Комментари хушас

9 Чÿк, 2023

Çитĕнсен пушарнăй пуласшăн

Шупашкарти 65-мĕш шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Савелий Наумова пушарта хăюлăх кăтартса, çухалса каймасăр çирĕп утăмсем туса ăна вăхăтра чарма пулăшнăшăн çак кунсенче Тав хучĕпе чысланă. Çуллахи кунсенче ӳсĕмне кура мар арçын ача пысăк паттăрлăх кăтартнă. Çичĕ çулти Савелий аслашшĕ-асламăшне хирĕç пурăнакан хĕрарăмăн çуртне вут-кăвартан çăлма пулăшнă.

ХУРА ТĔТĔМ ЙĂСĂРЛАННИНЕ АСĂРХАНĂ

Ку инкек Шупашкар округĕнчи Оппукасси ялĕнче пулнă. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла иртни икĕ сехетре, 67 çулти хĕрарăмăн çурчĕ çунма тытăннă. Хăй çав кун хулана кайнă, килĕнче тек никам та пулман. Çуллахи вăхăтра аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче канма юратакан Савелий шăпах хура тĕтĕм йăсăрланса тухнине асăрханă. Вăл çав вăхăтра урамра велосипедпа ярăннă. Арçын ача инкек пирки пуринчен малтан амăшне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Кайран пĕр урам пурте илтмелле: «Пушар, пушар, пулăшăр», — тесе кăшкăрма тытăннă. Аслисенчен никам та урама тухма васкаман, пĕчĕк ялта çывăхра та никам та курăнман. Сăмах май, Оппукассинче ватăсем кăна пурăнаççĕ-мĕн. Ним тума аптранă Савелий çухалса кайман, инкек пирки аслашшĕпе асламăшне пĕлтерме вĕçтернĕ. Вĕсем вăл вăхăтра пахчара ĕçленĕрен хирĕçри пушара асăрхаман. «Çук-çке, нимле тĕтĕм те курăнмасть», — тенĕ малтан аслисем мăнукне. Сисчĕвленнĕ арçын ачан сăн-питне курса пурте пĕрле хăвăртрах урама васканă. Ялти ватăсем пушарнăйсене телефонпа епле номерпе шăнкăравласа чĕнмеллине те пĕлмен. «112-пе, хăвăртрах», — тенĕ тавçăруллă Савелий. Пушарнăйсем Оппукассине часах çитнĕ. Арçын ача пуринчен ытла Ирина аппăшĕшĕн пăшăрханнă. «Ак çитет те хуларан — килте инкек. Çурт кĕлленсен ăçта пурăнĕ?» — питĕ куляннă ăшĕнче. Нумай шухăшласа тăман Савелий, велосипед çине ларнă та хуларан таврăнакан кӳршĕ хĕрарăмне хирĕç кайнă.

ИНКЕК СĂЛТАВĔ — ЮСАВСĂР ЭЛЕКТРОПРАЛУКРА

Пушара хăвăрт сӳнтернĕ. Инкек сăлтавĕ юсавсăр электропралук пулнă. Çулăм пĕрремĕш хутри кухньăна сиен кӳнĕ, холодильник çунса сирпĕннĕ. «Ирина аппан кушакне шел, пӳртре пулнăскер ниçта та тарма ĕлкĕреймен, сĕрĕмпе наркăмăшланса вилнĕ», — терĕ кулянса чĕр чунсене питĕ юратакан Савелий. Сăмах май, арçын ачана çак пĕчĕк ялта пурте паллаççĕ тата питĕ юратаççĕ, кинемейсем ăна яланах пылак çимĕçпе хăналаççĕ, килне чей ĕçме чĕнсе кĕртеççĕ. Уçă кăмăллăскер пуринпе те пĕр чĕлхе тупать, ватăсене кăсăклă япаласем каласа кăтартать. Тĕслĕхрен, интереслĕ кĕнеке вулать-и е кино курать-и хăйĕн шухăшне аслисемпе пайлама васкать.

«ХĂТЬ, ЧЕЙ ТЕ ПУЛИН ТУЯНĂР»

Пушар хыççăн инкек тӳснĕ хĕрарăма ялтисем, тăванĕсем май пур таран пулăшу кӳнĕ. Савелий те айккинче юлман. Унăн кĕсйинче амăшĕ мороженăй валли панă 300 тенкĕ укçа пулнă. «Ирина аппа, илĕр-ха çакна, хăть чей те пулин туянăр. Сире халĕ çурта юсама пайтах нухрат кирлĕ», — тенĕ те вăйпах укçа тыттарса хăварнă пысăк чĕреллĕ арçын ача. «Савелий мĕн пĕчĕкрен кашниншĕнех кулянать, çынсемпе пĕрле макăрма та, савăнма та пултарать. Ырă, ăшă кăмăллă вăл. Уйрăмах чĕр чунсене шеллет, вĕсене пĕрмай апат çитерет», — терĕ амăшĕ Евгения Леонидовна. Çуллахи вăхăтра Савелий шкулти лагере çӳренĕ. Çавна май пушар хыççăн вăл каçхине ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хулана таврăннă. Тепĕр кунне Шупашкарти 65-мĕш шкула МЧС ĕçченĕсем çитнĕ. Савелийшĕн ку кĕтменлĕх пулнă. Маттур арçын ачана пурин умĕнче те тав сăмахĕ каланă, пылак çимĕç панă. Пĕрле вĕренекенсем хăюлăх кăтартнă тантăшĕ çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса пăхнă. Хайхискер юлташĕсен енне çаврăннă та: «Нимех те туман-çке эпĕ. Тав сăмахĕсемсĕрех пурне те пулăшма хатĕр», — тенĕ.

«НИМЛЕ ОРДЕН-МЕДАЛЬ ТЕ КИРЛĔ МАР»

Шкулта Савелий «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаканскер пушă вăхăтра самбона çӳрет, тăмран тĕрлĕ япала ăсталама юратать, кĕнеке нумай вулать. Лего пуçтарма ăста, конструировани килĕшет ăна. Тав хучĕ илнĕ хыççăн Савелийпе çыхăнма май килчĕ. «Эпĕ çитĕнсен пушарнăй пуласшăн. Паллах, халĕ пĕчĕкрех-ха, манăн нумай вĕренмелле, çапах та ку профессие нимпе те улăштарас килмест. Тата çакна каласшăн, нимле орден-медаль те кирлĕ мар, эпĕ унсăрах çынсене хăтарма, пулăшма хатĕр», — терĕ ăшă кăмăллăскер. Çичĕ çултах пысăк хăюлăх кăтартнă арçын ачана ăнăçу сунатпăр, çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатпăр!

www.hypar.ru

Елена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.