Комментари хушас

20 Çу, 2025

Чăваш Енре «Профессире чи лайăххи» конкурса хутшăнакансен йышне çу уйăхĕн 26-мĕшĕччен палăртĕç

Унччен муниципалитет пĕрлешĕвĕсен администрацийĕсем машинăпа ĕне сăвакан ăстасен хушшинче конкурс ирттерĕç тата «Профессире чи лайăххи» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕнче хутшăнмашкăн зоотехнири чи лайăх специалистсене суйласа илĕç.

Конкурс çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел округĕнче вырнаçнă «Исток» агрофирмăра иртĕ. Унта хутшăнас текенсен çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен «Раççейри ĕç» пĕрлехи цифра платформинче регистрациленмелле. Регион тапхăрĕнчи çĕнтерӳçĕсем Пĕтĕм Раççей шайĕнче ăсталăх енĕпе тупăшма пултарĕç.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ