемпе хваттерсенчи хăтлăха тивĕçтерес енĕпе чăрмавсем тухса тăни пирки пĕлтерни хальлĕхе пулмарĕ, çавна май калаçу кун йĕркинчи тепĕр ыйту çине куçрĕ. Вăл та çурт-йĕрпех çыхăннă. Строительство министрĕ Михаил Коледа 2023 çулта пурăнмалли çурт-йĕр тумалли программăсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал республика 851 пин тăваткал метр çурт-йĕр тума тĕллев лартнă. Хальлĕхе 558 пин тăваткал метр хута янă. Михаил Александрович уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр тĕлĕшпе ĕçсем палăртнинчен юларах пыни çинчен каларĕ. Хуласемпе округсен администрацийĕсене тахçанах тĕплĕ инвентаризаци йĕркелеме сĕннĕ — ку çынсем туса лартнă, анчах регистрацилемен çурт-йĕре тупса палăртма пулăшмалла, вырăнсенче вара çанă тавăрса ĕçлени сисĕнмест-мĕн. Олег Николаев кăтартусем пĕчĕк округсене ĕçе хастарлатмашкăн чĕнсе каларĕ. Патшалăхран тăваткал метрсем кĕтекенсен черетĕнче 57,3 пин çемье тăрать. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан çак кăтарту 6% пĕчĕкленнĕ. Граждансен уйрăм категорийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерни çинчен каланă май Михаил Коледа çак программăсене пурнăçлама бюджетран 2,5 миллиард тенкĕ уйăрнине çирĕплетрĕ. Юпа уйăхĕ тĕлне 1,5 пин çемьене хваттер панă. 5 ачаллă 68 çемье валли 330 миллион тенкĕ уйăрнă — 53 çемье çĕнĕ хваттерсене куçнă та ĕнтĕ. Çавăн пекех 6 ачаллă 65 çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Çавнашкал тата 20 çемье çулталăк вĕçлениччен хваттерлĕ пулĕ. Кăçал 315 тăлăх та хваттер илĕ — çакăн валли бюджетра 667 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çамрăк 287 çемьене ипотекăн пуçламăш тӳлевне хывма пулăшмашкăн 252 миллион тенкĕ уйăрнă, çак укçапа усă курса 278 çемье хваттер туяннă та ĕнтĕ. Программăсене пурнăçласси, пĕтĕмĕшле илсен, кал-кал пырать. Йĕпреçре инвалид валли пĕрремĕш хутра хваттер тупаймаççĕ. Муркашра çăмăллăхлă категорири икĕ çемьене хваттер парайман. Ыйту çывăх вăхăтрах татăлмалла. Нумай хваттерлĕ çурт çĕклеççĕ — шăпах унти хваттерсене туянасшăн. Моратори — 2030 çулчченех Ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕрĕслев ĕçĕн ыйтăвĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Вăл пĕтĕмлетнĕ тăрăх, бизнес çине тĕрĕслев тĕлĕшпе лекекен тиев чакса пырать — «ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр». Раççей Правительстви бизнеса тĕрĕслес тĕлĕшпе йышăннă мораторие 2030 çулчченех тăснă, çавна май Дмитрий Иванович Михаил Мишустин премьерминистр налук службине ертсе пынă вăхăтра ФНСăн бизнесшăн сервис тытăмĕ пулса тăмалли çинчен каланине аса илтерчĕ. Паллах, пурне те хăратса тăнă службăсен ĕçченĕсен çакнашкаллипе çырлахас килмест пулĕ, анчах — килĕшме тиветех. Ку бизнес аталанăвне чăрмантарасран сыхланма кирлĕ. Çапах çакă бизнеса иртĕхме ирĕк панине пĕлтермест. Планпа пăхнă тĕрĕслевсем юлаççĕ. Тĕрлĕ тытăмăн, çав шутра налук службин предпринимательсем саккуна уянине автомат мелĕпе сăнаса тăмалли майсем те анлă — вĕсемпе туллин усă курмалла. Çынсем хăйсен прависене пăсни, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх тухса тăни çинчен çăхав парсан, ытти хăш-пĕр тĕслĕхре тивĕçлĕ тĕрĕслевсем кĕттермĕç — айăплисем явап тытĕç. Çакна тĕпе хуни кăçалхи 9 уйăхра тĕрĕслевсен шутне 600-тен 420 таран чакарма май панă. Çав вăхăтрах бизнеса саккунсене пăхăнма хистекен профилактика мероприятийĕсен шучĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1,1 хут пысăкланнă. <...>

Николвай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Пире ĕçлеме вĕрентеççĕ»

РФ Федераци Канашĕн Конституци саккунĕсем тата патшалăх строительстви енĕпе ĕçлекен комитечĕ юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта лару ирттернĕ хыççăн сенаторсем тата Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн общество канашĕн членĕсем федерацин юсанмалли 3-мĕш колонийĕ çумĕнчи тӳрĕ çул çине тăма пулăшакан центр ĕçĕпе паллашрĕç.

Вăл Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă, кунта судпа айăпланнă хĕрарăмсем пластик савăт-сапана утилизацилесе гранула туса кăлараççĕ. Ăна кайран продукци хатĕрлекен предприятисем туянаççĕ. Хĕрарăмсем пурăнакан виçĕ хутлă çурта кĕртсе кăтартрĕç. Пурăнмалли условисем лайăх. Çывăрмалли, апат пĕçермелли, тум çумалли, çăвăнмалли пӳлĕмсенче тирпейлĕ. Хăйсем валли апат черетпе хатĕрлеççĕ. Медпункт, спорт пӳлĕмĕ, библиотека, видеостуди пур, вĕсемпе тӳлевсĕр усă кураççĕ. Хăшĕ-пĕри ирĕке тухсан пурăнма вырăн çукран предприятире ĕçлеме юлать, çемьеленет. Комитет председателĕ Андрей Клишас ертсе пынипе Николай Владимиров, Олег Цепкин, Артем Шейкин, Владимир Полетаев сенаторсем Çĕрпӳ округĕнчи тӳрĕ çул çине тăратакан тата сиплекен 7-мĕш колонире те пулчĕç. Айăплав тапхăрне ирттерекенсене ресоциализацилес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсене тĕпчерĕç. Çавăн пекех делегаци йышĕнче федерацин тата республикăн ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем, Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Геннадий Шиндин тата ведомство сотрудникĕсем пулчĕç. Айăплав тапхăрне кунта ирттерекен хĕрарăмсен пурнăç условийĕсемпе, вĕсене социализацилес тĕлĕшпе пурнăçлакан мероприятисемпе, учрежденин производство ĕçĕ-хĕлĕпе, айăпланнисем туса кăларакан продукципе паллашрĕç. Канмалли, алă ĕçĕ тумалли пӳлĕмсенче, столовăйра, поликлиникăра, спортзалта, библиотекăра, клубра, чиркӳре, видеостудире, «Аврора» реабилитаци центрĕнче пулса курчĕç, ирĕклĕ пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнма хатĕрленекен хĕрарăмсемпе калаçрĕç. Вĕсемпе ĕçе вырнаçассипе, налук тата пенси саккунĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе консультаци ирттереççĕ, вакансисен ярмăрккине йĕркелеççĕ, ирĕке кăларсан тĕрлĕ енĕпе пулăшаççĕ. Центр хĕрарăмсене ирĕклĕ пурнăçа тĕрлĕ енлĕн хатĕрлет. Вĕсен ыйтăвĕсене психолог, юрист, ĕçе вырнаçтаракан учреждени специалисчĕ, патшалăх представителĕсем хуравлаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Параканăн алли типмест

— Вĕсене те çăмăл мар, çавăнпа пулăшмалла, — терĕ Шупашкарта пурăнакан Сергей Григорьев. Вăл Вăрмар поселокĕнче çуралса ӳснĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçлансан никамран пĕр пус илмесĕр хăйĕн ирĕкĕпе ентешсене гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçе пикеннĕ. Волонтерпа черетлĕ пулăшу леçме тухса каяс умĕн тĕл пултăмăр.

Хăйĕн машинипе Сергей Григорьев çемье çавăрса Шупашкарта тĕпленнĕ. Апла пулин те вăл хăйĕн тăван тăрăхне манмасть, ентешĕсене кирек мĕнле йывăрлăхра та пулăшма васкать. — Шкулта пĕрле вĕреннĕ, салтакра Тăван çĕршыва юнашар тăрса сыхланă, манăн туйра каччă çумĕ пулнă Анатолий Хованский иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне каяссине пĕлтерсен эпĕ те çула пĕрле тухма тӳрех килĕшрĕм. Çавăнтанпа аякри çула темиçе те кайса килтĕмĕр. Çак кунсенче саккăрмĕш хут çула тухма хатĕрленетпĕр, — каласа кăтартрĕ Сергей Николаевич. Вăрмар округĕнче пурăнакансем салтаксем валли пуçтарнă япаласене — апат-çимĕç, тумтир, тимĕр кăмака, эмелсем, дезинфекци хатĕрĕсем тата ытти те — Сергей Григорьев хăйĕн МАЗ машинине тиесе ытти волонтерпа пĕрле çула тухать. Çак ĕçре ăна Вăрмарта пурăнакан Сергей Козлов пулăшса пырать. Волонтерсем машинăна япаласем тиенĕ хыççăн Мăнçырма салинчи чиркĕве кĕрсе тухаççĕ. Леонид атте кашнинчех кĕлĕ ирттерсе, вĕсене ăнăçлă çул пиллесе ăсатать. Хирĕç тăру иртекен вырăна çитсе килме çăмăл мар паллах. Çакă кирек кама та шиклентерĕ. — Раççейĕн çĕнĕ регионĕсене çитсен, çар техникине курсан кăмăлтуйăм улшăнать. Пире унта пĕр сехетре 100 километр хăвăртлăхпа пырсан аванраххине систерчĕç. Мĕншĕн тесен тăшман машинăна тĕллесе лектерме пултарать. Палăртнă вырăна çапла хăвăрт çитрĕмĕр, — терĕ уçă чунлăскер. Чун ыйтнипе Вăрмар округĕнче гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма çамрăксемпе ватăсем те, предпринимательсем те хутшăнаççĕ. Шкул ачисем салтаксем патне çыру çырса хатĕрлеççĕ. Сергей Козлов, «Фанат» ятпа çӳрекенскер, мобилизациленнисем патне малтан Ульяновска çӳренĕ, япаласем илсе кайнă. Кайран Сергей Григорьевпа пĕрле инçете леçме пуçланă. Тăван çĕршыва хӳтĕлекен ентешсене ытларах çĕр пӳртсем тума строительство материалĕсем, апат-çи¬мĕç, тумтир, супăнь-порошок, эмел¬сем кирлĕ. Хăйсем апат хатĕрленĕ чухне хамăр патри çĕр улмирен тутли мĕн пултăр? Салтаксем уншăн та тунсăхлаççĕ. РФ Оборона министерстви апат-çимĕçпе тивĕçтерет паллах, анчах ентешсем кӳнĕ пулăшу темрен хаклă. — Çапăçусем çинчен кунта сӳтсе явма çăмăл, анчах çав вырăнта хамăр темиçе хутчен пулса курнă хыççăн ун пек калаймăн. Самолетсем вĕçеççĕ, танксем çӳреççĕ, снаряд-мина çурăлнă сасă пĕр вăхăт та шăпланмасть, — ыттисемшĕн пăшăрханса калаçрĕ Сергей Николаевич. Пурнăçра хăйĕн ĕçĕпе аппаланма кансĕрлемест-ши ăна волонтер пулни?

— Кирек мĕнле ĕçе пурнăçлама та кăмăл кирлĕ. Вара веçех йĕркеллĕ пулать. Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем ăна хăйсенчен аслине ку¬ра «Старый» хушма ятпа чĕнеççĕ. «Старый» черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ илсе пырсан хĕпĕртеççĕ вĕсем. Ыр кăмăллăх ĕçне пуçăннă арçын хăйĕн машинипе кайса кил¬нĕшĕн никамран та пĕр пус та илмест. — Мана ку ĕçе хутшăнма никам та хушман. Чун ыйтнипе май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Ентешсем машина ыйтсан шухăшласа тăмарăм, хамăн УАЗа вĕсем патне леçме тĕллев тытрăм. Кирлĕ пулсан — мĕн тăвăн? Юлташсем УАЗа юсаса çĕнетрĕç. Эпĕ уншăн çука юлмастăп. «Параканăн алли типмест», — теççĕ. Пирĕн Вăрмар округĕнче лавккасенче ятарлă курупкасем пур. Унта лавккана килен-каян мĕн те пулин туянса хурса хăварать. Кам мĕнле пулăшма пултарать, çапла хутшăнать. Ентешсемпе çыхăнма май тупатпăрах. Хăшĕ-пĕри йывăрлăхра пулни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çапăçу хирĕ вĕт. Çавăнпа пулăшу кирлĕ. Тăшман енчен снаряд-мина талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вĕçсе килет. Ялан окоп чавмалла. Çанталăкĕ вара улшăнсах тăрать: хăш чухне çумăр чарăнмасăр лӳшкет. Тумтире çума кĕпейĕм çумалли машина та кирлĕ, — каласа кăтартрĕ волонтер. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Çамрăк вĕрентекенсен йышĕ ÿснĕ

Иртнĕ эрнекун вĕрентекенсем, воспитательсем, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан преподавательсем Чăваш патшалăх филармонине пуçтарăнчĕç. Кунта шăпах вĕсен ячĕпе уяв иртрĕ.

— Нумаях пулмасть кăна-ха, çĕртме уйăхĕнче, сирĕнпе пĕрле пуçтарăнса çивĕч ыйтусене çĕклерĕмĕр. Паян вара уявпа саламланă май хăш-пĕр çитĕнĕве палăртас килет. Юлашки çулсенче шкулчченхи, шкул тата вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕсене модернизацилеме май килчĕ. Пĕлӳ çурчĕсене юсатпăр, çĕннисене тăватпăр, çĕнĕ хатĕрсемпе тивĕçтеретпĕр. Паллах, пĕрлехи йышăнусем малалла ĕçлеме хистеççĕ. Çамрăк вĕрентекенсен йышĕ ӳсни те савăнтарать. Пĕлтĕр пĕтĕмĕшле йышран 14% çамрăксемччĕ пулсан, кăçал ку цифра 17,9% танлашать. Çакă эпир тĕрĕс çулпа утнине палăртать. Шăпах эсир общество, патшалăх аталанăвне пысăк тӳпе хыватăр. Профессионалсем, хăйĕн ĕçне чунран парăннисем кăна çапла тума пултараççĕ, — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшакансене саламланă май. — Вĕрентекен — чи пархатарлă, чыслă профессисенчен пĕри. Учитель те, педагог та, воспитатель те пирĕн ачасене аталантаракан çутă çынсем. Шăпах вĕсем çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕ пулма хăнăхтараççĕ. Республикăри педагогсен пĕрлĕхĕ çĕршыв шайĕпе курăмлă çитĕнӳсем тăвать. Кашни виççĕмĕш педагог ведомство е патшалăх наградине тивĕçнĕ. Юлашки 20 çулта 600 яхăн вĕрентекен Раççей Президенчĕн премине илме тивĕç пулнă. Ку йыша кăçал кăна 11 педагог кĕнĕ. Çак кунсенче кăна-ха пирĕн тата икĕ педагог Правительство премине тивĕçнине пĕлтĕмĕр. ЧР Вĕрентӳ институчĕн доценчĕ Нина Чернова тата «Мозаика» шкулăн кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Людмила Николаева ку чыса пуçламăш класс ачисем валли кĕнеке хатĕрлесе тивĕçнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Чер¬кесов хăйĕн вĕрентекенне хисеплемен çын çуках терĕ. Пин-пин ачана пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тухма пулăшакансене тав тунă май вĕрентӳ тытăмне çултан-çул ытларах та ытларах тĕревленине палăртрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 4-мĕш лицейри историпе общество учителĕ Михаил Зыков Чăваш Ен чысне «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсăн Раççей шайĕнчи тапхăрĕнче хӳтĕлерĕ. Çак кунсенчех Раççей шайĕнчи конкурсра тăван чĕлхе вĕрентекенĕ Анжела Московцева палăрчĕ, лауреатсен йышне кĕчĕ. Вĕрентекенсем кăна мар, ачасем те çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ. Çакна Раççей шайĕпе иртекен олимпиадăсенче çĕнтерекенсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсен ӳсĕмĕ вĕрентекенсен ăсталăхĕпе тӳррĕн çыхăннă. Кашниех республика ятне çĕклет, — терĕ Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Уявра ĕçре палăрнă, хисепе тивĕçнĕ педагогсене сумлă наградăсемпе чысларĕç. Чи пултаруллисене, чи хастаррисене палăртма кăçалтан «Чăваш халăх учителĕ» ят пуçарнă. Ку ята Элĕкри Иван Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вăй хуракан Тамара Чашкова пĕрремĕш тивĕçрĕ. Тамара Георгиевна шкулта 40 çул ытла вăй хурать. Вĕрентекен урок ирттернипе кăна çырлахмасть, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕпе те кăсăкланать. Вăл хатĕрленĕ кĕнекесен хушшинче — чăваш чĕлхи учебникĕсем тăрăх йĕркеленĕ электронлă вунă интерактивлă пособи. Чăваш Ен вăтам пĕлӳ шайĕпе Раççейре чи лайăх 20 регион йышне кĕнине палăртнă май РФ Патшалăх Думин Финанс политикин комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков малашне тата çӳллĕрех шая хăпармашкăн ăнтăлмаллине, малтисен йышне тăмашкăн тăрăшмаллине палăртрĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Яковлев кун-çулĕнче – халăх историйĕ

Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çинчен ку таранччен сахал мар кĕнеке тухнă. Апла пулин те унăн ĕçĕсене тĕплĕнрех тишкерсен, Иван Яковлевичпа çыхăннă хăш-пĕр саманта уçăмлатсан халăха пĕлтермелли тата тупăнать. Вĕрентекенпе наставник çулталăкĕнче пичетленсе тухнă, Улăпăмăр çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» альбом кĕнеке те çакнах çирĕплетет. Кăларăмăн хăтлавĕ Вĕрентекен кунĕнче Чăваш наци библиотекинче иртрĕ.

Кĕнекене Федор Козловпа Евгений Касимов пухса хатĕрленĕ. Ăна Чăваш кĕнеке издательствинче кăларнă. Вăл ултă пайран тăрать. — Студентсене çак кĕнекепе паллашма питĕ ыйтатăп, мĕншĕн тесен çак çул çыравне сирĕн пĕлмеллех. Историе пĕлсен малашлăха та йĕркелеме пултаратăр, — терĕ ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Анна Иванова. Сăмах май, кĕнеке уявне пухăннисен йышĕнче студент сахал марччĕ. Çамрăксем Иван Яковлевичпа кăсăкланни, унăн ĕçĕсене асра тытни савăнтарать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Артур Захаров Иван Яковлев çинчен курав хатĕрлемешкĕн çур çул ĕçленине, архивсенче ларнине пĕлтерчĕ. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕрлĕ документ тишкернĕ хыççăн каччă Иван Яковлев чăваш халăхĕшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулнине ăнланса илнĕ, ăна ура хуракансем тупăннишĕн тарăхнине те пытармарĕ. — Манăн шухăшпа, Иван Яковлев хăйĕн тĕллевне ниме пăхмасăр пурнăçланă, халăха çутта кăларнă. Пирĕн мĕн чухлĕ университет пур халĕ! Кунта ытти çĕршывран та вĕренме килеççĕ, пирĕн тĕп хуламăртан тĕлĕнеççĕ, — хăпартланса калаçрĕ студент. Паллах, альбом кĕнеке хатĕрлесси — хатĕр материала пичетлесси çеç мар. Шырав ĕçĕсем те йĕркелеме тивет. — Эпир Чăваш кĕнеке издательствине республика тăрăх çӳреттертĕмĕр — пире Иван Яковлев ятне панă урамсем кирлĕччĕ. Ун пеккисем пирĕн нумаях та мар иккен, шутлама пĕр алăри пӳрнесем те çитеççĕ, — терĕ Федор Козлов. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.