Комментари хушас

4 Юпа, 2014

Вăрăм ĕмĕрлĕ Валентина Элпи

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Элпи /Валентина Андреевна Андреева/ çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. 1913 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă вăл. Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш, унтан Вăрмар районĕнчи Кавалти сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах диплом илме май килмен. Куславккари район хаçатĕнче, "Канаш" /хальхи "Хыпар"/ хаçатра, радиора вăй хунă вăл. Малтанхи калав-повеçĕ республика хаçат-журналĕнче 1946 çулта пичетленме пуçланă. Çыравçă хăйĕн ĕçĕн пысăк пайне ачасене халалланă. Вăл - 20 ытла кĕнеке авторĕ. "Куçса çÿрекен çурт", "Вун тăваттă тултарфас умĕн", "Эп халь телейлĕ", "Аппапа пĕрле", "Тăрăр вăйă картине", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер", "Пулас кинcем", "Качча кайсан", "Малтанхи савни", "Юратнă мăшăрсăр"... ĕçĕсене вулакан лайăх пĕлет. Унăн ĕçĕсем "Çулталăкри чи вуланакан кĕнеке" республика конкурсĕсенче çĕнтернĕ.

Пушă алăпа çÿремен

101 çула çитме пÿрнĕ ăна. Унăн йăл кулли çаплипех куç умĕнче. 100 çулхи юбилейне мĕнешкел сумлă паллă турăмăр. Унăн пур тăванĕ те пуçтарăнчĕ. Çавнашкалах влаç çыннисем, ĕçтешĕсем, пултарулăхне сума сăвакансем саламларĕç ăна. Тăрантаспа ярăнтарма палăртса хунăччĕ, анчах сивĕ çанталăка пула çыравçăн тăванĕсем хирĕçлерĕç.

Унччен маларах Валентина Элпи хăнана чĕннĕччĕ. Çак тĕл пулу саманчĕсене аса илтерес килет. Сăмах май, вăл икĕ хут мăшăрланнă. Упăшкисенчен пĕри - "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман авторĕ Куçма Турхан. Анчах хĕрарăм 2 хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. Асли Дина Шупашкартах пурăнать, кĕçĕнни Аза Польшăра тĕпленнĕ.

"Валентина Андреевна, ас тăватăр-и, пĕрре ĕçпе телефонпа çыхăннăччĕ. Хĕрĕр Варшавăран тĕрлĕ кучченеç, çав шутра нумай канфет илсе килнине палăртнăччĕ", - аса илтертĕм. "Aмăшĕ патне пушă алăпа кам каять?" - терĕ вăл.

Сăн ÿкерчĕксен альбомне уçса пынă майăн хут листи тухса ÿкрĕ. Унта шăпах "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата сĕнме палăртнă калавсен ячĕсене çырни асран тухмасть. Çакă та çыравçă пирĕн кăларăма хисепленине кăтартнă вĕт.

 

Асапĕ те, савăнăçĕ те юнашарах

Хамăрăн калаçăвăн пĕр пайне илсе кăтартатăп.

- Валентина Андреевна, вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

- Çынпа вăрçăнса курман. Урама тухсан та яланах халăх хушшинче эпĕ. Арçынсем пĕрре тавлашура çĕнтернĕ ятпа туя та туса панăччĕ мана. Кÿршĕсемпе урлă-пирлĕ пулман. Арçынсемпе те, хĕрарăмсемпе те туслă пурăнма тăрăшнă. Ĕçре те, радиора та нумай çынпа хутшăннă.

- Мĕн вăл телей? Хăвăра телейлĕ туятăр-и?

- Ĕç ăнса пырсан çын телейлĕ. Хам пирки вара нихăçан та шухăшламан. Халь пулсан пĕр сăмах та çыраяс çук. Вăхăтĕнче тăрăшнă. Çынсемпе туслă пурăнни хăват хушнă-тăр. Ыт ахальтен ларса çырма çук-çке. Этем шăпи чĕрене кĕрсе вырнаçмалла. Çынсемпе калаçнă хыççăн пуçа темĕнле шухăш та пырса кĕнĕ ахăр.

- Сăнарсем тĕлĕкре килни пулман-и?

- Канлĕ пурăнсан темĕн те пĕр тĕлленет. Ывăнсан выртсанах ыйхă килет. Темĕн те пĕр тĕлленнĕ ахăр, анчах тĕлĕк хыççăн кайман.

- Тĕшмĕше ĕненетĕр-и?

- Çук. Вăхăт та пулман тĕшмĕше ĕненсе ларма. Ачасем Мускавра вĕреннĕ. Манăн ĕçлесе вĕсене укçа ярса памалла пулнă. Институтра вĕренекенскерсене çынран кая тумлантарман.

- Пурнăçра чи йывăр тата чи савăнăçлă самантсене ас тăватăр-и?

- Вăрçă вăхăтĕнче выçă пурăннă. Карточкăпа çăкăр илме çĕрĕпех вăрăм черетре тăнă. Хĕлле шăнса кÿтсен ăна тÿрех çиме те хапăлччĕ, анчах хырăма астарма юраман. Карточка çухатсан выçăпа аптăракан та пулнă. Пĕр уйăхлăх панă вĕт çав хутсене... Хурлăхлă саманта илсе кĕтĕм. Сирĕн çавнашкал йывăр пурнăç курмалла ан пултăр.

Кĕнеке тухнăшăн савăннă. Вăл ĕçе кăтартса парать-çке. Каçхине, кăнтăрла, канмалли кунсенче кăмăл туртнипе çырнă ăна. Ĕçе халăх йышăннă.

- Çутă ĕмĕт пурнăçланнă-и?

- Интереслĕ сюжетсем шыранă. Пурнăç вĕрентсе пынă. Кăсăклă кĕнеке кăларса вулакансене, юлташсене савăнтарма тăрăшнă. Ялтан хулана килнĕ, аталанма ăнтăлнă, лайăххи патне туртăннă.

- Чăн хĕрарăм темисене суйланă. Малтанхи савни, пепке, кинсем пирки, качча кайсан...

- Çапла каласан чĕре йăшт! турĕ. Хамăн пурнăçа та кăтартнă ĕнтĕ ĕçсенче. Çапах та çакă çителĕксĕр. Сăнарăн шăпине уçмашкăн çынсен кун-çулне тишкермелле. Хамăн кăмăла лăплантарма кăкарса лартнă евĕр вырăнтан тапранмасăр ĕçленĕ ĕнтĕ. Асапĕ те, савăнăçĕ те пĕрлех. Çырма, шухăша аталантарма пĕрре те çăмăл мар.

- Аçăр-аннĕре аса илсемĕр.

- Атте аслă ачасен çумĕнчеччĕ. Чăннипе, хĕрĕн амăшĕпе юнашар пулмалла пек, анчах унăн аркинчен кĕçĕннисем Аркадипе Миша уртăнатчĕç. Пур пĕрех пĕчĕккисене утьăкка сиктерме те, пысăкраххисене пуçран ачашлама та май тупатчĕ. Пĕрмай "атте" тенĕрен анне кăмăлсăрланасран та пăшăрханнă. Кил хуçи ĕçченччĕ. Пĕвесем пĕвеленĕ. Кĕпер хывма та хутшăннă. Шел, часах çĕре кĕчĕ.

Аннене тăхăнтартма юрататтăм. Тутăрне хам çыхтарнă, кĕпине çĕлесе панă. Çакăншăн мухтанатăп та.

Чăваш хăнасене хапăлласа кĕтсе илет. Валентина Андреевна сивĕтмĕшрен апат-çимĕç кăларса лартрĕ. Пире килти пек туйма сĕнчĕ. "Паян эсир мар, эпĕ хăна пулам", - пĕлĕм пĕçерме ыйтса сăмахларĕ çыравçă. Кайран унпа пĕрле чей ĕçрĕмĕр...

Чуна уçса калаçнăшăн, ырă суннăшăн, лайăх пурăнма пехил парса хăварнăшăн тавах. Лăпкă çывăр, Валентина Андреевна.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.