Комментари хушас

1 Раштав, 2023

Хыпар 135-136 (28163-28164) №№

Курăмлă ĕçĕсене пула – пĕрремĕш

«Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ 2023 çулхи тăхăр уйăхра Чăваш Енре сысна ашĕ чи нумай туса илнĕшĕн, сыснана талăкра вăтамран чи нумай ÿт хуштарнăшăн тата ял хуçалăх техникине упрама лайăх вырнаçтарнăшăн республикăри ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче çĕнтернĕ. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта ирттернĕ уявра филиала икĕ Дипломпа чысларĕç. «Авангардăн» Чăваш Енри тата Тутарстанри уйрăмĕсем 2023 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçлесшĕн?

Çитĕнÿсем патне

— Предприяти кăçал 21 пине яхăн тонна, çав шутра «Çĕрпÿ беконĕнче» — 12 пин ытла, «Патăрьел беконĕ» филиалра — 3,5 пин, сысна ашĕ туса илме тĕллев лартрĕ, — хуравларĕ «Авангардăн» тĕп директорĕ Николай Курчаткин. — Амасене Тутарстанра пĕтĕлентеретпĕр, çăвăрлаттаратпăр тата харăсах 8 пин пуç сыснана самăртатпăр, çулталăкра комбината кунтан 5 пин ытла тонна аш каять. Райадминистрацире ĕçленĕ Николай Курчаткина, «Çĕрпÿ беконне» 2005 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ертсе пыма тытăннăскере, ун чухне: «Тата 18 çултан филиалра 12 пин тонна ытла аш туса илме, сыснасене кашни талăкра вăтамран 1-ер килограмм ытла ÿт хуштарма пуçлатăр», — тенĕ пулсан ĕненетчĕ-ши? — Ĕненмĕттĕм, — терĕ Николай Григорьевич. — Паянхи чикĕ патне çитессишĕн тар пайтах кăларма тиврĕ. Çапах чăтнăсирнĕ чăрмавсене аса илес килмест, республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсен хушшинче сысна ашĕ чи нумай паракан производствăн паха опытне сарни тĕрĕсрех пуль. Çурасем 23-24 кунччен амăшĕн сĕчĕпе çитĕнеççĕ, палăртнă хушăра талăксерен 260-270-шер грамм ÿт хушаççĕ. Ун хыççăн вĕсене амăшĕсенчен уйăратпăр, комбикормпа тăрантарса çитĕнтермелли уйрăмра 45-50 кун тытса талăксерен — 600-650-шар грамм, виççĕмĕш уйрăмра 75-80 кун пурăнтарса кашни талăкра 1-1,2 килограмм ÿт хуштаратпăр. Сыснасем те тĕрлĕрен пулаççĕ, пĕр пек хăвăртлăхпа самăрăлмаççĕ. 1-1,2 кг — республикăра çеç мар, çĕршывра та чи лайăх кăтартусенчен пĕри, Германире, Англире, Испанире, Бельгире унран пысăкрах мар. Самăртакан ушкăнрисене 150-155 кунра 120-125-шер килограма çитерсе какая ăсатассишĕн чылай çул тăрăшрăмăр — тĕллеве пурнăçларăмăр. 2009 çулхи пуш уйăхĕнче аш сутма тытăннине паянхи пек астăватăп. Ун чухне 185 кун çитерсен те 100-шер килограмм çеç таятчĕç. Унтанпа малалла аванах кайрăмăр. Производство тухăçне мĕнле ÿстернĕ? Предприяти малтанхи тапхăрта апат ытти хуçалăхран пайтах туяннă, халĕ вăл пĕтĕмпех хăйсен. Çĕрпÿ, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк, Патăрьел округĕсенче — 11 пине яхăн, Тутарстанри Пăва районĕнче 21 пин га ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курать. Иртнĕ çичĕ-сакăр çулта «Авангарда» хăйĕн тырри çĕнĕ тухăçчен çитсе пынă, çу шăрăх килнĕрен ăна 2021 çулта кăна туянма тивнĕ. 2022 çулта — 85,5 пин, кăçал 75 пине яхăн тонна тырă пухса кĕртнĕ. Çакă республикăри чылай округ кăтартăвĕнчен пысăкрах. Гендиректор кăçал «Авангардăн» вăтам тухăçĕ 50 центнер ытла пуласса кĕтнĕ. Анчах çулла çумăр çуманран вăл 40 ытла центнерпа танлашнă, «Çĕрпÿ беконĕнче» 50 центнертан кăшт çеç пĕчĕкрех. Обществăн Чăваш Енри çĕрĕ çине нÿрĕк утă уйăхĕн пуçламăшĕнче, Пăва районĕнчипе танлаштарсан, нумайрах, пĕтĕмпе иртнĕ нумай çулхи вăтам нормăран чылай сахалрах ÿкнĕ. Апла пулин те кăçалхи тухăç начар мар. Ертÿçĕ сăлтавне тыр-пула агротехнологие пăхăнса акнипе, пăхнипе, пухса кĕртнипе ăнлантарать. Кĕрхи культурăсене çуллен авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен, çурхисене çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен акса пĕтернĕ. Кăçал 6-мĕшĕ тĕлнех варăнтарнă, хыççăнах çумăр çунă — калча лайăх шăтнă. Çу уйăхĕнче нÿрĕк ÿсен-тăран тымарĕн таврашĕнче пуçтарăнса тăнăран çурхисем вăй илсе юлнă, çĕртме-утă уйăхĕсенчи шăрăха чăтса ирттернĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦    ♦   


«Пациентсем – тĕп экспертсем»

Владимир Викторовăн ĕç биографийĕ 1991 çулта Шупашкар районĕн больницинче пуçланнă. 2020 çулта вăл унта каялла таврăнчĕ, тĕп тухтăр должноçне йышăнчĕ. Çав вăхăт медицина ĕçченĕсемшĕн коронавирус пандемийĕ пуçланнăран, чăннипех те, йывăр тапхăр пулчĕ…

— Владимир Николаевич, аса илерха çав кунсене: районти медицина ĕçченĕсем ковидпа мĕнле кĕрешрĕç-ха?

— Çав тапхăр сиплев учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пуçланнипе пĕр килнĕрен поликлиникăна иккĕмĕш хута куçарма, инфекци тата неврологи уйрăмĕсен çур пайне пушатма тивнĕччĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстви Шупашкар районĕн больницинче 185 вырăнлă ковид-госпиталь уçма йышăнчĕ. Эпир виçĕ хутчен ковид-стационар пек ĕçлерĕмĕр, хăш-пĕр вăхăтра чирлисен йышĕ 250 çынна та çитрĕ. Пирĕн больница тытăмне 48 ФАП, 8 тухтăр амбулаторийĕ, Ишлейри 2-мĕш район больници тата Тутаркассинчи участок больници кĕреççĕ. Вĕсене пурне те коронавируспа кĕрешме явăçтартăмăр. Манăн шухăшпа, эпир коронавируса хирĕç ăнăçлă тăма пултартăмăр. Коллектив вакцинаци енĕпе те, медицина пулăшăвĕ парассипе те тухăçлă ĕçлерĕ. Район администрацине пысăк тав. Вăл куллен медиксем валли, аптекăран эмел турттарма пилĕк машина уйăрчĕ. Ун чухнехи ĕç-хĕле шута илсе тухтăр амбулаторийĕсене машинăсемпе тивĕçтермелли куçкĕрет. Çавна май тухтăрсене тата медсестрасене йывăр чирлисем патне çÿреме машина парасси пирки пуçарупа тухрăмăр. Палăртса хăвармалла: наци проекчĕ пулăшнипе виçĕ çулта больница автопарка çĕнетме пултарчĕ, пире 13 автомобиль пачĕç. Пирĕн икĕ мобильлĕ комплекс пур. Вĕсем пулăшнипе 100-тен сахалрах çынлă ялсене медицина пулăшăвĕ çитерме май килет.

— Çав вăхăтрах эсир юсав ĕçĕсене пуçарма та вăй çитернĕ. Унтанпа иртнĕ виçĕ çулта больницăра мĕн улшăнса çĕнелчĕ?

— Анлă реконструкцие «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» программăпа килĕшÿллĕн тума палăртнăччĕ. Юсав ĕçĕсен пуçламăшĕнче истори тĕрĕс марлăхне тÿрлетме тĕллев лартрăмăр. Пирĕн диагностика çуртăн цоколь пайĕнче вырнаçнă, травматологсемпе хирургсем иккĕмĕш хутра йышăннă. Çавна май пациентсен пĕр хутран теприне анса-хăпарма тивнĕ. Эпир хирургсен, травматологсен, операци пÿлĕмĕсене аялти хута рентген уйрăмне çывăхарах куçартăмăр. Унтан поликлиникăна тĕпрен юсама пуçларăмăр. Больницăна сусăрсем те килнине шута илсе вĕсемшĕн меллĕ условисем туса парассине тĕпе хутăмăр. Малтан стационарта пĕр лифт кăна пулнă. Поликлиника çуртĕнче тата икĕ лифт, пĕр под±емник вырнаçтартăмăр. Малашнехи тĕллев — çитес вăхăтра Ишлейри 2-мĕш стационарта тата Тутаркассинчи участок больницинче сусăрсене медицина пулăшăвĕ илме меллĕ условисем туса парасси. Кăçал больница картишне хăтлăлатнă чухне çула сарлакалатрăмăр. Çавна май халĕ автомашинăпа тÿрех лифт патне пыма пулать. <...>

Ирина ВАСИЛЬЕВА

♦   ♦   


Рынокра конкурентлă пулассишĕн

оборудование тăтăш улăштараççĕ

Маларах вĕсем туса кăларакан сĕт-турăха республикăн тĕп хулинчи киосксенче тата хăш-пĕр лавккара туянма май пурччĕ. «Çав тери тутлă», — тесе хаклатчĕç вĕсене туянакансем. Тунмастăп: хам та вĕсен тăпăрчи-хăймине пĕрре мар илнĕ. Анчах юлашки вăхăтра Комсомольскинчи сĕт-çу комбиначĕн сĕт юр-варне Шупашкарта питех кураймăн. Мĕншĕн? Çак ыйтăвăн хуравне тупассишĕнех Каçал тăрăхне çитсе килтĕмĕр.

Пĕчĕкшерĕн мар, курттăммăн сутаççĕ

Сĕт-çу комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пире Расиль Хайртдинов директорпа унăн çумĕ Линар Хайртдинов паллаштарчĕç. Сăмах май, вĕсем — иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе шăллĕ. Пĕчĕк мар предприятие çамрăксем ертсе пыни пĕр савăнтарчĕ, пĕр тĕлĕнтерчĕ. Комсомольскинчи сĕт-çу комбиначĕ паянхи кун — республикăри чи лайăх аталанакан предприятисенчен пĕри. Ĕçе кунта пĕлсе йĕркеленĕ. «Эпĕ Урмаел ялĕнче 1991 çулта çуралнă. Тăван ялти шкулта, Шупашкарти коопераци институтĕнче финанспа кредит енĕпе вĕреннĕ. Диплом илсенех, çак предприятие шăпах çавăн чухне йĕркеленĕччĕ, ертÿçĕре ĕçлеме шанчĕç. Комбината 2011 çултанпа ертсе пыратăп», — калаçăва çапларах пуçларĕ Расиль Минсихатович. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун комбинатра 60 çын вăй хурать. Ытларахăшĕ /70 процента яхăн/ — хĕрарăмсем. «Хальхи вăхăтра тăпăрчă, хăйма, сĕт, услам çу кăларатпăр, çĕве шывне /сыворотка/ типĕтетпĕр. Хатĕр çимĕçсене пысăк хуласене курттăммăн ăсататпăр. Сĕт юр-варне пĕчĕкшерĕн сутма пăрахрăмăр. Çавăнпа Шупашкарта тата округ центрĕсенче пирĕн киосксем çук. Сĕт çимĕçĕсене ытларах Мускава, СанктПетербурга тата Хусана леçетпĕр. Сĕтне Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Элĕк, Шăмăршă тăрăхĕсенчи хуçалăхсенчен тата килти хушма хуçалăхсенчен пухатпăр. Кунне 160 тонна таран сĕт пуçтаратпăр», — ĕçĕхĕлĕпе паллаштарчĕ Расиль Минсихатович. Çав вăхăтрах вĕсен комбиначĕн хăйсем патĕнчи киоскĕнче тутлă тăпăрчă, хăйма, çу тата ытти тавар туянма пулать. Расиль Хайртдинов пĕлтернĕ тăрăх, сĕт-çу комбинатĕнче шалу вăтамран 30 пин тенкĕпе танлашать. «Ĕçлекенсене ăçтан тупасчĕ-ши?» — тесе пуç ватмаççĕ вĕсем. Кунта çамрăксем те кăмăлласах вырнаçаççĕ. Комбинатра вăй хуракансен вăтам ÿсĕмĕ 40-45 çулпа танлашать. Чылайăшĕ — Комсомольски салинчен. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Пичетлемесен сăвăсем кÿренеççĕ

Мускаври Переделкино поселокĕнче пĕлтĕр Куçаруçăсен форумĕ иртнĕччĕ. Унта хутшăнакансенчен пĕри Юрий Татаренко юмаха кĕске вăхăтрах илемлĕ сăвăлама пултарнипе тĕлĕнтернĕччĕ. «Мĕнле çавăн пек çырма пулатьха?» — шухăшларăм ун чухне. Акă хальхинче Новосибирск поэчĕ Юрий Татаренко Шупашкара килсе çитрĕ те унăн пултарулăхĕпе тата çывăхрах паллашма май килчĕ. Вăл — Саша Черный, Рождественский ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Волошин фестивалĕн поэтсен турнирĕн икĕ хут çĕнтерÿçи, Пĕтĕм тĕнчери «Золотой Витязь» преми лауреачĕ. Чăваш наци библиотекинче поэт хăйĕн «Отремонтированный снег» кĕнекине презентацилерĕ. Вăл — авторăн вун иккĕмĕш кăларăмĕ.

Пĕрре хутшăнсах — гран-при

— Юрий Анатольевич, эсир Шупашкарпа паллашма та ĕлкĕртĕр ĕнтĕ. Пирĕн хулара поэт хăйне мĕнле туять?

— Шупашкарта эпĕ пĕрремĕш хут мар. Коронавирус пандемийĕ пуçланичченех, 5 çул каялла, Çĕпĕр поэчĕпе Дмитрий Филиппенкăпа пĕрле Самарти фестивале хутшăннăччĕ. Ун хыççăн Шупашкара çитрĕмĕр. Хулапа кăштах паллашма май килчĕ: Атăл хĕрринче çÿрерĕмĕр, сăвăсем каларăмăр, Литература музейĕнче тĕлпулу ирттертĕмĕр. Хальхинче вара Светлана Гордеева пултарулăх тĕлпулăвне йыхравларĕ. Кăмăллă сăлтав та пур — манăн 50 çулхи юбилей тĕлне тĕрлĕ хулара /Мускавра, Ĕпхÿре тата тăван Новосибирскра/ тÿрех виçĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ĕнер Атăл леш енчи илемлĕ паркра пултăмăр, унта йывăç скульптурăсен умĕнче Геннадий Айхи поэтăн сăввисене тата хамăр çырнисене каларăмăр. Мана Чăваш Енĕн çыравçисемпе, çамрăк авторсемпе паллашма кăсăклă. Мĕншĕн тесен кашни тĕлпулу хăйĕн сценарийĕпе иртет. Пирĕн литература ĕçĕ вĕресе тăрать. Эпĕ вара хама тÿрех темиçе юхăмпа аталантаратăп, вĕсен шучĕ теçеткерен те иртнĕ: поэзи, проза, драматурги, публицистика, критика, куçару, автор юрри, кулăш тата ытти те. Виçĕм кун çеç Чулхулара Пĕтĕм Раççейри ирони поэзийĕн «Вырăс кулли» фестивалĕ вĕçленчĕ. Унта та хутшăнтăм. Ку манăн ĕç те ĕнтĕ, мĕншĕн тесен эпĕ «Литературная газета» хаçатăн корреспонденчĕ те. Çавăнпа ăçта та пулин культура пурнăçĕпе çыхăннă мероприятисем иртсен вĕсем пирки çырса пĕлтеретĕп. Тĕрлĕ хулара литература семинарĕсем, ăсталăх класĕсем ирттеретĕп. Сăмахран, Липецкра пултăм, Новосибирскра, Ĕпхÿре тата ыттисенче. Эпĕ литература ĕçне 20 çул каялла пуçăнтăм, халĕ парăмсене татмалла — çамрăксене те çак ĕçре пулăшмалла.

Литературăпа кăсăкланасси ăçтан пуçланчĕ? Эсир тата актер та вĕт-ха.

— Çапла, эпĕ Новосибирск тата Томск театрĕсенче ĕçлерĕм. Хам сисмесĕрех журналистикăна кĕрсе кайрăм: репортажсем хатĕр¬леттĕм, паллă çынсенчен /сăмахран, Сергей Юрский, Лев Дуров, ыттисем/ интервью илеттĕм. Пĕррехинче Томск хаçатĕнче поэтсен конкурсĕ çинчен пĕлтерÿ вуларăм. Эпĕ, кашни каç сцена çине тухаканскер, темшĕн хăюсăрлантăм. Манăн вунă сăвă пурччĕ-ха… Çак пĕлтерĕве виçĕ çул куртăм, пĕтĕмлетĕвĕсене те пăхаттăм. Виçĕ çул хăраса пурăнтăм, ăшра темĕн чарса тăчĕ. Вара тинех конкурса хутшăнас терĕм. Кĕтмен çĕртен гран-при пачĕç. Çавăн хыççăн мана малтан Томскри, унтан Мускаври семинарсене ячĕç. Конкурс çĕнтерÿçи пулнă май Писательсен союзĕ кĕнеке кăларса парасшăнччĕ. Эпĕ çухалса кайрăм та: «Манăн вунă сăвă çеç», — терĕм. «Кĕнекене авăн уйăхĕнче кăлармалла. Умра — çуллахи кунсем. Атя, ĕçле», — терĕç мана. — Вунă сăвă çеç пулнă-ши? — Унчченхисем те, хăнăхмалла пек çырнисем, пурччĕ. Пĕрремĕш класра асанне патне сăвăласа çыру çырнăччĕ. Унтан 1985 çулта Волгоградри Мамай сăртне çитсе курсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен сăвă хайларăм та «Пионерская правда» хаçата ярса патăм. Пичетлемерĕç, анчах малалла çырма хавхалантарса питĕ кăмăллă хурав ячĕç. 9-мĕш класра та çыркалаттăм. 1993 çулта «капустниксем» /кулăш концерчĕ/ пуçланчĕç. Пĕрремĕш кĕнеке вара 2003 çулта пичетленсе тухрĕ. 2006 çулта Писательсен союзне кĕтĕм. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Мальдивăра та пултăмăр, Дубая та çитрĕмĕр

Синай çур утравĕ çинче вырнаçнă Шарм-эль-Шейх [вăл Египетăн Ази пайне кĕрет] хулине ура ярса пуссан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Хула хушшинче те, ун таврашĕнче те хăйăрпа чул кăна. Çывăхри Синай тăвĕ те хăйне май: кукша. Хăйăрпа хутăштарнă чул купине аса илтерет. Маншăн, ешĕл курăк, симĕс йывăç-тĕм, тĕрлĕ чечек курма хăнăхнăскершĕн, унти ÿкерчĕк сивĕрех пек туйăнчĕ...

Çил талăкра икĕ хутчен улшăнать. Çапах Шарм-эль-Шейх пач йывăçсăр мар. Çул хĕррипе пальмăсем тÿпенелле кармашаççĕ. Аялта хĕрлĕ, шурă чечексем пăт-пат курăнкалаççĕ. Пирĕн гид Оксана /вăл Беларуçри Минск хулинче çуралса ÿснĕ/ каласа кăтартнă тăрăх, пуш хирлĕ çав тăрăхра нимĕн те çитĕнмест, мĕн пур ÿсен-тăрана аякран кÿрсе килнĕ. Çавăнпа пальмăсемпе чечексем патне шыв пăрăхĕсем тăснă. Йывăç-курăка ялан шăвараççĕ. Çак тĕллевпе канализацин тасатнă шывĕпе усă кураççĕ. Шарм-эль-Шейх — Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче вырнаçнă курорт хула. «Шейх», «султан» е «патша бухти» тенине пĕлтерет вăл. Ăна 1967 çулта ятарласа туристсем валли никĕсленĕ. Ултă куна тăсăлнă вăрçă хыççăн Израиль çыннисем çак вырăнти çĕрсене туртса илнĕ. Хула вырăнĕнче маларах бедуинсем пулă тытнă. Израильтянсем пулăçсен ялĕнчен хула тума пикеннĕ. Çуртсем лартнă, хăна çурчĕсем çĕкленĕ, çулсем тунă. 1979 çулта Шарм-эль-Шейх египтянсен аллине куçнă. Шарм-эль-Шейха туристсем çулсеренех ытларах та ытларах килме тапратнăран хăвăрт аталаннă. Пĕр кунра 9 пин çынна йышăнни те пулнă. Çул çÿреме юратакансене тĕрлĕ вăрçă-харçă пыни те тытса чарайман. Сăмах май, халĕ те çапла. Курорт хула Хĕрлĕ тинĕс хĕррипе 40 çухрăма тăсăлать. Кунта — 100 ытла хăна çурчĕ. Вĕсен хушшинче темĕн тĕрли те пур, çавна май хакĕсем те расна. Эпир вырнаçнă отеле пĕчĕк хулапа та танлаштарма пулать. Унăн картишĕнче 9 бассейн, фонтан, аквапарк вырнаçнă. Ÿсен-тăран тĕнчи çинчен пуçарнă калаçăва тăсса çакна та калам: кунта çăтмах пахчинчи пекех. Темиçе тĕрлĕ йывăç, тĕрлĕ чечек ÿсеççĕ, сип-симĕс курăк ешерет. Хĕрлĕ тата шурă бугенвиллийăсем, фикуссем, кактуссем… Хăйне евĕр сарă акацисем кăмăла уйрăмах çĕклерĕç. Сарă чечекĕсем кĕлчечексене аса илтереççĕ. Калпак евĕр хитрелетсе каснă фикуссем çине те яланах куç ывăтăнать. Пальмăсем çинче финиксем пиçеççĕ. Пахчаçăсен ĕçне хаклама ирĕкĕм пур тăк «5» паллă лартăттăм. Таврана чечексен тутлă шăрши сарăлать. Çав вăхăтрах тинĕсрен уçă çил вĕрет. Çавна май 30 градус шăрăхра та сывлама лайăх. Сăмах май, çил талăкра икĕ хутчен улшăнать. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Çирĕп кăмăллă арçын шухăшне улăштарман

Çар çыннисен мăшăрĕсем, ашшĕ-амăшĕ — çирĕп кăмăллă, чăтăмлă, çав вăхăтрах питĕ туйăмлă çынсем. Красноармейски салинче çуралса ÿснĕ, унтах çемье çавăрнă Сергей Николаевăн мăшăрĕпе, ашшĕпе çыхăнса калаçнă май çакă уççăнах палăрчĕ.

Çемьере ыттисемшĕн тĕслĕх

Сергей Николаев Украинăри ятарлă çар операцине 2022 çулхи утă уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Тĕнчери лару-тăру, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси ăна лăпкă пурăнма паман. Ашшĕ те Станислав Анатольевич, хирĕç тăрусен ветеранĕ, ывăлĕшĕн тĕслĕх пулса тăнă. — Мăшăрпа Лариса Вячеславовнăпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Ывăлсем Тăван çĕршыва юрăхлă пулчĕç, иккĕшĕ те салтака кайса тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Иккĕмĕш ывăл Женя хам пекех хĕрÿ вырăнта пулчĕ, вăл та — хирĕç тăру ветеранĕ. Сергей ятарлă çар операцине кайма тĕллевленнине эпир, амăшĕпе иксĕмĕр, пĕлмен те, — каласа кăтартрĕ Станислав Николаев. Хăй вăл милицире ĕçленĕ май хĕрÿ вырăнсенче командировкăра пĕрре мар пулнă. Николаевсем ачисене ура çине тăратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнипе çырлахман, ашшĕамăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă тепĕр виçĕ ачана çемье ăшши парнеленĕ, ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Икĕ каччăпа пĕр хĕр халĕ шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ. Çемьере Сергей чи асли ÿснĕ май кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх пулнă. — Пирĕн ачасем пĕчĕкренех темĕнпе те кăсăкланатчĕç. Тимĕртăмăр пуçтаратчĕç, çулла тĕрлĕ эмел курăкĕ пухатчĕç, хатĕрлев кантурне паратчĕç. Хампа пĕрле культура çуртне юрлама çÿретчĕç. Сергей техникăна кăмăлласа ÿсрĕ. Вĕсене юсама ăста вăл. Женя телефон-компьютер таврашне лайăх ăнкарать, наччасрах ĕçлеттерсе ярать. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах магнитофонсем тÿрлететчĕ, — тĕпренчĕкĕсемпе кăмăллă ашшĕ. — Сергей пĕчĕк чухне, 3 çул та тултарманччĕ пулĕ, пĕррехинче çухалнăччĕ. Шартах сиктернĕччĕ. Мăшăрпа пĕрле чупкаларăмăршырарăмăр. Кунта пирĕн юхан шыв пур та, питĕ хăранăччĕ. Вăл вара тепĕр ачапа унăн ялне кайнă. Ун пек самантсем ача-пăча ÿстернĕ чухне чылай пулнă. Тылрисен те пулăшмалла Нумаях пулмасть Сергей Николаев отпуска килсе кайнă. Çар операцийĕнчи йывăрлăхсем çинчен нимĕн те каласа кăтартман вăл, ыйтса тĕпченин те усси çук-мĕн. Тĕллевне пурнăçлама вара мĕн ачаран вĕренсе ÿснĕ. — Ачисем те хама курса çитĕнчĕç пулĕ. Эпĕ ĕçе вĕçлемесĕр пахчаран кĕместĕп. Пĕтĕм ĕçе вĕçне çитермелле. Каç пулса кайсан çутă çутса ĕçлеттĕм. Сергей те çаплах. Вăл уçă кăмăллăскер тата, — терĕ ашшĕ. Серей Николаев Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Аленăпа çемье çавăрнă. Акă мĕнле аса илет кил хуçи арăмĕ иртнĕ вăхăта: — Красноармейски тăрăхне аппан туйне кайнăччĕ. Çавăн чухне пулас мăшăрпа паллашрăмăр. Каччă салтака кайса килнĕ-и е çук-и – ун чухне шухăшлама пĕлмен эпĕ. Халĕ çакă маншăн пĕлтерĕшлĕ пек туйăнать, — терĕ Елена Александровна. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.