Комментари хушас

8 Утă, 2025

Хыпар 49 (28366) № 08.07.2025

Пике — арăм — амăшĕ…

Мĕнле улшăнса пырать пурнăçăн çак тапхăрĕнче хĕрарăм? Пĕри, сăмахран, пĕр тапхăрта чарăнса тăрать те малалла аталанмасть. Тепри вара пĕр статуспа кăна çырлахмасть, общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăрать. «Йăлтах пирĕн, хĕрарăмсен, аллинче», — тет Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева. Наталья Алексеевнăпа Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн тĕл пулса калаçрăмăр.

Аталану çулĕпе

— Наталья Алексеевна, паянхи пурнăçра обществăра, чăваш тĕнчинче хĕрарăм мĕнле вырăн йышăнать?

— Манăн хĕрарăм çинчен пĕтĕмĕшле калаçас килет — чăваш тĕнчипе чикĕленсе кăна мар. Вăл мĕн ĕмĕртен темиçе роле харăсах пĕрлештерет. Эпĕ юлашки вăхăтра сериалсемпе кăсăклантăм, историпе çыхăннисемпе: Рюриковичсем, Романовсем çинчен фильмсем пăхрăм. Унта шăпах хĕрарăмăн историри вырăнĕ яр уççăн курăнать. Раççейре те, тĕнчере те çавах, хĕрарăм пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Çапах та тĕнчене арçын тата хĕрарăм çине пайлани ытла ансат пек туйăнать. Паян арçынпа хĕрарăмăн партнерлăхĕ çинчен калаçни вырăнлăрах пулмалла. Хĕрарăм халĕ аталану çулĕпе пырать. Нумаях пулмасть кăна унăн вĕренме те, пулас мăшăрне суйлама та ирĕк пулман. Мĕн калаçмалли, унăн килтен те питех тухса çӳреме юраман. Паян, пирĕн хăюллă несĕлĕмĕрсене пула, хĕрарăм пурнăçри пур сферăна та хутшăнма, витĕм кӳме пултарать. Политикăра та, бизнесра та ăнăçлă утăмсем тăвать вăл. Унăн сăнарĕ паян çапларах: ăнăçлă, хăйĕн ĕçне пĕлекен, яваплăхран хăраманскер. Çав вăхăтрах унăн çакна йăлтах çемьепе шайлаштарса пымалла. Лайăх кил хуçи арăмĕ пулмалла, нумай ача çуратмалла. Калăпăр, «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс малтанхи хут иртнĕ чухне унта хутшăннă хĕрарăмсенчен нумайăшĕн виçĕ ача ытларахчĕ. Пысăк\çемье управçи кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пултарать. Кил хуçи арăмĕ, анне — шел те, çак роль тĕнчипех чакса пырать. Анчах та çакă вăхăтлăха кăна иккенне шанас килет.

— Хĕрарăмшăн тĕп вырăнта мĕн пулмалла? Е унăн пур çĕре те ĕлкĕрмелле-и?

— Пур çĕре те ĕлкĕрме май çук. Хăйĕн ĕçне унăн пайлама пĕлмелле. Пĕри, сăмахран, професси тĕлĕшпе ытларах ăнăçтарать, тепри вара çемье ăшшине упрама ăнтăлать. Кашниннех хăйĕн вăйлă тата вăйсăр енĕсене курма пĕлмелле, çав енсемпе ытларах ĕçлеме тăрăшмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн, паллах, йăлт улшăнать. Ачасем пĕчĕк чухне, калăпăр, вĕсене ура çине тăратмашкăн вăй ытларах каять. Пепкесем ӳсеççĕ — амăшĕн ытти ĕç валли вăхăт ытларах пухăнать.

— Паянхи хĕрарăмăн мĕнле пулмалла?

— Çакă йăлтах хĕрарăмăн темпераментĕнчен килет. Вăл миçе çулта пулни, мĕнле ĕçре вăй хуни те пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче хăйне тĕрлĕрен тыткалать хĕрарăм. Калăпăр, çамрăклăхра эпир малашлăхран асамлăх, юрату кĕтетпĕр. Çакă пикешĕн йĕркеллĕ — вăл хальлĕхе арçын тĕнчин алăкне уçса пăхман-ха. Эпĕ, сăмахран, хам виçĕ ача амăшĕ пулнишĕн телейлĕ. Пĕрремĕш пепкепе йăлтах туйса-ăнланса та илеймен. Чĕре айĕнче çĕнĕ чун тĕвĕленсе-аталанса пыни, ăна алла илессине кĕтни, пĕрремĕш хут кăкăр пани — çак туйăмсем нихăçан та манăçмĕç. Хĕрарăмлăха пĕр стандарта хупма çук. Ача кĕтнĕ, ăна алла илнĕ чухне манăн тĕнче ун тавра çаврăннă. Пепкесем шкула кайсан ытти ыйту валли те вăхăт ытларах уйăрма май тупăннă. Хĕрарăмăн пĕр пĕтĕмĕшле сăнарĕ çук, кашни тапхăртах тĕрлĕрен вăл. Актрисăн гардеробĕ пек — шкапа уçсан унта тĕрлĕ кĕпе-костюм çакăнса тăмалла: король фавориткинчен пуçласа, калăпăр, кухарка таранах. Çав шутра — ĕç костюмĕ те. Чи кирли — пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар. Паян вăтанса кулакан чиперкке пулсан ыран — пĕрпĕр профессие алла илсе сулмаклăн малалла утакан хĕрарăм. Çав вăхăтрах вăтанчăк чиперкке костюмне те манăçа кăлармалла мар.

Çемье

— Эсир хĕрарăм сăнарĕ çинчен питĕ витĕмлĕ каларăр, хăвăр çинчен те ытларах пĕлес килет. Мĕнле çемьере ӳснĕ эсир? Çамрăклăхри ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕнĕ-и?

— Манăн анне математика учителĕ пулнă, атте заводра ĕçленĕ. Пире ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем… Патшалăх тытăмĕнче улшăнусем пыраççĕ, нимĕнле тăнăçлăх та çук. Аттене шалу курткăпа е атăпа параççĕ. Йывăрлăхра пирĕн çемье тата ытларах чăмăртанчĕ кăна. Анне икĕ сменăпа ĕçлетчĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçе йăлтах йăмăкпа иксĕмĕр пурнăçлаттăмăр. Эпĕ тирпейлес яваплăха хам çине илнĕ, вăл тĕпелте кăштăртататчĕ, тутлă апат хатĕрлетчĕ. Унтан шкултан киле панă ĕçсене пурнăçлаттăмăр. Юлташсемпе хутшăнма та вăхăт тупăнатчĕ. Çакă мана питĕ килĕшетчĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе халĕ те хутшăнатпăр. Çамрăк чухне манăн актриса пулас килетчĕ. Анчах та вăхăчĕ кăткăсчĕ... 1993 çулта эпĕ шкултан вĕренсе тухрăм. Анне тĕслĕхĕпе — вăл уроксене хатĕрленнине сăнама питĕ кăмăллаттăм — И.Я.Яковлев ячĕллĕ института вĕренме кĕтĕм, кĕçĕн классен учительницин дипломне алла илтĕм. Çав вăхăтрах Хусанти аслă шкулта психолога вĕрентĕм. 45-мĕш шкулта ĕç стажне пуçларăм. Каласа хăвармалла, ачасемпе — кĕçĕннисемпе те, аслисемпе те — ĕçлеме питех те килĕшетчĕ мана. Каярахпа «Ваше радио» кăларăмра хамăн вăя тĕрĕслесе пăхрăм. Мĕнле шухăш тытнă унта кайма — халĕ те пĕлместĕп. Унта артист пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма май пулассăн туйăнатчĕ. Професси тĕлĕшĕнчен пурнăçăм тĕлĕнмелле тĕрлĕ енлĕ аталаннă, кашни тапхăртах юнашар пулнă çынсене паян та тав тăватăп. Вĕсем мана чунпа пуянланма пулăшнă, паянхи манăн сăнара витĕм кӳнĕ. Ĕмĕтсем тенĕрен, каларăм ĕнтĕ, артистка пулас шухăшпа хĕмленнĕ. Професси сцени çине тухасси пулмарĕ, анчах та маншăн пурнăçăн кашни тапхăрĕ — сцена, юлташсен, ĕçтешсен хушшинче те çаплах. Пур ĕмĕт те пурнăçланнă темелле. Пĕчĕк чухне пукан çине хăпарса тăраттăм та манăн виçĕ ача тата пысăк çурт пулассине калаттăм. Çакă та пурнăçланчĕ.

— Эсир общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăратăр, çемйĕр те пĕчĕк мар. Кĕнеке вулама вăхăт юлать-и? Тата — мĕн вулатăр?

— Паллах. Ытларах професси литературине вулатăп. Психологи питĕ килĕшет. Ĕнер кăна Александр Купринăн «Суламифьне» тепĕр хут вуласа тухрăм. Романа хам ăшра малалла тăсма хăтлантăм. Çамрăклăх ытла хăвăрт иртсе кайни шухăшлаттарать… Куприн хайлавĕсене, унăн чĕлхине, çырас ăсталăхне питĕ кăмăллатăп. Эпĕ харăсах темиçе кĕнеке вулассине йăлана кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра Тамерлан пурнăçĕпе, шăпипе кăсăкланса кайрăм, ун çинчен вулатăп. Пирĕн килте пысăк библиотека, Олег Алексеевичпа ачасене те кĕнекепе туслаштартăмăр. Аталанмашкăн питĕ меллĕ ку — кĕнеке вулани. Спектакль е кино куракана хатĕр материалпа тивĕçтерет. Кĕнеке вуланă чухне вара авторпа куçа-куçăн юлатăн, сценари планне пĕрле аталантарса пыратăн, шухăша ирĕке яратăн… Пурнăçра хастарлăхпа палăракан хĕрарăмсем тарăн литературăна тишкернине сăнатăп.

— Икĕ ыйтăва пĕрлештерер-ха: мĕнле музыкăна юрататăр тата хобби пур-и сирĕн?

— Музыка, паллах, классика. Унсăр пуçне 90-мĕш çулсенчи юрă-кĕвĕ… Мĕн тăвăн, эпир ăна итлесе ӳснĕ. Хобби, каларăм ĕнтĕ, вулама юрататăп. Куçăм тапхăрĕнче çыхма, тĕрлеме килĕштереттĕм, халĕ, шел те, ун валли вăхăт çитсе пымасть. 90-мĕш çулсенче, вулакан астăвать ĕнтĕ, лавккасен сентрисем пушăччĕ, хăнана каймалла — парне тупса илме çук. Алă ĕçне пĕлни хăтаратчĕ кун пек чухне, мĕн те пулин шухăшласа кăлараттăмăрах.

— Эсир паян пиçсе çитнĕ, пурнăç опычĕллĕ хĕрарăм. Мĕнле шухăшлатăр: арçын хĕрарăма мĕншĕн юратать? Ăсшăн-и е хитрелĕхшĕн-и, тен, шанчăклă пулнишĕн е хавас кăмăлшăн?..

— Малтанах хĕрарăмăн хăйне килĕшмелле: илĕртӳллĕ, илемлĕ, хăйĕн вăйне шанакан, пурнăç опычĕллĕ чиперука арçын асăрхамасăр пултараймастех. Хитре мар хĕрарăм çук, хăйсене юратманнисем кăна пур. Хамăра пăхмалла – салонран тухмалла маррине пĕлтермест ку. Йăлтах хĕрарăм аллинче.

— Наталья Алексеевна, сирĕншĕн чи пысăк авторитет пур-и?

— Кунта эпĕ пурнăçа мĕнле йышăннине кура пайламалла пулĕ. Паян, паллах, эпĕ хамăн мăшăра Олег Алексеевича питĕ хисеплетĕп. Тата — Владимир Владимирович Путина. Вăл — тĕлĕнмелле çын. Вăл кăткăс та йывăр тапхăрта çĕршыва арканма памасăр тытса тăма, пĕрлештерме пултарчĕ. Ăна хисеплеççĕ. Çынсене хăй хыççăн ертсе пыма пĕлекен лидер. Кризис тапхăрĕнче те яваплăхран хăрамасăр, стандартсене пăхăнмасăр ертсе пырать вăл çĕршыва. <...>

Маргарита ИЛЬИНА калаçнă.

♦   ♦   


«Сăмах вăйĕ» литературăна тĕреклетет

Литературăна çамрăк авторсем килни питĕ аван. Эппин, калем ăстисен çĕнĕ ăрăвĕ çитĕнет. Çамрăк çыравçăсене шыраса тупасси вара малтанлăха туйăнма пултарнă пек кăткăс ĕçех мар иккен. Çакна литература ĕçне хутшăнакансенчен ытларах кам ăнлантăр? Çапах Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем парăнмаççĕ: çамрăк авторсене çул уçса памашкăн вĕсем нумай çул ĕнтĕ «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсĕ ирттереççĕ. Унпа çеç лăпланмаççĕ: ачасемпе çамрăксем валли йĕркеленĕ «Сăмах вăйĕ» литература лабораторине ĕçлеттермешкĕн культура пуçарăвĕсен Президент фончĕн грантне çĕнсе илчĕç, унпа килĕшӳллĕн пысăк мероприятисем ирттерчĕç. Проекта культура ĕçченĕсен професси союзĕпе пĕрле пурнăçларĕç. Çыравçăсем, университетри преподавательсем литературăна юратакан ачасемпе тата çамрăксемпе семинарсем, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Туптанă пĕлĕве çирĕплетмешкĕн вара «Сăмах вăйĕ» пултарулăх конкурсĕ пулчĕ.

Конкурса хутшăнмашкăн чăвашла е вырăсла çырнă ĕçсене ярса памаллаччĕ. Хам та жюри йышĕнче пулнăран çакна палăртас килет: ĕçсем кăсăклă, вĕсен йышĕнче хăйне евĕрлĕхпе палăраканнисем те пур – ку вара çыравçăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Драма жанрĕпе çыракансем пурри те савăнтарчĕ. Нумаййăн мар вĕсем, шутлама пĕр алăри пӳрнесем те çитеççĕ. Анчах çакнашкал конкурссем татах та пулсан, тен, хавхалану ӳсĕ, чăваш драматургĕсен йышĕ хушăнĕ? Проза хайлавĕсем савăнтарчĕç. Вĕсемпе паллашнă чухне çав тери кăсăкланса вуланăран вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Сăвă çыракансем те маттур, çапах хăшĕ-пĕри хăйсен ĕçĕсене якатас енĕпе тимлĕрех ĕçленĕ пулсан аванрахчĕ. Конкурсантсен хайлавĕсемпе паллашасси, паллах, вăхăт йышăнчĕ ĕнтĕ. Анчах унран та кăткăсраххи — çĕнтерӳçĕсене палăртасси. Жюри членĕсен шухăшĕсем пĕр килменни те, ĕçсене тепĕр хут пăхса тухни те пулчĕ. Çапах та ку яваплăха пурте туллин пурнăçларĕç, пĕр шухăш патне çитсе тухма пултарчĕçех. Вара конкурсра мала тухнисемпе пĕрле хумхануллă саманта — чыслава — кĕтме тытăнтăмăр. Çĕртме уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Муркаш тăрăхĕнче вырнаçнă «Хĕвел» ача-пăча лагерĕнче «ГромЧе!» фестиваль пулчĕ. Çак мероприяти «Сăмах вăйĕ» проекта вĕçлерĕ. Палăртнă кун çанталăк пире юриех тĕрĕслес терĕ пулмалла: тăрук сивĕтрĕ, хĕвел çухалчĕ — çамрăк çыравçăсен литература туртăмĕн çирĕплĕхне пăхасшăн пулчĕ тейĕн. Анчах та унпах никама та хăратса ӳкереймĕн. Çакă фестивале пухăннă ачасен савăк сăн-питĕнченех палăрчĕ. Мероприятие 300 ытла ача хутшăнни те хавхалантарчĕ. Кун вĕçнелле çанталăк та йăвашланчĕ, хĕвел ăшăтма тытăнчĕ. Эппин, çамрăк çыравçăсем тĕрĕслеве ăнăçлă тухрĕç. «ГромЧе!» фестивале савăнăçлă лару-тăрура ЧР ачасемпе çамрăксен библиотекин директорĕ Татьяна Вашуркина уçрĕ. Вăл Раççейре пурăнакансен тата чăваш халăхĕн чĕлхе тата ăс-хакăл культурине упраса хăварас тĕлĕшпе литературăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. «Сăмах вăл, чăннипех те, — вăй. Тĕнчене улăштарма пултаракан, çынсене хавхалантаракан тата пĕрлештерекен вăй. Фестивале пухăннă пултаруллă çамрăксем пирĕн литературăн пуласлăхне йĕркелекенсем пуласса шансах тăратăп», — терĕ Татьяна Геннадиевна. Проект ертӳçи Светлана Демидова библиотека ĕçченĕсене, çыравçăсене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕсене, культура волонтерĕсене, спонсорсене тата фестивале хутшăнакансене çакăн пек пысăк калăпăшлă проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав турĕ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви ячĕпе сăмах калаканĕ халăх пултарулăхĕн секторĕн ертӳçи Татьяна Дмитриева пулчĕ. «Чăваш Республикинче пурăнакан ачасемпе çамрăксем валли ĕçлекен тĕп библиотека — çĕнĕ шухăшсемпе проектсем, лапамсем уçăлакан вырăн. Вĕсен шутĕнче — «Сăмах вăйĕ» литература лабораторийĕ. Унта çамрăк талантсем пултарулăх енĕсене аталантараççĕ, тĕрлĕ жанрпа ĕçлесе пăхаççĕ, хăйсемпе пĕр шухăшлă çынсене тĕл пулаççĕ, наставниксене тупаççĕ. Пĕрле тăрăшса ĕçленине пулах литература пултарулăхне аталантармалли тата тăван чăваш чĕлхипе литературине упраса хăвармалли лайăх вырăн йĕркеленет», — терĕ вăл. Чыслав вăхăтне пурте хумханса кĕтрĕç. Çапах та «Эревет» халăх инструменчĕсен ансамблĕ /Шупашкар/ тата «Very good bend» /Мускав облаçĕ/ хальхи вокал студийĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарнăран кĕтнĕ самант та хăтлăрах иртрĕ. Дипломсăр пуçне конкурс çĕнтерӳçисене чаплă парнесемпе те савăнтарчĕç конкурс йĕркелӳçисем. Кĕске вăхăтрах вĕсен ĕçĕсене пухса ятарлă кĕнеке кăларнă. Унсăр пуçне çыравçа кирлĕ хатĕрсем те — парне йышĕнчех. Фестиваль программин кăсăклă тепĕр пайĕ — Кĕнеке ярмăркки. Кунта хутшăнакансем уйрăм лапамра чăваш çыравçисен кĕнекисемпе паллашма пултарчĕç. Çак кунах Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи фестивале хутшăнакансемпе дискусси йĕркелерĕ, çыравçă çĕр çине мĕншĕн килни çинчен калаçрĕ. Светлана Гордеева поэт вара сăвă çырнă чухне чăн мар интеллект мĕнле усă кӳме пултарни çинчен ăнлантарчĕ. «Проза хайлавне çырма пултарсан та ИИ сăвă хайлама вĕренсе çитейменха», — пĕтĕмлетрĕ вăл. Наталья Васильева ача-пăча çыравçи вара курăк çинче литература пленэрĕ йĕркелерĕ. Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче каллех темиçе лапам ĕçлерĕ — вĕсенче çыравçăсен хăйсен нумаях пулмасть тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕç, пултарулăх çулйĕрĕ çинчен каласа пачĕç, ыйтусене хуравларĕç. Калем ăстисене итленĕ май ачасем те хăйсен çырас ăсталăхĕнчи кăсăклă самантсем çинчен калама май тупрĕç. Палăртмалла: фестиваль программи пуян иртрĕ, пĕтĕмпех çырса та кăтартаймăн. Чи хакли вара — унта хутшăнакансен шухăшĕ. «Пултарулăх енне туртăнакан çамрăксене çакăн пек конкурс питĕ кирлĕ. Пирĕн, пултарулăх çыннисен, хамăрăн ĕçсене кăтартмаллах. Вĕсем ахаль çеç ан пулччăр, çынсен умне тухчăр. Конкурссем, пултарулăх ăмăртăвĕсем пулмасан талантсем те пулмĕç. Мĕнле тĕнче пултăрха талантсемсĕр? Эпир пурте пĕрешкел пулсан пурăнма та кăсăклă мар. Килĕшетĕр-и? «Сăмах вăйĕ» литература лабораторийĕнче хамшăн çĕннине нумай пĕлтĕм. Унсăр пуçне манăн литературăри пĕлĕшсем те нумайланчĕç халĕ. Конкурс йĕркелӳçисене пысăк тав», — терĕ çĕнтерӳçĕсенчен пĕри, Шупашкарта пурăнакан Максим Федоров. Тутарстанра çуралнă, халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Елена Емельянова мĕншĕн драматургипе кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Чи малтанах пĕчĕк сценка çырнă вăл. Ăна ялти çамрăксемпе клубра лартнă. «Сувар» хаçата пичетлеме ярса панă хыççăн вара пултаруллă хĕре пьесăна малалла çырма сĕннĕ. Çак ĕçпе Лена конкурса та хутшăнас тенĕ. Халĕ малалла та çырас хавхаланăвĕ пысăк ĕнтĕ унăн. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Телефон ултавçисен серепинче — ачасем

Интернет уçлăхĕнче ачасем мĕнле хăрушлăхпа тĕл пулаççĕ? Мĕнле информацие ют çынна пачах пĕлтерме юрамасть? Пĕрле вĕренекенсем социаллă сетьсем урлă хăратаççĕ е йĕкĕлтеççĕ пулсан мĕн тумалла? Çакă тата ытти ыйтăва Шалти ĕçсен министерствин Шупашкарти 6-мĕш полици уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕпе Кристина Бородкинăпа сӳтсе яврăмăр.

— Кристина Васильевна, калăр-ха, интернет уçлăхĕнче ачасем мĕнле хăрушлăхпа тĕл пулаççĕ?

— Çул çитмен ачасене улталамалли мел чылай. Час-часах çамрăксене наркотик курьерĕ пулма, пысăк укçа ĕçлесе илме сĕнеççĕ. Калăпăр, чĕркеме пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе çитересси. Студентсене «деканатран» тесе шăнкăравлаççĕ. «Эсир университет сайтĕнче мĕншĕн халĕ те регистрациленмен? Вăхăт иртнĕ. Паян — юлашки кун», — тесе хăратаççĕ. Паллах, регистраци пирки студент халиччен нимĕн те илтмен. Унăн номерĕ çине ссылка ярса параççĕ. Çав каçăпа кайсан пĕлӳ учрежденийĕн сайчĕ уçăлать. Унта Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн парольне çырмалла. Университет сайчĕ чăн маррине, пароль тата логин çăмăллăнах ултавçăсен аллине лекнине ăнланса илтĕр пулĕ. Анлă сарăлнă тĕслĕхсем: çывăх юлташ ячĕпе çыру çырса укçа ыйтни, «ку сăн ӳкерчĕк çинче эсĕ-и?» тесе вирус ярса пани тата ытти те. Унсăр пуçне суя сайт чылай. Онлайн вăйăсем валли хатĕрсем сутмалли сайтсем пур. Ачасем сайт пулăшăвĕпе усă курса аслисене пĕлтермесĕр карттăран укçа-тенкĕ куçараççĕ.

— Интернет уçлăхĕнче хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăнмалла-ха?

— Чи малтанах палламан çынсемпе çыру çӳретме, интимлă сăн ӳкерчĕксене ярса пама юраманни çинчен асăрхаттарасшăн. Социаллă сетьсенче çул çитмен ачасем аслă çултисемпе хутшăннă тĕслĕхсем пĕрре мар тĕл пулаççĕ. Страницăра хăйсене «тантăшсем» тесе паллаштараççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр арçын харăсах республикăри тĕрлĕ округра пурăнакан çул çитмен сакăр хĕрачапа çыру çӳретнĕ, вĕсенчен çарамас ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕксем ярса пама ыйтнă. Путсĕр 15- 18 çулсенчи хĕрачасемпе социаллă сеть урлă паллашнă, çыру çӳретнĕ хыççăн тĕл пулма ыйтнă, кĕсье телефонĕ парнелеме шантарнă. Тĕл пулнă хыççăн вĕсемпе аскăнчăк ĕçсем тунă, ар çыхăнăвне кĕнĕ. Хĕрачасем пурте тулли, йĕркеллĕ çемьесенчен, анчах усаллинчен çакă та упрайман.

— Социаллă сетьре вăрах ларни организма та ырă тумасть-тĕр...

— Ку ачасен тимлĕхне чакарать, кăмăлтуйăм пусăрăнать, пуç канмасть. Çыннăн çителĕклĕ çывăрмалла, канмалла, вăй-хал пухмалла. Чи хăрушши — социаллă сетьсемсĕр пĕр сехет те пурăнайманни. Апат çиет-и, транспортра ларса пырать-и, лавккара тавар туянать-и е урампа утать-и — ачан аллинче телефон. Шел, юлашки вăхăтра çак «чир» аслисен хушшинче те сарăлчĕ. Ача пилĕк минутлăха тесе телефона алла илет те çур кунлăха çухалать. Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ енлĕ информаци. Çавăнпа та пурне те ĕненме, шанма та кирлĕ мар. Тепĕр чухне çамрăксем социаллă сетьсенче сăн ӳкерчĕксем тăрăх лайксем пухаççĕ. Çын хак панине кура хăйсене лайăх е начар туяççĕ.

— Кристина Васильевна, ыттисене мĕнле информацие пачах пĕлтерме юрамасть?

— Социаллă сетьсенче хăвăр çинчен калакан мĕн пур информацие — сăн ӳкерчĕксене, хушаматпа ята, телефон, пурăнакан çурт тата хваттер номерĕсене — пĕлтерме юрамасть. Интернетра вырнаçтарнă информаци çăмăллăнах ултавçăсен аллине лекме пултарать. Вĕсем вара унпа киревсĕр тĕллевпе усă кураççĕ. Социаллă сетьре регистрациленнĕ чухне кăткăс парольпе усă курмалла. Астăвăр: аккаунт паролĕ почта е патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн паролĕпе пĕр килмелле мар. — Онлайн вăйăсем пирки мĕн калама пултаратăр?

— Ачасем интернет вăййисене выляма кăмăллани куçкĕрет. Ултавçăсем çакăнпа усă курса суя сайтсем йĕркелеççĕ, онлайн-вăйăсем валли виртуаллă хатĕрхĕтĕр тата сăнарсем сутаççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти пĕр пĕлӳ учрежденийĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен хĕрача ултавçăсене 475 пин тенкĕ куçарса панă. Лару-тăрăва уçăмлатнă хыççăн çакă палăрнă: вăл телеграмра пĕр арçын ачапа паллашнă. Кунĕпе çыру çӳретнĕ хыççăн каçхине ун патне çакнашкал çыру килнĕ: «Паян санпа кунĕпех калаçса телефон çинче укçа юлмарĕ, 300 тенкĕ кивçене кĕтĕм. Май пулсан укçа хураймăн-и? Унсăрăн санпа çыхăну тытаймастăп». Укçа куçарма телефон çине килнĕ çырури кода каламалла... Çул çитменнине кура ачан банк карттине амăшĕн телефонĕпе çыхăнтарнă пулнă. Ултавçă амăшĕн телефонĕ çине килнĕ кода калама ыйтнă. Çапла майпа ултавçăсем пысăк укçа вăрланă. Тепĕр тĕслĕх тĕп хулари шкулта 2-мĕш класра вĕренекен арçын ачапа пулнă. Кашни класăн пĕр-пĕринпе хутшăнмалли чат пур. Ултавçăсем çакăнпа усă курнă та социаллă сете çĕмĕрсе кĕнĕ. «Кусем эпир вĕт! Пăх-ха, мĕнле ташлатпăр!» тесе видеоссылкăсем ярса панă. Çав каçăпа кĕнĕ хыççăн ача амăшĕн карттинчен 45 пин тенкĕ çухалнă. Е тата тăхăр çулти хĕрача интернетра япала туянасшăн пулнă та — ашшĕн кĕсье телефонĕнчен ултавçăсене пĕр миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Хĕрача «робуксы» /виртуаллă укçа/ вăйăра япаласем туянас тенĕ. QR-кодпа усă курса 11 тĕрлĕ операци пурнăçланă, 460 пин тенкĕ кредит илнĕ тата 200 пин тенкĕлĕх «робукс» туяннă. Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Кăçалхи ака уйăхĕнче, сăмахран, Вăрмарти полици уйрăмне 14 çулти шкул ачин амăшĕ пулăшу ыйтма пынă, лару-тăрăва ăнлантарнă. Шкул ачине суя çыхăну операторĕ шăнкăравланă, сим-карттăпа усă курнăшăн килĕшӳ хутне тăсма ыйтнă. Арçын ача смс-çырупа килнĕ кода каланă. Укçа пуррине пĕлсен ăна суя банк ĕçченĕпе çыхăнтарнă. Яш суту-илӳ учрежденийĕнчи банкоматран «шанчăклă» шут çине 300 пин тенкĕ ытла куçарнă. Çак укçана вăл темиçе çул пухнă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарти 9-мĕш класра вĕренекен хĕрача та ултавçăсен серепине çакланнă. Ăна Вĕрентӳ министерствинчен тесе шăнкăравланă: ведомство сайтĕнче регистрациленмелле-мĕн, смспа килнĕ кода пĕлтерме ыйтнă. Вăл кăтартусене пĕлтернĕ, анчах унăн регистраци тухма май килмен. Тепĕр кунхине — каллех шăнкăрав: Роскомнадзортан имĕш — хĕрача кăтартăвĕсем ултавçăсен аллине лекнине, унăн ячĕпе алă пуснине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне счет çине 700 пин тенкĕ куçни, ку пурлăх Украинăна каясси çинчен каласа сехĕрлентернĕ. ФХС сотрудникĕсем пырассипе, килте ухтару ирттерессипе хăратнă. Хĕр амăшĕн телефонĕ урлă харпăр хăй кабинета кĕрсе кредит карттинчен тата 400 пин тенкĕ куçарнă. Пĕтĕмпе 500 пин тенкĕлĕх шар курнă.

— Пĕрле вĕренекенсем социаллă сетьсем урлă хăратаççĕ е витлеççĕ пулсан мĕн тумалла?

— Унашкал çырусем килсен кун пирки тӳрех аслисене пĕлтермелле, полици уйрăмне кайса заявлени çырмалла. Интернетри йĕркесĕрлĕхшĕн, паллах, явап тытма тивет. Çакна административлă тата уголовлă кодекссемпе çирĕплетнĕ. Витлесе çырнă сăмахсемшĕн 1 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф тӳлеттереççĕ. Уголовлă яваплăх виçи — 300-500 пин тенкĕ. 5 çул таран ирĕксĕр хăварма та пултараççĕ.

— Интернет уçлăхĕнче хутшăннă май цифра этикине мĕнле пăхăнмалла? — Хăрушсăрлăх пирки шухăшламалла, харпăр информацие хӳтĕлемелле. Кăтартусене никама та пама юрамасть. Тĕрĕсленĕ тата тĕрĕс информаципе кăна усă курмалла. Автор правине хисеплемелле, текста хăвăра майлă улăштарма е каласа пама пачах юрамасть. Информаци хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн адмкодексăн 13.12 статйипе килĕшӳллĕн яваплăх кĕтет. Онлайн вăйăра та пĕр-пĕрне хисеплемелле. Нацие, тĕне е арлăх ориентацине пăхмасăр калаçура кӳрентерекен сăмахсемпе усă курмалла мар. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.