Комментари хушас

20 Юпа, 2023

Хыпар 118-119 (28146-28147) №№ 20.10.2023

Кăçалхи тĕллев те пурнăçланать

2023 çулта пуçаруллă бюджета пухнă укçапа Етĕрне округĕнче 62 проекта пурнăçлама тĕллев лартнă. Миçĕшне пурнăçа кĕртнĕ? Çак тата программăпа çыхăннă ытти ыйтăва округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Агаков хуравлама килĕшрĕ.

— Ĕçсене тума çынсем хутшăнаççĕ-и? — Мĕнле обĕект кирлине, бюджетран укçа ăçта ямаллине вĕсем палăртаççĕ, ăна килĕрен çÿресе пухаççĕ, çавăнпа проекта пурнăçлама та хутшăнаççĕ, подряд организацийĕ епле ĕçленине, строительство пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăраççĕ. — Программăна пирвайхи çулах хапăл туса йышăнтăр-и? — Ку программа республикăра, çав шутра Етĕрне тăрăхĕнче те, 2017 çултанпа пурнăçланать. Ултă çултан республикăри хуласемпе округсене укçа — 15 хут ытларах, Етĕрнесене те нумайрах уйăрнă. Çак ÿсĕм программăна кашни округрах ырласа йышăннине, пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçленине çирĕплетет. Çав хушăра Етĕрнесем 150 проекта пурнăçларĕç. 2022 çулта 38 ĕçе кĕртрĕмĕр, унта 26,642 миллион тенкĕ явăçтартăмăр. — Сăмах мĕнле обĕектсем пирки пырать? — Çулсене, шыв пăрăхĕ-башнине юсанă, ача-пăча тата спортпа вăйă лапамĕсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа монументсем тунă, пушара сÿнтерме пĕвесем пĕвеленĕ, кашнин çыранĕнче пирс вырнаçтарнă ытти обĕекта хута янă. Сăмахран, Пупăлькасси, Йĕрхкасси, Мăн Явăш масарĕсене карта тытса çавăрнă, Еккĕмушкăнь, Йĕрхкасси тата Хĕрлĕçыр палăкне юсанă, Йĕрхкассинчи Георгий Краснов çыравçă ячĕллĕ парка çĕнетнĕ. — Палăртнине кăçал туллин пурнăçлатăр-и? — Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне проектсен 90% пурнăçларăмăр. Хăш-пĕр ялта иртнĕ çулсенчи пекех çул турăмăр, ĕçмелли шыв уçлама скважина алтрăмăр, урамсенче пăрăх тăсрăмăр, пĕвесене юшкăнран тасатрăмăр, çыранĕсене пирс вырнаçтартăмăр, ытти обĕект турăмăр. Етĕрнери пĕртăван Таланцевсен, Çĕнтерĕве 30 çул, Вăрман урамĕсенчи çула çĕнетме палăртрăмăр. Çавăнпа татса калатăп: палăртнине 100% пурнăçлăпăр. Хальхи вăхăтра юлашки ĕçсене тăватпăр. Вырăнти çынсем Мăн Чурашра çĕнĕ часавай тума йышăнчĕç, ял-йышран укçа пухрĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Галина КĔМĔЛ: Композиторсем ĕçе те пыратчĕç

Пирĕн тĕпелĕн паянхи хăни — поэтесса, педагог, отставкăри полици майорĕ, ЧР тата РФ Писательсен союзĕсен членĕ, А.Талвир тата Эмине ячĕллĕ премисен лауреачĕ, пилĕк кĕнеке авторĕ Галина Кĕмĕл ªСеребрякова-Порфирьеваº. Пакунлă хĕрарăмăн сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашнă май вăл çав тери ырă кăмăллине, çепĕç чĕлхеллине, çав вăхăтрах çирĕп чунлине асăрхарăм.

АТТЕПЕ АННЕ. Ачалăхăм Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче иртрĕ. Пирĕн тăрăха Тăхăрьял теççĕ. Çемьере ултă пĕртăван ÿсрĕмĕр, эпĕ — пиллĕкмĕшĕ. Атте Михаил Григорьевич шкулта ĕçлетчĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Чылай çул шкул директорĕнче тăрăшрĕ. Анне Вера Афанасьевна шăпах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕве кĕнĕ хĕр пулнă. Унăн вĕренме май килмен. Ытти çамрăкпа пĕрле вĕсене Хусанти хĕç- пăшал тăвакан завода ĕçлеме илсе кайнă. Унтан вăрман касса, торф кăларса нушаланнă. Пире çемьере тĕрĕс воспитани панă: улталама юрамасть, ĕçлемелле, ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла — çын сан çинчен япăх ан калаçтăр. Аттепе аннерен нихăçан та япăх сăмах илтмен. Хăш-пĕр чухне айăпа кĕрсен атте пире: «Эй, симулянтсем», — тесе йăл кулса вăрçатчĕ.

ПОЭТСЕМПЕ. Чăваш çыравçисемпе час-ча¬сах тĕл пулатпăр, çыхăнăва татмастпăр. Пĕрлехи мероприятисенче ăçта кăна пулман-ши?! Шкул ачисемпе, студентсемпе тĕл пулма çÿренĕ. Ача сачĕсене те çитеттĕмĕр. Йĕрке хуралĕнче ĕçленĕ чухне те вăхăт тупма тăрăшаттăм. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Экспорт аталану локомотивне çаврăнтăр

Ĕнер Мускаври «Манеж» курав залĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Раççейре туса кăларнă» экспорт форумĕ уçăлчĕ. Икĕ куна тăсăлаканскер пирки çĕршыври мĕн пур предприниматель-экспортершăн, хăйсен бизнесне анлăлатма, экспорта тухма, чикĕ леш енче çĕнĕ ĕçтешсем тупма тĕллев лартнă ĕçлĕ çынсемшĕн çулталăкри чи пысăк пулăм тесе хаклаççĕ. Форума Чăваш Ен те хутшăнать. Мĕнпе, мĕнле никĕспе — форум умĕн çак ыйтăвăн хуравне уçăмлатма хăтланса пăхас терĕмĕр.

Форум йĕркелÿçисем ку хутĕнче регионсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулассине палăртаççĕ. «Вĕсенчен кашниншĕн хăйне евĕрлĕхсем кăтартуллă, — тет Раççей экспорт центрĕн генеральнăй директорĕ Вероника Никишина. — Çавна май пирĕншĕн территорисен, вĕсен продукцийĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартни хаклă. Ĕçе çĕршыв суб±екчĕсен экспорт хăвачĕ çинчен туллин каласа памалла, компанисемшĕн ĕçтешсемпе паллашма меллĕ йĕркелеме тăрăшатпăр». Çакă тĕлĕнтермест. Паян тулашри экономика ĕçĕ-хĕлĕ çĕршывра шалта çĕнĕ вăйсем çурални çинче никĕсленет. Экспертсем çак пулăмшăн экспорт калăпăшĕ ÿсни, экспорта тĕллев вырăнне хуракан компани йышланни кăтартуллине пусăм туса палăртаççĕ. Форумра çавăн пекех «Çулталăк экспортерĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чыслаççĕ. Тупăшу çĕнтерÿçисемпе призерĕсем ĕçтешĕсене хăйсем паянхи йывăрлăхсене мĕнле çĕнтерни, Раççейре туса кăларакан продукцие чикĕ леш енне кăларас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа парĕç. Чăваш Енре, аса илтерер, кăçал çак конкурсăн Атăлçи округĕнчи тапхăрĕнче Канашри холодильниксем тата шăнтакан шкафсем туса кăларакан «Аркто» компани палăрнăччĕ — «Машиностроени сферинчи çулталăк экспортерĕ» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Çавăн пекех кунта çитĕнтернĕ горчицăпа йĕтĕне, хура тула чикĕ леш енне ăсатакан «КМК» компанисен ушкăнĕ тата промышленноç предприятийĕсене ятарлă продукципе тивĕçтерекен «Спецдеталь» предприяти хăйсен номинацийĕсенче 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕччĕ. Нумаях пулмасть чи хастар экспортерсене чысланă май пĕрремĕш вице премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Ен экспорт тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленинче регионăн Экспорта пулăшакан центрĕн тÿпи те курăмлине палăртрĕ. Вăл 10 çул ĕçлет ĕнтĕ — çак тапхăрта çĕр-çĕр предприятие, чи малтанах пĕчĕк тата вăтам бизнеса хăйсен продукцийĕ валли чикĕ урлă сукмак хывма пулăшнă. Ăнăçлă ĕçлени куçкĕрет: 2022 çул кăтартăвĕсемпе вăл Раççейри чи лайăх центрсен шутне кĕме пултарнă.

Николай КОНОВАЛОВ

«Вĕренекенсене хамăн ачасем пек йышăнатăп»

Сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăклă ачасен йышĕ ÿсет. Çакна статистикăн юлашки кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Раççей шайĕпе пăхсан, кашни 10-мĕш ачан ăс-тăн е кĕлетке аталанăвĕ юлса пырать. Çавăн пек ачасене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Кÿкеçри сывлăх енчен кăлтăклă ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан интернат шкул вĕсене пурнăçра хăйсене тупма пулăшать, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентет. Çак ыйтусем тавра тата учреждени ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн директорĕпе Алексей ЕФИМОВПА калаçрăмăр.

— Алексей Владимирович, сирĕн патра мĕнле ачасем вĕренеççĕ?

— Психика тĕлĕшĕнчен кая юлса аталанакан, ăс-тăн енчен сывах мар ачасем, çав шутра аутизмпа аптăракансем, Даун синдромĕллисем. Паянхи кун интернат шкулта — 161 ача. Вĕсем ытларах /80% яхăн/ — Шупашкар округĕнчен, тĕп хуларан, Çĕнĕ Шупашкартан, ыттисем — республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнисем. Интернат талăкĕпех ĕçлет. Ачасем кунта вĕреннĕ вăхăтра пурăнма пултараççĕ. Çывăрмалли корпусăн пĕрремĕш хутĕнче — садик, унта 20 ача воспитани илет. Çавăн пекех пирĕн педагогсем Кÿкеçри ăс-тăн енчен хавшак ачасен çуртĕнче пурăнакан 78 шăпăрлана вĕрентме çÿреççĕ. Вĕренÿ программисене пурнăçланисĕр пуçне хушма пĕлÿ парас енĕпе тăрăшатпăр. Сывлăх енчен кăлтăклă ачасене пĕлÿ парассине йĕркелес енĕпе пирĕн учреждени республикăри ресурс центрĕ шутланать. Интернатра пурăнакансене кирлĕ мĕн пур япалапа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Нускирен пуçласа калпак таранах параççĕ: виçĕ комплект тумтир, çав шутра хĕллехи те, спорт çи-пуçĕ, тăватă мăшăр атă-пушмак илеççĕ вĕсем. Пурне те кунне тăватă хутчен апат çитереççĕ.

— Эсир кунта ĕçлеме киличчен ахаль шкула ертсе пынă. Уйрăмлăх сисĕнет-и?

— Кунта ачасем урăхларах. Вĕсем ырăрах, уçă чунлăрах. Вĕсемпе ĕçлеме хăйне май кăсăклă, анчах йывăртарах. Ĕç кăтартăвĕ тÿрех палăрмасть. Ачан пултарулăхне уçмашкăн ытларах тар тăкма тивет. Кăмăлĕ урокра улшăнсах тăнă, тимлĕхĕ çук чухне: «Ку ачана мĕнле вĕрентмелле?» — тесе пуç вататăн. Пĕр ĕç тутаратăн, тепĕр ĕç… Хăшĕ те пулин тĕл лекетех — хушăва ача пуринчен те лайăх пурнăçлать! Ăçта мĕнле май пур, пултарулăха çавăнтан туртса кăларса аталантарма тăрăшатпăр. Юрать, коллективра нумай çул ĕçлекенсем пур, вĕсен опычĕ питĕ паха. Пирĕн педагогсен, ахаль шкулта ĕçлекенсемпе танлаштарсан, тимлĕрех пулмалла, урокра вĕрентнине пурнăçпа çыхăнтармалла, ачана предметпа интереслентермелли вăрттăнлăхсем тупмалла. Класра кашни ачан пĕлÿ шайĕ тĕрлĕрен: пĕри ĕçе пурнăçласа пĕтернĕ хушăра тепри ăнкараймасть те. Ахаль шкулти учительсем: «Пирĕн те çавах», — тесе тавлашĕç тен. Эпĕ вара татсах калатăп: «Çук, сирĕн апла мар. Класра ун пекки 1-2 ача пулĕ, пирĕн — 80%». Тепĕр уйрăмлăх: педагогика меслечĕсем. Кунта урăхларах майсем тупмалла. Ахаль шкулта информацие йăлана кĕнĕ йĕркепе ача патне çитерме пулать. Кунта ку меслетсем юрăхсăр. Кашни учитель ачан чунĕ, ăсĕ патне хăй çул тупать.

— Эсир шкула ертсе пынисĕр пуçне технологи, физкультура урокĕсем ирттеретĕр. Хăвăрăн вăрттăнлăхăрсене уçаймăр-и?

— Меслет нумай. Хăшĕнпе усă курасси лару-тăруран килет: е алăран çавăтса тенĕ пек ĕçлетпĕр, е йышпа пурнăçлатпăр…Тĕслĕхрен, ĕç урокĕнче пĕр вĕрентекене яланах пĕтĕмпех каласа пыраттăм. Хальхинче апла тăвас мар терĕм. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕре илсе ĕçлеме хушрăм. Вăл тантăшĕсене кура хăй тĕллĕн аппаланма тытăнни пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Сăмах май, пирĕн ачасем яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Тепĕр тĕслĕх: урокра кăмăл-туйăмне тытса чарайман ачапа ĕçлемелле. «Ил те ту е иксĕр çак ĕçе пурнăçлăр», — темелле мар ăна. Пирĕн, кунти педагогсен, ачан кăмăлне шута илме тивет. Вăл начар чухне ĕç хушнин усси çук. Лăпланасса кĕтмелле. Урокран ача хăйĕн валли пĕр чĕптĕм усă илсен те савăнатăп. <...>

Алина ИЛЬИНА

«Хыпара» Гурий Комиссаров та юратнă

Гурий Комиссаров [Вантер] – малтанхи «хыпарçăсенчен» пĕри. Çакна эпир Михаил Сироткинăн «Очерки дореволюционной чувашской литературы» монографийĕнчен тата каярахпа тухнă тĕпчевсенчен пĕлетпĕр.

«Хыпарпа» çыхăну тытни çинчен Гурий Иванович «Мой жизненный путь» ятлă самай пысăк автобиографийĕнче — кĕскен, 1598 страницăран тăракан «Автобиографические записки» мемуарĕнче /ал çырăвĕ/ — анлăн, «Мои воспоминания о Н.В.Никольском» ал çырăвĕнче кăштах каласа кăтартнă. «Хыпарçăсен» йышне пичет историкĕсем редакцире ĕçленĕ çынсене çеç мар, чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕпе тачă çыхăну тытнисене те кĕртеççĕ. Ку тĕрĕс те, мĕншĕн тесен штатра тăман авторсен хайлавĕсемсĕр тухакан хаçат-журнал ытла та пĕр енлĕ пулĕччĕ. 1906-1907 çулсенче «Хыпарта» материалсен пысăк пайне авторсене палăртмасăр пичетленĕ. Ку — çав тапхăрти пичетре анлă сарăлнă пулăм. Çавăнпа вăл е ку материала кам çырнине пĕлме кăткăс. Комиссаровăн хайлавĕсем паллă: икĕ сăвă тата «Тĕрлĕ хыпар» ярăмпа тухнă корреспонденцисенчен пĕри. «Çуркунне» /«Хыпар», 1906, ака, 23, 16 /редактор – Н.В.Никольский/ – лирика сăвви: «Çÿлтен кăвак пĕлĕт çинчен çап-çутă хĕвел пăхать, Ăшă парса, савăнса Йăл-йăл кулса пĕр тăрать». «Ял вĕçĕнче школ ларать» /«Хыпар», 1906, авăн, 17, 37 /редактор – С.И.Игнатьев/ – вĕрентекенереволюционера казаксем вĕлерни çинчен: «Ял вĕçĕнче школ ларать… Йĕри-тавра казак тăрать… Учителе тытса тухрĕç, Мĕн айăпне каламарĕç». Каярахпа поэт çак сăвва редакци кĕскетнĕшĕн пăшăрханса çырнă, унăн оригиналĕ, сăмах май, ЧПГÇИ Ăслăлăх архивĕнче упранать. «Ядрин уясĕнчен» корреспонденцире ку тăрăхри тĕрлĕ ыйтăва епле татса пани е парайманни пирки пĕлтернĕ, çав шутра земство ĕç-хĕлне çутатнă. Ку материал чăнах та Гурий Комиссаровăн пулнине автобиографийĕнче вăл хăй палăртса хăварнă: пирвай Хусанти «Волжский вестник» кăларăмра тухнă, «Хыпар» ăна куçарса пичетленĕ. Çав тапхăрта Гурий Иванович — Етĕрне уесĕнчи Пĕрçырлан шкулĕн вĕрентекенĕ. Вăл вырăссен пĕрремĕш революцийĕн идейисене ырлать, учительсен пĕрлĕхне йĕркелеме хутшăнать. 1906 çулхи хĕллехи каникула тăван ялĕнче ирттерет. Аса илĕвĕнчен: «Унта эпĕ Хусанта эрнере пĕр хут «Хыпар» чăваш хаçачĕ тухса тăрасси çинчен калакан пĕлтерÿ илсе кайрăм. Пĕр кунхине [пирĕн киле] тĕрлĕ уесран тата ялтан тăван-хурăнташ пуçтарăнчĕ, хамăр ял çынни те чылайччĕ. Эпĕ хăнасене чăваш хаçачĕ çинчен каласа кăтартрăм, ăна çырăнса илме тата ыттисене те çак ĕçе явăçтарма чĕнсе каларăм. [Тепĕр учительпе] Илидор Григорьевичпа [Филипповпа] иксĕмĕр «Хыпара» çырăнма чĕнсе тĕрлĕ училищĕне çыру ятăмăр. Эпĕ Патăрьелти библиотека валли тата хамăн Пĕрçырланти адреспа пĕрер экземпляр çырăнтăм». <...>

Алексей ЛЕОНТЬЕВ

♦   ♦   


Тренировка хыççăн картлашкаран та анайман

13-рех — училищĕне

Галина 1989 çултанпа училищĕре вĕреннĕ, Сергей 1995 çулта пынă. Ивановсем иккĕшĕ те РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Родионов патĕнче ăсталăха туптама пуçланă. «Пирĕн ушкăнра вăйлă спортсмен нумайччĕ: Татьяна Арясова, Лариса Алексеева, Наталья Трофимова, Лариса Софронова… Вăл çирĕп ыйтакан тренерччĕ, ун патĕнче хăвăрт утакансем, марафонçăсем пурччĕ. Хăй вăл спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе интересленетчĕ: велоспорт, кĕрешÿ, бокс тата ытти. Купăс калама ăстаччĕ, лутраскер пулин те питĕ хăюллăччĕ. Пире спортăн пысăк çулĕ çине тăратрĕ», — пĕлтерчĕç Ивановсем. Кайран Галина РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов патне куçнă, Сергей Анатолий Петров тренерпа ăмăртусене хатĕрленнĕ. Сергей Иванов шкул çулĕсенчех спортпа туслă пулнă. «Футболла, волейболла выляттăмăр, кроссене хутшăнаттăмăр, ăмăртусене хатĕрленмесĕрех каяттăмăр. Шкулта практикăра пулнă Алевтина Герасимова пирĕнпе тренировкăсем ирттеретчĕ. Вăл мана Олимп резервĕсен училищине кайма сĕнчĕ. Шупашкарти пĕр ăмăртура Геннадий Семенов тренер асăрхарĕ. Мана тата темиçе çынна сбора чĕнчĕ. Çуллахи каникулта эпир тренировкăна çÿрерĕмĕр. Вăл авăн уйăхĕнче училищĕне килме йыхрав ярăп терĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, анчах хут килмерĕ. Вара аттепе пĕрле Шупашкара çитрĕмĕр, анчах Геннадий Семенович сбора кайни пирки каларĕç. Училищĕре эпир Николай Родионова тĕл пултăмăр, вăл тăрăшнипе мана общежитие вырнаçтарчĕç», — иртнине аса илчĕ Сергей Николаевич. Сăмах май, унăн йĕкĕреш хăраххи Александр пур. «Вăл манран та хытăрах чупатчĕ, анчах спорта суйламарĕ. Строительствăра вăй хурать», — терĕ Сергей. Галина Емельянова Олимп резервĕсен училищине 7-мĕш класс хыççăн килнĕ, кроссенче ăста чупаканскере пиччĕшĕ килсе янă. «Ача кăна пулнă та – киле каяс килнипе макăраттăм. Эпĕ ун чухне спорт пирки шухăшламан та. Пичче спорт çынна мĕн панине тĕшмĕртнĕ пулĕ. Николай Родионов ялан сборта пулнипе эпир ăна курман та, пирĕнпе Анатолий Прохоров тренер ĕçлетчĕ. Вĕсем пирĕншĕн аттеанне вырăнĕнчеччĕ. Малтанхи вăхăтра тренировкăсем вăйă пек кăна иртетчĕç, Николай Михайлович пирĕнпе ĕçлеме пуçласан вĕсем йывăрланчĕç. Спортра чăтăмлă пулмалла, çавăнпа чылайăшĕ тухатуха кайрĕ. Хам та спорта пăрахса ялта икĕ çул пурăнтăм, шкулта ĕçлерĕм. Пĕр вăхăт тренерта вăй хутăм. 2002 çулта çĕнĕрен пуçларăм, командăна лекрĕм. Ытларах кросс чупнă. 40-50 çын старта тухатчĕ, çавăнпа ун чухне мала тухма çăмăл марччĕ», — калаçăва тăсрĕ Галина Алексеевна. Вăл спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне тултарнă, анчах ăна хутпа çирĕплетмен. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.