Комментари хушас

12 Юпа, 2023

Тантăш 40 (4860) № 12.10.2023

Шкулти, районти хыпарсене çутатать

Халĕ кашни шкултах медиа центрсем пур. Вĕсем мĕн пур ĕçĕ-хĕле, çĕнĕ хыпарсене хăйсен сайтĕнче, район хаçачĕсенче çутатма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе юлашки вăхăтра Муркаш округĕнчи Чуманкасси шкулĕн медиа центрĕ аван ĕçлет. Ăна чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Валентина Николаева ертсе пырать. Шкулти хыпарсене, район шайĕнчи мероприятисене анлăн çутатаканĕ — 9-мĕш класра пĕлӳ пухакан Софья Игнатьева. Ку ята «Тантăш» хаçат вулаканĕсем пĕлеççех. Вăл пирĕн чи хастар авторсенчен пĕри. Паянхи номерте çамрăк корреспондентпа çывăхрах паллаштарасшăн.

ШКУЛ ЧЫСНЕ ÇŸЛЕ ÇĔКЛЕТ

«Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Валентина Николаева «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ пирки каласа кăтартрĕ, пире ăна çырăнса илме, çыхăну тытма сĕнчĕ. Эпĕ киле таврăнсан пĕр заметка шăрçаларăм та никама кăтартмасăрах ярса патăм. Часах вăл хаçатра «Эпĕ кĕнеке вулама юрататăп» ятпа кун çути курчĕ. Мĕн тери хĕпĕртерĕм! Анне ĕçрен таврăннă майăн чупса пырса кăтартрăм. Хаçатра хам ята курни тата та çырма хавхалантарчĕ», — каласа кăтартать Софья. Килте те, шкулта та ăна çырма хистекен пулман. Хĕрача хăй тĕллĕнех хаçата заметка хыççăн заметка вĕç- терме тытăннă. Халĕ шкулта, ялта ăçта, мĕнле мероприяти иртет — Софья нихăшне те сиктермест, хăйсен сайтĕнче пĕлтерет, хаçата çырать. Тăххăрмĕш класс хĕрачи никам пулăшмасăрах хитре те яка çырма тата пур хыпара та туллин çутатма пултарни савăнтарать пире. Шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Софьйăн пухмачĕ тĕрлĕ диплом-тав хучĕпе пуян. Вăл конкурссене хутшăнма юратать. Кăçал ЧР Ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ «Çемье астăвăмĕ» видеороликсен конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă вăл. Дипломпа тата парнепе чысланишĕн хĕпĕртенĕ Софья. Нумаях пулмасть «Хăрушсăрлăх çулĕсем: ман валли тата манăн юлташсем валли» конкурса ӳкерчĕксем ярса панă. Ăна каллех асăрхамасăр хăварман. «Эпир — пассажирсем» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă вăл. Пĕр класра вĕренекен Александра Федоровăпа Софья республика шайĕнчи «Тĕп вырăнта — учитель» конкурса хăйсен ĕçĕсене ярса панă. Унта 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Маттур вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Олимпиадăсене те хастар хутшăнса çĕнтерет. «Тăван ен культури» предметпа иртнĕ олимпиадăра район шайĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвакан вĕренекеншĕн тантăшĕсем те, учительсем те савăнаççĕ. Класра пултаруллă та çирĕп чунлă, малтан мала утакан ачасем пурри — шкулшăн пысăк чыс. Софья Игнатьевăна хистемелле мар, ĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнăскер пур çĕре те ĕлкĕрет кун каçа: вĕренме те, конкурсолимпиадăна хутшăнма та, шкул хыпарĕсене вăхăтра çутатма та. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Танец – это творчество

Считается, что танец – это творчество. Это именно тот вид искусства, который помогает ребенку раскрыться, показать окружающим, как он видит этот мир. Танец воспитывает, открывает таланты и учит работать в команде.

Воспитанники хореографического коллектива «Грация», которые выступают под руководством хореографа Екатерины Даниловой, являются ярким примером того, что танец формирует личность и учит видеть прекрасное. В «Грации» юные таланты занимаются второй год. Несмотря на столь небольшой промежуток времени, они зарекомендовали себя как настоящие артисты. Ребята имеют свой репертуар, с которым выступают не только на муниципальных, но и региональных и межрегиональных мероприятиях и конкурсах. Они участники V Межрегионального конкурса хореографического искусства «Хрустальный башмачок», II Межрегионального фестиваль-конкурса патриотической песни и танца «Георгиевская ленточка», III Всероссийского фестиваля-конкурса детского, юношеского и взрослого творчества «Бумеранг», летнего Турнира по всем танцевальным направлениям «Summer dance», IV Открытого кубка Чувашской Республики по всем танцевальным направлениям. Для детей танец стал частью их жизни, делом, которое доставляет удовольствие и радость. «С большим интересом и трепетом мы ждем каждое занятие, очередную тренировку. Радостно видеть Екатерину Владимировну, друзей», – говорят ребята. «Сегодня хореографический коллектив «Грация» – это участники от 3 до 9 лет, влюбленные в танец, сплоченные атмосферой дружбы, теплоты и понимания, инициативы и вдохновения. Это блестящий репертуар, основа которого – народные и эстрадные танцы. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   ♦


«Эта профессия тяжела тем, что она требует быть честным…»

Любое время года приносит радость. Лето заряжает энергией. А осень – греет воспоминаниями о прошедших жарких денечках и успокаивает. Глядя в окно на осенние пейзажи, я часто вспоминаю минувший июль. Ведь выдался он по-настоящему жарким и интересным. Вот уже в четвертый раз я побывала в Международном детском центре «Артек». Но впервые попала на образовательную программу по журналистике «МореМедиа». Ее участниками стали победители конкурса, организованного партнером лагеря – ВГТРК. Более 120 ребят со всей России в возрасте от 11 до 17 лет в течении 3-х недель изучали секреты работы на телевидении и радио. Педагогами для нас стали журналисты федеральных каналов «Россия 1», «Россия 24», «Москва 24» и радио России.

Из медика в журналисты

Оговорюсь сразу: самое глубокое впечатление на меня произвела известная телеведущая Мария Ситтель. Она профессионально «живет» в телевизионном экране более 20 лет. Больше всего меня удивило то, что Мария в юности совсем не собиралась связывать свою судьбу с журналистикой. Ведь она обучалась в медицинском лицее, а затем в пединституте по направлению «химия-биология». Ее жизненный путь пример для меня, ведь я тоже интересуюсь данными науками, но увлекает меня и журналистика. Мария Ситтель – разносторонняя личность. Ее харизму и обаяние легко можно прочувствовать с экрана. Вот какие советы она дала нам в процессе мастер-классов: «Попробуйте стать человеком, который будет интересен окружающим, который хорошо говорит, умеет правильно формулировать мысли и забавно рассказывать. Прокачайте в себе навык хорошего рассказчика. Интересуйтесь разными сферами жизни, научите себя отдавать другому что-то полезное. Развивайте кругозор дальше собственного носа. Не всем это удается. В профессию я влюбилась сразу и навсегда. Работа дает мне много открытий. Мы бываем на подводных кораблях, взлетаем в космос, проникаем в научные лаборатории, участвуем в открытиях. В нашем ремесле самое главное удивлять и уметь удивляться самому. Я всегда была жадной до информации, и до сих пор беру после работы справочники с собой, дома читаю. Считаю, что в жизни каждого человека есть два базиса – работа и семья. Будущее журналистики вижу прекрасным и дивным, с умными молодыми лицами, как у вас. Корреспондентов никогда не заменит искусственный интеллект. Но работайте над собой, развивайте в себе «насмотренность» хорошим качественным контентом». <...>

Виктория ДАНИЛОВА, 11-й класс. Чебоксары, 5-я гимназия.

♦   ♦   ♦


Пост о поездке — начало блогерского пути

Отличаются ли школьники разных поколений? Какие они сейчас и 10 лет назад? Конечно же, да. Жизнь стремительно меняется, и школы также не остаются в сторонке. Чего только не появилось в нашем мире с развитием высоких технологий! Дети уже с малых лет умеют пользоваться всеми благами технического прогресса, изучают искусственный интеллект. Возможно, кого-то из них новшества заинтересует настолько, что свежие открытия не заставят себя долго ждать. Даже школьные газеты уже приобрели совсем иной вид. Чего уж там про газеты говорить, если каждый школьник может вести свой блог в социальной сети. Правда, не у каждого это получается так хорошо, как у героини нашей рубрики Анны Ильиной. Но юная блогерша готова поделиться некоторыми секретами мастерства. И если вас это заинтересует, то можете также начать двигаться в данном направлении уже сегодня.

РАЗНОСТОРОННЯЯ ЛИЧНОСТЬ

Сейчас Аня учится в 11-ом классе 1-ой школы города Цивильск. Профильные предметы – химия и биология. Это очень серьезный период в ее школьной жизни, так как именно в этом году нужно будет сдавать единый государственный экзамен. Аня очень ответственно относится к учебе, да и к любому делу. Она отличница, ежегодно завоевывает титул «Ученик года», активный участник олимпиад и конкурсов как научных, так и творческих. Кстати, Аня 4 года самостоятельно занимается вокалом, время от времени рисует, помогает в оформлении плакатов, придумывает идеи для постановок. А прошлым летом она побывала в Международном детском центре «Артек». – В «Артек» я попала по региональной квоте: подала заявку со своими достижениями и прошла по рейтингу. В лагере выбрала морской профильный отряд, поэтому дни были максимально загруженными. Мы ежедневно учили семафор, такелаж, греблю на шлюпке, а также перетягивали канат. Более того, в «Артеке» ведется активная творческая деятельность, где я с удовольствием принимала участие, – рассказала девушка. При каждой поездке куда-либо она старается побольше раскрыть свои возможности. Так и в «Артеке»: Аня прошла отбор в хор, придумала идею для театральной постановки и заняла призовое место по танцам. Стоит также отметить, что именно благодаря таким поездкам Аня начала свой блогерский путь. Однажды она решила, что хочет написать пост о своем путешествии. Если что-то придет ей в голову, то решение не заставит себя долго ждать. Тем более, что подобный опыт уже был: Аня несколько раз готовила статьи для сообщества школы, Цивильского округа, республики и страны. Выражение своих мыслей в постах приносит Ане огромное удовольствие. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Пултаруллисене пуçтарчĕ

Пирĕн округра çак кунсенче «Пĕлӳ вырсарникунĕ» ятпа республика проекчĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Вăл хамăр тăрăхри шкулсенчи пултаруллă, хастар ачасене пĕрле пуçтарчĕ.

Вĕренекенсене чи малтан проектăн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Тĕрлĕ çĕртен пухăннă хастарсемпе ăсталăх класĕсем, калаçусем ирттерчĕç. Çăкалăх шкулĕнчен килнĕ çамрăк армеецсем çарпа патриот юхăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Аня Артемьева тата эпĕ ăсталăх класне хутшăнтăмăр. Тĕлпулура ачасене ăмăртусене хатĕрлентерекен Александр Кошелев вĕрентекен тухса калаçрĕ. Вăл çамрăк армеецсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ун хыççăн хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр: тĕвĕ çыхрăмăр, семафор ялавĕсемпе паллăсем кăтартрăмăр, автомат магазинне патронсем тултартăмăр. Ытти шкултан килнĕ ачасем те пирĕнпе пĕрле тĕвĕ çыхрĕç. Эпир вĕсене хамăр мĕн пĕлнипе савăнсах паллаштартăмăр. Пĕр-пĕринчен чылай çĕнни вĕрентĕмĕр, тус-юлташ тупрăмăр. <...>

Ирина КОШЕЛЕВА, 9-мĕш класс. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.

♦   ♦   


Хăй тытăмлăх кунĕ

Раççейре кашни çулах юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Учитель кунне уявлаççĕ. Чи пĕрремĕш сас палли, вуланă пĕрремĕш сăмах, букварьти пĕрремĕш страница чылай ачан вĕрентекенрен пуçланать-çке. Учитель — хисеплĕ те сумлă ят!

Иртнĕ эрнере Хуракасси шкулĕнче вĕрентекенсен ячĕпе чаплă уяв иртрĕ. Кашни вĕренекен хăйĕн юратнă учительне тав тума, саламлама тăрăшрĕ. Пуçламăш класс ачисем Лариса Сынкова вĕрентекен тăрăшнипе пуян уяв концерчĕ хатĕрленĕ. Сцена çинче учительсен ячĕпе нумай ăшă сăмах янăрарĕ çак кун. Сăвви-юрри, ташшисем, сценкисем пурте вĕрентекенсемшĕн пулчĕç. Кашни çулах çак уявра шкулта хăй тытăмлăх кунĕ иртет. Аслă классенче вĕренекенсем уроксем ирттереççĕ. Пĕр кун иртен пуçласа каçченех учительте тăрăшнă вуннăмĕшсемпе калаçма, вĕсен шухăшкăмăлне ыйтса пĕлме май килчĕ. Наташа Сарбаева: «Пирĕн кун линейкăран пуçланчĕ. Пурте питĕ кăмăллăччĕ, хаваслăччĕ. Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем чи малтан кун йĕркипе паллаштарчĕç. Шкул кĕрлесе кăна тăчĕ. Акă урок пуçланчĕ. Эпĕ физика учителĕ пултăм, тăххăрмĕш классене вĕрентрĕм. Сисмерĕм те пĕрремĕш урок иртнине. Çакăн хыççăн çиччĕмĕшсемпе математикăна шĕкĕлчерĕмĕр. Вĕсемпе эпир çаврака тата юпаллă диаграммăсене пăхса тухрăмăр. Тăваттăмĕш урока пиллĕкмĕшсемпе ирттертĕм. Кунта Иван Крыловăн юптарăвне вуларăмăр, кĕске хушăра сценка та лартрăмăр. Урок хаваслă иртрĕ. Çак кун ачасем вĕрентекен пулса хăйсене тĕрĕслерĕç, вĕсен йывăр та ансат мар ĕçне ăнланчĕç. Хăшĕ-пĕрин учитель профессине алла илес ĕмĕт те çуралчĕ». Арина Никитина: «Çак кун ачасем учитель ĕçĕ кăткăс иккенне чăннипех те туйса илчĕç. Максим Егоров – шкул директорĕ, Мария Захаровăпа Мария Кузнецова заместительсем пулчĕç. Вĕсем пире чи малтан урок расписанийĕпе паллаштарчĕç. Эпĕ улттăмĕш классен ертӳçи пултăм. Тăххăрмĕш класра тантăшăмпа пĕрле физика предметне, çиччĕмĕшĕнче математика вĕрентрĕм. Класс ертӳçи тата учитель пулма мана килĕшрĕ. Уроксем вĕçленсен вун пĕрмĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле уроксене, хăй тытăмлăх кунĕ епле иртнине сӳтсе яврăмăр». Настя Перцева: «Эпĕ иккĕмĕш çул хăй тытăмлăх кунне хутшăнатăп. Хальхинче иккĕмĕшсен ертӳçи пултăм. Çак кун нумайлăха асра юлĕ. Манăн та вĕрентекен пулас килет». <...>

Оксана САРБАЕВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. Сĕнтĕрвăрри округĕ, Хуракасси шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.