Çемье астăвăмĕ – ачасен сочиненийĕсенче
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тĕнчене кисретнĕренпе сакăр теçетке çул иртрĕ ĕнтĕ, анчах вăл хăварнă сурансем паянхи кун та манăçмаççĕ. Хаяр çулсем çĕршывăн, республикăн, кашни çемьен историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕç. Паттăрсем çинчен пĕлсе тăни ӳсекен ăрăва вĕсенчен тĕслĕх илме, хăюллă та патвар пулма, Тăван çĕршывшăн кар тăма хистет. Çакна эпир вĕсем çырса пĕлтерекен шухăшсенчен туйса илетпĕр.
Нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ муниципалитет округĕн администрацийĕпе пĕрле сочиненисен конкурсне черетлĕ хут ирттерчĕ. Çакнашкал пултарулăх ăмăртăвне çулсеренех йĕркелесси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине, Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкне тата Раççейри Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне халалланă.
Конкурса Хĕрлĕ Чутай округне кĕрекен пур шкултан та сочиненисем ярса панă. Ачасем хăйсен ĕçĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем çинчен те, ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа кĕрешекен çывăх çыннисем çинчен те каласа кăтартнă. Хăшĕ-пĕри темăна анлăн çутатас тесе çемье архивĕпе уйрăмах тĕплĕн ĕçленĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене конкурс йĕркелӳçисем Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысланă. Унран та пысăкрах парне вара — Шупашкара экскурсие йыхравлани. Палăртмалла: конкурс çĕнтерӳçисемпе пĕрле тĕрлĕ предмет олимпиадисенче мала тухнисем те çак пулăма хутшăннă.
Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен экскурсие килнĕ вун тăватă шкул ачине Шупашкарта ентешлĕх канашĕн председателĕ Владимир Савинкин кĕтсе илчĕ. Чи малтанах вĕсем «Чăваш Республикин муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн канашĕ» ассоциацие çитсе курчĕç, унăн директорĕпе Александр Кузнецовпа тĕл пулчĕç. Пысăк тивĕçе пурнăçлакан ентешрен ыйтса пĕлмелли те сахал мар пулчĕ вĕсен. Александр Николаевич влаç тытăмĕ мĕнле йĕркеленни çинчен питĕ кăсăклă каласа ăнлантарчĕ, ачасене малашнехи утăмсенче ăнăçу сунчĕ.
Кунтах çар хатĕрленĕвĕн «ВОИН» центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашма май пулчĕ. Унăн ертӳçи Сергей Кортунов Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен пулни ачасене уйрăмах хавхалантарчĕ. Курса тĕлĕнмелли вара чылаях — квадрокоптерсем, автоматсем… Пĕрремĕш пулăшу мĕнле памаллине те кăтартрĕç.
Унтан шкул ачисем Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн палăкĕ умне çитсе чечексем хучĕç. Алексей Романович Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упукушкăнь ялĕнче çуралса ӳснĕ, 1943 çулти Днепр юхан шывĕ çинчи çапăçура паттăррăн пуç хунă. Сăмах май, Шупашкарти пĕр урам унăн ячĕпе хисепленсе тăрать.
Экскурси Шупашкарти электромеханика колледжĕнче малалла тăсăлчĕ. Унта Радиоэлектроника музейĕ пур. Унăн директорĕ — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шĕмшеш ялĕнче çуралса ӳснĕ Юрий Храмов. Паллах ĕнтĕ, радиоэлектроника арçын ачасене уйрăмах кăчăк туртать. Юрий Иванович пек кăсăклă каласа кăтартакан пулсан вара — пушшех те.
Патшалăх телерадиокомпанийĕнче пултаруллă ачасене тепĕр ентеш кĕтсе илчĕ. Вăл — радиохыпарлав службин ертӳçи, ентешлĕх канашĕн председателĕн çумĕ Эльвира Тимофеева. Эльвира Владимировнăпа тĕл пулсан, кунта экскурсире пулсан ачасен хушшинче журналистикăна çул хывас туртăмлисем те палăрчĕç. Пĕрисем радиоертӳçĕ вырăнĕнче пулса курчĕç, теприсем — интервью пачĕç.
Экскурси «Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕнче Ĕмĕр сӳнми çулăм умне чечексем хунипе вĕçленчĕ.






















