Комментари хушас

6 Пуш, 2024

Хресчен сасси 9 (2999) № 06.03.2024

Çĕр улми ярмăрккине апрельте те йĕркелесшĕн

«Çĕр улми» регионсен хушшинчи курав кăçал Шупашкарта 16-мĕш хут иртнĕ. Вăл икĕ куна пынă. Хальхинче курав Шупашкарти «МТВ центр» суту-илÿ комплексĕн 5-мĕш хутĕнче вырнаçнă.

Кун йышши мероприятие ирттерме ку лаптăк меллех мар пулин те йĕркелÿçĕсем килен-çÿрен валли хăтлă услови туса пама тăрăшнă. Çĕр улмипе, наукăпа, минерал удобренипе, вăрлăхпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тата ял хуçалăх техникипе ĕçлекен 83 компани хутшăннă. Географи анлă. Пĕтĕмпе 20 регион. Професси пĕрлешĕвĕсем валли конференцисем, «çавра сĕтелсем» йĕркеленĕ. Унта хутшăнакансем тĕрлĕ ыйтăва хускатнă: хальхи вăхăтри çĕр улми индустрийĕ, сортсем, агробиотехнологи, суту-илÿ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вырăнти фермерсемпе тĕл пулнă, аграрисемпе «Перспектива» тата «Агростартап» грантсене çĕнĕлĕхсем кĕртессине сÿтсе явнă. «Перспектива» — республика гранчĕ. Вăл пирĕн тăрăхра çеç ĕçлет. Кăçал ку патшалăх пулăшăвĕпе «улма-çырла», «аквакультура» тата «сурăх ĕрчетесси» енсемпе ĕçлекенсем те усă курма пултарĕç. Хальлĕхе сыр пĕçерекенсем валли патшалăх пулăшăвне пăхса хăварман. Ун вырăнне «агротуризм» тата «пахча çимĕç» енсене аталантарма пуçлĕç. Грант виçи тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, аквакультурăпа тата агротуризмпа ĕçлемешкĕн — 10 миллион тенкĕ, пахча çимĕç, улма-çырла тата сурăх ĕрчетессипе ĕçлеме 5 миллион тенкĕ параççĕ. «Агростартап» грант виçи ÿсĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Ен Правительстви республика бюджетĕнчен хушма 1 миллион тенкĕ уйăрасси пирки шухăшлать. Йышăнăва ырласан хăйсен ĕçне пуçарса яракан фермерсем — 5 миллион тенкĕ, кооперативра тăракансем 4 миллион тенкĕ илĕç. «Чăваш халăх фермерĕ» ассоциацийĕн председателĕ Леонид Кузнецов сăмахĕпе паянхи кун тĕлне регионта 6 пин фермер, вĕсенчен 31-ĕшĕ — ассоциацире. Пур ыйтăва та пĕрле сÿтсе явма тăрăшаççĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Сăмах май, пирĕн республикăра çĕр улмине 217 хуçалăх çитĕнтерет. Пысăк лаптăксем — Комсомольски, Патăрьел, Куславкка тăрăхĕсенче. Паянхи кун тĕлне аграрисем 38 сортпа ĕçлеççĕ. Инновациллĕ технологипе çĕр улми çитĕнтерекенсен йышĕнче — «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма. Хуçалăх «Гулливер», «Метеор», «Самбо», «Красна Мещеры», «Пламя» çĕнĕ сортсемпе ĕçлет. ЧР Ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх валли навигаци хатĕрĕ туса кăларас енĕпе ĕçлет. Килĕшÿ шайĕнче республикăри аграрисем валли асăннă техникăна 5 процент йÿнерехпе кÿрсе килĕç. Куравра фермерсен черетлĕ шкулĕ уçăлни пирки те пĕлтернĕ. Палăртмалла: вĕренĕве Раççей ял хуçалăх банкĕ, ЧР Ял хуçалăх министерстви тата Чăваш патшалăх аграри университечĕ йĕркелеççĕ. Вĕренÿ икĕ уйăх пырать. Хыççăн фермерсем бизнес-план хÿтĕлеççĕ, диплом илеççĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская каланă тăрăх, проект ĕçлеме пуçланăранпа 130 çын пĕлÿ илнĕ. Чи кĕтнĕ пулăмсенчен пĕри — çĕр улми ярмăркки. Шупашкара çĕр улми туянма тĕрлĕ округран килнĕ. Пĕрисем пĕлнĕ сорт туянаççĕ, теприсем эксперимент тăвасшăн, вăрлăха çĕнетес текен те йышлă. Çак кун курава вăрлăхпа ĕçлекен 6 предприяти 26 тĕрлĕ сорт илсе килнĕ. Вĕсенчен 17-шĕ — хамăр тăрăхрисем. Пĕтĕмпе 44 тонна вăрлăх сутăннă, вĕсенчен 30 тоннине çынсем пĕрремĕш кунхине туяннă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Бизнеса аталанма пулăшать

Етĕрнере пурăнакан Ольга Лотова торт, рулет, кукăль, пирожнăй пĕçерет. Вăл уçнă кафетерири апат- çимĕçе етĕрнесем кăна мар, çывăх округрисем те астивсе пăхма ĕлкĕрнĕ.

Хăйĕн ĕçне Ольга Владимировна 2018 çулта йĕркеленĕ. Ăнсăртран темелле. Ачапа ларнă вăхăтра çывăх çыннисене торт пĕçерсе çитернĕ. Хыççăн унăн ăсталăхĕ пирки ыттисемте пĕлнĕ. Часах саккассем те йышăнма пуçланă. Унăн кондитерски уçма ĕмĕт çуралнă. Производство тата суту-илÿ валли уйрăм пÿлĕм туяннă, унта юсав ĕçĕсемирттернĕ, кирлĕ хатĕрсем илнĕ. Килтисем пуçарăва ырланă. Çак ĕçре мăшăрĕ Александр пулăшса пынă. «Манăн бизнес» тата «Хĕрарăмсен предпринимательлĕхĕ» программăсем ассортимента анлăлатма пулăшнă. Ольга укçапа çурма фабрикатсен производствине хута яма хатĕрсем илнĕ. Халĕ унта 4 çын ĕçлет. Паян кафетерире 30 тĕрлĕ кондитер тата 25 тĕрлĕ кулинари изделийĕсем, 15 тĕрлĕ çурма фабрикат кăлараççĕ. «Ĕмĕтсем пысăк. Малашлăхра ĕçе автоматизацилес тата цифрăлас, производствăна анлăлатас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес килет. Чи пысăк ĕмĕт — килти кафе уçасси», — тет Ольга. Ольга Владимировна общество ĕçне те хастар хутшăнать. Округра ирттерекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнать, йывăр лару-тăрури çемьесене, Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшать. Сăмах май, пĕлтĕр «Çулталăкри предприниматель» республика шайĕнчи конкурсра «Бизнесри ăнăçлă хĕрарăм» номинацире çĕнтернĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА 

♦   ♦   


«Кашкăр тĕрлеме тахçанах ĕмĕтленнĕ»

Пушă вăхăтра вăл çыхма, тĕрлеме, хушпу, тухья, тĕрлĕ капăрлăх ăсталама юратать. Чăваш наци тумне тăхăнма кăмăллать. Чăвашлăхпа çыхăннă мероприяти йĕркелесен — тĕрĕллĕ шурă пир кĕпепе, капăр саппунпа вăл. Сăмахăм «Хыпар» Издательство çуртĕнче дизайнерта ĕçлекен Нина Иванова çинчен.

«Чăвашсем хĕрачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрлеме хăнăхтарнă. Пире те анне йĕп тытма пуçласанах тĕрлеме вĕрентнĕ. Эпир аннен тĕррисене пăхса ал шăллисем тĕрлеттĕмĕр, чĕнтĕр çыхаттăмăр. «Айта-ха, мана валли те тухья тăватпăр», — терĕм пĕррехинче аннене. Кукамайăн тенкисене маларах татса хунă пулнă. Хушпу-тухьяна мĕнле пуçтармаллине ватăсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр те ĕçе тытăнтăмăр. Питĕ илемлĕ тухья пулчĕ. Халĕ ав мăнукăма тухья туса патăм. Çамрăк чухне хам валли чăваш кĕпи те çĕленĕччĕ. Ăна тĕрлесе илемлетнĕччĕ. Вĕсене тăхăнса туйсене çÿренĕ. Йăмăксен туйĕсенче çав кĕпене тăхăнса ташланă, юрланă. Пире шкулта та тĕрлеме вĕрентетчĕç. Малтан «майра тĕррине» кăтартнă. Тултарса тĕрленине çапла калаççĕ пирĕн патра. Унтан хĕресле тĕрленĕ. Чăвашсен ĕлĕкхи ал шăллисем çинче кайăксене, чечексемпе ÿсен-тăрана асăрхама пулать. Çавсене пăхса тĕрлеттĕм», — çапла пуçларĕ калаçăва Нина Евгеньевна хăйĕн пирки каласа пама ыйтсан. «Хĕр-упраçăн качча кайма тупра пуçтармалла, тĕрлемелле», — тесе вĕрентнĕ ăна ашшĕпе амăшĕ. Хĕр хăйĕн валли 7 ал шăлли тĕрленĕ. Каярах качча кайма тесе йăмăкне те тĕрлесе панă. «Ун чухне туйра ал шăлли çакасси модăра марччĕ ĕнтĕ. Çапах та качча каякан кашни хĕрĕн пулмаллаччĕ. Каярах, качча тухсан, ача çуратсан, декрет отпускĕнче ларнă чухне вăхăт нумайрахчĕ. Ун чухне кавир те тĕрленĕччĕ. Унта ĕç мелĕ урăхларах. Кавире урăхла йĕппе тĕрлемелле. Фабрикăра кăларнă пекех пулать. Кайран вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме пуçларăм. Халĕ алмаз тĕррипе ларатăп. Унсăр пуçне хĕресле те тĕрлетĕп», — калаçăва тăсрĕ алă ăсти. Унăн ĕçĕсенче тĕп вырăнта — çут çанталăк, чечексем. Ав, хĕвел çаврăнăшĕсем, хĕвел чечекĕсем, хăйсен илемĕпе киленеççĕ. Çав вăхăтрах кашни тĕррĕн хăйĕн историйĕ темелле. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннисем те пур. «Ывăлăма çара ăсатсан хурланнăччĕ. Тĕрĕ мана çăлчĕ темелле. Ун чухне лаша тĕрлерĕм. Нумаях пулмасть — кашкăрсене. Кашкăр — чăваш халăхĕн çăлавçи, çул кăтартаканни шутланать. Ĕлĕк вăл чăвашсене çăлса хăварнă, Атăлпа Кама патне илсе пынă та вĕсем çавăнта тĕпленнĕ. Манăн кашкăрсене тахçанах тĕрлес килетчĕ. Халĕ ÿкерчĕкне куртăм та пĕр тăхтамасăр ĕçе пикентĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.