Комментари хушас

9 Юпа, 2014

Туслă çемьере çитĕнни – хăех телей

Çемье – ачалăх сăпки. Кил-йышри хутшăнусен çирĕплĕхĕпе çепĕçлĕхĕнчен ывăл-хĕр еплерех çитĕнесси нумай килет. Тен, тĕппипех тесессĕн те тĕрĕс пуль. Ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ çине пăхса е пархатарлă, е сиенлĕ тĕслĕх илет шăпăрлан. Ырăпа усала çивĕч туйсассăн та, çапах мĕн тĕрĕссипе йăнăшшине тĕппипех палăртма пĕчĕкрех-ха вăл хальлĕхе. Çавăнпа тÿнтерле ĕçсем тăвассинчен, кăнттам сăмах персе ярассинчен асăрханмаллах.

Çемье мулран та, чапран та хаклă. Çывăх çынсен ăшши хуйха-суйха мантарать, шанăç парать. Аслă тĕнче сиввĕн кĕтсе илсессĕн те тăван кил яланах хапăл пире. Ахальтен мар-тăр: «Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян», – тесе шăрантарать юрăç.

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1500 экземплярлă тиражпа Альбина Юратăвăн «Туслă çемье» (редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталья Васильева) кĕнеки кун çути курчĕ. Вун тăватă сăвă кĕнĕ унта. Вĕсемпе паллашнă май куç умне кĕçĕн çулти ачасен шухăш-кăмăлĕ, ĕмĕчĕ-туйăмĕ уççăнах тухса тăрать. Лирика геройĕ хĕвел пек ăшă кулăллă, савăк кăмăллă, чечек пек илемлĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Урăхла пулма пĕлменрен.

Телей – канфет мар, ăна кĕсьере пытарса усрамалла мар, ыттисемпе пайламалла. Çакна лайăх ăнланаççĕ кĕнекери сăнарсем:

Савнăçпа тапать чĕрем,
Çут шевлен чунна кĕрем.
Çăлтăрсем унта çутатăп,
Кăмăла санпа пайлатăп.

«Çĕкленÿллĕ кăмăл».

Мĕншĕн савăнать-ха шăпăрлан? Ку вăрттăнлăха «Шанăçпа тулатăп» сăвă уçса парать: кунĕ илемлĕ, анне чĕри хĕвеллĕ, тăван ял илĕртÿллĕ, çĕр-шыв тĕреклĕ пулнишĕн.

Аслисем пĕчĕккисене ĕçе хăнăхтараççĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем çĕннине хапăлласах йышăнаççĕ:

Кукаçи, санпа ирех
Эп те тухăп пахчана.
Кахалланмăп эп текех,
Мухтасам хăв мăнукна.
 
Кукаçи, тавах сана,
Вĕрентетĕн ĕçлеме.
Чечекленĕ пуш ана,
Курса савăп илеме...

«Кукаçи».

Çитĕннисем ырми-канми тăрмашнине питĕ лайăх ăнланаççĕ, кураççĕ маттур ачасем. Çавăнпа хăйсем те вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ:

Юрататăп аннене,
Мухтанап унпа чунтан.
Пулăшатăп аннене,
Тирпейлетĕп кил-çурта.

«Юратнă аннеçĕм».

«Туслă çемье» – çутă та илемлĕ кĕнеке. Наталья Васильева ÿкерчĕкĕсем те, Альбина Юрату сăввисем те чунри чи ăшă та черченкĕ туйăмсене вăратаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Кулленхи пурнăçра шкулта та, урамра та, килте те çĕр тĕрлĕ ăс параççĕ, тем тума та хăнăхтараççĕ пире. Анчах чылай чухне чи кирлине манса хăвараççĕ, ун пирки никам та асăнмасть. Ку вăл – савăнма, пур япалапа пулăмра та илеме курма вĕрентесси. Тĕрлĕ ĕç-пуçа мĕнле йышăнасси хамăртан килет-çке-ха. Пуçа усса çÿрени никама та ăрас-каллăрах тумасть. Эппин, мĕншĕн пустуй пăшăрханмалла, тарăхмалла? Альбина Юрату сăввисенчи хĕвеллĕ сăнарсем пек пулмалла.

«Кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пулăшма яланах хатĕр. Хаваслă пулма нумай та кирлĕ мар. Чăн та, туслă çемьере çитĕнни – хăех телей», – тенĕ аннотацире. Ку сăмахсемпе килĕшмелли çеç юлать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.