Комментари хушас

7 Пуш, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 9(1339) № 07.03.2024

Авăннă — хуçăлман, айăпланнă — парăнман

Тепĕр чухне хура тĕс чăнласах — хура, шурри вара шурă пулнине куç курсан та чуна ĕнентерме тивет. Кăвар чĕреллĕ чăваш поэчĕн Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕнче çакăн пек самант сахал мар. Çамрăкскер, пурăнма та тин кăна пуçланăскер пурнăçăн тути-масине самай астивме ĕлкĕрнĕ. Телее, чунĕпе хурçă пек çирĕп пулнă вăл. Авăннă — хуçăлман, айăпланнă — парăнман. Юратура та ăна питĕ ăннă теме çук. Чăнласах килĕштернĕ-ши чăваш каччине хула майри Анастасия Червякова? Çапах та тĕрĕссипе мĕнле татăлнă сăвăç пурнăçĕ, мĕнле сăлтава пула тапма чарăннă унăн чĕри? Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 125 çул çитет, анчах та унăн шăпипе, кун- çулĕпе çыхăннă ыйтусен шучĕ чакса пырать теме çук.

«Фантасмагориллĕ феери»

Хастарлă, хыт утăмлă сăвăçăмăрăн, ыттисене те çаплах пулма чĕнсе каланăскерĕн çуралнă кунне халалласа республикăра нумай мероприяти иртĕ-ха. Хĕмленсе тăракан чун-чĕреллĕ поэт ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ вара пуринчен те малтисен йышĕнче пулчĕ-тĕр — çак кунсенче унта Çеçпĕл Мишшине халалланă, унăн пурнăçĕпе, кун-çулĕпе паллаштаракан «Çĕн Кун Ачи» спектакль кăтартрĕç. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе сцена çине кăларнă. Çеçпĕл ячĕллĕ театр, тĕрĕссипе, поэт ятне çĕклеме тăрăшнинчен тĕлĕнме кирлех мар-тăр /çак ĕçе маларах та пуçăнмалла, куллен пурнăçласа пымалла пек туйăнать/. «Çĕн Кун Ачи» спектакль мĕнле çурални çинчен директор çумĕ Наталья Ахмед каласа кăтартрĕ. Ку шухăш патне театр ертӳлĕхĕ виçĕ çул каяллах пырса çитнĕ. Проекта пурнăçа кĕртиччен вара вăхăт авă нумай иртнĕ. Пьеса авторĕ Марина Карягина сăмах илсен хăйне Çеçпĕл нумай «асаплантарнине» каласа кăтартрĕ. Малтанах, поэт çинчен ахаль те чылай пĕлнине пăхмасăр, унăн шăпине тепĕр хут тĕпченĕ. Кашни самант пĕлтерĕшлĕ, кашни шухăшĕ витерӳллĕ-çке… Поэтăмăрăн кун-çулĕ питех те кĕске килсе тухнă — 22 çул. Анчах тепри пĕр ĕмĕр пурăнсан та тăван халăх валли çавăн чухлĕ ĕç пурнăçласа хăварас çук. — 100 çулхи хăватне пĕр çĕре пухса кĕске вăхăтра çулăм пек хыпса çунса ĕлкĕрнĕ вăл, — терĕ Марина Федоровна. — Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхшăн пурăнса ирттернĕ сăвăç. Тĕрĕс марлăха чăтмашкăн йывăр пулнă, паллах, çапах та чĕри мĕн тапма чарăниччен çул кăтартса пынă, пырать те. Марина Карягина Çеçпĕл çинчен çырмашкăн питĕ йывăр пулнине палăртрĕ. Драма та хайласа пăхнă вăл. Çапах та, хăй палăртнă тăрăх, «фантасмагориллĕ феери» ăнăçлăрах пулса тухнă. Спектакль режиссерĕ – Борис Манджиев. Унăн ячĕ пирĕн республикăра пурăнакансемшĕн, театра юратакансемшĕн çĕнĕ мар. Ку таранччен вăл Çамрăксен театрĕнче икĕ ĕç, Пукане театрĕнче тепре сцена çине кăларнă. Хăйне чăваш поэчĕ çинчен спектакль хатĕрлеме ыйтсан Çеçпĕл Мишшин çулĕсенчен тĕлĕннине пытармарĕ режиссер. — Паян, пирĕн хушăра чурăслăх, сӳрĕклĕх вăй илсе-сарăлса пынă чух, вăл кĕске ĕмĕрĕнчех тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç туса хăварни çав тери тĕлĕнтерчĕ, чуна кисретрĕ, — сăмах илчĕ Борис Наминович. — Паян чылайăшĕ тăван çĕршывшăн, халăхшăн, чĕлхешĕн мар, хăйшĕн, çывăх çыннисемшĕн те яваплă пулма хăрать. Çеçпĕл çунакан факел пек хăй хыççăн çул кăтартса пынă, юнĕ чупма чарăнмасăр та малалла утма пăрахман. «Эпĕ — чăваш», — çак шухăша мăнаçлăн палăртнă сăвăç, уншăн ку чăнласах питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă. Театр тĕнчинче вăл е ку хайлава ятарласа пĕр-пĕр артист валли çырни тăтăшах тĕл пулать. «Çĕн Кун Ачи» пьесăра тĕп сăнарта Сергей Никитина кăна курнине палăртрĕ пьеса авторĕ Марина Карягина. — Артист театртан кайнине пĕлсен аллăм усăнчĕ, хайлава çырмастăп терĕм. Юрать вăл каялла таврăнчĕ… Нумай асапланнă хыççăн пьеса сцена валли юрăхлă пулса тухрĕ. Чăн та, Çеçпĕл Мишшине эпĕ урăхларах куратăп, анчах режиссерăн – хăйĕн шухăшĕ… Борис Манджиевăн ытти ĕçне курнă хыççăн спектакльте унăн алли, почеркĕ тӳрех сисĕнет. Сцена çинчи ĕç-пуç тӳрех трагедиллĕ пуçланать. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Следовательсен çемйинче ÿснĕрен юрист çулне суйланă

Сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ Анастасия Тимофеева шухăшланине пурнăçа кĕртнĕ темелле. Анчах вăл халăха савăнтармасть, судья умĕнче… тухса калаçать. Вăл — юрист. «Халăх умне тухма шикленетĕп эпĕ. Суд процесĕнче сăмах каласси вара хăратмасть, вăл пачах урăх япала», — терĕ саккунсене куç хупса каласа кăтартма пултаракан хĕрарăм.

Чăвашла пĕлменни стреса кĕртнĕ

— Анастасия Васильевна, эсир следовательсен çемйинче çитĕннĕ. Ахăртнех ачалăхăр тантăшăрсенчен уйрăлса тăнă.

— Ирсерен аттепе аннене формăпа курни хăнăхнă пулăмччĕ. Пистолет та курман мар. Форма тăхăннă аннене ăмсанса сăнаттăм, хамăн та ун пек пулас килетчĕ. Атте, Василий Иосифович, капитан, анне — Татьяна Ивановна, майор званисемпе тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Эпир Сахалин утравĕнче пурăнтăмăр. Эпĕ 4 çул тултарсан кукаçи çĕре кĕчĕ те çемьепе кукамай патне Чăваш Ене, Пăрачкав районне, куçса кайрăмăр. Анне унта çуралса ӳснĕ, Сахалин утравне вара ăна направленипе янă. Унта куçиччен вăл полицире çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмра вăй хунă. Аякри çĕр çинче анне аттене тĕл пулнă, вăл та чăваш. Красноярскра нумай çул пурăннăскер. Атте — аннен иккĕмĕш упăшки. Пĕрремĕш мăшăрĕпе çемьеллĕ пурнăçĕ ăнман унăн, Сахалина вăл ывăлĕпе тухса кайнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, самана улшăнсан аттепе анне бизнес йĕркелерĕç. Шупашкарта анне — троллейбус управленийĕн юридици уйрăмĕнче ĕçлерĕ. Атте шкулта ОБЖ предметне вĕрентрĕ. Эпĕ питĕ милици шкулне вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах çывăх çынсем ямарĕç. «Полици ĕçĕ — хĕрарăм валли мар, йывăр пулĕ. Юридици енĕпе кăна кай», — терĕ анне. Шел, паянхи кун çывăх çыннăмсем çак çĕр çинче çук. Шкулта юридици енĕпе вĕрентĕм, кайран Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетĕнче пĕлӳ илтĕм. 4-мĕш курсра хам суйланă профессипе ĕçлеме пуçларăм. Сăмах май, манăн мăшăр та юрист, хĕрĕмсем те çак ĕçпех пурнăçне çыхăнтарасшăн.

— Вĕсен суйлавне ырлатăр-и?

— Кирек мĕнле професси те вăл професси. Юрист пуласшăн тăк — тархасшăн, хирĕçлемĕп. Хальлĕхе асли Мускаври шкулта 11-мĕш класра, кĕçĕнни Шупашкарта 7-мĕш класра вĕренеççĕ. Хĕрĕмсем хам пекех тĕрĕслĕхе юратаççĕ.

— Хăвăр хутшăннă пĕрремĕш суд процесĕ пирки каласа кăтартăр-ха.

— Ун чухне эпĕ студентчĕ-ха, ĕçе вырнаçни те пĕр-икĕ эрне çеçчĕ. Суда ячĕç. Ăна хулари чи çирĕп, çивĕч ăслă хĕрарăм судья ертсе пычĕ. Çамрăк специалистсенчен уйрăмах çирĕп ыйтатчĕ. Мана та унран «лекрĕ». Суда каяс умĕн тĕплĕн хатĕрленнĕччĕ эпĕ, каламалли сăмахсене палăртнăччĕ. Ăçта унта! Çăвар уçма та май пулмарĕ вĕт. Судья ыйту çине ыйту пачĕ, çухалса кайрăм. Çав судьяпа ĕçленĕ хыççăн ыттисем вуçех хăрушă марччĕ маншăн. Юридицире эпĕ 18 çул ĕçлетĕп ĕнтĕ. 2015 çулта юридици пулăшăвĕ паракан организаци уçрăм. Малтанхи çулсенче пĕчченех ĕçлерĕм, кайран юристсен командине пухрăм. Халĕ кантурта 10 çын тăрăшать. Çав вăхăтрах «Хыпар» Издательство çуртĕнче те вăй хуратăп. Унта ĕçе йыхравласан тӳрех килĕшрĕм. Çав вăхăт тĕлне эпĕ сиенлĕ йăлана — пирус туртассине — пăрахăçланăччĕ. Анчах пируса çĕнĕрен алла тытрăм. Ара, манпа, чăвашла пĕр сăмах та ăнланманскерпе, издательство ĕçченĕсем чăвашла сывлăх сунни, калаçни стреса кĕртсе ӳкерчĕ. Пĕрремĕш планерка та чăвашла иртнĕччĕ… Эп ним ăнланмасăр лартăм унта. Кайран хама саккунсене вырăслах çыраççĕ вĕт тесе лăплантартăм. Маншăн чи пĕлтерĕшли вĕсене пĕлесси, хамăн ĕçе тивĕçлĕ пурнăçласси-çке. Майĕпен чăвашла кăштах ăнкарма пуçларăм, хăш чухне Яндекс куçаруçăпа усă куратăп. Пĕтĕмĕшле калас тăк, полиграфипе çыхăннă тытăм юридици енĕпе пăхсан ансат мар, хăйне евĕрлĕ вăл.

— Ĕçе улăштарас кăмăл пулман-и?

— Сайра хутра çуралнă ун пек шухăш. Ĕçе мар, спецификăна улăштарас килетчĕ. Мĕншĕн тесен выляса янă кашни ĕçшĕн пăшăрханатăп. Йăлтах ăнăçлă пуласса шанатăн та… Тĕрĕсмарлăх пур тăк мана ку ĕç кирлехши тесе шутлатăп вара? Пĕрех кашни проблемăна йĕркелеме май тупатăпах. Ĕç ăнăçсăр вĕçленни те тепĕр чухне малалла талпăнма хистет. Ун пекки, паллах сайра пулать.

— Ахăртнех кашни ĕç сирĕншĕн кăсăклă. Çапах та чи интересли хăшĕ?

— Эпĕ ытларах экономикăпа çыхăннă ĕçсене тишкеретĕп. Чи кăсăкли «Хыпар» Издательство çурчĕпе çыхăннă. 2019 çулта типографипе судлашрăмăр. Эпĕ ун чухне издательство çуртне вырнаçнăранпа нумаях та вăхăт иртменччĕ. Саккун пирĕн енче пулчĕ. Çак ĕç Раççей шайĕнче хаçатсемпе, полиграфипе çыхăннă пĕрремĕш ĕç пулнă. Хаçатпа, тиражпа, хутпа, полиграфи пулăшăвĕпе, пичет формипе тата ыттипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн тишкертĕм ун чухне. Пытармастăп: çăмăл пулмарĕ. Çапах ĕçе ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Ача чухне çу та çисе курайман

Куславкка округĕнчи Пишенкассинчи Валентина Петрова кашни кунăн илемĕпе киленсе, Турă панă этем чысне упраса пурăнать. Ырă кăмăллă хĕрарăм хура-шурне сахал мар курнă пулин те йывăрлăха парăнман, чунлăха çухатман.

Валентина Васильевна Чăршкассинчи Юрковсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Василий Михайлович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, фронтран аманса таврăннă. Мăшăрĕпе Матрена Александровнăпа 6 ачана пурнăç парнеленĕ. «Эпир йывăррăн ӳснĕ. Пĕчĕк чухне пире асанне пăхатчĕ, аттеанне ялан ĕçреччĕ. Çĕрле те авăн çапатчĕç. Тырра çурлапа выратчĕç. Килти хуçалăхра хамăр тăрмашаттăмăр. Анне кăмакара пĕр эрне çимелĕх çаврака çăкăр пĕçерсе хуратчĕ. Хытатчĕ пулин те тиркемен. Вăл вăхăтра хальхи пек ырлăхра пурăнман, çимелли темех çукчĕ. Сахăр тавраш та пулман. Курăк яшки пĕçеретчĕç. Юрать ĕне пурччĕ. Патшалăха çăмарта, çăм, çу тата ытти пуçтарса панă, пирĕн валли сахал юлатчĕ. Сар çу та çисе кураймастăмăр. Хăяра сар çу çине чиксе вăрттăн çинине астăватăп. Çĕр улми ӳстереттĕмĕр. «Сивĕ çĕр улмине хырсах алă ыратма пуçларĕ», — тетчĕ аппа. Колхоз ĕçĕнчен эпир те юлман. Çум курăк çумлаттăмăр, утă пуçтарма тухаттăмăр… Ун чухне пĕтĕм ĕçе лашапа тăватчĕç. Анне те сухапуç тытатчĕ. Эпир кӳршĕ яла вĕренме çӳренĕ. Шкула çитме темиçе çухрăм парăнтармаллаччĕ, çырма, юхан шыв урлă каçмаллаччĕ. Шыв-шур, йĕпе-сапа чухне уйрăмах йывăрччĕ. Пур çĕрте те пĕр-пĕрне пулăшаттăмăр, туслă пурăннă», — калаçăва пуçларĕ хисеплĕ ватă. Валентина Васильевна палăртнă тăрăх, çынсем ĕлĕк савăнма та, ĕçлеме те пĕлнĕ. «Колхоз ĕçкисем кĕрлеттеретчĕç. Мăнкунсенче ратне çӳретчĕç, ваттисене асăннă кун та тăвансем пĕр-пĕрин патне каятчĕç. Эпир кăмака çинче вĕсене пăхса лараттăмăр. Сĕтел çинче темех çукчĕ. Сăра ĕçетчĕç, ал-урана çемçетмешкĕн эрехне тутанатчĕç. Юрлатчĕç, ташлатчĕç, сăмахласа ларатчĕç. Çамрăксем вăййа час-час тухатчĕç. Ун чухне ялта купăсçă чылайччĕ. Пĕрин аллинче — параппанччĕ, теприн — балалайка. Хĕрсен сассисем уйрăмах илемлĕччĕ. Кӳршĕ ялсем те килетчĕç. Вăйă карти пысăкчĕ. Каçхине юрă ял тăрăх сарăлатчĕ», — аса илчĕ 85-ри кинемей. 18 тултарсан хĕр Çĕмĕрлене ĕçлеме тухса кайнă. «Унта аслă аппа Оля çемйипе пурăнатчĕ, вăл сутуçăра ĕçлетчĕ. Малтан вĕсен патĕнче пурăнтăм, кайран — общежитире. Çав тапхăрта хулара сĕтел-пукан фабрики вăйлăччĕ. Предприятире нумай çын тăрăшатчĕ, эпĕ станокпа ĕçлеттĕм. Фабрикăра пилĕк çул вăй хутăм. Продукцине тĕрлĕ çĕре ăсататчĕç. Хамăр та унтан сĕтелпукан туянса килнĕччĕ. Халĕ те усă куратпăр-ха вĕсемпе, анчах кивелчĕç», — терĕ Валентина Васильевна. Валентина Петрова хăмла плантацийĕнче чылай çул тăрăшнă. «Мана, çамрăка, опытлă хăмлаçă Анастасия Юркова çумне çирĕплетрĕç. Вăл ку ĕçре ăстаччĕ, питĕ харсăрччĕ. Эпĕ унран тĕлĕнсе тăраттăм. Малтан 2-3 йăран уйăрса пачĕç, кайран ун шучĕ ӳссе пычĕ. Пĕр вăхăт мана уйăрса панă ана пĕр гектартан та иртнĕччĕ. Хăмла пахчисене пысăклатсах пыратчĕç ун чухне. Хăмла ĕçĕ вăйлă аталанатчĕ, килти пахчасенче те ăна ӳстеретчĕç. Аякран пăхсан хăмла анисем вăрмана аса илтеретчĕç. Александр Медведев, Татьяна Андреева, Валентина Юркина бригадирсемпе чылай çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Ачасем шкул хыççăн ялан пулăшма пыратчĕç, вĕсем те унта ĕçлесех ӳсрĕç ĕнтĕ. Пуçлăхсем тĕрĕслесех тăратчĕç, тасалăхне пăхса паллăсем лартатчĕç. Шалăвне те лайăх тӳлетчĕç, премисем паратчĕç, тухăçĕ пысăк пулсан хушса тӳлетчĕç. Çавăнпа хăмлаçă нумайччĕ, арçынсем те хăмла пахчинче тăрмашатчĕç. Малтанхи вăхăтра пĕтĕм ĕçе алăпа тунă, хăмлине те алăпа татнă. Çумăрлă кунсенче е ĕçе хăвăртрах туса пĕтерес тесе килĕрен валеçсе тухатчĕç. Каярах хăш-пĕр ĕçе техникăпа тума пуçларĕç, вара пирĕн ĕç çăмăлланчĕ. Хăмлана Октябрьскине турттаратчĕç. Хăмла ĕçĕ пуçланиччен вĕрентетчĕç, унта çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартатчĕç. Вĕренӳ вĕçленсен экзамен тытмаллаччĕ», — сăмах хыççăн сăмах сыпăнса пычĕ. «Аниш» совхоз ĕçченĕсене çавăн пекех кăшман, çĕр улми анисене уйăрса панă. Хĕллехи кунсенче те кĕрĕк арки йăваласа ларман: тырă алланă, фермăра тăрăшнă... Çураки пуçланиччен уя удобрени сапма тухнă. Кĕркунне ĕççи вĕçленсен маттуррисене Хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă. Вĕсене Акатуйсенче те парнесĕр хăварман. Валентина Петровăн ĕçне те пысăк хак парса Хисеп хучĕсемпе чысланă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.