Комментари хушас

11 Утă, 2025

Хыпар 50 (28367) № 11.07.2025

Сăр тăрăхĕнче телей тупнă

Каюм Аманов Чăваш Ене Узбекистанран килнĕ. Акă çирĕм çула яхăн ĕнтĕ пирĕн тăрăхра пурăнать. Шупашкара килнĕ-килмен вăл ĕçе пуçăннă. Малтан «Шупашкар керамики» предприятире тăрăшнă, кайран стройкăра ĕçленĕ. Ӳркенменскер нимле ĕçе те тиркемен, пĕр предприниматель патĕнче выльăх пусса тирпейленĕ. Снабженец-экспедиторта та, слесарьте те вăй хунă. Çав вăхăтрах крановщика вĕренсе тухнă, бригадирта, механик пулăшуçинче ĕçленĕ. Анчах та ун хăйне урăх çĕрте тĕрĕслесе пăхас килнĕ. Аякран килнĕскере фермер ĕçĕ илĕртнĕ. Икĕ алла пĕр ĕç теççĕ. Çапла шухăшланă та Каюм — ялта сурăх ĕрчетсе пăхма тĕв тунă.

«Уйра сурăху пăранланă»

Пилĕк çул каялла Каюм Етĕрне тăрăхĕнчи пĕр ялта тĕпленнĕ, ялтан яла çӳресе малтан темиçе сурăх туяннă. Хайхискерсем лайăх йыш хушма тытăнни, ĕç ăнса пыни хăйне те савăнтарнă. Çак кĕске хушăра, унтанпа пилĕк çул кăна иртнĕ, вĕсен йышĕ 500 пуçа çитнĕ. Катум ăратлăскерсем лайăх ĕрчеççĕмĕн, 50-60 килограмм таранах таяççĕ, шăпах какай валли аван. «Çĕнĕ ăратлисене туянас ĕмĕтпе пурăнатăп. Урăх тĕрлисене те ĕрчетсе пăхас килет. Çăмне касмалла маррисем те пур халь», — терĕ Каюм. Сăмах май, çакă та пысăк ĕç. 500 пуç сурăхăн çăмне епле касса пĕтермелле? Каюма ял-йыш, мĕн пур пĕлĕшĕ пулăшать кун пек чухне. «Анат Мучар ялĕн çыннисем калама çук кăмăллă. Хирĕç калаçнине нихăçан та илтмен. «Каюм, уйра санăн сурăху пăранланă, кайса ил», — киле пырса калаççĕ. Пурте мĕнпе те пулин пулăшма васкаççĕ, тăвансем пекех туйăнаççĕ. Хăнана та килеççĕ. Узбекистана манăн каялла таврăнас та килмест. Чăвашсен хушшинче хама питĕ лăпкă, тăван тăрăхри пекех туятăп», — калаçăва малалла тăсрĕ Каюм. Сурăхсăр пуçне вăл сăвакан вунă ĕне, 15 вăкăр усрать. Вĕсем çуллахи вăхăтра пысăк уçланкăра, харпăрлăха илнĕ çĕр çинче çӳреççĕ. Каюма сурăхсене пăхма йывăр мар. Бордер-колли ăратлă йытă ăна кĕтӳ кĕтме пулăшать. «Эпир унпа яланах пĕрле. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен йытă, чăн-чăн кĕтӳç. Ултă çул каялла парнеленĕскер çывăх тус пулса тăчĕ», — йыттине ачашласа илчĕ фермер. Каюм Анат Мучарта пĕчченех пурăнать. Анчах та ачисем ăна тунсăхлама памаççĕ, Узбекистанран ашшĕ патне килсех тăраççĕ. Халь ун патĕнче хĕрĕ Шахноза пĕчĕк ывăлĕпе хăнараччĕ. Вăл Термез хулинчен çитнĕ. Каюм вĕсене Сăр тăрăхне, Шупашкарти паллă вырăнсене, Атăл кӳлмекне кăтартса çӳренĕ, музейсемпе, чиркӳсемпе тата ытти паллă вырăнпа паллаштарнă, наци апат-çимĕçне тутантарнă. «Питĕ те илемлĕ Шупашкар. Атăл хĕрринче чылай уçăлса çӳрерĕмĕр, катамаранпа, кимĕпе ярăнтăмăр. Чиркӳсем питĕ хитре. Хулара йывăç нумай пулнăран сывлăш уçă та таса», — хулана питĕ хитрен сăнласа кăтартрĕ Шахноза.

Пĕчченлĕхе юратать

Каюм Анат Мучарти икĕ хутлă кирпĕч çурта нумай пулмасть туяннă. Кунта вăл Качикасси ялĕнчен куçса килнĕ. Юхăнма пуçланăскере йăлтах хута янă. «Эпĕ пĕчченлĕхе юрататăп. Мана пĕртте кичем мар, хама питĕ аван туятăп. Анлă уй тăрăх, Сăр шывĕ хĕрринче пĕччен çӳреме килĕштеретĕп. Пуçа çав вăхăтра пысăк тĕллевсемпе çĕнĕ шухăшсем пырса кĕреççĕ. Çавсенчен вунă проценчĕ пурнăçлансан тем пек лайăх», — терĕ фермер. Малалла ăнтăлаканскер экологи тĕлĕшĕнчен таса аш-какай туса илет. Хăех плов, пашалу пĕçерет, ĕне сĕтĕнчен тутлă айран хатĕрлет. Пире те наци апат-çимĕçĕпе кĕтсе илчĕ, урайĕнчи çемçе кавир çине лартса хăна турĕ. «Ку йăларан хăпаймастăп, ачаран урайĕнче, кавир çинче апат çисе ӳснĕ. Узбекистана пĕрмаях рис саккас паратăп, вăл пирĕн пачах урăхла. Плов çимесĕр пурăнаймастăп, çавăнпа та ăна час-час янтăлатăп. Çăкăр вырăнне пашалу пĕçеретпĕр. Паллах, плов кăна мар, лагман, манты, самса, тата ытти çимĕç хатĕрлетпĕр. Иçĕм çырли, курага, типĕтнĕ хура слива, тĕрлĕ мăйăр сĕтел çинчен татăлмасть», — сĕтел хушшинче наци апат-çимĕçĕ пирки нумай каласа кăтартрĕ Каюм.

Цех уçасшăн, тĕрлĕ ăрат ĕрчетесшĕн

Унăн сурăхĕсем Сăр тăрăхĕнче, ирĕкре, хăйсем тĕллĕнех çӳреççĕ. 4,5 гектар çĕре харпăрлăха, тепĕр 50 гектара арендăна илнĕ вăл, унта кĕтӳ çӳретет. 15 гектар çинче утă туса илет. Алă çавăрса янăскерĕн техника тĕлĕшĕнчен ыйту çук, унăн трактор та, утă çулмалли, типĕтмелли агрегат та пур. Каюм çитĕнтерекен сурăхсене çынсем хăйсемех килсе туянаççĕ: хăшĕсем пусса пама ыйтаççĕ, теприсем чĕррине илсе каяççĕ. Вăл çак какай экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине çирĕплетет, мĕншĕн тесен сурăхсене хăвăрт ӳсмешкĕн нимĕнле хутăш та, витамин та памасть. Выльăх кĕтӳре çӳренĕ май хăш курăка кăмăллать — çавна çиет. Паллах, прививкăсем пирки те манмасть, юн ĕçекен паразитсенчен пĕр хутчен укол тăвать. Сурăхсене чĕрĕлле ытларах чухне Акатуй валли, спорт ăмăртăвĕсем ирттерекенсем илсе каяççĕ. Тĕслĕхрен, кĕрешӳçĕсенчен чи маттуррине тата вăйлине мĕн авалтан такапа чысланă, вăл сумлă парне шутланнă. Кăçал Республика кунĕ Етĕрнере иртнĕ май Каюм айккинче тăрса юлман. Уяв тĕлне хулана илемлетмешкĕн 100 калча кĕл чечек парнеленĕ. Паллах, кĕрешӳре çĕнтерекен валли чи пысăк такине кайса панă. «Епле ăнчĕ-ха сана, мĕнле ĕçлесе кайрăн? Эсĕ Узбекистанран сурăх кĕтĕвĕпе килмен-çке», — çак ыйтăва час-часах параççĕмĕн Каюма. «Енчен те сан тавра лайăх çынсем пулсан кĕсьери вунă тенкĕпе те ĕç пуçараятăн. Сан тавра никам та çук тăк — кĕсье тулли укçа-тенкĕ пулсан та ĕçӳ каймĕ», — çапла хурав пама хăнăхнă вăл. Сăр тăрăхĕнчи пысăк уçланка пире те илсе кайса кăтартрĕ Каюм. Вĕçĕ-хĕррисĕр улăхра сурăхсем ирĕкре çӳреççĕ. Йĕри-тавра — емешĕл курăк. Вĕсене шыраса темиçе çухрăм таранах кайма тиврĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Шкулта хими предметне килĕштереттĕм»

Ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрать вăл. Мĕнле ĕçе пикенет — йăлт лайăх пулать. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Павел Сергеев çинчен.

Кашни ачан — хăйĕн ĕçĕ

Павел Иванович Шăмăршă тăрăхĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Нумай ачаллă, туслă çемьере çитĕннĕ. «Пирĕн çемьере 9 ача — 5 хĕрпе 4 арçын ача — пулнă. Эпĕ — 8-мĕшĕ. Анне Вера Григорьевна Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчен качча килнĕ. Аттен Иван Лаврентьевичăн пĕрремĕш арăмĕнчен 3 ача /икĕ хĕрпе пĕр ывăл/ юлнă. Унăн мăшăрĕ хĕне кайса вилнĕ. Аннен качча килнĕ чухне Галина ятлă хĕрĕ пулнă, вăл тата 5 ача çуратнă. Çывăх çыннăм вăрман хуçалăхĕнче рабочире вăй хуратчĕ. Атте колхозра кочегарччĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан Павел Иванович. Павел Сергеев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Колхозра пай уйăрнă: выльăх кăшманĕ, çĕр улми, куккурус çумланă. Ашшĕпе амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшнă, пахчара ĕçленĕ. «Çемьере кашни ачан хăйĕн уйăрса панă ĕçĕ пулнă. Манăн вутă татса çурмаллаччĕ. Ун чухне вутта нумай вăхăтлăха татса хатĕрлесе хуман. Ыран валли, сăмахран, паян татнă. Анне вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ те — вутă сĕре нумайччĕ. Кăмпана, çырлана ялан çӳренĕ. Вутта шăллăмпа иксĕмĕр татнă. Астăватăп: пĕррехинче аппапа пĕр кунра пăчкăпа пĕр машина вутă татса пĕтертĕмĕр. Иртен пуçласа каçчен хапха çӳллĕш вутă купи туса хунăччĕ. Пурте тĕлĕннĕччĕ. Пирĕн аппа сĕре ĕçчен», — калаçăва сыпăнтарчĕ Павел Иванович. Чи кĕçĕнни Василий ятлă. Вăл тĕп килте пурăнать. Тетĕшĕ Варфоломей çав касрах çурт-йĕр çавăрнă. Юман теççĕ ăна. Пурăнччăр тесе йывăç, кайăк ячĕсене панă. Асли Чĕкеç ятлă. Тепри — Лида. Череповеца ĕçлеме янă Павел Сергеев ача чухне кам пулма ĕмĕтленнине астумасть. Шкулта вăл лайăх вĕреннĕ. 1975 çулта Карапай Шăмăршăри шкултан вĕренсе тухнă. «Эпĕ хими предметне сĕре юрататтăмччĕ. Василиса Прохоровна уроксене интереслĕ ирттеретчĕ, тарăн пĕлӳ пама тăрăшатчĕ. Шкул хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш техучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Кайран ăна хими техникумĕпе пĕрлештерчĕç. Училищĕне «5» паллăсемпе вĕçлерĕм, 6 разрядлă аппаратчик пулса тăтăм. Пĕрле вĕреннисем 4-мĕш разрядпа тухрĕç. Мана «5»—пе пĕтернипе 6-мĕш разряд пачĕç. Пире ушкăнпа пĕрле Вологда облаçĕнчи Череповеца ĕçлеме илсе кайрĕç. Ушкăнра 20 çамрăкчĕ. Азотпа тук заводне вырнаçтарчĕç. Çур çултан, 1977 çулхи авăн уйăхĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне вĕренме кĕтĕм. Пулас мăшăрăмпа Алевтинăпа унта паллашнă. 1982 çулта пĕрлешрĕмĕр. Диплом илсен направленипе хими предметне вĕрентекенне ярасшăнччĕ. «Эпир икĕ химик пĕр шкулта ĕçлесен пире сехет çитмест пуль», — терĕм ĕçе направленипе яракан комисси членĕсене. Çав вăхăтра пире Череповеца ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Эпĕ лерен маларах направлени илсе килнĕччĕ. Унта тухса кайрăмăр вара. Хĕрĕм Алина çуралчĕ. Азотпа тук заводĕнче аммиак селитри кăлараттăмăр. Общежитире пӳлĕм пачĕç. Эпĕ пĕр çул смена мастерĕнче ĕçлерĕм. Çур çултан смена пуçлăхĕ пулса тăтăм. Унтан — уйрăм пуçлăхĕ. Пире хваттер те парасшăнччĕ. Анчах 3 çултан Çĕнĕ Шупашкара таврăнтăмăр. Чун тăван тăрăхалла туртатчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти химкомбината вырнаçрăмăр. Çулталăк общижитире пурăнтăмăр, «малосемейка» пачĕç. Ĕçе смена мастерне кĕтĕм те пĕр вырăнта 39 çул та 6 уйăх ĕçлерĕм. Ĕç стажĕ пĕтĕмпе — 43 çул», — калаçу çăмхине сӳтрĕ Павел Иванович. Хими енĕпе кайнăшăн пĕрре те ӳкĕнмест вăл. «Химие юратнăран училищĕне вĕренме кĕнĕ», — тет. Пурнăçра чăннипех хăйĕн вырăнне тупнă. Павел Сергеев нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ юратнă, чун кăмăлланă ĕçне тĕлĕкĕнче курать. Ăна, пуçарулăхĕпе палăрнăскерне, ĕçрен ярасшăн пулман. Нумай-нумай хисеп хутне, наградăна тивĕçнĕ вăл хăй вăхăтĕнче. Вĕсен шутĕнче — Химпромăн тав хучĕсемпе хисеп грамотисем, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн, Чăваш Республикин Промышленноç министерствин, Раççей Федерацийĕн Промышленноç министерствин хисеп грамотисем… 2013 çулта Чăваш Енĕн промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ. Ĕçре çамрăксемшĕн наставник пулнă, питĕ нумай яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕрентнĕ. Кунсăр пуçне общество ĕçне хастар хутшăннă. Пĕр мероприятирен те юлман. «Эпĕ чунпа — ял çынни» Павел Сергеев хулара ĕçлесе пурăннă пулин те чунĕпе ял çынни пулнине пытармарĕ. Химиксен хулинчен инçех мар пахча пулнă. Яланах пахчана васканă. Яла кайса çӳренĕ. Мăшăрĕпе Алевтина Витальевнăпа 43 çул пĕрле пурăнаççĕ. Икĕ ача — хĕрпе ывăл — пăхса ӳстернĕ. Тăватă мăнукпа савăнаççĕ. Ачасем иккĕшĕ те ЧПУри экономика факультетне пĕтернĕ. Алена юридици факультетĕнче те пĕлӳ илнĕ. Алевтина Витальевна Çĕнĕ Шупашкара килсен сĕтел-пукан фабрикине ĕçе кĕнĕ. Унтан суд тытăмне ĕçлеме куçнă. ЧПУри юридици факультетне куçăн мар мелпе пĕтернĕ. Унтан Атăл—Вятка академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Суд тытăмĕнче 33 çул вăй хунă. Алевтина Сергеева та ĕçре хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе палăрнăшăн нумай Хисеп хутне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет тивĕçнĕ. Вăл — суд тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Ăна «Службăра палăрнăшăн» тата «Тăрăшулăхшăн» медальсемпе наградăланă. Павел Сергеевăн чун киленĕçĕ — пахчара ĕçлесси. Темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, улма- çырла, ешĕл çимĕç унăн пысăках мар çĕр лаптăкĕнче. Сăмах май, Павел Ивановичăн аппăшĕ Валентина Мусина /Куславккара пурăнать/ ĕмĕр тăршшĕпе стройкăра ĕçленĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Карапай Шăмăршăра пурăнакан аслă пиччĕшĕ Варфоломей Иванович /ăна Юман теççĕ/ ĕмĕрĕпех трактористра ĕçленĕ. Вăл «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ. «Нумай ачаллă çемьере ӳсни питĕ лайăх. Пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр. Эпир питĕ туслă ӳснĕ. Халĕ те килĕштерсе пурăнатпăр. Туйсене, юбилейсене пурте пуçтарăнса хаваслă ирттеретпĕр. Тăван киле кайса çӳретпĕр. Халĕ, тивĕçлĕ канура, шăпа яла илсе çитерчĕ. Хама телейлĕ тетĕп. Çемье, юратнă мăшăр, ачасемпе мăнуксем пур. Пахчара чун каниччен ĕçлеме, вăрмана çӳреме пулать. Ачасем тăтăш килеççĕ, пулăшаççĕ. Хамăр та пулăшатпăр. Мĕн ĕмĕтпе пурăнатăр тетĕр-и? Пурин те сывлăх пултăр тетпĕр. Мăнуксене пулăшас килет. Кĕçĕн мăнуксене, вĕсен ачисене курас ĕмĕтпе пурăнатпăр», — хавхаланса калаçрĕ Павел Иванович. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.