Комментари хушас

19 Çу, 2025

Николай Никольский çуралнăранпа – 147 çул

Пирĕн вулакансен хушшинче Николай Никольский ятне пĕлмен çын çук пулĕ. Ара, чăваш хаçачĕн историйĕ шăпах унран пуçланать-çке. «Хыпар» тесен Николай Васильевич сăнарĕ куç умне тухать, Никольский тесен вара — «Хыпар».

Çулленех çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш округĕнчи Купăрля ялĕнче паллă этнографăн тата историкĕн Николай Никольскин палăкĕ умĕнче митинг иртет. Унта «Хыпар» никĕслевçин ĕçне малалла тăсакансем, ентешĕсем, педагогсемпе шкул ачисем пуçтарăнаççĕ. Кăçал мухтавлă çыннăмăр çуралнăранпа 147 çул çитрĕ.

Мероприятие пухăннисем Николай Никольскин ăслăлăх еткерĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртрĕç. Сăмахран, çынсене те, выльăх-чĕрлĕхе те сиплеме пĕлнĕ вăл.

Николай Васильевич пĕр кун та ĕçсĕр ларайман çын пулнă, — терĕ Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова. — Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăç таппипе паллашсан, вăл çынсемпе хăйне мĕнле тытнине пĕлсен, чăнах та, пирĕн ентеш питĕ пултаруллă пулнине ăнланса илетĕн. Пурнăç малалла мĕн чухлĕ ытларах каять, ун çинчен те эпир çавăн чухлĕ ытларах пĕлсе пыратпăр. Яла килсен вăл çынсемпе тĕл пулмасăр, вĕсен нушисене пĕлсен пулăшма тăрăшмасăр иртсе кайман. Апла пулсан вăл ентешĕсене, тăван тăрăха питĕ юратнă. Паянхи вăхăтра та Купăрля, Уйкас Янасал ял тăрăхĕ вăй-хал паракан вырăн тесе шухăшлатпăр эпир.

Чăнах та, ку тăрăхра пулса курнисем пĕлеççĕ ĕнтĕ — çав тери илемлĕ вырăнта çуралса ӳснĕ Николай Васильевич. Куçа илĕртекен йывăç-курăк, шыв-шур тăван ялшăн çеç мар, пĕтĕм халăхшăн та пысăк ĕçсем тума хавхалантарсах тăнă ĕнтĕ. Хăйĕн илемне ку тăрăх паянхи кун та упрать. Муркашсем хăйсем пурăнакан вырăна пăхсах тăраççĕ. Авă, ăшăхланма пуçланă пĕвене тарăнлатнă. Унта кĕçех çĕнĕ катамаран илсе килмелле, киввисене те юсаса çĕнетме палăртнă.

«Мана никам та кахал тесе калаймĕ», — çапла çырса хăварнă Николай Никольский хăйĕн ĕмĕрĕ вĕçлениччен. Çак сăмахсене вăл чăннипех те тӳрре кăларнă. Халĕ вара Купăрля ялĕнче пурăнакансем те мухтавлă ентешĕнчен ырă тĕслĕх илсе ĕçре хастар пулма тăрăшаççĕ, Николай Васильевич çинчен çамрăк ăрăва аса илтерсех тăраççĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн сумлă делегацийĕ мероприятие кашни çулах хутшăнать. Кăçал та журналистсем ăшă салампа килсе çитрĕç.

— Николай Никольскийĕн сăмахĕсене нихăçан та манмастăп. «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ», — тенĕ вăл. Эпир çак сăмахсене асрах тытатпăр, хăть те мĕнле мероприяти ирттерсен те каларăша тĕпе хуратпăр. Нумаях пулмасть пирĕн патра çамрăк корреспондентсен 7-мĕш слечĕ пулчĕ. Унта пултаруллă ачасене пуçтартăмăр, пĕтĕмпе - 100 ытла. Тĕрлĕ лапамра ăсталăх класĕсем йĕркелерĕмĕр. Муркаш тăрăхĕнчен те пултаруллă ача нумай килчĕ. Тавах сире слета хутшăннăшăн. Хуларан инçе мар эсир, çавăнпа килсех çӳреме май тупăр. Çамрăксемпе çыхăну тытсах тăрсан историе манмастпăр, малалла та аталантаратпăр, — терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Виктория Вышинская.

Николай Никольский ячĕпе Шупашкарти професси колледжĕ хисепленсе тăрать. Мероприятие унăн директорĕ Алина Ефимова та хутшăнчĕ. Вăл пысăк ăсчахăн еткерлĕхне вĕренӳ учрежденийĕнче упрани, аталантарни çинчен каларĕ.

Николай Васильевич ячĕпе хисепленни пирĕншĕн пысăк чыс. Студентсене мухтавлă çыннăмăр анлă сарассипе ĕçленĕ йăла-йĕркене, наука пĕлĕвне хисеплеме вĕрентсех тăратпăр, — терĕ Алина Александровна.

Митинга пухăннисем ăсчахăн палăкĕ умне чечексем хучĕç. Унтан Николай Никольскин Ваçкасси ялĕнче вырнаçнă музейĕнче пулчĕç. Экспозицире — этнограф усă курнă япаласем, унăн ăслăлăх ĕçĕсемпе докуменчĕсем.

Мероприятие литературăпа музыка композицийĕ вĕçлерĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем