Комментари хушас

8 Нарăс, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 5 (6506) № 08.02.2024

Ветеринар кирек ăçта та ĕç тупать

Дмитрий тата Анастасия Паторовсем Шупашкар округĕнчи Чурачăкри фермăра ĕçлеççĕ: упăшки — тĕп ветврач тата осеменатор, арăмĕ — ветврач. Вĕсене ĕç паллаштарнă, халĕ те пĕр-пĕриншĕн юратнă мăшăр кăна мар, чи шанчăклă партнерсем те.

Ферма паллаштарнă

— Дмитрий, эсĕ мĕншĕн ветеринар профессине суйланă?

— Эпĕ — Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнчен. Шкултан вĕренсе тухсан, 2013 çулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиотехника факультетне вĕренме кĕтĕм. Çур çултанах ку мана килĕшменнине ăнлантăм. Вара çара кайса килтĕм. Çывăх юлташăм ветеринара вĕренетчĕ. Эпĕ те ун çулĕпе кайрăм. 2015- 2020 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче /халĕ аграри университечĕ/ ветеринара вĕрентĕм. Диплом илсен Красноармейски округĕнчи хуçалăхра тĕп ветврачра ĕçлерĕм.

— Шăпа сана унта Турă çырнипе паллаштарнă.

— Пирĕн фермăна практикăна студентка килчĕ. Настя — Сургутран, вырăс хĕрĕ. Вăл Шупашкара ветеринара вĕренме киличчен лаша спорчĕн шкулĕнче ĕçленĕ. Унăн амăшĕ — Чăвашран, ашшĕ — Çĕпĕртен. Чиперккене вĕçертес темерĕм, нумай тăхтамасăрах 2021 çулта çемье çавăрма шухăшларăмăр.

— Эсир унпа регион тулашне кайса та ĕçленĕ вĕт.

— Студент чухнех соцсетьри хамăн страницăна хастар тытса пыраттăм. Кайран ĕçри самантсене кăтартакан сăн ӳкерчĕксемпе видеосем кăлартăм. Манăн страницăна Пушкăртстанри ял хуçалăх ертӳçи тимлĕ сăнанă иккен. Пĕр кунхине вăл манпа çыхăнчĕ. Унăн 4 ĕне фермиччĕ, 6 пин ĕнеччĕ. Ертӳçĕн сĕнĕвĕ пире илĕртрĕ. Настьăпа унта тухса кайрăмăр. Ĕçрен машина, хваттер пачĕç. Пуян та хитре регион пулин те çулталăкран тăван кĕтесех таврăнтăмăр. Кунта — тăвансем, атте-анне, юлташсем... — Эсĕ студент чухнех хастар пулнă. — 2017 çулта «Зверополис» отряд йĕркелесе ăна 3 çул ертсе пытăм. Студентсен практикине ертсе пыма пулăшакан отряд вăл. Ветеринари клиникисемпе, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсемпе, кинологи службипе, килсĕр чĕр чунсене вăхăтлăх усракан приютпа çыхăну йĕркелерĕмĕр. Пирĕн студентсем вĕсене пулăшма, çав вăхăтрах ĕçе хăнăхма çӳреççĕ, куравсем йĕркелеме пулăшаççĕ. Отряд халĕ те ĕçлени мана савăнтарать. Студент чухне «çерем уçма» та /каникулта тĕрлĕ регионти хуçалăхсенче ĕçленине çапла калаççĕ/ çӳренĕ, фермăсенче ăсталăха туптанă. 2017 çултанпа ĕнесемпе ĕçлетĕп. Эпĕ çапла шухăшлатăп: уйрăм выльăхпа ĕçлекен ансăр специалист пулмалла. Ку хăвăн ĕçе тĕплĕнрех, тарăнрах пĕлме май парать.

— Çамрăк специалист яла килсен мĕнле йывăрлăхпа тĕл пулать?

— Хальхи вăхăтра ветеринар кирек ăçта та ĕç тупаять. Ку специалиста алли-уринчен туртса илсе каяççĕ — ĕçле кăна. Хваттер те, машина та пама хатĕр. Шалу лайăх тӳлеççĕ. Начар енсенчен пĕри — пирĕн ĕç таса марри. Эпир ăшă пӳлĕмре кăна лармастпăр вĕт. Тислĕк ăшĕнче чакаланма кашниех хатĕр мар. 600-700 килограмм таякан ĕнесем те пур, вĕсемпе ĕçлеме вăй кирлĕ. Ĕçре «çунса тухни» те пулать. Выльăх сывлăхĕ, мĕн чухлĕ сĕт парасси ветеринартан кăна килмест, анчах явапне пуриншĕн те тытма тивет. Тĕрлĕ чир сарăласран ветврачăн яланах асăрхануллă пулмалла. Пĕр сăмахпа, пирĕн ĕçре çирĕп нерв кирлĕ. Тата çамрăксене эрнере 2 канмалли кун, нормăланă ĕç кунĕ кирлĕ.

— Çамрăксем яла ĕçлеме юлччăр тесен, санăн шухăшпа, мĕн тумалла?

— Совет саманинчи пек çурт хăпартса памалла.

— Сире пĕтĕмпех панă терĕн-çке.

— Вĕсем пирĕн мар вĕт. Ĕçрен кайсан, хамăр тăрăшмасан, нимĕн те пулмĕ.

— Ял ипотекипе усă курас теместĕр-и?

— Усă курасшăн, анчах каярахпа, вăй илсен. Манăн Чăвашран ниçта та тухса каяс килмест.

— Йăлтах пăрахса хулана куçса каяс килмест-и?

— Хулашăн тунсăхламастпăр: Ишлей ун çывăхĕнчех. Хулари уйрăм клиникăсенчи ĕç мана илĕртмест. Ĕнесемпе ĕçлеме килĕшет. Çынсене пулăшас килет. Çавăнпа ялтах ку енĕпе аталанасшăн. Ĕçре кирлĕ хатĕрсем манăн пĕтĕмпех пур. Эпĕ паллă генетика компанийĕсенче квалификацие ӳстеретĕп. Семинарсене кашни уйăхра çӳреме тăрăшатăп. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Чи пĕчĕккисем те, ăста спортсменсем те тупăшрĕç

Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ уçă турнирта аэробика ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Унта Чăваш Ен, Чулхула тата Ульяновск облаçĕсен спортсменĕсем хутшăнчĕç.

Спортсменсене ЧР спорт министрĕн заместителĕ Александр Степанов, цифра министрĕн заместителĕ Алина Федорова, республикăри спорт аэробикин федерацийĕн ертӳçи Оксана Дьячук, Шупашкар хулин администрацийĕн физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Соловьев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн – тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев ăнăçу сунчĕç. Александр Степанов пирĕн республикăра спорт аэробики çултан-çул вăй илсе пынине, вăл спортăн уйрăмах аталантармалли тĕсĕсен шутĕнче пулнине, чăваш спортсменĕсем çĕршыв чысне тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче хӳтĕленине палăртрĕ. «Спорт йывăрлăхсене парăнтарма, çĕнтерӳ патне ăнтăлма вĕрентет. Журналистсем сывă пурнăç йĕркине халăхра сарас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Хаçат ячĕпе ятарлă турнир ирттерни те — çав ĕçĕн тĕслĕхĕ», — терĕ Алина Федорова. Дмитрий Моисеев спорт аэробикине суйласа илнисем илеме туйнине, халăх умĕнче хăйсене тытма пĕлнине тата çитĕнӳсем патне туртăннине палăртрĕ. Оксана Дьячук ку ăмăрту кăçалхи спорт мероприятийĕсен çулталăкне уçнине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн спортсменсем федерацин Атăлçи округĕн чемпионатне хутшăнĕç, унта палăрнисем çĕршыв чемпионатне кайĕç. «Хыпар» турнирĕнче помост çине тĕрлĕ ӳсĕмри аэробистсем /чи пĕчĕккисенчен пуçласа тĕнче шайĕнчи спортсменсем таранах/ тухрĕç. Куракансене тĕнче чемпионĕ Алексей Германов та хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕ уйрăм тупăшура пьедесталăн чи çӳллĕ картлашки çине хăпарчĕ. Мăшăрсен ушкăнĕнче Дарья Кокшинăпа пĕрле вĕсем иккĕмĕш пулчĕç. Сăмах май, Алексей кăçал та Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Ку йышра вăл — 14 çул. 18-ти Ефим Матвеева спорт юлташсемпе пуянлатнă. «Чи пĕлтерĕшли награда мар, опыт пухăнни. Кашни ăмăртурах çĕнĕ çынсемпе паллашатпăр, хăшĕ-пĕринпе туслашатпăр», — терĕ пулас педагог. Çĕмĕрле каччи И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физвоспитани факультетĕнче вĕренет. Малашнехи шăпине тренер ĕçĕпе çыхăнтарасшăн. Ефим Дмитрий Комаров тренер пулăшнипе спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Пĕтĕм Раççейри турнирсен призерĕ 2018 çултанпа, республикăн пĕрлештернĕ командине кĕнĕренпе, Оксана Дьячук патĕнче спорт вăрттăнлăхĕсене ăса хывать. «Хыпар» турнирне Çĕмĕрлери 15 аэробист хутшăнчĕ, чылайăшĕ наградăна тивĕçрĕ. Вырăнти спорт шкулĕн спорт аэробикин уйрăмĕнче 60 ытла çамрăк вĕренет. Вĕсемпе Дмитрипе Дарья Комаровсем ĕçлеççĕ. Хĕр 16-ра кăна пулин те ашшĕне пулăшать, хăй те программăсем хатĕрлет. Шкул хыççăн физвоспитани енĕпе аслă пĕлӳ илесшĕн, ашшĕн ĕçне тăсасшăн. Ташă студине çӳрени ăна аэробика мелĕсене алла илме май панă. 13-ри Мария Моисеева та ыттисем пекех спорт судйисем умне тухиччен пăлханать. «Помост çинче хумханни таçта кайса çухалать, хама аван туятăп. Ушкăнпа чухне яваплăх пысăкрах, хусканусене йăнăш тăвасран шикленетĕп», — терĕ Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ спортсменка. Малтан вăл спорт гимнастикине çӳренĕ, виçĕ çул каялла спорт аэробикине куçнă. Кĕске тапхăртах лайăх çитĕнӳсем тунă. Тĕрлĕ хулара иртнĕ Пĕтĕм Раççейри тата регионсен хушшинчи ăмăртусенче медальсем çĕнсе илнĕ. Тĕслĕхрен, «Чĕмпĕр кубокĕ» ăмăртура вăл виççĕмĕш вырăн йышăннă. 15-ри Яна Зубкова шкул хыççăн тренировкăна савăнсах васкать. «Ку маншăн кану вăхăчĕ пекех, эпĕ пĕр вырăнта ларма юратмастăп. Кунта манăн юлташ та нумай. Тренировка хыççăн вĕсемпе уçăлса çӳретпĕр, кинона каятпăр, кафере чей ĕçетпĕр», — терĕ Шупашкар хĕрĕ. Вăл та культура керменĕнчи студире пултарулăха аталантарать. Пĕлтĕр Раççейре мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. 18-ти Дарья Кокшина Раççей спорт мастерĕн удостоверенине алла илнĕшĕн уйрăмах савăннă. Ку норматива вăл пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта пурнăçланă. Хĕр çĕршыв ăмăртăвĕсенче кăна мар, Казахстанра тата Болгарире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче те çĕнтерӳçĕ пулнă. Раççей чемпионатĕнче те хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, анчах хальлĕхе призерсен йышне лекеймен-ха. «Пĕлтĕр çитĕннисен командине куçрăм. Унта программа та, тренировка та кăткăсрах. Çавăнпа ытларах ĕçлеме тивет», — спорт аэробики тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшнине палăртрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ. Вăл — пулас дизайнер. Дарья пĕлтĕртенпе Алексей Германовпа помост çине тухать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Ачамсем, ăçта эсир?» — тесе йăваланса йĕчĕ анне

Ашшĕне повестка килсе пани, вăл вăрçа тухса кайни Клавдия Нестеровăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. «Повестка панă тăк каймалла», — терĕ атте. Анне куçне саппун вĕçĕпе шăлчĕ. Ун чухне икĕ тетерен нимĕнле хыпар та çукчĕ-ха. Атте 1896 çулта çуралнă, вăрçа кайнă чухне çамрăках пулман. Пире, ачисене, кашнине çӳлелле çĕклесе: «Маттур, пысăк пул», — тесе пиллесе хăварчĕ», — аса илчĕ Клавье аппа.

Пĕр килтен — тăватă арçын

Клавди аппа 1932 çулта Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче Кирилпа Матрена Ермиловсен çемйинче çуралнă. Сакăр пĕртăван ӳснĕ вĕсем: пилĕк ывăл та виçĕ хĕр. Аслă икĕ тетĕшĕ Евстафипе Алексей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен учителе вĕренсе тухнă. Виççĕмĕш тетĕшĕ Петр та фашистсем пирĕн çĕршыва тапăниччен вăтам шкул пĕтерсе учительте ĕçлесе ĕлкĕрнĕ. Аслисене, учительте ĕçлекенсене, вăрçă пуçланиччен салтака илсе кайнă. Евстафий танкист, командир пулнă. Алексей Брестра çар тивĕçне пурнăçланă. Вăрçăн пуçламăш ахрăмĕ вĕсене лекнĕ. Алексей малтанхи кунах вилнĕ. /Кайран тăванĕсем унăн вил тăприне Брестра шыраса тупнă/. Евстафий танкра çунса вилнĕ. Çемье пуçне Киркка тетене вăрçа илсе кайнă хыççăн виççĕмĕш ывăлĕ Петр патне те повестка килнĕ. «Петя тете вăрçа кайсанах пĕрин хыççăн тепри вилнĕ хучĕсем килме пуçларĕç. Аттен кăна хыпарсăр çухални çинчен калакан хут килчĕ. Анне йывăр хуйха ĕçпе пусаратчĕ. Вăл хĕрарăм ĕçне туса курман. Ялан лашапа е вăкăрпа ĕçлетчĕ. Юлашкинчен, Петя тетен вилнĕ хучĕ килсен, картиш варринчех тĕшĕрĕлсе анчĕ. Эпир ним тума пĕлмесĕр тăтăмăр. Йăмăк кӳршĕсем патне чупрĕ. Тăна кĕрсен анне чуна тивмелле сасăпа кăшкăрса макăрчĕ. «Ачамсем, ăçта эсир?» — тесе йăваланса йĕчĕ. Çемьери кĕреш юман пек тăватă арçын вилнине чăтса ирттерме çăмăл пулман ăна паллах. Килте кĕçĕннисем пурри кăна ăна чунпа çирĕпленме хистенĕ. 1928 çулта çуралнă Михаля тете вăрçă вăхăтĕнче суккăрланчĕ. Эпĕ вăл каннине курман. Пĕр ĕçрен килетчĕ те теприне тухса утатчĕ. Михаля тете суккăр пулсан та пĕлӳ илчĕ. Пĕр вăхăт куç курман çынсене вĕрентрĕ. Вăрçă вăхăчĕ тесе анне мана 5 класс вĕреннĕ хыççăн текех шкула ямарĕ. Ах, мĕн тери тетесем пек вĕренсе пысăк çын пулас килетчĕ! Пурпĕрех аннерен вăрттăн тепĕр çул шкула çӳрерĕм-ха. Ирхине тăрсан шкула каймалли хутаçа урама тухса хураттăм. Ĕçсене вĕçлесен вăрттăн шкула тухса чупаттăм. Аннен ĕçе кайиччен колхоз валли çăкăр пĕçерсе кăлармаллаччĕ. Чустине хăй çăрса хăваратчĕ. Кăмака хутса çăкăр пĕçерсе кăларасси — манăн ĕçчĕ. Кайран анне эпĕ шкула вăрттăн çӳренине пĕлчĕ те урăх ямарĕ. Çапах вуласси манăн ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Тетесем те çав тери вĕренесшĕнччĕ. Вăрçă пуçланиччен вĕсем киле килсен пĕтĕм ял çамрăкĕ пирĕн пата пуçтарăнатчĕ. Хамăр ум кĕрлесе тăратчĕ. Çамрăксем доминолла, футболла вылятчĕç. Пĕррехинче анне, шăй-шай тăвакан ачасенчен тарăхса çитнĕскер, доминосене пусса пăрахрĕ. Çамрăксем кӳршĕре пурăнакан пĕчĕк Ваççана патьене лартрĕç, ăна вĕренпе çыхса пусса антарчĕç. Вăл доминосене пуçтарса хăпарчĕ. Атте çамрăксем айкашнăшăн нимĕн те каламастчĕ, кулкаласа çеç пăхса тăратчĕ. Тетесем питĕ маттурччĕ. Вăрмана вутта каймалла-и — çийĕнчех тиесе килсе тирпейлесе хуратчĕç. Çĕр улми кăларасси пирĕншĕн пĕр кунлăх ĕç кăначчĕ. Тетесем кĕнеке вулама юрататчĕç. Аннен йăмăкĕ Клавье /мана унăн ятне хунă/ Иван Яковлев шкулĕнче вĕреннĕ. Анне ун патне Чĕмпĕре апат леçме лашапа темиçе хутчен кайнă. Пĕррехинче унта каçа юлса çитнĕ. Шкул хапхи питĕрĕнчĕк пулнă. Вăл ним шухăшламасăрах хапха айĕнчен шуса кĕнĕ. Ăна Иван Яковлевич çăпаталлă уринчен ярса тытнă. Çапах ăна вăрçман, хăйсем патне вĕренме чĕннĕ. Анне кун çинчен пĕрре хĕпĕртесе, тепре хурланса каласа паратчĕ. Питĕ вĕренес килнĕ унăн. Кукаçипе кукамай вара икĕ хĕрне те Чĕмпĕре вĕренме яма вăй çитереймен. Çавăнпа анне аслă ывăлĕсене вĕрентме тăрăшнă. Кĕçĕннисене вара пĕлӳ илме вăрçă чăрмантарнă. Мĕн ачаран аннепе пĕрле тырă вырни асра. Вăрçă пире, ачасене, час çитĕнтерчĕ. Çулла колхоз купăстине шăварма çӳреттĕмĕр. Шывне Пăларан йăтаттăмăр. Унта авăр нумайччĕ. Пĕрре унта пирĕнтен маларах аннă хĕр авăртан шыв ăсма тăнă та путма пуçланă. Эх, пĕтĕрĕнет-пĕтĕрĕнет хăй. Çӳçĕ çеç курăнать. Пурте тăраççĕ, пыма хăраççĕ. Хам та сисмерĕм — чупса пытăм та ăна шывран темле майпа туртса кăлартăм. Хĕрĕн пурăнас кунĕсем пулнах-тăр. Анне арçын ĕçĕсемпе ялан инçе çула çӳретчĕ, çапах йывăр вăхăтра та вĕлле хурчĕсем усратчĕ. Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши? Пыл пире чылай йывăрлăхран хăтарчĕ. Анне ăна ытти апат-çимĕçпе улăштаратчĕ. Çавăнпа эпĕ выçă ларнине астумастăп». Клавье аппан аслă хĕрĕ Галина калаçăва хутшăнчĕ: «Кукамай Каншел ялĕнчи чи çирĕп хĕрарăм пулнă. Ватă çынсем ăна тĕл пулсан алă тытсах сывлăх сунатчĕç. Маттюç аппа тетчĕç ăна ялта. «Три танкиста, три веселых друга» юрра питĕ юрататчĕ. Кукамайăн килĕнче танкист тумне тăхăннă Яшшук /Евстафий/ тетен сăн ӳкерчĕкĕ упранатчĕ. Ун хыçне çак юррăн сăмахĕсене çырнăччĕ. Кукамай çак юрра мĕн виличчен юрларĕ. Кукка 1942 çулта Ржев патĕнче танкĕнче çунса вилни çинчен пĕлтернĕ хучĕ те пурччĕ. Халĕ унăн ятне Ржев çывăхĕнчи пысăк монумент çине çырнине те пĕлетпĕр. Элекçей /Алексей/ куккан ячĕ Брест крепоçне хӳтĕленисен йышĕнче пур. Петтюк /Петр/ кукка питĕ лайăх вĕреннисĕр пуçне çав тери чаплă ӳкернĕ. Ленин, Сталин портречĕсене ӳкернĕ тетчĕç. Вăрçă пуçланиччен Яшшук кукка кăна çемье çавăрса ĕлкĕрнĕ. Элекçейпе Петтюк хĕрсене чуптуса кураймасăрах вилчĕç пуль тетчĕ кукамай. Каншелпе Атăк ялĕ хушшине вăрçăра вилнисене асăнса палăк лартнă. Вилнисене асăнмалли кун масар çине каяççĕ. Кукамай вара кашни çулах çав кун чи малтан ялти палăк патне утатчĕ. Унта ăна мăшăрĕн тата виçĕ ывăлĕн чун татăкĕсем упраннăн туйăнатчĕ. Палăк умне яланах чечек çыххисем хуратчĕ. Ун патĕнчен иртсе çӳремессерен чарăнса тăрса макăратчĕ. Тата чи юратнă вырăнĕ вăрман пулнă. Унтан тухма пĕлместчĕ, çырла, кăмпа, чей курăкĕ пухса тирпейлетчĕ. Пирĕн анне те кукамай пекех апат-çимĕç хатĕрлеме ăста. Хĕл каçма пысăк каткасемпе купăста тăварласа хуратчĕ, пан улми йӳçĕтетчĕ. Мĕнле тутлăччĕ! Кукăль питĕ тутлă пĕçеретчĕ. Кăмака умĕнче икерчĕ-капăртма пиçсе тухасса мĕн чухлĕ кĕтсе тăман-ши? Пире вĕри апат çитермесĕр шкула кăларса ямастчĕ. Халĕ ватăлчĕ те пĕçереймест. Эпир вара аннен икерчисĕр çав тери тунсăхлатпăр». <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Тĕрĕс ĕçлесен çулăмран хăрамалла мар»

Айрат Шарибзянова 22-рех яваплă должноç шанса панă: пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнчен вара вăл Канашри 15-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче караул пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннă.

Професси илме вăхăт çитсен: «Санăн пурнăçу, хăв суйла», — ашшĕ-амăшĕ ăна çапла каланă. Айрат ачаранпах пушарнăй- çăлавçă пулма ĕмĕтленнĕ. Тутарстанра пурăнакан ашшĕн тăванĕ пушар сӳнтерекен машинăпа çӳрени илĕртнĕ ăна. Ун патне хăнана кайсан Айрата хăй ĕçлекен пушар чаçне илсе кайса кăтартнă. Айрат Канашри патшалăх службин тата управленийĕн лицейĕнче МЧС класĕнче вĕреннĕ чухне хулари 15- мĕш пушар чаçĕнче пулса курнă. Çăлавçăсем хăйсен ĕçне епле йĕркелени яша килĕшнĕ. 9-мĕш класра чухне вăл хăй кам пулассине ăнланнă. Аттестат илсен Ивановăри пушарпа çăлав академине çул тытнă. Унта вĕренме кĕме çăмăлах пулман, суйлав питĕ çирĕп иртнĕ. Пĕтĕм çĕршывран питĕ ăслă та вăйлă çамрăксем килнĕ, Чăваш Енрен тăваттăн пулнă. Анчах ентешсенчен Айрата çеç ăннă. Академие вĕренме кĕресси кăна мар, унта ăс пухасси те çăмăлах пулман. «1-2-мĕш курссенче кăштах çăмăлрахчĕ, ытларах шкул программиччĕ. 3-мĕш курсран профпредметсем пуçланчĕç те вĕренӳ йывăрланчĕ, çав вăхăтрах кăсăкланчĕ те. Кашни заняти интереслĕччĕ. Вĕренӳри йывăрлăхсене пурте чăтаймарĕç, тухса каякансем те пулчĕç. Канаша килсен пушар чаçĕнче час-часах пулаттăм, унта манăн юлташсем ĕçлетчĕç. 3-4-мĕш курссенче хамăр патрах практика тухрăм. Караул начальникĕн, чаç пуçлăхĕн заместителĕн должноçĕсенче ĕçлесе куртăм. Питĕ хавхалантăм. Манăн малашне те хамăн çуралнă тăрăхри халăха пулăшас кăмăл çуралчĕ», — каласа пачĕ Айрат Рафисович. Практикăра вăл пĕрремĕш хут пушар сӳнтерме кайнă. Ун чухне Калиновкăра çурт çуннă. Вăл авари, чрезвычайлă ытти лару-тăру вырăнĕсене те тухнă. Çул-йĕрти инкекре çын вилнине те курнă. Çапах курсант хăй тĕрĕс çул суйланинче иккĕленмен. Пĕлтĕр диплом илсен вăл Шупашкара МЧСăн Тĕп управленине килнĕ. Унта, лейтенантсен сборĕнче, Айрат Шарибзянова ăçта ĕçлеме каймаллине каланă. Канашри 15-мĕш пушарпа çăлав чаçĕ çамрăка лайăх кĕтсе илнĕ. Çăлавçăн çунакан çурта та кĕме тивет. «Кун пек чухне академире мĕн вĕрентнине асра тытатăп. Канашри Лиза Чайкина урамĕнче тĕтĕмпе тулнă пӳрте кĕнĕччĕ. Тĕрĕс ĕçлесен çулăмран хăрамалла мар — пире çапла вĕрентнĕ. «Вилекен, паллакан ан пултăр çеç», — пушара килсен чăн малтан çак шухăшсем пуçа килеççĕ. Хăрасан ку профессие суйламан та пулăттăм», — палăртрĕ караул ертӳçи. Çав вăхăтрах унăн çынсене çăлассине, харпăр состав хăрушсăрлăхĕ пирки те шухăшламалла. Ĕçе пĕтĕмпех тĕрĕс йĕркелемелле, звеносене ăçта тăратассине палăртмалла. Ертӳçĕн питĕ тимлĕ пулмалла, йăлтах шута илмелле. «Хĕрлĕ автана» парăнтарнă хыççăн караул вĕренӳ класĕнче пухăнса пушара епле сӳнтернине сӳтсе явать — ку та ĕçĕн пĕр пайĕ. Кашни пушар хăйне евĕр, вĕсене сӳнтерес тĕлĕшпе те уйрăмлăхсем пур. Паллах, вĕсене пурнăçа, пурлăха çăлнăшăн тав тăваççĕ. «Пирĕн ĕçĕ çавнашкал», — тесе хуравласан та çăлавçăсем ăнланаççĕ: пушар — çыншăн инкек. Тăкак та чылай кăтартать вăл. Пĕр самантра нимсĕр тăрса юлни кирек камшăн та — шок. Чылай пушар çын айăпĕпе тухать: плита çине апат ăшăтма лартнă та маннă, кивелнĕ электропралука улăштарма укçа шелленĕ… Пĕр розеткăна темиçе хатĕр чиксе тултарнă… Пин-пин тĕслĕх илсе кăтартма пулать. «Ан ӳркенĕр, пӳлĕмре тĕтĕм тухсан сасă кăларакан хатĕр туянăр. 300-400 тенкĕ тăраканскер пурлăха сыхласа хăварма пулăшать. Хам та уйрăм çуртра пурăнатăп, çавна илсе лартрăм», — сĕнчĕ Айрат Рафисович. Вут-çулăм алхаснине курсан çынсем 112 номерпе шăнкăравлаççĕ. Диспетчер заявкăна йышăнса унпа малалла ĕçлет. Пĕлтерекенĕн ятне-шывне, телефонне, адресне, пушар пирки ыйтса пĕлет, подразделенисене пĕлтерет. «Пирĕн пата заявка çитнĕ хыççăн 1 минутра пуçтарăнса тухатпăр. Караул ятарлă тум тăхăнать, кирлĕ хатĕрсене илетпĕр те машинăна кĕрсе ларатпăр. Кĕске çулпа каятпăр. Пирĕн водительсем опытлă, района, хулана лайăх пĕлеççĕ. Вырăна 10 минутран кая мар çитетпĕр, ялсене кайма вăхăт ытларах иртет», — ăнлантарчĕ çамрăк лейтенант. Пушара сӳнтернĕ чухне кашни харпăр хăйĕн тивĕçне питĕ лайăх пĕлет. Кирек епле пушарта та пĕрремĕш вырăнта — çынна çăласси. Çавăнпа караулăн пĕр пайĕ унта каять, тепĕр пайĕ вутпа кĕрешет. Караул пуçлăхĕн тивĕçĕ нумай: харпăр составăн професси ăсталăхне туптама занятисем ирттерет, караул службине йĕркелет, сывлав органĕсене хӳтĕлекен хатĕрсене пăхса тăрать, документсемпе ĕçлет, хул-çурăма тĕреклетес енĕпе нормативсене йышăнать. Караулта Айрат Рафисовичран чылай аслăрах çынсем ĕçлеççĕ пулин те ку хутшăнусене чăрмав куместмĕн. «Эпĕ вĕсемшĕн — вĕрентекен те, ашшĕ пек те. Ăс пама та пултаратăп, харпăр хăй ыйтупа килсен сĕнӳпе те пулăшатăп», — пытармарĕ караул ертӳçи. Çăлавçăн тĕрлĕ йывăрлăх парăнтарма тивет, çавăнпа кĕлеткене пиçĕхтермелле. Ку енĕпе спорт пулăшать. Айрата кулленех тренажер залĕнче курма пулать. Хальлĕхе вăл çемье çавăрман, çавăнпа пĕтĕм вăхăта ĕçе парнелет. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Хамăр ял Наташи»

Çынсене, уйрăмах ялта пурăнакансене, чунран пулăшма тăрăшакан Наталья Кириллова риелтора клиенчĕсем çавăн пек чĕнме пуçланă. Вăл «Хамăр ял Наташи» ятлă видеоролик ӳкерсе соцсетьсенчи страницисене те вырнаçтарнă. Çапла унăн хăйĕн бренчĕ çуралнă — «Халăх риелторĕ». Паян Наташа «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене çурт-йĕр рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарать.

Журналистран — риелтора

— Наташа, эсĕ ытларах ялта пурăнакан çынсене хулара хваттер туянма пулăшатăн. Кăштах шӳтлесе каласан, ку санăн хăйне евĕр «урбанизаци» апла?

— Риелторта саккăрмĕш çул ĕçлетĕп. Клиентсен йышĕнче малтан — Шупашкарта, унтан Мускавра, Питĕрте хваттер туяннисем те пур. Манăн — хамăн маркетолог. Вăл видеороликсем ӳкерме, хамăн бренда тытса пыма пулăшать.

— Эсĕ журналист профессине алла илнĕ, санăн сассу пĕр хушă Чăваш наци радиовĕнче те янăратчĕ. Мĕнле майпа шăпа сана журналистикăран пăрса риелтор çулĕ çине илсе çитерчĕ?

— 2013 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. «Санран вăйлă журналист пулать», — тетчĕ журналистика кафедрин заведующийĕ Анатолий Данилов. Студент чухне Чăваш радиовĕнче ĕçлерĕм, кайран — Наци радиовĕнче. Унта манăн «Çĕн кун ачи» автор программи пурччĕ. Радиора çур çула яхăн ĕçлерĕм. Кайран «Газ технологийĕсем» пресс-службине чĕнчĕç. Унтан качча кайрăм, декрет отпускне тухрăм. Кунсăр пуçне РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнче муниципалитет служащине вĕрентĕм. Декрет отпускĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура çуртĕнче методистра ĕçлерĕм. Ун чухне çемьери лару-тăрăва пула хамăн çуралнă тăрăхра, Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Сĕнтĕрпуç ялĕнче, пурăнма тиврĕ. Çĕнĕ Шупашкара кашни кун ĕçе çӳрерĕм. Пурăна киле Шупашкарта хваттер илме шутларăм. 2016 çулта Ленин проспектĕнчи «хрущевкăра» пĕр пӳлĕмлине туянтăм. Ун чухне шикленмен тетĕр-и? Паллах, хăранă. Ипотекăна 30 çуллăха илтĕм, кашни уйăхра 18 пин тенкĕ тӳлемеллеччĕ, ача пĕчĕкчĕ. «30 çултан хам та çамрăк пулмăп вĕт», — тесе шутлаттăм шикленсе. Хваттер юлашки хутраччĕ, балконсăрччĕ, анчах хамăн кĕтес пулнăшăн чăх пек савăнтăм. Анне Шупашкара килсен: «Хула варринче виçĕ чӳречеллĕ хваттер пур», — тесе хĕпĕртетчĕ маншăн. Кайран ипотекăна рефинансировани турăм, уйăхсерен тӳлемелли укçа виçи самай чакрĕ. Шăпах çавăн чухне риелтор ĕçĕпе аппаланма шухăшларăм. Çапла мана ку ĕç хăйĕн «авăрне» туртса кĕчĕ. Ипотекăна 2 çултан татрăм, çĕнĕ çуртра икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянтăм. Çĕнĕ Шупашкарти тепĕр хваттерте /унăн ипотекине те хăвăртах татрăм/ аттепе анне, Герман Николаевичпа Галина Ивановна, пурăнаççĕ, больницăна час-часах çӳреме тивнĕрен вĕсем ялтан хулана куçса килчĕç. Халĕ бассейна, концертсене çӳреççĕ. Малтан мана çынсем журналист пек пĕлнĕ, халĕ паллă риелтор пулас килет. Укçан укçа тумалла. Унăн «ĕçлемелле». Халĕ Мускавра, Санкт-Петербургра е Сочире хваттер илес шухăш пур.

— Эсĕ 30 çул урлă кăна каçнă, çап-çамрăк. Çавăн чухлĕ ĕçлесе илме ĕлкĕртĕн те-и?

— Манăн яланах пулăшу ыйтакан клиентсем, темиçе çул çыхăну тытакан инвесторсем пур. Ӳркенмесен темĕн те ĕçлесе илме пулать. Пĕрремĕш клиентсем хампа пĕрле вĕреннисем, журналистика тытăмĕнче ĕçлекенсем, юлташсем, студент чухне общежитире пĕрле пурăннисем пулчĕç. Кайран ĕç малалла кайрĕ. Радиоитлекенсем: «Эсĕ пултаруллă журналист, апла пултаруллă риелтор та», — тесе пулăшу ыйтаççĕ.

Таçта та кĕрсе тухать

— Юлашки вăхăтра хваттерсем палăрмаллах хакланчĕç. Туянакансем сахалланмарĕç-и? Риелторсем ĕçсĕр лармаççĕ-и?

— Хваттерсем хакланчĕç, ипотекăн процент ставки ӳсрĕ, анчах хваттерсем яланах сутăннă, халĕ те сутăнаççĕ. Çынсен амăшĕн капиталĕ, сертификатсем пур. Хăть те мĕнле хаклă пулсан та вĕсен çурт-йĕр илмелле, ăçта та пулин пурăнмалла. «Шăплăх» саманчĕ пулчĕ паллах, анчах паянхи кун куçман пурлăх рынокĕнче ĕç вĕресе тăрать. Халĕ çурт-йĕре «чĕрĕ укçапа» туянакан та нумай.

— Чылайăшĕ халĕ ипотека ставки пысăк тесе хваттер илме тăхтать. Вăл пĕчĕкленессе кĕтмелле-и?

— Ипотекăна пысăк ставкăпа илсен кайран ăна рефинасировани /пĕчĕкрех ставкăллă кредит илсе пысăкрах ставкăллине хупни/ тума пулать. Эпĕ хамăн пĕрремĕш хваттере 14% ипотекăпа илтĕм, кайран 10% рефинансировани турăм, кайран 9 процентли çине куçартăм. Ипотекăн процент ставкисем мĕнле улшăннине сăнасах тăратăп.

— Апла процент ставки пысăк тесе хваттер илмесĕр лармалла мар-и?

— Хваттерсем йӳнелмеççĕ, хакланаççĕ. Пирĕн хула ӳссех пырать, инфратытăм аталанать. Çурт-йĕр хакĕ пĕчĕкленессе ытлах шанмалла мар. Банксен тупăшлă сĕнӳсем пур: округсенче пурăнакансем ял ипотекине 3 процентпа илме пултараççĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.