Комментари хушас

22 Нарăс, 2024

Тантăш 7 (4878) № 22.02.2023

Вĕрентекен е журналист пулма ĕмĕтленет

Шкул ачисен хушшинче мал ĕмĕтлĕ, яланах ырри, çĕнни патне туртăнакансем пурри савăнтарать. Çакă ытти вĕренекене те малалла утма, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума, тĕрĕс çул-йĕр суйлама хистет. Йĕпреç округĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче тăххăрмĕш класра пĕлÿ пухакан Ваня Гордеев — шăпах пур вĕренекене те ырă тĕслĕх кăтартса, хавхалантарса тăраканни. Чăваш Тимеш шкулĕнче нумаях пулмасть пултăмăр. Урамра сивĕ çанталăк хуçаланнине кура çав кун чылай ача шкула килменччĕ. Вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра класри арçын ачасенчен уйрăмах пĕри сывламасăр тенĕ пек, кăсăкланса итлесе ларчĕ. Ку вăл — журналист пулма ĕмĕтленекен, çивĕч калем ăсти Ваня Гордеев. Уроксем хыççăн пултаруллă та маттурскер хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

АРТЕКРА» КАННĂ

ртнĕ çул Ваня «Вектор успеха» форума хутшăннă. Ахаль çеç, хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхас шухăшпа. Йĕпреç округĕнчи «Навигаторы детства» муниципалитет координаторĕ Анастасия Архипова сĕннĕ те — килĕшнĕ. Хăй те кĕтмен — интереслĕ сочинени çырса вăл çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. «Эпĕ тăрăшни сая каймарĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрне кайма тивĕçрĕм. Куç умĕнчех çав вăрăм список, вĕсен хушшинче — манăн ят. Ку чăннипех те кĕтменлĕх пулчĕ», — савăнса пĕлтерчĕ арçын ача. Ваньăна пуринчен ытла Севастополь хулинчи экскурси килĕшнĕ. Унта вăл хăйĕн валли нумай çĕннине тата интереслине пĕлнĕ, Раççей Хура тинĕс флочĕн тата авалхи Херсонес хулин историйĕсемпе паллашнă. Ваньăна унта курнă «Грифон» спектакль тыткăнланă. Артекра» паллă çынсемпе тĕл пулнисем те асĕнчех. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çĕнĕ тус-юлташ нумай тупнă. «Чăваш Енрен пурĕ 60 ача кайрăмăр. Пирĕн Йĕпреç тăрăхĕнчен те пурччĕ. Эпĕ «Морской» лагере лекрĕм, видео тата сăн ÿкерессипе аталантăм. Паллах, «Артека» çитме пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. Анчах та аякри ял ачине унта лекме май пурри пирки шухăшламан. Крымра ирттернĕ 21 кун куç умĕнчен каймасть. Хура тинĕс, çÿллĕ тусем… «Артека» татах та каяс килет», — терĕ Ваня. Маттур вĕренекен çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Малтисен юхăмĕ» ачасемпе çамрăксен юхăмĕн регионти уйрăмĕн хастарĕ. Вăл проектсем çырма ăста. Социаллă сетьсем тытса пырассине, шкул сайтне пуянлатассине те ăна шаннă. Видео, сăн ÿкерме килĕшет Ваньăна. «Иртнĕ çул «Малтисен юхăмĕ» Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Пĕрремĕшсен слетне» ирттерчĕ. Эпĕ унтан тата та хавхаланса таврăнтăм», — пĕлтерчĕ арçын ача.

РОБОТ ПУÇТАРАТЬ, ВОЛОНТЕР ТА

Тус-тантăшĕ ăна ырă кăмăллă пулнишĕн, кирек хăçан та алă пама хатĕрришĕн хисеплет, унран хăйсем валли ыррине нумай илет. Ваня — республикăри ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй çумĕнчи ача-пăча общество канашĕн пайташĕ те. Мĕнпе кăна кăсăкланмасть-ши арçын ача?! Иртнĕ кĕркунне «Çамрăк механиксем» конкурса хутшăнса «Йĕр тăрăх хускаласси» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кĕрешĕве пурĕ 13 робот тухнă, «Роботсумо» ăмăртура иккĕн тупăшнă. Ваня робота хăй аллипе пуçтарнă. <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


«Вместе с командой омандой– мы сила!»

Хоккей – один из самых популярных и любимых видов спорта в нашей республике. Ежегодно любителей хоккея и молодежи, которая начинает заниматься им профессионально, становится все больше. «Золотая шайба» – Всероссийское соревнование юных хоккеистов среди сельских команд. Турнир проходит под патронатом полномочного представителя Президента России в ПФО Игоря Комарова.

Талантливые юные хоккеисты каждый год защищают честь нашей республики на всероссийской арене. С нетерпением ждут тренировки на льду и в зале, теоретические занятия и возможность неформального общения с дру гими участниками команд. В этом году подопечные тренеров Вадима Иванова и Юрия Рахмуллина с 10 по 16 февраля в городе Салават Республики Башкортостан усердно показывали свои на выки и умения на льду. Всероссийские финальные соревнования «Золотая шайба» среди сельских команд, в составе которых юные хоккеисты 2011-2012-х годов рождения, прошли очень динамично и ярко! Чувашскую Республику представила команда «Яльчики» Яльчикского округа. Команда победила на республиканском этапе и в финале заняла пятое место. В течении шести дней чемпионы со всей России боролись за звание сильнейшего. 16 команд, распределенные по четырем группам, разыграли награды финальных соревнований. Хоккейная команда «Яльчики» попала в группу «А» вместе с командами «Ягуар» ÿУдмуртияŸ, «Вертикаль» ÿПриморский крайŸ и «Чайка» ÿУльяновская областьŸ. 11 февраля в первой игре наша команда проиграла команде «Ягуар» со счетом 3:8. 12 февраля «Яльчики» обыграли «Вертикаль» со счетом 5:2. А 13 февраля наша команда завершила групповой этап победой со счетом 7:2 над командой «Чайка». В итоге команда «Яльчики» набрала 4 очка и заняла второе место в группе. <...>

Ангелина ПЫРКИНА

♦    ♦   


Агролабораторире пĕлĕвне тарăнлатĕç

Иртнĕ эрнере шкулчченхи тĕрлĕ ÿсĕмри ачасен «Ылтăн пулă» ушкăнĕнче агролаборатори уçăлчĕ. Ăна йĕркелеме хамăр округри ял хуçалăхĕсем пулăшнă. Агролабораторие уçма Елчĕк округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова, Курнавăш территори уйрăм ертÿçи Алексей Мартышкин, вырăнти агрофирма ертÿçи Николай Гладков тата Владимир Доброхотов депутат килчĕç. Сумлă хăнасем тăван çĕре юратма, çĕр ĕçченне хисеплеме, çут çанталăк илемне курма, тĕпчев ĕçĕнче пĕрремĕш утăм тума ăнăçу сунчĕç. Курнавăш шкулĕн директорĕ Анфиса Ефимова вĕсене тав турĕ, ял хуçалăх ертÿçисене пулăшу кÿнĕшĕн тав хучĕпе чысларĕ. Унтан ачасем кăсăклансах шÿтернĕ пăрçа, шалча пăрçи акрĕç, ешĕл сухан касса столовăйне кайса пачĕç, маларах лартнă çимĕçсене шăварчĕç. <...>

Венера КУДРЯШОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.