Комментари хушас

10 Утă, 2025

АНАТОЛИЙ АБРАМОВӐН ИЛЕМЛӖХ ТӖНЧИ

ЧӑвашРеспубликин наци библиотекинче Анатолий Абрамов вӗрентекен тата журналист, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Республикӑри журналистсен С.В. Эльгерячӗллӗ премийӗн лауреачӗ, 65 ҫул тултарна май йӗркеленӗ «АНАТОЛИЙ АБРАМОВӐН ИЛЕМЛӖХ ТӖНЧИ» фотокурав уҫӑлчӗ.

Конференципӳлӗмӗнче, хӑй иллюстрациленӗ кӗнекесен ярӑмӗн, энциклопедисен, вӗренӳ
кӗнекисен пӗр кунлӑх куравӗнче,  тус-тӑванӗ,пӗр курсра вӗреннисем, вӑл ӑс-тӑн парса вӗрентнӗ студенчӗсем пухӑнчӗҫ.

Абрамовсен йӑхӗнчи чи асли (ӑна вӗсем ратнере шӳтлесе  «йӑх президенчӗ» те теҫҫӗ) Василий Николаевич,Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ рационализаторӗ, Чаваш Республикин тава тивӗҫлӗ
строителӗ, юбилейҫӑн аслашшӗ-асламӑшӗ, Тӑван ҫӗршыван аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑашшӗпе амӑшӗ тата вӗсен тусла ҫемйи ҫинчен каласа пачӗ. Ашшӗн педагогикӑри,
журналистикӑри тата ӳнерти вунӑ ҫул-йӗрне хӗрӗ Светлана Разумова педагог татаывӑлӗ-ҫар ҫынни Владимир Абрамов уҫса пачӗҫ.

Анатолий Абансер (унӑн тӗп хушма ячӗ) «хыпарҫӑ» журналистикӑра тата хаҫат ӗҫченӗсенеӑс-тӑн парас ӗҫре хастар пулнине «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ –
генеральнӑй директорӗ Виктория Вышинская палӑртрӗ. Надежда Иванова, РаҫҫейФедерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, хӑйӗн мӑшӑрӗпе Галина Абрамовӑпа
(1963-2024) пӗрле чӑвашла ҫӗнӗ вӗрентӳ кӗнекисене хатӗрлени, ҫав кӑларӑмсенче АнатолийСерафимовичӑн питӗ выранлӑ фотоиллюстрацийӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Хӑйне
уйрӑм ракурс тупма пӗлни тата Анатолий Абрамовӑн хӑйне евӗрлӗ ӑсталанӑфотоальбомӗсем И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн музейӗнче
упранни пирки Владимир Галошев таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗнпайташӗ, тата ЧПУри музей комплексӗн ертӳҫи Ольга Галошева пӗлтерчӗҫ. Зоя
Яковлева телережиссер, Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн Чӑваш Республикинчиуйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Анатолий Серафимович чӑваш режиссерӗсен фильмӗсенче те
выляни ҫинчен каларӗ. Актер пултарулӑхӗ студент ҫулӗсенчех палӑрни пирки Чӑваш Республикинтава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Николай Сидоров драматург ҫирӗплетрӗ.

Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе те пултаруллӑ теҫҫӗ. "Тӑван ҫӗршывшӑн виличчен парӑнманнисене"икӗ томлӑ кӗнеке авторӗ Василий Лаврентьев ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан  патриотсене ӳстерес ӗҫре "Аслӑ
Ҫӗнтерӳ-80", "Ҫӗнтерӳ сӑнарне тата Ҫӗнтерӳҫӗсене ӳкеретпӗр" республикаконкурсӗсене йӗркелес пултарулӑхне те палӑртрӗ. Станислав Григорьев, Раҫҫей Федерацийӗн
вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ,хӑйӗнпе пӗр курсра вӗренекеннӗ Анатолий ҫав тери  ырӑ кӑмӑллӑ, кирек кам пулӑшу ыйтсан та пурне
те пулӑшма яланах хатӗрскер тесе палартрӗ. 

Юбилейҫӑвалли кӗтмен парнесем те пулчӗҫ. Мӑнукӗ Кирилл Абрамов ҫар хӗсметӗнчен шӑп та
лӑп! аслашшӗн юбилей кунӗнче  килсе ҫитрӗ– юратнӑ аслашшӗне сӑвӑнтарас тесе ҫав тери васканӑ, ҫар тумне хывса та
ӗлкӗреймен маттур салтак. Иккӗмӗш кӗтменлӗх вара юрӑ парни пулчӗ. ВалентинаПопова, Мускав хулинчи  Чӑваш культура пӗрлӗхӗ
ҫумӗнчи "Шевле" юрӑ ансамблӗн ертӳҫи, тата Гелий Илларионоваккомпаниатор Раҫҫейӗн тӗп хулинчен ятарласа тухса килнӗ: Анатолий Абрамов
ячӗпе чӑваш эстрада юррисене шӑрантарчӗҫ. Вӗсене ансамбль продюсерӗ, хӑйвӑхӑтӗнче Абрамовран нумай вӗреннӗ Григорий Вакку, филологи ӑслӑлӑхӗсен
кандидачӗ,  чӗнсе илнӗ иккен. Пултарулӑхкаҫӗнче Алина Савельева юрлани те уяв сӗмне кӗртрӗ.

Фотокурав: Чӑваш Республикин наци библиотекинче авӑн уйӑхӗн вӗҫӗчченех ӗҫлӗ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.