Комментари хушас

22 Пуш, 2024

Хыпар 29-30 (28205-28206) № 22.03.2024

Пĕр шухăшлăх аталанăва вăйлатать

Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырури тĕп самантсене, Раççей Президенчĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне муниципалитетсенче юнкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче сӳтсе яврĕç.

Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов тата Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов Трак енри Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Пуху Кушкă ялĕнчи кану çуртĕнче иртрĕ.

Çĕршыв ертӳçи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Федераци Канашне Çырупа тухрĕ. Унта Владимир Путин патшалăх аталанăвĕн ултă çуллăх тĕллевĕсене палăртрĕ. «Президент палăртнă ĕçсене эпир пĕрле вăй хурсан пурнăçа кĕртме пултаратпăр. Раççей кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пултарнине кăтартса пачĕ, — терĕ Михаил Степанов. — Президент Çырура ятарлă çар операцийĕн ыйтăвĕсене пысăк вырăн уйăрнă. Чăнах та, паян пирĕн çĕршыв хăйĕн ирĕклĕхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн кĕрешет. Президент пуçарнипе «Паттăрсен вăхăчĕ» наци программи ĕçлеме пуçланă. Унта СВО ветеранĕсем, салтаксемпе офицерсем хутшăнма пултараççĕ. Ку программа «Кĕпĕрнаттăрсен шкулĕ» евĕрлĕскер. Владимир Путин ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсен вĕрентӳ тытăмĕнче, бизнесра, патшалăх управленийĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнмаллине, регионсемпе предприятисене ертсе пымаллине палăртрĕ».

Михаил Степанов Çырура çавăн пекех граждансен пурнăçне лайăхлатасси тĕпре пулнине аса илтерчĕ. «Кĕçех «Çемье» наци проекчĕ ĕçлеме пуçлĕ. Президент ача сахал çуралакан регионсене укçан пулăшассине, çемье ипотекине тăсассине, налук çăмăллăхĕсем парассине, ытти социаллă мерăна вăя кĕртессине палăртрĕ. Çамрăксем те тимлĕхсĕр юлмĕç. «Раççей çамрăкĕсем» наци проекчĕ вĕсене нумай енлĕ пулăшупа тивĕçтерĕ. Халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕнче те ултă çулта сахал мар ырă улшăну пулĕ», — терĕ Михаил Степанов.

Пуш уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Раççей гражданĕсем çĕршыв Президентне суйларĕç. Павел Семенов палăртнă тăрăх, суйлав халăх пĕрлĕхне кăтартса пачĕ. Çакна çирĕплетекенни — сасăлава хутшăннисен шучĕ питĕ пысăкки. Красноармейски округĕ ку кăтартупа Чăваш Енре тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Муниципалитет çыннисен 96 проценчĕ сасăланă.

Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем, сăмах май, сасăлава хутшăнас тĕлĕшпе хăйне евĕрлĕ рекорд çирĕплетнĕ: суйлава хутшăннисен йышĕпе Трак енре мала тухнă. Вĕсен кăтартăвĕ — çĕр процента çывăх. Çавна май Красноармейски округĕн администрацийĕн Мăн Шетмĕ территори уйрăмĕн ертӳçи Галина Иванова ял-йыша тав турĕ. «Халăх пĕр шухăшлă пулса пурăнни, ĕçлени тăван тăрăхшăн та, республикăшăн та, çĕршывшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ», — терĕ вăл.

«Çĕршыва ăнăçлă ертсе пыма пултаракан çынна палăртрăмăр, — терĕ Павел Семенов. — Малашлăхри пирĕн тĕллев — тăван тăрăх, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлесси. Аталану валли вара пирĕн майсем çителĕклĕ. Республикăн тупăш пайĕ ӳсĕмлĕ. Апла тăк ялсемпе хуласен аталанăвне вăйлатма пултаратпăр».

Сăмахран, Красноармейски округĕнче кăçал пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн тĕрлĕ проекта ĕçе кĕртме 180 миллион тенкĕ килмелле. Çак укçана ĕçе кĕртсен Трак енре хăтлă вырăнсем йĕркеленĕç, çулсем лайăхланĕç, пĕвесем таса пулĕç… Округăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ вара — 250 миллион тенке яхăн. «Ку хисепе эпир малашлăхра тĕрлĕ программăна хутшăнса тата ӳстерме пултаратпăр, — терĕ Павел Семенов. — Кашни тенкĕ ял тăрăхĕсене хăтлăлатма, илемлетме, йĕркене кĕртме каять. Улшăну курмастпăр тени — тĕрĕс мар. Чăваш Енри халăх хуçалăхĕн кашни отраслĕ аталану çулĕпе пырать. Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕ, туризм уйрăмах вăй илчĕç».

Чăваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов тата Муркаш округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов ертсе пынă ушкăн Чуманкасси тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Ку енчи ял çыннисен патриотизм туйăмĕ вăйлă, вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассишĕн тăрăшаççĕ: пĕлтĕртенпе хӳтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ. Хальхинче те Чуманкасси тата Шарпаш халăхĕ информаци ушкăнне культура çуртĕнче кĕтсе илчĕ. Унта хĕрӳ ĕç пыратчĕ. Алексей Матросов палăртнă тăрăх, округра волонтерсен ĕçне çӳллĕ шайра йĕркеленĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Çур акине хатĕр-и?

Çурхи ака-суха çывхарнă май аграрисем хĕрӳ тапхăра хатĕрленеççĕ: техникăна юсаççĕ, вăрлăха кондицие лартаççĕ, минерал удобренийĕ туянаççĕ... Пĕтĕмĕшле илсен, ку енĕпе республикăра лару-тăру мĕнлерех-ши?

Чăваш Енре çур акине вăхăтра та пахалăхлă ирттерес енĕпе ятарлă штаб йĕркеленĕ. Унта ЧР Ял хуçалăх министерствин, «Агро-Инновацисем» предприяти, банксен тата ытти ведомствăн представителĕсене кĕртнĕ. Кашни округшăн яваплисене çирĕплетнĕ. Вĕсем пуш уйăхĕ вĕçленичченех округсенче хĕрӳ тапхăра мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланĕç, йывăрлăхсене палăртса мерăсем йышăнĕç. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ял хуçалăх культурисем 546,1 пин гектар йышăнĕç. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан — 100 гектар ытларах. Лаптăксен 55,2% тырă акмалла. Юлашки çулсенче çурхи культурăсен лаптăкĕсем чакса, кĕрхисен вара ӳссе пыни сисĕнет. Кăçал та аграрисен техника, çу культурисене, пахча çимĕç пĕлтĕрхинчен кая мар акмалла-лартмалла. Çĕр улми 0,1% ытларах пулĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» валли 18 пин гектар уйăрма палăртнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ. Минерал удобренийĕ 96,5% яхăн хатĕрленĕ. Сăмах май, унпа усă курассипе федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика вуннăмĕш вырăн йышăннă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те кирлин çурринчен ытларах пайне янтăланă. Хуçалăхсене техника паркне çĕнетме патшалăх курăмлă пулăшнăран лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Иртнĕ çул республикăра ял хуçалăхĕ валли 608 техника туяннă. Кăçал та 185 трактор, 50 комбайн тата ытти агрегат илме палăртаççĕ. «Хурçă утсен» 90% ытла ака-сухана тухма хатĕр. Элита вăрлăхпа усă курассипе вара Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Тырă, çу тата выльăх апачĕн культурисене акассипе те плана çулсерен тултарса пырать. Республикăри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 53,4 пин тонна /пĕлтĕрхинчен 111%/ хатĕрленĕ. Тăвай, Комсомольски, Йĕпреç, Элĕк, Красноармейски, Пăрачкав, Çĕрпӳ тăрăхĕсенче вăл ытлашшипех. Çав хушăрах Куславкка, Шăмăршă енче çителĕксĕр. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳçи Сергей Павлов каланă тăрăх, кăçал аграрисем вăрлăха кондицие лартассипе пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçленĕ. Тĕрĕсленĕ 48 пин тонна вăрлăхран 42,5 пин тонни /88%/ кондицие ларнă. Элĕк, Йĕпреç, Етĕрне, Елчĕк округĕсенче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. 5,7 пин тонна вăрлăх çӳп-çаппа хутăшнăран усă курма юрăхсăр. Республикăра вăрлăха тасатса сортлама 84 бригада йĕркеленĕ. Çур акире хуçалăхсене куккурус /276 тонна/, хĕвел çаврăнăшĕ /14,6/, соя /30,3/, çу культурисен /179,9/, çĕр улми /18/, чернушка /24/ вăрлăхĕсем те кирлĕ. Çурхи рапс, соя, çу культурисен вăрлăхне туянас енĕпе чăрмав пулмалла мар. Çав хушăрах чернушка, куккурус, хĕвел çаврăнăшĕ, паха йышши сортлă çĕр улми вăрлăхĕсене ют çĕршывран туяннăран йывăрлăхсем пур. Чернушка сухан пахалăх сертификатне тивĕçтерменрен çур çултан тавăрса пама тивнĕ. Чĕр тавар илме килĕшӳсем тунă-ха, çурхи ĕçсем пуçланиччен ыйтăва татса парасса шанас килет. Тухăç вăрлăхран кăна мар, ăна сăтăр¬çăсенчен, чир-чĕртен асăрхаса тăнинчен, вăхăтра мерăсем йышăннинчен те килет. Пĕрчĕллĕ культурăсен тĕп тăшманĕ — вĕт пăрçа. Кăçал унран 21 пин, трипсран 11 пин гектара им-çамламалла. Уй-хирте шăшисем анлă сарăлма тытăнни те палăрать. Вăрттăн инфекци те тухăçлăха самай чакарать. Иртнĕ çул вăрлăха экспертиза тунă хыççăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен /10,73 пин тонна/, çĕр улмин /10,95 пин тонна/ вăрлăхĕсем вăрттăн инфекципе чирлени çиеле тухнă. Специалистсем палăртнă тăрăх, кăçал та республикăри уй-хирте вĕт пăрçа, кĕрхисемпе çурхисен лаптăкĕсенче трипс сарăлма пултарĕ. Кĕрхи культурăсем 91,9 пин гектар йышăнаççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, 24,1 гектарĕ çинче калча лайăх аталанать /26,2%/, хĕлле те сиенленмен. 45,3 пин гектарĕ тивĕçтерет /49,3%/. Шел, кĕрхисен 22,5 пин гектарĕ пĕтме пултарасси хăратать /24,5%/. Кун пек лаптăксем Елчĕк /84,4%/, Комсомольски /71%/, Красноармейски /47,4%/, Патăрьел /32,4%/, Элĕк /31,8%/ округĕсенче уйрăмах пысăк. Калча вăй илейменнин сăлтавĕ — кĕр типĕ тăнăран вăрлăх япăх тымарланни. Çуркунне калчана вăхăтра апатлантарни, лаптăксене сӳрелесе кăпкалатни, нӳрĕклĕх пысăкки ӳсен-тăрана вăй илме пулăшасса шанас килет. Çапах калча çитĕнеймен лаптăксене тепĕр хутчен сухаласа акма тивĕ. Ун валли вăрлăх çителĕклех, анчах тăкак, ĕç хушăнни алă-урана çыхать. Çурхи ĕçсене ирттерме республикăри аграрисене 2,5 миллиард тенкĕ кирлĕ пулĕ. Хăйсен укçине хывнипе пĕрлех вĕсем çăмăллăх кредичĕ илме палăртаççĕ, субсиди те лекмелле. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Тăрăшсан телефонпа та фильм ÿкерме пулать

Сăн е видео ӳкерме йывăр-и? Паянхи кун, лайăх камерăллă телефонсем пур чухне, кашниех хăйне оператор пек туйма пултарать те: «Çук», — тейĕ. Анчах ку ăсталăхăн хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пулнине чылайăшĕ пĕлмест. Профессионалпа ахаль çын ӳкернине танлаштарсан уйрăмлăхне тӳрех асăрхама пулать. Эппин, сăн ӳкерчĕксемпе видеоматериалсем пахалăхлă пулччăр тесен мĕн тумалла? Шăпах çакна ăнлантарчĕç те Шупашкарта Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче йĕркеленĕ ятарлă семинарта.

Сăн тата видео ӳкерес пултарулăхăн «Прикоснись к своим истокам» республика конкурсĕ кăçал пĕрремĕш хутчен иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерствипе Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ йĕркеленĕ. Конкурса хутшăнакансен ĕçĕсенче тăван ен культурине хисеплеме хăнăхтарасси палăрмалла пулнă. Пултарулăх ĕçĕсемпе кирек кам та ăмăртма пултарнă: культурăн патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсем, киношкулсем, фото тата видео ăсталăхне вĕрентекен кружоксем тата ытти те. Шкул ачи те хутшăннă. Жюри пĕтĕмпе 80 ĕç пăхса тухнă. Конкурсра мала тухнисене пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче пухрĕç. Чыслав саманчĕ çитиччен ăстасем семинар ирттерчĕç, видео тата сăн ӳкерекенсен мĕн асра тытмаллине ăнлантарчĕç. ЧР кинематографистсен союзĕн ертӳçи Олег Цыпленков ача чухнех сăн тата видео ӳкерес туртăм пулнине аса илчĕ. Анчах фотоаппарат илме çемьен ытлашши укçа пулман — çĕнĕ çурт çĕклеме хатĕрленнĕ. Çапах та арçын ача хăйĕн ĕмĕтне ниме пăхмасăр пурнăçлама май тупнă — хăй ĕçлесе илнĕ укçапа фотоаппарат туяннă. Паянхи кун Олег Цыпленкова тăван халăх культурине сăнласа кăтартакан видеограф пек пĕлетпĕр. Вăлах — «Асам» кинофестиваль пуçаруçи те. Семинара пухăннисене Олег Михайлович видео ӳкерекенсен йăнăшĕсемпе тата хăш-пĕр сĕнӳпе паллаштарчĕ. Чи малтанах, вырăнта тăмалла мар, тăрăшмалла. Видео ӳкерес умĕн аппаратурăна лайăх тĕрĕслемелле, унăн зарядки те çителĕклĕ пултăр. Пĕрле яланах салфетка илмелле — вăл обћектива тасатма кирлĕ. Фильм пăхнă чухне ахаль куракан ан пулăр, оператор мĕнлерех ӳкернине сăнăр. Ӳкернĕ чухне кашни кадра 10-15 çеккунт тытăр, ан васкăр. Малтан пĕтĕмĕшле ӳкерсе илĕр, унтан — çывăхарах. Пĕр кадрта çын сулахайран сылтăмалла пăхать пулсан, тепринче — сылтăмран сулахаялла пăхаканнине ӳкерĕр. Штатив çук чухне камерăпа пĕрле сывлама вĕренĕр. Видеокамерăна горизонталь майлă тытăр. Кадрти çыннăн стенаран инçерех пулмалла. Унсăр пуçне видео ӳкерекенĕн типтерлĕ тумланмалла, хаваслă курăнмалла — унăн кăмăлĕ кадрти çынна та куçать-çке. Çак тата ытти вăрттăнлăха ăнлантарнă май Олег Михайлович тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. ЧР Кинематографистсен союзĕн членĕ Виктор Чугаров кадрта хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентрĕ. Çакна тĕслĕхпе ăнлантарас тесе вăл залран икĕ çынна чĕнсе кăларчĕ. Шăмăршă округĕнчен килнĕ Сергей ертӳçĕ сăнарне калăпларĕ, Вăрнар округĕнчен çитнĕ Вероника вара унăн ыйтăвĕсене хуравларĕ. Виктор Александрович кĕске сюжета ӳкерсе илчĕ те мĕн пулса тухнине каярах пысăк экран çинче кăтартрĕ. Виктор Чугарова республикăра, уйрăмах шкулсенче, «Чăваш чĕлхи» фильм тăрăх пĕлеççĕ. Ăна кадрта курсан чылайăшĕ унпа пĕрле оператор çӳрет тесе шухăшлать. Анчах çак ĕçе вăл пĕчченех пурнăçлать, маларах камерăна кирлĕ çĕре вырнаçтарать çеç. «Тăрăшсан телефонпа та фильм ӳкерме пулать», — терĕ ăста. Семинара пухăннисен Виктор Чугаровăн «Чăваш чĕлхи» фильмĕн шкул ачисем валли хатĕрленĕ кĕскетнĕ вариантне курма май килчĕ. Çак ĕçпе паллашнă хыççăн патриотлăх туйăмĕ тата пысăкланасси, тăван чĕлхене ытларах юратма тытăнасси иккĕленӳсĕр. Ырă фильмра Францири, Германири чăвашсем тăван чĕлхешĕн тунсăхланине палăртаççĕ, çавăнтах нимĕçсем чăвашла калаçнине те курма пулать. Семинар хыççăн «Прикоснись к своим истокам» конкурсра çĕнтернисене чысларĕç. Унтан «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Сергей Журавлев çĕнтерӳçĕсен сăн ӳкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ курав уçрĕ. Çавăнтах сăн ӳкернĕ чухне мĕнле йăнăшсенчен асăрханмаллине каларĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Кĕнеке хушшине çырса хунă ĕмĕчĕ пурнăçланнă

Пулать вĕт çавăн пек çын — пур енчен те пултаруллă. Юрра-ташша та маçтăр, техникăна та парăнтарать, ачасен кăмăлне те тупма пĕлет. Ку çеç-и? Ыттисемшĕн тăрăшса вун-вун йывăç лартать, вăрман ĕрчетет. Çав вăхăтрах кăкăр çапса мухтанмасть, сăпайлăн калаçать. Хăй вара 3-мĕш класра вĕреннĕ чухнех пĕр кĕнеке ăшне: «Когда я вырасту, буду водителем и баянистом», — тесе çырнă хут хĕстернĕ. Йăлана кĕнĕ рубрикăн тĕпелне паян Вăрмар округĕнчи Кавал ялĕнче пурăнакан Владимир Табакова йыхравларăмăр. 40 çул музыка учителĕнче ĕçлекене, Чăваш Республикин музыка пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ деятельне, çирĕм ытла юрă авторне таврара ырă ĕçĕсемпе çеç пĕлеççĕ. Пысăк чунлăскер юррисене тăван тăрăхне, ялне, шкулне, ашшĕ-амăшне, çывăх çыннисене халалланă.

«Чĕркуççи тăр-тăр чĕтретчĕ»

- Владимир Михайлович, эсир музыкăна хăçан юратма тытăннă?

— Атте Михаил Михайлович каччă чухне Кавалти çеç мар, Кивĕ Вăрмарти вăййа та çӳренĕ, çамрăксене купăс каласа савăнтарнă. Савнийĕ çав ялтан пулнă. Вăл вăхăтра çамрăксем аякри тăрăха ĕçлеме кайнă. Атте хăй Барнаулта ĕçленĕ вăхăтра савнийĕ юлташ хĕрĕпе Казахстана çул тытнă. Атте тăван тăрăха таврăннă, анчах савнийĕ çук. Ăна шыраса Казахстана çитнĕ. Аннепе тĕл пулса çемье çавăрнă, эпĕ унтах çуралнă. Кавала куçса килсен çемьере тата тăватă ача çуралнă. Икĕ ывăл та виçĕ хĕр ӳсрĕмĕр. Эпĕ çеç мар, йăмăкăм Лена та купăс калать, ыттисем те юрра-ташша маçтăр. Анне Фекла Ивановна ял канашĕнче ĕçлетчĕ. Почеркĕ питĕ илемлĕччĕ, ăна документсене çырма шанатчĕç. Анне — балалайка, йысна купăс калатчĕç. Шкула кайиччен атте мана хут купăса тăсса виçĕ юрă калама вĕрентрĕ. Малалла манпа питех ларман, хамах хăнăхма тытăнтăм. Ватă çынсем çулла çарана ĕне çитерме тухатчĕç те вĕсем валли концерт лартаттăмăр. Ун чухне эпĕ нота вуçех пĕлмен. Шкула кайма пуçласан хамăр класс концерчĕсенче яланах хам купăс каланă. Килти купăса йăтса каяттăм. 6-мĕш класра атте баян туянса пачĕ. Ялти культура çуртĕнче драмкружок ĕçлетчĕ, унта та çӳреттĕм, спектакльсем лартаттăмăр.

Пысăк мар арçын ача халăх умне купăспа тухсан — пăлханнă пуль-ха?

— Шухă ача пулманран-ши — чĕркуççи тăр-тăр чĕтретчĕ. Кавал ялĕ самай пысăк, халăх нумай пуçтарăнатчĕ. Ӳснĕçемĕн хама сцена çинче ирĕклĕ тытма хăнăхрăм.

- Апла эсир иккĕленмесĕрех музыка енĕпе вĕренме шухăшланă.

— Пур предмета та тăрăшса ăса хывнă пулин те класс ертӳçи Антонина Яковлевна музыка енĕпе кайма сĕнчĕ. Мĕн пĕчĕкрен сцена çинче пулнă-çке-ха. Çавăнпа учительсем ман пирки иккĕленмен ĕнтĕ. 10-мĕш класс хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка уйрăмне ура ярса пусрăм. Вĕренмешкĕн кĕме çăмăл пулчĕ: купăс каласа, юрласа кăтартрăм та илчĕç. Анчах эпĕ музыка шкулĕнче аталанман-çке, нотăсем пĕлмен. Абитуриентсен йышĕнче вара шкулта чухнех музыка шкулне çӳренисем, музыка училищинчен вĕренсе тухнисем пурччĕ. Çавăнпа аслă шкулта вĕренме çăмăл пулмарĕ. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ. Çамрăк пулнă, вĕреннĕ. Халĕ пулсан унта кайса кĕрĕттĕм-ши… Диплом илсен хамăр районти Чăрăшçырма шкулне ячĕç. Унта ĕçленĕ вăхăтрах ДОСААФра водитель категорийĕсене ăса хывса права илтĕм. Салтака кайма хатĕрлентĕм. Çарта та купăс калаттăм, сцена çине тухаттăм.

Историри «Волгăсем»

- Паян эсир — музыка учителĕ çеç мар, шкул ачисене автобуспа та илсе çӳретĕр. 

— Техникăна питĕ юрататăп. Кирек ăçта кайсан та çур çĕрте таврăнатăп-и — автобуса тап-таса çумасăр кĕрсе выртса çывăраймастăп, унсăрăн ирхине тапратса тухма кăмăллă пулмĕ. Автобусра карă туянса çакрăм. Çав вăхăтрах ачасене те тирпейлĕхе вĕрентетпĕр. Вĕсем автобусра юрласа çула кĕскетеççĕ.

- Купăспа мĕн пĕчĕкрен паллаштарнă аçăр та, ахăртнех, культура тытăмĕнче вăй хунă? 

— Атте хамăрăн «Ленинский» совхоз ертӳçине Николай Герасимова /вăл вăрçă ветеранĕ пулнă/ «Волгăпа» илсе çӳретчĕ. Шăпах çав вăхăтра Кавал ялĕ çывăхĕнче «Орленок» пионер лагерĕ тума пуçланă. Проект хучĕсемпе Шупашкара çӳреме тивнĕ. Атте кун каçа унта икшер хутчен те кайса килнĕ. Водитель пулнă май техникăна лайăх ăнланать. Руль тытса пыма нумайăшĕ пултарать, анчах техникăна юсама та пĕлмелле-çке. Атте çав енчен шутсăр маттур. Ун патне ытти ялтан та юсаттарма килетчĕç. Халĕ 82 çулта пулсан та кăсăкланать вăл техникăпа. Шел, анне пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

- Эсир йĕркелекен уявсене хăйне евĕрлĕ «Волга» — çăмăл машинăсем илем кӳреççĕ. Хăçан кăларнăскерсем вĕсем?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăха ял хуçалăхĕнче ĕçлеме студентсемпе пĕрле преподаватель те килнĕччĕ. Вăл «Волгăпа» çӳретчĕ. Пирĕн килте вара УАЗик пурччĕ. Улăштарма ыйтрĕ, анчах атте УАЗике, кирек мĕнле çулпа та лайăх «ишекенскере», килтех хăварма сĕнчĕ. Тепĕр çулхине çав «Волга» хуçи каллех килчĕ, сутассине пĕлтерчĕ. Анчах машинăн моторĕ «шакканăччĕ», пурпĕрех УАЗпа кайса сĕтĕрсе килтĕм. Пĕр «Волги» — 1965, тепри 1969 çулта кăларнисем. Иккĕшне те юсаса сăн кĕртрĕм. Вĕсемпе Çĕнтерӳ кунне, туйсене тата ытти уява хутшăнатпăр. Машинăсем мероприятисене хăйне евĕрлĕ сĕм кĕртеççĕ.

- Сирĕн пухмачра — хăвăр кĕвĕленĕ çирĕм ытла юрă. 

— Пĕрремĕш кĕвĕ хам 35-38 çулсенче пулнă чухне çуралчĕ. Савăнсан та, тунсăхласан та кĕвĕленеççĕ вĕсем. «Кавал шкулĕ — çирĕп шкул», «Савнă ялăм, эс, Кавал», «Купăса тăсса ярсан», «Юратнă аттепе анне», «Анне — эсĕ чи хакли», «Атте — эсĕ чи пахи», «Чунăм савăнса тăрать», «Мăнуксем пурри телей», «Хавас чунпа ялан çӳре»… Кăмăла кура çырăнать юрă. Хăш-пĕр юрă сăмахне мăшăрăм Маргарита Платоновна çырса парать. Оренбург облаçĕнчи чăвашсем патне фестивале хамăрăн автобуспа кайса килтĕмĕр. Хам çырнă юрăсене ушкăнпа сцена çинче шăрантарнăччĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Турра ĕненет, вăл пулăшнине туять

«Хăй вăхăтĕнче мана анне Анфиса Никитична килтех çуратнă. Çав кун вăл çырмана кĕпе чӳхеме аннă. Таврăнсан аптăранă. Асанне килте пулман. Çавăнпа анне пулăшма урамра иртсе пыракан икĕ хĕре чĕнсе кĕртнĕ», — ача чухне каласа кăтартнине аса илчĕ арçын. «Хĕлле килте кун çути курнă пепке çирĕп çитĕнет», — тенине эпĕ ваттисенчен пĕрре мар илтнĕ. Ахăртнех, Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмарта çуралса ӳснĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă 59 çулти Олег Иванова çакă та витĕм кӳнĕ.

Çамрăк паттăрсенчен тĕслĕх илсе «Çемьере виçĕ ача ӳснĕ эпир. Асли — хĕр, ман хыççăнхи — ывăл. Атте Герман Иванович инкеке лексе çĕре ытла ир кĕнĕ. Эпĕ унран ултă çулта тăрса юлнă. Анне райадминистрацин культура пайĕн тĕп бухгалтерĕнче ĕçлетчĕ. Атте пулманран-ши — пире, ачисене, питĕ çирĕп тытатчĕ. Шкулта тăрăшса вĕрентĕм. Çав вăхăтра анне шутпа ĕçленĕ май киле таврăнсан та бухгалтери ĕçĕпе ларатчĕ. Вăл мана та шутпа шутлама вĕрентрĕ. Ăна пулăшаттăм. Алгебра, геометри, физика манăн юратнă предметсем пулнă. Ударникчĕ, шухă ачаччĕ эпĕ. Анне хушса хăварнă ĕçсене пурнăçласа хăвăртрах урама тухса чупаттăмăр. Аппа кил-çурта тирпейлетчĕ, шăллăмпа иксĕмĕр тулта ĕçлеттĕмĕр. Кĕçĕннине питех кӳлмен, хам ытларах тăрăшаттăм. Пуринни пекех выльăх-чĕрлĕх, пахча ĕçĕ малти вырăнта пулнă. Пирĕн ăру ӳснĕ вăхăтра ача нумайччĕ. Шкулта йĕкĕр классенче вĕренеттĕмĕр. Тантăшсемпе пĕр-пĕриншĕн ялан тĕрев пулнă. Юлташсене çеç-и, чĕр чуна та хӳтĕлеме хатĕрччĕ. Спортпа туслăччĕ. Физкультура учителĕ Олег Иванович чăн-чăн салтак пулма вăйлă хатĕрлетчĕ. Кĕске дистанцисене чупса мала тухаттăм. Вăл мана ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне кăтартатчĕ. Сĕтелçи теннисĕн ăмăртăвĕнче те районта шкул чысне хӳтĕлеттĕм. Хисеп хутне тивĕçсен питĕ савăнаттăм, — ачалăхне куç умне кăларчĕ çар çынни. — Паянхи кун та вăрçă çинчен кинофильм курсан куççуль тухманни çеç. Чун витĕр кăларатăп. Пĕчĕкренех çавăн пек киносене пăхса тĕлĕнеттĕм. Пирĕн салтаксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те тăшмана парăнман. Александр Матросов, Зоя Космодемьянская, Олег Кошевой тата паттăр ытти çамрăкăн патриотла тĕслĕхĕсене курса çитĕннĕ эпир. Халĕ ятарлă çар операцийĕнче пулнă май КамАЗпа çӳрерĕм. «Çамрăк гвардин» музейĕ, палăкĕсем патĕнчен иртнĕ чухне вĕсене кĕрсе куртăм. Çавăн чухне çуралнă патриот туйăмĕ паянхи кун та чĕререх». <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


«Хула пире илтмест»

Кунашкал тиркев хыççăн хăйне хисеплекен пуçлăх должноçран кайма ыйтса çырасси те часах. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Денис Спирин, ахăртнех, апла тумĕ — «ятларĕç те — манĕç» тени хăйне çирĕп туйма хистет пуль. Манĕç-ши? Кирек мĕнле пулсан та республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ пухура вице-премьер депутатсен, тĕп хулан ятсумлă çыннисен умĕнче вирлĕ тиркени имидж текеннине хавшатни те — курăмлă çухату.

Отчетра пĕтĕмпех лайăх

Депутатсен Шупашкар хула пухăвĕн ытларикунхи ларăвĕнче Денис Спирин 2023 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Калаçу лăпкă лару-тăрура пуçланчĕ. Спирин хăйĕн отчетĕнче палăртнă тăрăх, пĕлтĕр хулари çулсен 11 километрне реконструкциленĕ, юсанă. Çав шутра — Граждан урамĕ. Унти ĕçсем нушаллă пулни, тăсăлса кайни çинчен, чăн та, шарламарĕ. Ашмарин урамне те йĕркене кĕртнĕ. Тата — икĕ кĕпер çинчи ĕçсем. Кăçал Гагарин кĕперне юсаса пĕтермелле. Ака уйăхĕнче тинех Сĕнтĕрвăрри çулне юсама пуçламалла. Ун валли 115 миллион тенкĕ уйăрнă. Ленин Комсомолĕн урамĕ валли — 300 миллион. Пурăнмалли нумай хутлă çуртсен картишĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ — кăçал малалла тăсасшăн. Башмачников урамĕнче нумай хутлă çурт тунă та — чылай тăлăха, кивелсе çитнĕ çуртсенче пурăнакансене унта куçарма май килнĕ. Сад микрорайонĕнчи шкула хута янă — 1-4-мĕш классенчи ачасем унта парта хушшине ларнă. Агаков ячĕллĕ библиотекăна тĕпрен юсанă — вăл халĕ тĕслĕхлисен шайĕнче. Хулара шкулсем çитмеççĕ — Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕнĕ хулара, «Лента» таврашĕнче шкулсем кирлĕ. Паян тĕп хулари 60 шкулта 72,5 пин ача пĕлӳ илет. Вĕсенчен 37-шĕнче 14 пин ачан икĕ сменăпа вĕренме тивет. Пурăнмалли 72 çурта тĕпрен юсанă, 63 лифта улăштарнă, кăçал тата 177-шне улăштарасшăн. Коммуналлă хуçалăх 32 техника туяннă. Общество транспорчĕ çĕнелет. Туризм та вăй илмелле — хула пуçлăхĕ кăçал Шупашкар пристанĕнче 700 ытла теплоход чарăнасса, 95 пин турист килессе кĕтет. Промышленноç ӳсĕмлĕ ĕçлет. Пĕлтĕр тиесе ăсатнă продукци 41% хушăннă. Строительство отраслĕ те ĕç калăпăшне 17% пысăклатнă. Ĕç укçин вăтам виçи 20% ытла хăпарнă. Хула бюджечĕн тупăшĕ те ӳснĕ — 15,4 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çав шутра хула хăй ĕçлесе илни 865 миллион тенкĕ чухлех хушăннă. Паян Шупашкар 96 инвестпроекта пурнăçлас енĕпе ĕçлет. Çав шутра — индустри паркĕсенчи çĕнĕ производствăсем те. Вице-премьер кăмăлсăр Доклад вĕçленнĕ май регламентпа килĕшӳллĕн депутатсем ыйтусем пачĕç. Тиркевлĕ сĕмлисем пулчĕç-ха, çапах ку ыйтусем Спириншăн вăрăм туна çыртнă пек кăна пулчĕç — вĕсене лăпкăн хуравларĕ. Сад микрорайонĕнчи шкул хальлĕхе аслă классене йышăнманни ачасене экзаменсем умĕн хăйсен шкулĕсенчен куçарас теменнипе кăна çыхăннă, шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туллин ĕçлесе кайĕ. Николаев космонавт урамĕнчи самолет палăкĕ упранса юлĕ — ун таврашĕнче ача-пăча площадкисем пулĕç. Атăл леш енчи çула юсассине вăл унта уйрăм çынсем çурт-йĕр тăвассине хавхалантарассипе çыхăнтарчĕ. Хĕвеллĕ микрорайонта пурăнакансем ирсерен-каçсерен «пăкăра» нушаланни çинчен калани те уншăн кĕтменлĕх мар. Кун пирки ыйтнă депутата вăл Шупашкар агломерацийĕн çывăх вăхăтра тишкермелли мастер-планне уçса пăхма сĕнчĕ: унта асăннă районта çулсем тăвассине палăртнă. Çав шутра — федераци трасси çине тухаканни те. Сĕнтĕрвăрри çулĕн пĕр пайне реконструкцилĕç — унти хальхи унка пĕтерме палăртнă, çулсем хĕресленекен вырăн пулĕ. Çулăн тепĕр сыпăкĕн çиелти асфальтне улăштарса якатĕç. Унтан трибуна умне Павел Данилов вице-премьер тухрĕ. Хăйне пырса тивекен строительство, инфратытăм ыйтăвĕсем çинче пусăм тăвасси çинчен асăрхаттарнă хыççăн вăл хула саккасçă пулса пурнăçлакан ĕçсем тĕлĕшпе ыйтусем пуррине тӳрех палăртрĕ. Чи малтанах — Сад микрорайонĕнчи шкулăн тăсăлса кайнă строительстви. Данилов палăртнă тăрăх, объектри ĕçсене республика хăйне пăхăнакан ипотека корпорацине «хăйĕн ирĕкĕпе тата ирĕксĕрлесе» явăçтарнипе кăна вĕçлеме пултарнă. Анчах хула çав предприятипе халĕ те укçапа татăлман. Хальлĕхе шутланă парăм 155 миллион тенкĕпе танлашать, чăннипе вара 200 миллион пулĕ. «Ку — ĕçтешлĕх хутшăнăвĕ мар, — кăмăлсăрланчĕ вице-премьер. — Тĕрĕссипе, хулана çак компани шучĕпе аванс панă пек». Корпорацин вара çынсене шалу тӳлемелле, ытти тăкака саплаштармалла. Çакăн хыççăн хула администрацийĕпе çыхланас кăмăллисем пулĕç-и? Шел те, ыйтусем çакăнпа кăна иксĕлмерĕç. Данилов Çĕнĕ хулари «Экологи» нацпроектпа килĕшӳллĕн тума пуçланă об±ект çинчен аса илтерчĕ. Коллектор, ытти… «Пĕлтĕр хута ямалла пулнă об±екта республика пулăшнипе кăна 2024 çула куçарма пултартăмăр. Унта вара ĕçсен 27,6% кăна пурнăçланă — çулталăк çурăра ĕçсен чĕрĕкне çеç тунă. Хула об±екта кăçал мĕнле майпа хута ярĕ — калама хĕн. Ĕçсем 152 кунлăха юлса пыраççĕ — çур çуллăха», — иккĕленĕвне пытармарĕ вице-премьер. Зоя Яковлева урамĕнчи çуран çула хута ярасси, ытти ĕç те питĕ чăрмавлă пулнă. Пĕлтĕр пурнăçламалла пулнăскерсене халĕ вĕçленĕ, анчах асфальтăн лаборатори тĕпчевĕн кăтартăвĕсем çаплах çук-ха. Ку вара «Стимул» программăпа çыхăннă — унта республика укçи тăкакланнă. Сăмах пурăнмалли çурт-йĕр строительствине хавхалантармалли стимул пирки пырать. Çав об±ектсене хута яманнине пула Шупашкар 2021 çулта — 27 пин, 2022 çулта — 34 пин, пĕлтĕр 20 пин тăваткал метр çурт-йĕр тăвайман. Пĕтĕмпе 80 пин тăваткал метр ытла çухатнă. Çапла, тăваткал метрсемпе çыхăннă пĕтĕмĕшле плана пурнăçланă, анчах — ытти об±ект шучĕпе. Çийĕнчен асăннă об±ект ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен хута янисен шутне кĕреймесен штраф санкцийĕсем пуласси те куçкĕрет. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Дояркăсем председательтен те ытларах шалу илнĕ

Хăй вăхăтĕнче колхозсене ертсе пынă пултаруллă ентешсемпе паллаштарма шут тытрăмăр вулакансене. Çавна май вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартăпăр.

«Эпĕ çамрăк-çке»

Александр Самылкин хăйĕн пурнăç çулне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» хуçалăхран пуçланă: колхозникрен пуçласа колхоз председателĕ таран ӳснĕ вăл. Забайкалье çар округĕнче хĕсметре тăнă хыççăн тăван ялне, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Сорăма, таврăннă. Анчах канмашкăн вăхăт паман çамрăка. Пĕр эрнеренех ăна хуçалăхра автомашина рулĕ умне лартнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумне куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Юлашки курсра чухне Александр Петровича колхозра автомеханик ĕçне шанса панă. «Коминтернра» ун чухне техника нумайччĕ: «çăпаталлă» тракторсем — 28, кустăрмаллисем — 26, автомашинăсем — 50 яхăн, комбайнсем — 18, — иртнине куç умне кăларчĕ вăл. — Темиçе çул ĕçленĕ хыççăн Дмитрий Волков председатель мана чĕнсе илчĕ те хăйĕн çумĕ пулма сĕнчĕ. Тӳрех килĕшмерĕм, хирĕçлерĕм. «Эпĕ çамрăк-çке», — терĕм. Дмитрий Родионович ĕçре чылай пулăшрĕ мана. Çакăншăн ăна тав тăватăп. Колхоз председателĕн çумĕнче икĕ çул тăрăшнă хыççăн партком секретарьне суйларĕç. «Манăн аслă пĕлӳ илни çинчен документ та çук», — каллех хирĕçлеме пăхрăм пуçлăхсене. Вĕсем вара: «Сана вĕренме яратпăр», — тесе лăплантарчĕç. Чăн та, икĕ çул ытларах ĕçленĕ хыççăн Горькири партин аслă шкулне вĕренме ячĕç. Иккĕмĕш курса куçсан вĕренӳ заведенине Чăваш обкомĕнчен çыру янă. «Коминтерн» хуçалăха председатель кирлине пĕлтернĕ унта. Мана ректор чĕнсе илчĕ те колхоза таврăнмаллине пĕлтерчĕ. Эпĕ аслă шкула куçăн майпах вĕренсе пĕтересшĕн пулнине каларăм. «Вĕренме ан пăрахăр. Ыйтаççĕ пулсан — каймаллах», — терĕ вăл. Çапла вара уполномоченнăйсен пухăвне пуçтарсах, унта 300-е яхăн çын шутланнă, 1982 çулта мана «Коминтерн» колхоз председательне суйларĕç. Хуçалăх 9 яла пĕрлештеретчĕ. Ĕçченсен шучĕ 600 ытла çынччĕ». Сăмах май, Александр Петрович каярах аслă шкултан та ăнăçлах вĕренсе тухнă. Кадр ыйтăвĕ шухăшлаттарнă Колхоз ертӳçин тивĕçне шанса панă чухне Александр Самылкин 31 çулта пулнă. Хăй те çамрăк пулнăран кадр ыйтăвĕ шухăшлаттарнă ăна. Çавна май çулсеренех 3-4-шар, тепĕр чухне 5-шер çамрăка ял хуçалăх енĕпе тĕрлĕ вĕренӳ заведенине вĕренме янă, çав шутрах Вăрнарти, Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕсене те. Каччăсемпе хĕрсем вĕренсе пĕтерсен унта-кунта ĕç шыраса çӳремен, тӳрех хуçалăха таврăннă. Хăш-пĕр специалист вара халĕ те «Коминтерн» хуçалăхрах вăй хурать. Акă Анатолий Куропаткин Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче инженер дипломне алла илнĕренпех çакăнта тăрăшать. Андрей Данилов та асăннă аслă шкулта пĕлӳ илнĕ. Халĕ «Коминтерн» ЯХПКн выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ертӳçи вăл. Вĕсем Александр Петровича паянхи кунчченех «пирĕн учитель» тесе хисеплеççĕ. Çакă, паллах, ăна савăнтарать. «Коминтерн» хуçалăх пысăккине кура ĕç планĕсем те самай пулнă, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Уйрăмах патшалăха памалли плансем пысăкчĕ: аш-какай, сĕт, тыр-пул тата ытти те. Ун чухне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 2 пин ытлаччĕ, сысна та пулнă. Эпир хурт-хăмăр таранах тытнă. Хуçалăх çулсерен тупăшлă ĕçлесе пынă. Çакă ăратлă выльăх тытнинчен те нумай килет. Пĕр ферма пирĕн шăпах çакнашкалли пулнă. Ăратлă ĕне выльăха республика тулашне те сутнă. Тырă сутмалли план пирĕн — 1100, аш-какай — 420, сĕт — 1500 тоннăччĕ. Плансене яланах пурнăçлама тăрăшнă. Тыр-пулсăр пуçне çĕр улми, пахча çимĕç ӳстернĕ. Çавăн пекех вика вăрлăхĕ хатĕрлессипе ĕçленĕ. Ăна Беларуçа та сутнă. Унсăр пуçне колхозăн 30 гектар ытла сад пулнă. Унта пан улми, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан çитĕннĕ. Çынна ĕçпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланнă. Кашни ялтах ферма пулнă. Хĕллехи вăхăтра хĕрарăмсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе çĕвĕ цехĕ йĕркелерĕмĕр. Ку туртăм район, республика шайĕпех сарăлнăччĕ. Каярахпа ăна тата вăйлăрах аталантарчĕç. Хĕрарăмсем куртка, ытти тумтир çĕлетчĕç. Шалăва вăхăтра панă. Тăрăшуллă механизаторсем, дояркăсем колхоз председателĕнчен те ытларах ĕç укçи илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Унсăр пуçне вĕсене хавхалантарма тăрăшаттăмăр: тĕрлĕ санаторие кайма путевкăсем параттăмăр. Кил-çурт çавăракансене стройматериалсемпе, техникăпа тивĕçтереттĕмĕр. Хуçалăхпа общество организацийĕсем — парторганизаци, комсомол, профсоюз, хĕрарăмсен канашĕ — тачă çыхăнса вăй хуни те ĕçре пулăшатчĕ». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Саккунри улшăнусем, йĕркесĕр конкуренци…

Тата конкурентлăхпа çураçса тăман килĕшӳсем. Ведомствăн çак тата ытти ĕçĕ-хĕлĕ пирки Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Валерий КОТЕЕВ каласа кăтартрĕ.

— Раççейри Монополипе кĕрешекен службăна йĕркеленĕренпе пуш уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. Çак тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

— Ведомствăн çуралнă кунĕ — 2004 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕ. Монополипе кĕрешмелли саккунсем пирки каласа кăтартас килет. Шăпах вĕсем служба аталанăвне уçса параççĕ. Йĕркесĕр конкуренцие чарасси тата конкурентлăхпа çураçса тăман килĕшӳсем пирки 1991 çулта калаçма пуçланă. Çав вăхăтранпа ку ăнлавсем анлăланса пынă, административлă тата уголовлă çĕнĕ айăплавсем вăя кĕнĕ. Монополипе кĕрешме саккунсен пилĕк пуххине йышăннă. Пĕрремĕшне 2006 çулта çирĕплетнĕ. «Конкуренцие хӳтĕлесси çинчен» саккунра хуçалăх субъекчĕсен ĕç-хĕлне виççĕмĕш çынсем йĕркелессипе çыхăннă ăнлавсене уçăмлатнă, монополи тĕлĕшĕнчен пысăк хаксен критерийĕсене палăртнă. 2009 çулта йышăннă иккĕмĕш саккун пуххинче Монополипе кĕрешекен служба полномочийĕсене, тĕрĕслев йĕркисене анлăлатса çирĕплетнĕ, саккуна пăснăшăн уголовлă яваплăх кĕртнĕ. 2012 çулхи виççĕмĕш пухха «картель», асăрхаттару ăнлавĕсене, монополипе кĕрешмелли саккунсене пăснăран кӳнĕ экономика сиенĕсене саплаштарас тĕлĕшпе граждан тавăçĕсем тăратассине, конкуренцие чикĕлемелли паллăсене кĕртнĕ. Саккунсен 2015 çулхи пуххине пĕрлехи ĕç-хĕл килĕшĕвĕсене пăрăнми йĕркепе тата харпăр хăй ирĕкĕпе йĕркелессине, пуç пулса тăрассинчен асăрхаттарассине чикĕлессине кĕртнĕ. Çавăн пекех Раççей Монополипе кĕрешекен службăн коллеги органĕсене туса хунă. Пĕлтĕрхи çул саккунсен Пиллĕкмĕш пуххине йышăннипе палăрса юлчĕ. Ăна тата «цифрăллă» теççĕ. Унăн тĕллевĕ — интернетри лапамсенче монополипе кĕрешмелли йĕркесене çирĕплетесси.

— Экономикăн пур отраслĕнче те конкуренцие хӳтĕлемелли тытăма йĕркелени çинчен каласа кăтартăр-ха.

— Монополипе кĕрешмелли, патшалăх туянăвĕсем /закупки/, патшалăхăн оборона саккасĕсем, реклама, суту-илӳ, тарифсем, стратеги пĕлтерĕшлĕ отрасльсенчи ют çĕршывсен инвестицийĕсем пирки саккунсем çирĕплетнĕ. Монополипе кĕрешмелли саккунсене шыв, вăрман, çĕр, хула строительствин кодексĕн, электроэнергетика отраслĕсенче йышăннă. Çĕршывра конкурентлă право ĕç-хĕлне пурнăçлакан 87 территори органĕ ĕçлет, ку сферăри пысăк квалификациллĕ специалистсене 50 ытла аслă шкулта вĕрентсе хатĕрлеççĕ.

— Халĕ Чăваш Енри управлени пирки калаçар. Сирĕн хăш сферăсене пăхса тăма ирĕк пур?

— Территори органĕн ĕçĕ-хĕлĕ анлă. Çак шутра — тавар тата финанс рынокĕсенче конкуренци çинчен калакан саккуна пăхăнни, конкуренцие тата хуçалăх субъекчĕсен, влаç органĕсен ĕç-хĕлне чăрмантаракан килĕшӳсене тупса палăртасси. Управлени çавăн пекех реклама, суту-илӳ, конкурентлă тытăм, энергоперекетлĕх çинчен калакан саккунсене пăхăннине сăнаса тăрать. Пирĕн пĕтĕм ĕç пирки, паллах, виçĕ-тăватă сăмахпа каласа кăтартаймăн.

— Управленин туянусен тытăмне сăнаса тăрассипе çыхăннă ĕç-хĕлĕнче 2023 çулта тĕп вырăна мĕн йышăннă?

— Раççей Федерацийĕнче туянусен сферинче саккунсене пăхăннине тĕрĕслемелли тĕп мел, паллах, çăхавсене пăхса тухни. Çăхавсене туянусем ирттересси çинчен пĕлтернипе, поставщика /подрядчике, ĕç тăвакана/ палăртмалли условисемпе килĕшменнисем параççĕ. Çавăн пекех саккасçăсен комиссийĕсен, поставщике палăртма туса хунă уполномоченнăй органсен /учрежденисен/, саккасçăсен аукционсен кăтартăвĕсемпе контракт çирĕплетессипе çыхăннă ĕçĕ е ĕçсĕрлĕхĕ тĕлĕшпе çăхав çырма пултараççĕ. Ыйтăва хуравлама статистика кăтартăвĕсемпе усă курма тивет. Раççейĕн Монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕ контракт тытăмĕ çинчен калакан саккунпа килĕшӳллĕн 2023 çулта — 254, 2022 çулта 198 çăхав йышăннă. Управлени 192 çăхав /75,6 процент/ сăлтавсăр пулнине çирĕплетнĕ. 2022 çулта кун пеккисем 137 е пăхса тухнă çăхавсен 69,2 проценчĕ пулнă. 2023 çулта 62 çăхавăн /24,4 процент/ сăлтавлăхĕ пуррине палăртнă. 2022 çулта кун пекки 61 çăхав /30,8 процент/ шутланнă. Статистика 2023 çулта сăлтавлă çăхавсен шучĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан, чакнине кăтартать. Çапла майпа йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтермелли пирки панă йышăнусен шучĕ те сахалланнă. Управлени 2023 çулта пăхса тухнă çăхавсем тăрăх патшалăх тата муниципалитет саккасçисене 42 предписани панă. 2022 çулта вĕсен шучĕ 59 пулнă. Предписанисене пурне те вăхăтра пурнăçланă. Управлени пĕлтĕр штраф хуни çинчен 127 йышăну кăларнă, 2022 çулта — 232. Пĕлтĕр 92 хутчен асăрхаттарнă. Çакă туянусен сферинчи специалистсен ĕçĕ-хĕлĕ çине административлă тиев пĕчĕкленнине кăтартать.

— Сирĕн шухăшпа, ку юхăм мĕнпе çыхăннă?

— Сăлтавлă çăхавсен проценчĕ чакнине пирĕн республикăра туянусене централизациленипе, поставщика /подрядчика, ĕç тăвакана/ палăртакан уполномоченнăй учрежденисене йĕркеленипе ăнлантарма пулать. Кунсăр пуçне социаллă пĕлтерĕшлĕ сферăсенче, тĕслĕхрен, строительствăра, сывлăх сыхлавĕнче, профессионал шайĕнче саккасçăсен ĕç-хĕлне пурнăçлаççĕ. Штрафласси пирки калакан постановленисен шучĕ чакнине Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодекса 2022 çул варринче улшăнусем кĕртнипе сăлтавлама пулать. Çĕнĕлĕхсемпе килĕшӳллĕн административлă пĕрремĕш хут явап тыттаракансене тата йĕркене пăснине патшалăх тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче тупса палăртнисене штрафлас вырăнне асăрхаттарма юрать. Паллах, закупкăсен сферинче ĕçлекен специалистсен професси ăсталăхĕ ӳснине те палăртмасăр хăварма çук. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Эколог та, волонтер та...

Вăрмар округĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн эксперт специалисчĕ Анна Чернова эколог 2024 çул Чăваш Енре Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕ пулассине пĕлтернине хавхаланса йышăннă. «Кăçал мероприятисене тата пысăк калăпăшлăрах ирттерме тăрăшăпăр», — терĕ Анна Владимировна.

Экологра вăл улттăмĕш çул вăй хурать. Маларах агроном ĕçне пурнăçланă. Анна Чернова пĕлтернĕ тăрăх, Вăрмар тăрăхĕнче «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тăватă проект пурнăçланать: «Вăрмансене упрасси», «Таса çĕршыв», «Йăлари хытă каяшсемпе усă курмалли комплекслă программа», «Таса шыв». Регионти «Вăрмансене упрасси» проектпа килĕшӳллĕн пĕтĕм çĕршывĕпех «Астăвăм сачĕ» акци ирттереççĕ. Пархатарлă ĕçрен Вăрмарсем те юлман — округра пĕлтĕр 1300 хунав /чăрăш, хыр, çăка, кăвак чăрăш/ лартнă. Унта 144 çын хутшăннă. Регионти «Таса çĕршыв» проектпа килĕшӳллĕн таврара тирпей-илем кĕртес тĕллевпе икĕ уйăхлăх субботник — ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен — ирттернĕ. Скверсемпе парксене, юхан шывсемпе пĕве хĕррисене тасатнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксен таврашне хăтлăх кĕртнĕ. Паллах, масарсене тирпейленĕ. Территори уйрăмĕсенче 116 субботник йĕркеленĕ. Çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти çулсен хĕррисене тасатсах тăраççĕ. «Кăçал эпир тĕрлĕ ĕç тума палăртрăмăр. Кашни ялтах субботниксем ирттерĕпĕр. Вĕсене, ытти çулхипе танлаштарсан, ытларах халăха хутшăнтарасшăн. Юр ирĕлсе пĕтсенех ĕçе пикенĕпĕр. Субботникне пĕр хутчен кăна мар, ялан йĕркелĕпĕр. Халĕ анлă сарăлнă «Раççей шывĕ» акци программипе килĕшӳллĕн пĕве хĕррисене, юхан шыв çыранĕсене тасатăпăр. Çак акцие час-час йĕркелĕпĕр. Çамрăксем, волонтерсем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Эпĕ хам та — волонтер. Вăрмар округĕнчи кашни уйрăма çӳретĕп. Кун пек ĕçрен ял çыннисем пăрăнса юлмаççĕ. Мероприятисене йĕркелесси çинчен маларах пĕлтеретпĕр. Акцисене, субботниксене пĕрле ирттеретпĕр. Çулсеренех йывăç нумай лартатпăр. Çырма-çатра ан ишĕлтĕр тетпĕр. Мăнçырма, Тикаш уйрăмĕсенче кăçал çулсене юр вăйлă хӳрĕ. Çынсем аслă çул çине тухаймасăр тертленчĕç. Çавăнпа кăçал çул хĕррипе йывăçсем ларттарасшăн. Вăрмар округĕнче гидротехника сооруженийĕсем пĕтĕмпе — 28. Пурне те тенĕ пекех хамăрăн баланса илтĕмĕр. Хуçасăрри нумаях юлмарĕ. Пĕлтĕр Тикаш уйрăмĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи пĕвесене юшкăнран тасатрĕç. Пĕве таврашне тирпей-илем кĕртрĕç. Халăх йышлă тухрĕ. Кăçал çак ĕçе ытти ялта та тăсасшăн. Масарсене кашни ялтах çулсерен тасататпăр. Кивĕ йывăçсене касатпăр, ăпăр-тапăра, çӳп-çапа илсе тухатпăр», – каласа кăтартрĕ Анна Владимировна. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Вăрмарсем кăçал республикăри çăл куçсен реестрне тăвас ĕçе хастар хутшăнĕç. Вăрмар тăрăхĕнче кашни территори уйрăмĕнчех çăл куçсем пур. Чылай çăл куç патĕнче купель тунă. Сăмахран, Çĕнĕ çул умĕн Аслă Чакра çĕнĕ купель хăтланă. Енĕшпуçра, Пинерте, Шăхальте, Мăнçырмара маларахах вырнаçтарса лартнă. «Çăл куçсене халăх шыв илме çӳрет. Шăхальте Сарапай сăрчĕ, Сарапай çырми тата Сарапай çăл куçĕ пур. Эпир шыв ăсма шăпах çавăнта çӳретпĕр. Çав çăл куçри шыв çемçе, таса, тутлă. Сиплĕ шыва Шупашкарсем савăтсене тултарса илсе каяççĕ», — хавхаланса каласа пачĕ Анна Чернова. Вăрмар округĕнче субботниксене, йывăç лартас ĕçе шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем те айккинче юлмаççĕ. Йывăçа лартнипех лăпланмалла мар, ăна пăхсах тăмалла. Шăвармалла, ӳкнĕ хăрăка пуçтармалла, ватăлнисене касмалла. Вăрмарсем маларах лартнă, ӳссе сарăлнă йывăçсене касма пуçланă. Америка вĕрени чылай ку тăрăхра. Ăна пĕтерес тесен нумай ĕçлемелле. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.