Колумбирен – çĕнтерÿпе
Нумаях пулмасть Колумбири Кали хулинче Пĕтĕм тĕнчери паралимп комитечĕн çăмăл атлетика ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Хĕрӳ тупăшусенче Чăваш Ен спортсменĕ, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Денис Гаврилов «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Вăл 5 пин метр чупса япăх куракан атлетсен хушшинче Т12 класра финиша пĕрремĕш çитнĕ.
«Дениспа унăн наставникĕ Сергей Иванов — чун хавалĕпе пĕрлехи ĕçĕн символĕ. Ку çĕнтерӳ — пуриншĕн те тĕслĕх тата çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантаракан пулăм! Эпир Дениспа тата Чăваш Ене Раççей, пĕтĕм тĕнче шайĕнче чапа кăларакан ытти спортсменпа мухтанатпăр. Малашне те ăнăçу сунатпăр!» — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев спортсмена çĕнтерӳпе саламланă май.
www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ