Çамрăксен хаçачĕ 15 (6566) № 24.04.2025
«Çамрăксене ĕçлеме яла хăварас килет»
«АТТЕ-АННЕ АЧАРАН ĔÇЕ ХĂНĂХТАРНĂ, ÇĔРЕ ЮРАТМА, ХИСЕПЛЕМЕ ВĔРЕНТНĔ. «ФЕРМЕР ШКУЛНЕ» АРĂМПА ИКСĔМĔР КИЛТĔМĔР. ЭПĔ — КАЙĂК-КĔШĔК ĔРЧЕТЕССИНЕ, МĂШĂРĂМ ПАХЧА ÇИМĔÇПЕ ĔÇЛЕССИНЕ СУЙЛАСА ИЛТĔМĔР», — ПĔЛТЕРЧĔ ЯТАРЛĂ ÇАР ОПЕРАЦИЙĔН ВЕТЕРАНĔ АЛЕКСАНДР НИКОЛАЕВ.
Александр 35 çулта. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнă. 2023 çулта хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайнă. Çĕртме уйăхĕнче пĕрремĕш хут суранланнă, икĕ эрне госпитальте выртнă. Çурла уйăхĕнче — тепĕр суран. Ку хутĕнче унăн 3 уйăх çурă таран госпитальте сипленме тивнĕ, 3-мĕш ушкăн инваличĕ. Александр Октябрьскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Право тата управлени академийĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Профессипе юрист. Хĕсметре пулнă. Хăй вăхăтĕнче ФСБра ĕçлеме те шухăш пулнă унăн, анчах ĕмĕте пурнăçа кĕртме май килмен. Чылай вăхăт строительствăра тăрăшнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансассăн хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайнă. Харьков облаçĕнчи штурмра 10 çын йышпа икĕ талăк позицие хӳтĕленĕ, тăшмана парăнман. Хытах суранланнă, чылай юн çухатнă. Боец вăхăтлă тата тĕрĕс пулăшу панине пула чĕрĕ юлнă. Утайманнине кура хирĕçтăру вырăнĕнчен взвод командирне салтаксем пĕр талăк кăларнă, кайран госпитале эвакуациленĕ. Тăван тăрăха таврăннă хыççăн та ятарлă çар операцине таврăнас шухăш пуçран кайман. Темиçе хут çар комиссариатĕнче пулнă, анчах ăна сывалса çитме сĕннĕ. — Паянхи кун та юлташсемпе çыхăну тытатăп. Çĕршывран аякра чухне ачасен çырăвĕсем чунăма ăшăтаççĕ. Астăватăп-ха: Донецкра госпитальте выртнă чухне 8-10 çулсенчи ачасем салтаксен кăмăл-туйăмне çĕклеме тăрăшнине. Хĕрхенмелле вĕсене. Мирлĕ пурнăçпа пурăнас килет тенине илтсессĕн чунăм хурланать, — аса илет СВО ветеранĕ Александр Николаев. «Мĕншĕн «Фермер шкулне» суйласа илтĕр? — тесе ыйтрăм унран. Александрăн ашшĕ Валерий Николаев та ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. 2000 çулсенче карпсем ĕрчетнĕ, республикăна пĕрремĕш «Романовски» ăратлă сурăхсем кӳрсе килнĕ. Тен, çакă та витĕм кӳнĕ. «Фермер шкулĕ» пирки СВО ветеранĕ «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонда йыхравланă хыççăн пĕлнĕ, интересленсе кайнă. Мăшăрĕ шухăша ырланă. Александр кайăк-кĕшĕк ĕрчетессине суйласа илнĕ. Ку ĕçре ăна ашшĕ пулăшасса шанать вăл. — Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пушă çĕр нумай. Вĕсемпе тĕллевлĕн усă курса пĕр-пĕр хуçалăх йĕркелес килет. Яш-кĕрĕм укçа ĕçлесе илме ытти хулана каять. Çамрăксем валли тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ йĕркелес, вĕсене ялта пурăнма хăварас килет. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме «Фермер шкулĕ» тата грант пулăшасса шанатăп. Çемьепе Шупашкартан яла куçса килме, пӳрт латма шухăшлатпăр. Паллах, йывăрлăхсем пурнăçра пулаççĕ, анчах нихăçан та пуç усмалла мар, малалла ăнтăлмалла, пĕр-пĕринпе канашласа йывăрлăхсене çĕнтермелле. Кун пек чухне мăшăрăм канаш-сĕнӳпе пулăшать, — пĕлтерчĕ Александр. Сăмах май, унăн мăшăрĕ Анна та «Фермер шкулĕн» 5-мĕш юхăмĕн вĕренекенĕ. «Эпĕ — хула çынни. Çав-çавах ял пурнăçĕ мана çывăх. Ача чухне \çу кунĕсене ялта ирттернĕ, пахча çимĕç ӳстерме, выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшнă. Мăшăрпа виçĕ ача пăхса ӳстеретпĕр. Вĕсем те çăвĕпех ялта ĕçлеççĕ. Специальноçпа эпĕ — флорист. Хĕллехи сад йĕркелеме ĕмĕт пур. Унта çăвĕпех чечексем, симĕс çимĕç ешертĕр. «Фермер шкулĕнчен» тĕрев, çĕнĕ пĕлӳ кĕтетĕп, — пĕлтерчĕ вăл. Çамрăксене тĕрев паракан никĕс «Фермер шкулĕн» 6-мĕш юхăмĕнче вĕренекенсем ку хутĕнче пахча çимĕç ӳстерес тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе ăс пухĕç. Пĕлӳ пухас текенсен йышĕнче 30 ытла çын. Ку шутра 9-шĕ ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе вĕсен çемйисем. Географи анлă: Муркаш, Çĕмĕрле, Патăрьел, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Канаш, Етĕрне, Красноармейски, Элĕк, Вăрнар, Çĕрпӳ, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри округĕсенчен тата Шупашкартан пухăннă. Республикăн премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов сăмах илнĕ май ку вĕренӳ енĕсене ахальтен суйламаннине пĕлтернĕ. Тĕллевĕ — кайăк ашне туса илессине 2 хут, çăмарта туса илессине 1,5 хут ӳстересси. Регионта паянхи кун тĕлне 109 тĕрлĕ пулăшу сĕнеççĕ. Çĕнĕлĕхсем те пур. Тĕслĕхрен, кăçалтан пахча çимĕçпе ĕçлекенсем «Перспектива» грант шайĕнче 5-10 миллион тенкĕ таран илме пултараççĕ. Çитес вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсен те пулĕха. «Продукцие туса илни кăна çителĕксĕр, ăна тата сутма вĕренмелле», — асăрхаттарчĕ Сергей Артамонов. Пахча çимĕçе вырнаçтарассипе Шупашкар округĕнче агрегаторсем ĕçлеççĕ. Кăçал тата «Пехет» агромаркет хута каймалла. Вырăнти предпринимательлĕхшĕн ку — пысăк пулăшу. Республикăн ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Кудрявцева кăçалтан СВОна хутшăнакансем валли «Агромотиватор» грант ĕçлесе каяссине хыпарларĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшас текенсене 5 миллион тенкĕ таран пулăшу килет. Конкурса хутшăнмалли заявкăсене çак уйăхран йышăнма пуçласшăн. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Анне, эсĕ апат çименрен пĕчĕкленнĕ»
(Вăрçă ачин аса илĕвĕсенчен)
Паян Чăваш Республикинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çапăçнисен шучĕ темиçе теçеткерен иртмест. Вĕсен речĕсем кунран-кун чакса пыраççĕ. «Вăрçă ачисем» те ª1927-1945 çулсенче çуралнисем халĕ сакăр вунă çулран аслăрах. Вĕсен аса илĕвĕсем хальхи çамрăксемшĕн усăллă пуласса шанас килет. Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ виççĕри ача пулнă. Атте, Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мами ялĕнчи учитель, 1939 çул вĕçĕнче Хĕрлĕ Çара хĕсмете лекнĕ. Çулталăк çурăран ăна отпуска ямалла пулнă имĕш. Анчах çар рядовойĕн Сергей Михайловичăн ялта юлнă виçĕ ачине курма пӳрмен. Юлашки сăн ӳкерчĕкĕн тепĕр енне вăл çак сăмахсене çырнă: «На память Мишке и Тимошке». Мана Тимуш тесе чĕннĕ вăл, çырасса Тихон пулнă иккен. Шкулти журналсем çинче манăн ята Сергеев Тимофей тесе палăртнисем архива юлчĕç ĕнтĕ.
Пирĕн йăмăк Зоя аттене çара ăсатнă чухне хырăмра юлнă. Хĕр çуралнине илтсен атте питĕ хĕпĕртенĕ иккен. Вăрçă пуçлансанах Винница хулинчен фронтовикран юлашки çыру килнĕ, урăх хыпарсем пулман. Паллă мар: е вăл фашист пульлипе тĕл пулнă, е тыткăна лекнĕ, е партизансен ретне тăнă – уççăн ним те калама çук. 1947 çулта шыраттарнă тăрăх, яланах çапла сăмахсене илтме тӳр килнĕ: «Вăл хыпарсăр çухалнă». Тыткăна лекнĕ салтаксен çемйисен те лăпкă пурăнăç пулман. Çавăнпа шикленсе пирĕн анне Анастасия Якимовна аттепе мăшăрланнă çинчен пĕлтерекен хутсене те аякка пуçтарса хунă. Пенси илмелли вăхăт çитсен кӳршĕсем ĕнентернипе çак документсене çĕнетме тиврĕ. Вăрçă ачисен пĕчĕкренех ĕçе кӳлĕнме тивнĕ: 5-6 çулсенчи ачасем кĕтӳ кĕтнĕ, 7-8 çулсенчех тырă вырма хăнăхнă, 13-14 çулсенчех çур акинче лашасемпе ĕçленĕ. Тырă вырнă чухне пилĕк ывăнатчĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлеме питĕ йывăрччĕ. Çавах «вăрçă ачисем» çамрăклах хушнă ĕçе пурнăçланă, яваплăха туйса ĕçленĕ, чăн-чăн патриотсем пулса çитĕннĕ. Салтаксем окопра йăшăлтататчĕç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул эпĕ виççĕри ача пулнă, терĕмĕр. Паллах, хăрушă хыпар асра сыхланса юлман. Вăрçăн юлашки çулĕсене уççăмрах астăватăп. 1944 çулта эпĕ, улттăри ача, шкула çӳреме пуçланă. Пиллĕкрех вулама вĕреннĕскер, юлташсенчен кая юлман, кĕлетке енчен çеç ыттисенчен пĕчĕкрех пулнă. Пирĕн пахчасен хыçĕнче, çырма леш енче, сăртлăрах вырăнта, салтаксем траншейăра йăшăлтататчĕç. Вăрçа кайма хатĕрленĕ ĕнтĕ вĕсене. Куç умĕнче çакăн пек пулăм: пĕррехинче, хĕллехи сивĕ çанталăкра, анне пысăк чукунпа чăмăрла çĕр улми пĕçерсе сĕтел çине кăларса лартрĕ. Çак самантрах алăк яр! уçăлчĕ те пӳлĕме пăсланса тăракан шăнса кайнă салтаксем кăпăррăн килсе тулчĕç. Йăлтăртатса тăракан пулемет лентисене чăлан çине çакса ячĕç. Хывăнмасăрах сĕтел тавралла тенкелсем çине вырнаçрĕç. Пăсланса тăракан вĕри çĕр улмисене ярса илчĕç, пĕр алăран тепĕр аллине перкелесе кӳтсе çитнĕ пӳрнисене ăшăтрĕç, кайран хупписене сӳсе çиме пуçларĕç. Çĕнтерӳ кунне мĕнле кĕтсе илнине астумастăп. Кӳршĕсем пĕр утюгпа çырлахнă Вăрçă çулĕсенче кăна мар, ун хыççăн та пурнăç тăруках улшăнман: вут-шанкă, тумтир, апат-çимĕç çителĕклĕ пулман. Вут-шанкă çитменнипе икĕ çухрăмра вырнаçнă Пайкилт хыр вăрманне йĕкел пуçтарма каяттăмăр. Ăна миххе пуçтарса урапапа илсе килеттĕмĕр. Кăмакана çăкăр пĕçерес умĕн ыраш улăмĕ çунтарса хĕртнинчен халĕ те тĕлĕнетĕп: улăма самантрах çулăм ярса илет те вăл тепĕр çеккунтрах кăварланса хуралса сӳнет. Мĕн чухлĕ улăм кирлĕ пысăк кăмакана хĕреличчен ăшăтма! Тата пушар пуласран хăрушă. Пӳрте хутса ăшăтма вут-шанкă çитменнипе эпир çемйипех икĕ çул юнашар Валериановсен пӳртĕнче хĕл каçнă. Икĕ «Анне, эсĕ апат çименрен пĕчĕкленнĕ» ÇĔНТЕРУ!″ ªВăрçă ачин аса илĕвĕсенченº Çăкăр вырăнне сулахай алăра ç.рулми пулнă? Ăна та тăраниччен çиеймен? Яланах апат çиес шухăшч. çемье çыннисен аслах мар пӳртре краватьсем, саксем çинче, кăмака тăрринче, хăма урай çинче çывăрма лекнĕ. Унтах пăру, сурăх тата качака путеккисем те чупкаланă. Шăрпăк çитменнипе камăн кăмакаран сĕрĕм тухать, çавăн патне кайса çунакан кăмрăка витре тĕпне вырнаçтарса килнĕ. Пĕр утюгпа кӳршĕпех усă курнă. Вăрмана кайса çăка хуппи илсе килнĕ, çăпата калăпланă. Çуркунне çăпата тĕпне йывăçран каскаласа тунă тукун çыхса çыпăçтарнă, вăл шыв-шур вăхăтĕнче урасене йĕпетесрен çăлнă. Вун икĕ тĕслĕ çимелли курăк Апат-çимĕç çителĕклĕ пулманни, иртнĕ çулхи çĕр улминчен хатĕрленĕ «нуша икерчи» пĕçерсе çини çинчен пурте пĕлеççĕ. Çăкăр вырăнне сулахай алăра час-часах çĕр улми çеç пулнă. Ăна та тăраниччен çиеймен. Яланах апат çиес шухăшчĕ. Тырă вырнă чухне ана çине колхоз яшки пырса валеçетчĕç. Пăрçа яшки шăршине сиссен чун хĕпĕртетчĕ, сĕлеке юхатчĕ. Хăш чухне яшкара пĕчĕк какай татăкки те тĕл пулатчĕ. Ун пек чухне анне хăйĕн пайне ачасене паратчĕ. Пĕррехинче эпĕ аннене çак сăмахсене каланă имĕш: «Анне, эсĕ паян апат çимен, çавăнпа пĕчĕккĕн курăнатăн пулĕ?!» Манăн шухăшпа, çавнашкал шухăш ача ăшĕнче çеç çуралма пултарнă. Тырă вырнă кунсенче уя çемйипех каяттăмăр. Килте каçхи апат пĕçерме мана, вăталăххине, яратчĕç. «Качака кăнтăрли» çитсен эпĕ ялалла васкаттăм. Ман умра анне лартнă татăклă тĕллев: каçхи апат пĕçермелле те кĕтӳрен ĕнене кĕтсе илмелле, çырма тăрăх çитерме каймалла. Анне аса илнĕ тăрăх, вырнă кĕлтене çĕр çине хунă май вăл кашни минутрах ял еннелле пăхкаласа илнĕ, пушар тĕтĕмĕ тухмасть-и, тесе. Пĕчĕк ачана шанма лекнĕ унăн. «Инструкцине» тĕплĕн пурнăçласа, эпĕ малтан кăвайт, хыр йĕкелĕ кăмака умне пырса хуратăп, урамри çăлтан икĕ витре шыв йăтса килетĕп /ăнсăртран пушар тухасран/, çĕр улми шурататăп, вун икĕ тĕслĕ тĕрлĕ çимелли курăк /сухан, кишĕр, кăшман, купăста, хурхух çеçки, кăшкар ути, чăкăт курăкĕ тата ытти те/ хатĕрлесе хуратăп. Вырăс кăмакин пĕр енче пĕчĕк хуран çакмалли вырăн пур. Хуранне кирлĕ пек çӳллĕшне çекĕлпе /картсемпе/ хăпартмалла. Тулли хурана çĕклеме ачан вăй çитмест. Çавăнпа пушă хурана çакатăп, унта яшкана ямалли апат-çимĕç тултаратăп, шыв яратăп. Кăвайт чĕртме хыр йĕкелĕ питĕ вырăнлă. Манăн вучахран аякка кайма юраман. «Кăвайт çине куç сиктермесĕр пăхса тăр!» — тенĕ мана. Ку сăмахсене эпĕ тӳррĕн ăнланнă: çуннă вырăна тинкерсе пăхнă май эпĕ куç харшисене веçех ĕнтсе яни те пулнă. Апат пиçсен вучаха шыв пĕрĕхтерсе сӳнтернĕ /çапла хушнă-çке!/, кĕтӳ янă тĕле хамăрăн ĕнене кĕтсе илме чупнă. Кĕтӳре тăранайман ĕнене татах çырмасенче çитерме лекнĕ. Каç пулса тĕттĕмленсен уй-хиртен ывăнса тата выçса таврăнакан çемье çыннисем апата ларса эпĕ пĕçернĕ яшкана çиеççĕ. Шывĕ пăсланса манăн яшка пăтă пулса тăнă пулин те, çамрăк повара мухтаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. Мана ку савăнтарать. Çавăн пек иртсе кайрĕ пирĕн ачалăх: тутă пулаймарăмăр, анчах çынлăха çухатмарăмăр, тĕрĕс çул çине тăрса ӳсрĕмĕр. <...>
Тихон СЕРГЕЕВ, ЧППУ профессорĕ.
♦ ♦ ♦
Çирĕп кăмăллисене çеç суйланă
Тĕрлĕ медальпе пĕрле Паттăрлăх орденне курсан тĕлĕнмесĕр чăтаймарăм. Тăнăç пурнăçра çак ордена ăçта, мĕншĕн илме тивĕçнĕ-ши текен ыйту канăç памарĕ. Тахçантанпах пĕлетĕп Валерий Плечова. 1948 çулта çуралнăскер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулман вăл. Афган вăрçи пуçланичченех, 1968-1970 çулсенче, Германире разведротăра салтак тивĕçне пурнăçласа килнĕ. Унтан пĕр вăхăт Коми Республикинче «Печорстрой» пĕрлешӳре вăй хунăччĕ вăл. 1977 çулта унтан таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Патăрьелти ПМКра крановщикра ĕçлерĕ.
1986 çулхи ака уйăхĕнче Чернобыльте калама çук пысăк инкек сиксе тухнă. Унта атом вăйĕпе ĕçлекен станцире пысăк авари пулнă. Шăпах çак аварие сирме хутшăннă та Валерий Плечов. Кăçалхи астăвăм çулĕнче пирĕн вĕсем çинчен те манса каймалла мар. Валерий Николаевич паянхи кун та хăй çак аварие сирме хутшăннăшăн ӳкĕнмест. «Эпир пулмасан тата камсем?» — тет вăл. 100 пин çар çыннин, 600 вертолетчикăн пурнăçне илсе кайнă çак авари. Унсăр пуçне миçе пин çынна сусăр хăварнă. Анчах парăнтарнах çав вилĕм вутне. Авари çинчен Валерий телевизорпа илтнĕ. Хăй Патăрьелти «Чăвашмелиораци» пĕрлешӳре крановщикра ĕçлекенскер унта лекме пултарассине малтан шухăшламан та. 1986 çулхи çурла уйăхĕнче ăна çар комиссариатне чĕнсе илнĕ. Унта Чернобыле кайма повестка панă. Тӳрех ăнлантарнă: унăнни пек специальноçлă çынсем инкеке сирнĕ çĕрте çав тери кирлĕ. Паллах, каймасса та пултарнă вăл. Анчах Валерий пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Комисси витĕр тухса юрăхлисен ушкăнне лекнĕ. Патăрьелтен унпа пĕрле тата 7 çын тухса кайнă. Оренбург облаçĕнчи Тоцкий хулине çитсен тата тепĕр хут комисси витĕр кăларнă вĕсене. Иккĕшне каялла янă. Апла çирĕп кăмăллисене çеç суйласа илнĕ кунта. Чернобыле çитиччен 30 çухрăм юлсан вĕсене пĕр вăрманта чарса тăратнă. Унта палаткăсем вырнаçтарса пурăнма тытăннă. Çитсенех çар тумĕпе тивĕçтернĕ. Çакăнта вĕсен аварие сирме хутшăнакансем валли казармăсем, столовăй, клуб тумалла пулнă. Иванковăран щит евĕр çуртсен панелĕсене машинăсемпе турттарнă. Вырăна çитсен ытти специалист вĕсене пуçтарнă. Пĕррехинче радиациллĕ зонăран çĕмĕрĕлнĕ кран илсе тухнă. Ăна юсамалла пулнă. Анчах пурте ун патне пыма хăранă. Валерий Николаевич йышăннă вара. Çапла икĕ эрне юсанă хыççăн çĕнĕрен зонăна кайма юрăхлă тунă. Шăпах çав вăхăтра радиаци дозине çителĕклĕ илнĕ çынсене зонăран илсе тухма тытăннă. Вăл вара юсанă кранĕпех унта кĕнĕ. Çав куна паянхи пекех лайăх астăвать Валерий Николаевич. «Шăпах чӳкĕн 1-мĕшĕнче радиаци йăвине илсе кайрĕç. Çире çар тумĕ, пите респираторпа хупланă. Арканнă реактор ытла та хăрушшăн курăнать. Малтан 4-мĕш энергоблок патĕнчи çӳп-çапа кранпа тиесе ярса тăтăм. Унтан реактор йĕри-тавра плитасемпе хуплама тытăнтăмăр. Тимĕртен никĕс ĕнтĕкĕ тăватчĕç, унăн ăшне бетон тултаратчĕç. Çапла пĕррехинче бетон илсе килекен вертолет троссенчен çакланса реактор çинех ӳкрĕ. Çавна кранпа çаклатса туртса кăларса ăна тиесе яма пулăшрăм. Кунне 30-40 машина плита тиесе килетчĕ. Çавсене реактор патне пушатмаллаччĕ. Малтанхи вăхăтра питĕ вăйлă хăстаратчĕ. Темле эмел паратчĕç, вăл та пулăшмастчĕ. Каярах хăсас килни иртрĕ. Малтан дозиметр панăччĕ. Тепĕр икĕ кунранах ытла нумай кăтартать тесе каялла илчĕç. Реактортан вĕçсе тухнă ванчăксем таçта та выртатчĕç. Малтанхи вăхăтра ăна роботсем пуçтарнă. Каярах радиацие тӳсеймесĕр вĕсен электроники те юрăхсăра тухнă. Çынсем нихçан та стройран тухмастчĕç. Çавсене алăпа пуçтаратчĕç. Мĕнле специалистсем çеç ĕçлеместчĕç-ши кунта? Тепĕр хут реактор сирпĕнесрен мĕнле ĕçсем кăна тăвакан çукчĕ-ши? Çĕрĕн сийне хăпăтса илетчĕç, ăна контейнерсене тиесе машинăсемпе илсе каятчĕç. Зонăран тухса çӳрекен машинăсене яланах радиацирен хими шĕвекĕпе çăватчĕç, темиçе хут çусан та вĕсем шăхăратчĕç. Ун пеккисене могильникаилсе кайса пăрахатчĕç. Пирĕн крансене илсе тухман, нимĕнле шĕвекпе те çуман. Хамăр вара ĕç вĕçленсен душра çăвăнаттăмăр, апатне те çавăнтах çинĕ. Питĕ тутлă пĕçеретчĕç. Ĕçмелли шыв çителĕклĕччĕ. Пĕррехинче вăрман урлă тухма тиврĕ. Унти йывăçсене йод çисе янă пек хупхураччĕ. Çулсене те машинăсем радиаци тусанне ан çĕклеччĕр тесе çуса тăратчĕç. Çирĕп кун йĕркине пăхăнса пурăннă унта. Айккинелле ытлашши пĕр утăм та тума юраман. Ĕç вĕçленсен те пире реактор çывăхĕнчен илсе тухман. 4-мĕш энергоблокран инçех те мар ятарлă пурăнмалли вырăн пурччĕ. Çавăнта выртса тăраттăмăр. Унта ытларах инкеке сирме пулăшакан питĕ кирлĕ специалистсем пурăнатчĕç: крановщиксем, экскаваторщиксем, сварщиксем. Хăш-пĕр чухне кунпа çĕре кăна мар, мĕнле число иккенне те манса каяттăмăрччĕ. Анчах пĕр çын та нăйкăшнине, унтан хăй ирĕкĕпе каяс теекен çынна тĕл пулман эпĕ. Çапла пĕр уйăха яхăн 4-мĕш энергоблокран 100 метрта пурăнтăмăр. Чӳкĕн 29-мĕшĕнче бункертан тухма ирĕк пачĕç. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче киле таврăнтăм. Килсенех икĕ эрнеренех Латвири Юрмала хулинчи санаторие ячĕç. Вăй çукчĕ, юн пусăмĕ хăпаркалама тытăнчĕ. Пĕрле кайнă Шăнкăртам ачи вилчĕ. Эпĕ пурпĕрех ĕçе пăрахма шутламан. ПМКрах крановщикра ĕçлеттĕм. Анчах кашни çулах çулталăкне икĕ хутчен больницăра выртса сипленеттĕм, канма санаторие яратчĕç. Малтан эпир хваттерте пурăнаттăмăр. Патшалăх çĕр уйăрса пачĕ те, çав вырăна çĕнĕрен çурт-йĕр çавăртăмăр. 90-мĕш çулсем кĕрлесе килчĕç. Пур çĕрте те ĕçсем чаксах пычĕç. «Чăвашмелиораци» пĕрлешӳ те хупăнчĕ. Анчах мана Чернобыльти аварие сирнĕ çĕре хутшăннăшăн 50 çула çитсен тивĕçлĕ канăва ячĕç. 1999 çулхине çак синкере пĕтерме пулăшнăшăн Паттăрлăх орденне парса чысларĕç. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Вăй çитнĕ таран пулăшасчĕ»
Паян — салтак амăшĕ те
«Хамăрăн салтаксене мĕнпе те пулин, кăштах та пулин пулăшас тесе мобилизаци хыççăн тӳрех шухăшлама тытăннăччĕ эпĕ. Хамăн шăллăм та Афганистанра пуç хунă. Çавăнпа эпĕ вăрçă, çухату мĕн иккенне лайăх пĕлетĕп...» — çапла пуçларĕ калаçăва Муркаш муниципалитет округĕнчи Шарпаш ялĕнче пурăнакан Нина Митрофановна Маркова.
2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн, çынсен пĕр пайне мобилизацилеме тытăнсан, кашни ял тăрăхĕнчех салтаксене пулăшакан ушкăнсем хăйне хăй йĕркеленме тытăнчĕç – йывăр самантра пулăшас текенсем пĕр-пĕрне «курчĕç». Нина Митрофановна та çакăн пеккисен йышĕнче пулчĕ. Ун чухне вăл ырă ĕçе хăй ирĕкĕпе кÿлĕннĕ, паян вăл – ятарлă çар операцине хутшăнакан салтакăн амăшĕ те. Ывăлĕ Юра хăй ирĕкĕпе унта 2023 çулхи çурла уйăхĕнче тухса кайнă. «Унта каясси пирки ывăл пире чи малтанах пĕлтермен. Хăй вара çар комиссариатĕнче темиçе хут та пулнă иккен. Тухса кайсан çеç пĕлтĕмĕр. Кайичченех каласан ытла та хытă кулянатăп тесе шухăшланă вăл. Унăн йышăнăвĕ. Турра кĕлĕ тăватăп çеç чĕрĕ-сывă таврăнтăр тесе. Отпуска килсен эпир ăна унти вырăнсемпе пĕр тĕслĕ маскировка тетелне Чуманкасси салинчи ырă çынсемпе пĕрле хăвăрт туса патăмăр. Разведкăна тухса çÿреме питĕ кирлĕ терĕ те... Яланах ывăл çыхăнăва тухасса кĕтетĕп, май пур таран салтаксене пулăшатăп – шăпа паян çапларах манăн. Урăхла юрамасть. Мана упăшка ку ĕçре яланах пулăшса пырать, тав тăватăп ăна çакăншăн», – пĕлтерчĕ калаçу вăхăтĕнче салтак амăшĕ. Çавăнпа та паян Нина Митрофановна пĕр минут та пушă мар: килти ĕçсенчен кĕске самантлăха пушанать те тÿрех тепĕр ĕçе пикенет. Хальхи вăхăтра, сăмахран, алла йĕпсе тытать те хӳтлĕх тетелĕсен никĕсне çыхать. Хĕлле вара мăшăрĕпе Виталий Петровичпа пĕрле окоп çуртисем тунă. Салтаксене мĕнрен пулăшма пуçламаллине тÿрех никамах та пĕлсе те кайман, лару-тăру хăй вĕрентсе пынă. Нина Митрофановна чи малтанах çăм нуски çыхса парса янинчен пулăшма пуçланă. «Астăватăп-ха: 2023 çулхи кăрлач уйăхĕнче хамăр ялта çăм çипрен нуски çыхса парас текенсене шырарăм. Килĕшекенсем пулчĕç. Çăмхасем валеçсе тухрăм... Çапла ялтан хамăр енчи салтаксем валли 27 мăшăр çăм нуски парса янинчен пуçланчĕ те пулăшу кӳресси», – аса илчĕ вăл. Тепринче те Муркашран гуманитари посылкисемпе Раççейри çĕнĕ регионсене çул тытнă арçынсенчен Нина Митрофановна каллех çăм нускисем тата 600 штук вĕтĕ кукăль парса янă. Вăл салтаксене чĕреренех пулăшма тăрăшнине курса çавăн чухне упăшки çатма умне тăнă – кукăль пĕçерме пулăшнă. Нарăс уйăхĕ пулнăран кукăльсем салтаксем патне чиперех çитнĕ, пăсăлман... «Çавăн чухнех эпĕ Муркашра волонтерсен ушкăнĕ ĕçлеме тытăннине пĕлтĕм. Пĕр тăхтамасăрах ун чухне Муркаш район хаçачĕн журналистĕнче тимленĕ Наталия Николаевнăпа тĕл пулма васкарăм. Хальхи пек астăватăп: нумай калаçрăмăр. Ун патĕнчен эпĕ питĕ хавхаланса тухрăм – ĕç уçăмланчĕ. Маскировка тетелĕсене туса хатĕрлес ĕçе те кӳлĕнтĕмĕр. Чи малтанах – килте. Çурла уйăхĕнче Чуманкасси салинчи питĕ ырă чĕреллĕ çынпа Нина Николаевна Замятинăпа калаçрăм. Унăн мăшăрĕ кил картинчех маскировка тетелĕсене туса хатĕрлемелли станок ăсталаса пачĕ. Лав хускалчĕ...», – хайĕнпе пĕр шухăшлă çынсемпе салтаксене пулăшма тытăннăшăн савăннине палăртрĕ Нина Митрофановна. Пĕр тытăмра Муркаш округĕнчи ял тăрăхĕсенчи ырĕ чĕреллĕ çынсен пĕчĕк ушкăнĕсем çав çулах, 2023 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче, çавра сĕтел хушшине ларчĕç. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа уçă калаçу пулчĕ, ятарлă çар операцинчи ентешсене малалла пурте пĕрле пулăшассине, çак ĕçе еплерех йĕркелессине сÿтсе яврĕç. Çав канашлуранпа волонтерсен «Моргаушцы – ZA победу!» ушкăнĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Çавăнтанпа ăна Андрей Троицкий тата Наталия Иванова ертсе, ушкăнăн ĕçне йĕркелесе пыраççĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнма волонтерсен чатне Телеграм мессенджерта йĕркелесе ямаллине палăртса, ăна Ярапайкасси ял тăрăхĕн чатне никĕсе илсе анлăлатнинчен пуçларĕç. Çав вăхăта ку ял тăрăхĕн ушкăнĕ чи йышли пулнă. Ĕçе уçăмлатма тата мĕнпе пулăшмаллине çапăçăва хутшăнакансенчен хăйсенчен пĕлсе тăма тесе волонтерсем тÿрех йĕрке çирĕплетсе хучĕç: ушкăн Муркаш тăрăхĕнчи салтаксен ыйтăвĕсем тăрăх ĕçлет, май пур чухне ыттисене те пулăшма пултарать. Çапла чатра паянхи кун та салтаксенчен килекен ыйтусем тăрăх ĕçлесе пыни лайăх курăнать: пĕтĕмпех уçă – мĕнле пулăшу кирлине те çыраççĕ, гуманитари посылкисем шăп ăна ыйтнă салтаксем патне çитнине те çирĕплетсе пыраççĕ: тĕрлĕ чаçри ентешсенчен килнĕ тав сăмахĕсене чатра вырнаçтараççĕ. Салтаксем е видео, е сăн ÿкерчĕк, е тата сасă смсне те ярса параççĕ, май пур чухне чатри калаçăва та хутшăнаççĕ. <...>
Наталия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Диктант çырма чăваш капăрлăхне çакса кайнă
Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕн халăх пултарулăх кафедрин ертӳçи, педагогика наукисен кандидачĕ Раиса Васильева кашни çулах Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хутшăнать. Çапла майпа вăл хăйне чăн чăваш пулнине туллин туйнине пĕлтерет.
«Пĕтĕм чăваш диктантне çырни тăван халăха хисепленине, унпа мухтаннине çирĕплетсе парать. Чăвашăн пултаруллă та мăнаçлă çыннисемпе пĕр утăмпа утма хатĕр пулнине те пĕлтерет. Унсăр пуçне диктанта çырнă чухне эсĕ хăвăн халăхпа туслă пурăнма пултарнине çирĕплетсе паратăн. Мĕн авалтан асатте-асанне пире халăхпа туслă пурăнмалли çинчен вĕрентнĕ. Çуйăн Хĕветĕрĕ те хăйĕн кашни юрринчех çакна палăртнă. «Туслăх пĕтсен халăх пĕтет», — теççĕ. Хам çинчен кăна шухăшламастăп, çĕр çинчи тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан чăвашсене те хутшăнма йыхравлатăп. Малтан вĕсене диктанта хăçан çырасси пирки систеретĕп, унтан хавхалантарса яратăп, кайран вĕсен ыйтăвĕсене хуравласа пулăшса пыратăп», — пуçларĕ калаçăва Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕнче çуралнăскер. Раиса Васильева тăван чĕлхепе калаçнипе кăна пурнăçа пуян пурăнса ирттерме май пуррине палăртать. «Малтан хамăрăн культурăна лайăх пĕлмелле, унтан ытти халăхăнне те ăнланма çăмăлтарах пулать», — тет вăл. «Çемьере эпир атте-аннепе чăвашлах калаçса ӳснĕ. Халĕ чăвашла кĕнеке ытларах вулама тăрăшатăп. Ытти чĕлхесене те вĕренетĕп. 52 çулта ятарласа акăлчан чĕлхине вĕрентĕм», — пĕлтерчĕ педагогика наукисен кандидачĕ. Раиса Васильева Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, çавна май ытти регионти чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçисемпе тĕл пулса калаçать. Пĕрле вĕсем тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсене те Раиса Михайловна кашни çул Пĕтĕм чăваш диктантне çырма явăçтарать. «Кăçал Эстонирен Ираида Захарова, Пушкăрт Республикинчен Ирина Сухарева, Мурманскран Зоя Иванова, Нефтеюганскран Алевтина Казанкина ªвĕсем пурте наципе культура автономи ертӳçисемº диктанта çырма хаваспах хутшăнма кăмăл турĕç. Пирĕн халăх таçта та пурăнать. Тюмень, Питĕр, Екатеринбург, Сургут, Иркутск тăрăхĕнчи чăвашсемпе туслă пулнипе вĕсене те Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнтаратăп. Урăх çĕршывра пурăнакан ентешсем те ăна çыраççĕ. Францире тĕпленнĕ Галина Таймасовăпа 4-5 çул пĕр-пĕрне паллатпăр. Вăл вырăнти чăвашсен культура пĕрлешĕвĕ ертӳçин заместителĕ. Галина Михайловна чăваш чĕлхине юратнăран тата хисепленĕрен Чăваш Ене килсен яланах Иван Яковлевăн палăкĕ умне çитет. Аслă вĕрентекенĕмĕре тав тунă хыççăн тин ĕçе пуçăннине палăртать. Хăй вăл чăваш, Тутар Республикинче çуралса ӳснĕ. Мăшăрĕ унăн француз. Вĕсем 2 хĕре кун çути парнеленĕ. Халĕ мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Испанире пурăнакан Людмила Васильевăпа та çыхăну тытатăп. Унпа эпир пуйăсра ларса пынă чухне паллашнăччĕ. Вăл — Муркаш районĕн хĕрĕ. Испанире 3 çул пурăнать, унта мăнукĕсене пăхма пулăшать. Апла пулин те тăван тăрăхĕ пирки манмасть. Вăл та кашни çулах диктант çырма хутшăнать. Испанирех тепĕр 2 чăваш пурăнать, вĕсем те çыраççĕ. Кăçал Пензăна кайса килтĕм. Унтан пирĕн пата чăваш капăрлăхĕсене тума Зинаида Чайко килсе кайрĕ. Вăл диплом ĕçĕ вырăнне хушпу турĕ. Пирĕн институтра халăх пултарулăхĕн кафедринче ĕлĕкхи тумтирсене, капăрлăхсене, пуç хатĕрĕсене курса тĕлĕннĕ хыççăн вăл вĕсене Пензăри чăвашсене кăтартма хавхаланса кайнине пĕлтерчĕ. Эпĕ вара унта Чăваш тĕррин кунĕ тĕлне кайрăм. Икĕ чăваш шкулĕнче пулса куртăм. Пензăра Иван Яковлевăн музейĕ те пур. Пĕтĕм чăваша пуçтартăмăр та вĕсене чăваш тĕррипе паллаштартăмăр, капăрлăхсене, пуç хатĕрĕсене кăтартрăмăр, хамăрăн йăла-йĕрке пирки каласа патăмăр. Кунтах «Эткел» чăваш наципе культурин пĕрлĕхĕн çамрăксен ушкăнĕпе /ертӳçи — Ирина Анохина/ паллашрăм. Кăçал вĕсене те диктант çырма явăçтартăм», — малалла тăсăлчĕ сăмах çăмхи. Раиса Васильевăшăн Пĕтĕм чăваш диктантне çырасси уявпа танах пулнине палăртать. Вăл унта чăваш капăрлăхĕсене çакса каять. Диктант çырма кашни çулах Наци библиотекине çӳренĕ вăл, кăçал вара Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче студентсемпе, преподавательсемпе пĕрле çырнă. Чăвашла çырма пĕлекеннисене кăна мар, камăн кăмăл пуррисене те хутшăнтарнă. Раиса Михайловна институтра декораципе ал ĕç искусствине вĕрентет. Студентсем ун патĕнче сурпан, пĕркенчĕк, кĕпе, çулăк тата ыттине тĕрлеме вĕренеççĕ. Ал ăсталăхне хĕрсем те, каччăсем те туптаççĕ. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене Раиса Михайловна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен Евгения Жачевăран вĕреннĕ. Раиса Васильева хăй вăхăтĕнче милицире те вăй хунă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан тăван Ирçе-Çармăс шкулĕнче биологи урокĕсене ертсе пынă. Унта 7 çул вăй хунă. Хулана пурăнма куçса килсен мăшăрĕ ăна милицире çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделение ертӳçĕ кирлине пĕлтернĕ. Унта ĕçлеме вырнаçсанах Раиса Михайловна Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. Подполковник званине илнĕ. «Пирĕн коллектив питĕ туслăччĕ. «Пĕри — пуриншĕн, пурте пĕриншĕн тăмалла», — тетчĕ пире вăл вăхăтра ертӳçĕре ĕçленĕ Станислав Иванов. Преступление пурте пĕрле уçăмлатса параттăмăр. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Нумай ача пулни — телей
«Çут тĕнчере ачасенчен илемли, ырри, чуна канăç кӳрекенни тата мĕн пур-ши? Эпир çемьере улттăн çитĕннĕ. Манăн тăватă тете, пĕр йăмăк пулнă. Питĕ килĕштерсе пурăннă эпир. Тетесем йăмăкпа иксĕмĕре çав тери лайăх пăхатчĕç. Пире никама та кӳрентерме паман, тĕрĕссипе, пире никам та кӳрентермен те пулĕ. Çавăнпа эпĕ çемьеллĕ пулсан яланах нумай ачаллă пулатăп тесе шухăшланă. Халĕ пирĕн те тăватă ывăл та пĕр хĕр», — тет тĕп хулара пурăнакан Надежда Александрова.
Эпĕ хам та пĕччен çитĕннĕрен яланах нумай ачаллă çемьесене ăмсаннă. Пирĕн вăхăтра кашни çемьере 5-6 ачаччĕ. Пĕр-пĕр ĕç тумалла пулсан çемйипех тухатчĕç те вăш-ваш туса та пĕтеретчĕç. Эх, пирĕн мĕкĕçленме тиветчĕ! Хальхи вăхăтра та çапла нумай ачаллă çемье чылай пулни мана савăнтарать. Нумаях та пулмасть çĕршыв ертӳçин указĕпе Надеждăпа Леонид Александровсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне парса чыс тунине пĕлсен çак çемьепе паллашма шухăшларăм. Александровсем Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Çамрăк-ха вĕсем. Надежда 1982 çулта Патăрьел районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралнă. Леонид та кӳршĕ ялтанах, Çăл Атăкран. Иккĕшĕ те пĕр класрах вĕреннĕ. Хăйсем епле туслă çӳреме тытăнни çинчен ыйтсан Леонид тӳрех Надежда çине куç ывăтрĕ, хĕрарăма каласа пама ыйтрĕ. — Эпир Леонидпа иксĕмĕр шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа туслă пулнă. Волейболла, баскетболла пĕрле вылянă. Çавăн чухне пĕрпĕрне куç хывнă пулинех. 11-мĕш класра чухне тĕл пулма тытăннă. Пĕрремĕш хут тĕлпулăва кайни нихçан та асран тухмасть. Ун чухне эпĕ шкулта 11-мĕш класра вĕренеттĕм. Пирĕн тете Сергей университетра ăс пухатчĕ. Шăматкунсенче яла килетчĕ. Шăп вăл килнĕ кун манăн пĕрремĕш хут савнипе тĕл пулма каймаллаччĕ. Клубра тĕл пулма калаçса татăлнă. Тете клуба кăларасшăн мар. «Сан клуб тăрăх чупмалла мар, тăрăшсах экзаменсене хатĕрленмелле», — тет. Пĕрремĕш тĕлпулăва епле каймăн? Пӳрте кĕнĕ пек турăм та хам хыçалти алăкран клуба тухса вĕçтертĕм. Тĕл пултăмăр паллах. Çавăнтан эпир пĕр шухăшсăрах туслă çӳреме тытăннă. 2000 çулта иксĕмĕр те шкул пĕтертĕмĕр. Эпĕ Шупашкарти кооператив техникумне, Леонид механикăпа технологи колледжне çул тытрăмăр. Ай, çамрăк чухне мĕн кăна пулман-ши? Леонида кӳршĕ ялтан Çĕньяла çуран çӳреме меллех пулман ĕнтĕ. Çавăнпа е велосипедпа, е камран та пулин мотоцикл илсе ман пата килетчĕ. Ун чухне тĕрлĕ ял ачисем час-часах çапăçатчĕç. Ку ман патран кайма тухнă, пирĕн яла çапăçма килекен ушкăна тĕл пулнă. Çĕньял ачи тесе чутах мотоциклне туртса илмен, хăйне хĕнесе пĕтермен. Аран-аран ăнлантартăмăр вĕт Çĕньял ачи маррине. Техникум хыççăн 2004 çулхине пĕрлешрĕмĕр. Хамăр мăшăрпа иксĕмĕр те хулари сăра заводне вырнаçрăмăр та паянхи кунчченех çавăнта ĕçлетпĕр. Эпĕ хам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа питĕ туслă пулнă. Кирек мĕнле ăмăртăва та мана илсе каятчĕç. Апла кăтартусем япăхах пулман. Унсăр пуçне юрлама-ташлама юратнă эпĕ. Сцена çинчен анма та пĕлмен. Çĕньялта «Илем» фольклор ушкăнĕ ĕçлетчĕ. Çавăнта ачаранах çӳренĕ. Ташланă та унта, юрланă та. Çак хавхалану пирĕн паянхи кун та пĕтмен. «Букет Чувашии» ирттерекен пур мероприятие хутшăнма тăрăшатпăр эпир. Ытларах — спорт ăмăртăвĕсене. Çав хавхалану пирĕн ачасенче те пур. Аслă ывăл Артем шкулта вĕреннĕ вăхăтрах биатлон енĕпе вăйлăччĕ. Ăна Чăваш Республикин чысне хӳтĕлеме тĕрлĕ хулана та илсе çӳретчĕç. Халĕ вăл университет студенчĕ, пулас айтишник. Тата икĕ ывăл шкулта вĕренеççĕ. Хальлĕхе «пиллĕк» паллăпа ĕлкĕрсе пыраççĕ-ха. Пĕри 7-мĕш класс пĕтерет, тепри — 5-мĕш. Вĕсем те спорт секцийĕсене çӳреççĕ. Кам пулассине пĕлмеççĕ-ха. Хам та эпĕ пĕчĕк чухне сутуçă пуласшăнччĕ. Аннене яланах: «Эпĕ ӳссен сутуçă пулатăп, тăраниччен канфет çиетĕп», — теттĕм. Килтисем кулатчĕç манран. Ара, çемье йышлă пулнă, пылак çимĕç çителĕклĕ тивĕçеймен пулĕ. Çапах та шкул пĕтерсен темиçе уйăх лавккара ĕçлесе куртăмах. Анчах канфетне тăраниччен çисе кураймарăм. Эпир ӳснĕ вăхăтра пурнăçĕ тин улшăнма тытăннăччĕ çав. Ачалăхра асра юлнă самантсем кашни çыннăнах пур-ха вĕсем. Халь хамăр ачасене çулсерен çуралнă кунĕсене туса паратпăр. Пирĕн вăхăтра çавна йĕркеленине астумастăп. Тутлă çимĕçне илсе панă-ха. Тетесем пурте хулара вĕренетчĕç. Пирĕн валли яланах кучченеç илсе килетчĕç. Мана та пĕр çулхине пукане илсе панăччĕ. Эпĕ ăна хамран нихçан та уйăрман, ялан пĕрле илсе çӳреттĕм. Пĕр çулхине асанне вилчĕ, нумай та вăхăт иртмерĕ, асатте вилсе кайрĕ. Ăна пытарнă чухне манăн пуканене те пĕрле хурса ярасшăн. Виççĕмĕш виле ан пултăр теççĕ. Эпĕ парасшăн мар, манран вăйпах туртса илсе асаттепе пĕрле пытарчĕç. Пĕр куç илми пăхса тăрса, йĕрсе ăсатса ятăм пуканене. Ун чухне асатте вилнĕшĕн те çавăн чухлĕ йĕмен пулĕ. Ача пулман-и ара? Чи асра юлнă самант маншăн — иккĕмĕш тете Вова салтакран таврăннă чухне ман валли, шкул ачине, электронлă сехет илсе килсе пани. Ăна вара ялан кăларса пăхаттăм. Халĕ ачасем ун пеккисемпе интересленме те пĕлмеççĕ пулĕ. Пире пур япалана та хаклама аттепе анне вĕрентнĕ. Пирĕн аттене Петр Павлович, аннене Вера Пантелеймоновна тесе чĕнеççĕ. Тата вĕсем пире мĕн ачаранах тăванлăха упрама, ăна хаклама вĕрентсе ӳстернĕ. Çавăнпах эпир ултсăмăр та пĕрпĕринпе питĕ çывăх пулĕ. Олег тете салтакра службăра тăнă чухне эпĕ техникумра вĕренеттĕм. Унăн салтакран таврăннă чухне Шупашкар урлă иртмелле пулнă. Вăл вара мана курас тесе автобусран анса юлса пирĕн занятие пырса кĕчĕ. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ ун чухне маншăн! Занятире ларакан хĕрсем пурте ура çине тăрса кĕтсе илчĕç вĕт салтака. Йăмăкне курассишĕн çапла тăрса юлнинчен тĕлĕннĕччĕ пурте. Алюш тете те салтакран курма килнĕ чухне киле хăвăртрах çитес тесе Аслă Арпуçĕнчен çил-тăманлă каç хир урлă çур çĕрте çитрĕ. Вăл çĕрле шаккаса киле шурă упа пек кĕрсе тăрсан эпир пурте савăннăччĕ, кайран хăраса та ӳкнĕччĕ. Инкек курма та пултарнă вĕт-ха. Вăл вара киле хăвăртрах çитес тесе никам патĕнче те çĕр каçма шутламан иккен. «Çул тăршшĕпе: «Пурпĕр киле çитетĕп. Тăван кил, çул кăтарт мана», — тесе каласа килтĕм», — пĕлтернĕччĕ Алюш. Аттепе аннен ултă ачишĕн тăван кил, çемье чăн-чăн çветтуй япала. Эпир ăна куç шăрçине упранă пек упрама тăрăшатпăр. Хамăр та ачасене аттепе аннен тĕслĕхĕсем çинче ӳстерме тăрăшатпăр. Мăшăр Леонид тата ытларах пирĕн ачасене спорт енĕпе хавхалантарма тăрăшать, — каласа парать Надежда. Çемье пуçĕ Леонид Александров çамрăк чухне, чăннипех те, питĕ пултаруллă спортсмен пулнă. Çуран та, йĕлтĕрпе чупассипе те республикăри ăмăртусене те çитнĕ вăл. Унсăр пуçне мăшăрĕпе ачисене те çавăн йышши ăмăртусене пĕр çул та хутшăнтармасăр хăварман. Çавăн пекех хĕллехи вăхăтра пулла çӳреме юратать. Çулла вара çемье ытларах дачăра ирттерет. Шупашкар районĕнче çĕр илнĕ вĕсем. Унта пурне те Леонид хăй аллипе ăсталанă. Пахча çимĕç те туса илеççĕ Александровсем, çуллахи вăхăтра дачăра чăх-чĕп те усраççĕ. Çăмарти те, ашĕ те хăйсен. Çапах та çемьепе кӳлĕ хĕррине çутçанталăкпа киленмешкĕн тухма та майне тупаççĕ. Палатка карсах канса килет Александровсен çемйи. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...