Хресчен сасси 26 (3066) № 16.07.2025
Чăваш хăмли техĕмлĕрех
Чăваш Ен мĕн ĕлĕкрен хăмла туса илекен тĕп регионсенчен пĕри шутланать. Мĕнле аталанать-ха хальхи вăхăтра хăмла производстви? Çак ыйтăвăн хуравне шыраса Çĕрпӳ округне çитрĕм.
Сăнав поселокĕнчи хуçалăхра хăмлана 14 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Чăваш ял хуçалăхăн наукăпа тĕпчев институчĕн хăмла агротехникин ушкăнĕн ертӳçи, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Дементьев каланă тăрăх, институтра хăмлан 244 сорчĕ упранать. — Японире, Чехире, Америкăра, Польшăра тата ытти çĕрте туса кăларнисем. Чăваш Ене вĕсене 80-мĕш çулсенче Калистов хулинчен илсе килнĕ. Çавăн пекех экспедици вăхăтĕнче хăй тĕллĕн ӳсекен хăмла хунавĕсене пуçтарнă. Тĕслĕхрен, Алтая кайса килнĕ. Вĕсенчен çĕнĕ сорт кăларнă. Пирĕн патри сортсем Чехипе Германирисене çывăх. Çавăн пекех тĕрлĕ тутăллă хăмла пур. Акă пирĕн коллекцире грейпфрут, ыхра, хура хурлăхан, пулă тутиллисем тĕл пулаççĕ. Паллах, пирĕн тăрăхра пурне те ӳстерме май çук. Хăмла тĕтреллĕ вăхăтра техĕмленет. Çĕрпӳ икĕ юхан шыв хушшинче вырнаçнă, çавăнпа лайăх вырăн шутланать. Хăмла шăрăх кунсенче аптрать, ун валли ăшă 18 градусран ытла кирлĕ мар. Сивĕре те нуша курать. Çанталăк улшăнса тăнипе тĕрлĕ чир-чĕр аталанать, хурт-кăпшанкă ерет. Тĕрлĕ сорт валли тĕрлĕ услови кирлĕ. Тĕслĕхрен, Германире вăтам сорт шутланать тĕк пирĕн патра каярах пулать. «Магнум» — Америкăра кăларнă сорт, ун йӳçĕклĕхĕ — 15-17 процент. Пирĕн патра вăл 150 кунра кăна пулса çитет. Кунта ун тухăçĕ япăхрах. Кăнтăрти регионсенче аванрах çитĕнет. Пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă сорт «Подвязный» ятлă, вăл лайăх тухăç парать. «Крылатский» сортăн тухăçĕ 1 тонна ытларах. Унран сăра ырă шăршăллă пулать. Кивĕ плантацисенче йăрансен хушши — 2,5 метр, çĕннисенче — 3 метр, çĕнĕ сортсем валли çутă ытларах кирлĕ, — каласа кăтартрĕ Дмитрий Алексеевич. Хăмлана хурт-кăпшанкăпа чирсенчен хӳтĕлессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулталăкра биопрепаратсемпе 2-4 хут сирпĕтеççĕ. Сăвăспа пыйта пĕтерме тĕрлĕ химикатпа усă кураççĕ. Çум курăкпа та кĕрешеççĕ. Ют çĕршывсенче ку енĕпе кăткăсрах-мĕн. Акă Германире хăмлана тĕрлĕ химикатпа 12-16 хут /!/ им-çамлаççĕ. Унта хĕл кунĕсем ăшă пулнипе хурт-кăпшанкăпа чир-чĕр вăйлă аталанать. Çавăнпа Чăваш Енри хăмла экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци шутланать Хăмла пулса çитсен ăна 2 эрнере пуçтарса илмелле, унсăрăн пахалăхне çухатать. Ку ĕçе çурла уйăхĕн вĕçĕнче е авăн пуçламăшĕнче тытăнаççĕ. Пĕтĕмпех çанталăка кура хăмла епле пиçсе çитнинчен килет. Хĕрӳ тапхăрта чылай çынна ĕçе явăçтараççĕ. Анчах тепĕр ыйту та пăшăрхантарать — хăмла тирпейлекен комбайн кивелнĕ. Санкцисене пула ун валли саппас пайсем тупма та йывăр-мĕн. Хăмла плантацийĕсенче вăй хуракансем каланă тăрăх, совет тапхăрĕнче хăмла лаптăкĕсем пысăк пулнă. «Унччен 1 гектартан 8-12 центнер илнĕ, халĕ — 20. Чăваш хăмлаçисем Мускаври куравсенчен ылтăн медальсемпе таврăннă. Хăмла çитĕнтерекен хуçалăхсем пуян шутланнă. Çĕрпӳре хăмла туса илес енĕпе ĕçлекен институт пурччĕ. Унта 7 пай пулнă. Ученăйсем вун-вун сăнав ирттернĕ, сапан-хунав ӳстерекен питомник пулнă. Хăмла тăвасси тырă лартса ӳстернипе танлаштарсан самай йывăр ĕç шутланать. Тĕп ĕçе алă вĕççĕн тумалла, ĕçĕн пĕр пайне кăна механизациленĕ. Çавăнпа çамрăксем çак ĕçе кӳлĕнесшĕн мар. Йĕркине те пĕлмелле. Кашни ĕçе вăхăтра тумалла, кая хăварма юрамасть. Хăмла хунавĕ хăй тĕллĕн аврансан тухăçĕ пысăках мар. Унччен хăмлана çемйипе тирпейленĕ, халĕ рабочисем те çителĕксĕр. Специалист хăмлаçăсене хатĕрлемелле», — терĕç хĕрарăмсем. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Темиçе тухтăрпа курнăçма пулăшакан проект
Республикăра пурăнакансем халĕ кил-çуртпа юнашар, черет йышăнмасăр тата малтанласа тухтăр патне çырăнмасăр хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Кунтах юнри холестеринпа сахăр шайне, куçпа юн пусăмне, кĕлетке çӳллĕшпе йывăрăшне виçеççĕ, чĕрене ЭКГ тăваççĕ. Çавăн пекех тухтăрсем тĕрĕс апатлану тата сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе консультаци ирттереççĕ. Çу вĕçĕччен мобильлĕ «сывлăх пункчĕсем» кашни округа çитме палăртаççĕ. Сăмах май, «Сывлăх патне — утăм» проект Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе йĕркеленсе пырать.
Шупашкарта пурăнакан Людмила Алексеева пунктсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сайтра вуласа пĕлнĕ. Вăхăта вăраха тăсмасăр хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме шухăшланă. «Çак кун эпĕ юнри холестеринпа сахăр шайне, куç пусăмне тĕрĕслеттертĕм, кардиограмма тутартăм. Тухтăрсем кĕлетке йывăрăшĕ нормăран иртнине палăртрĕç, диетăна пăхăнма сĕнчĕç. Кун йышши проект пурришĕн хĕпĕртетĕп. Кашни кун ир пуçласа каçчен ĕçлекеншĕн ку уйрăмах ансат та меллĕ тĕрĕслев», — терĕ вăл. «Микрорайонта пурăнакан кашни çын тӳлевсĕр майпа тĕрĕслев витĕр тухма кăна мар, специалистран канаш илме те пултарать. Йĕркелӳçĕсене, медицина ĕçченĕсене пысăк тав. Вĕсем туслăн пĕр чăмăрта ĕçлеççĕ, çынсене пулăшаççĕ», — ырă сăмахсем калама хĕрхенмерĕ Валентина Матросова. Проекта общество тата çамрăксен организацийĕсен хастарĕсем те хапăл туса йышăннă. Мобильлĕ пунктсен ĕçне вун-вун специалиста явăçтараççĕ. Ку шутра — терапевт, офтальмолог, кардиолог, хирург, эндокринолог, дерматолог тата ыттисем те. Çынсене регистраци тухма волонтерсем пулăшаççĕ. «Сывлăх патне — утăм» проект пулăшнипе чирчĕре вăхăтра тупса палăртма, сывлăх шайне пĕр тытăмра тытма, çынсене ансат медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме, çавăн пекех пурнăç тăршшĕне ӳстерме пулăшакан чи лайăх мел. Проекта ачасем те хутшăнаççĕ. Пĕчĕк пациентсен хушшинче куçса çӳрекен стоматологи кабинечĕн пулăшăвĕ анлă сарăлнă. Сывлăха тĕрĕслеттермелли пунктсем кашни округпа хулара ĕçлеççĕ. Акă, сăмахран, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Штанаш салинчи пунктра 120-ĕн тĕрĕслев витĕр тухма кăмăл тунă. Офтальмолог пулăшăвĕпе усă курнисенчен 15-шне Республикăри офтальмологи клиника больницине сипленме янă. Пуçласа пунктсем Республика кунĕнчен ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун тĕлне 10 пин ытла çын ятарлă пунктсене çитсе хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме ĕлкĕрнĕ те. Специалистсем палăртнă тăрăх, çуррин юн пусăмĕ, холестерин тата сахăр шайĕ пысăккине, кĕлетке йывăрăшĕ пысăкрах пулнине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне 2 пин ытла çынна хушма тĕрĕслев ирттерме направлени çырса панă. Калăпăр, флюорографи тĕрĕслевĕ 49 çыннăн ӳпкере улшăну пуррине кăтартнă, маммографи вара 25 хĕрарăма хушма тĕрĕслев кирлине палăртнă. Дерматологпа стоматологсем патĕнче пулнă йышран 100 ытла çынна усал шыçă пуррипе çуккине палăртма хушма тĕпчеве янă. Çак тапхăрта педиатрсем 200 ытла çамрăк пациентăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, 12-шне направлени çырса панă. «Сывлăх патне — утăм» проект малалла ĕçлет. Пунктсен ĕç графикне кашни эрнере йĕркелеççĕ. Унпа проектăн официаллă сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать. Пĕр вырăнта темиçе тухтăрпа курнăçни, сывлăха тĕрĕслеттерни тем пек паха. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Шăрăхран тата аллергирен сыхланмалла
«Шăрăх çанталăк чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне япăх витĕм кӳрет. Çак вăхăтра 55 çултан иртнисен 75% юн пусăмĕ хăпарса кайнипе аптăрать. Кун пек чухне инфаркт тата инсульт пулас хăрушлăх та пысăк», — пĕлтерет Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп кардиологĕ Наталья Светлова.
— Шăрăхра чĕрен икĕ хут ытларах ĕçлеме тивет. Çавна май асăрхануллă пулмалла. Сывлăш çитменни, йывăррăн сывлани, пуç çаврăнни е ыратни, кăкăра хĕссе лартни тата вăй çукки палăрать. Чĕрене сиенлес мар тесен тухтăрсем ыйтнине çирĕп пăхăнмалла. Сăмахран, шăрăх çанталăкра урамра 11 сехетрен пуçласа 17 сехетчен çӳреме юрамасть. Ĕçпе тухма тиврĕ пулсан сулхăн вырăн шырамалла, канса илмелле. Çутă тĕслĕ тумтир суйламалла, синтетика материалтан пулмалла мар. Çăт çи-пуç тăхăнни те организмшăн сиенлĕ. Шăрăхра ашпăш тата çуллă апат сахалтарах çимелле. Рационра сĕт тата ӳсен-тăран апачĕ пулмалла. Ытлашши çисе лартни те вырăнлă мар. Тăвар калăпăшне чакармалла. Кунне пĕр литртан ытларах таса шыв ĕçмелле. Пылак шыв тата квас ку шута кĕмест. Морс, симĕс чей е курăксенчен вĕретнĕ шĕвек самай усăллăрах пулĕ, — палăртать Наталья Светлова. Тухтăр сăмахĕпе, ишеми чирĕпе аптăракансен талăкра 800 миллилитр таран шыв ĕçмелле. Кун пек çанталăкра калипе тата магнипе пуян çимĕçсем — курага, иçĕм çырли, банан, хура тул — çимелле. Васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнекенсем — сад-пахча ăстисем. Вĕсем хĕвел питтинче ĕçлеме юратаççĕ. Палăртмалла: пуçа пĕксе ĕçлени — сиенлĕ. Юн пуçа кайма, тăруках юн пусăмĕ хăпарма пултарать. Пахчара 30 минут ĕçленĕ хыççăнах канса илмелле. Астăвăр: медицина ĕçченĕсем сирĕн пата тӳрех çитме пултараймĕç, çумра яланах кирлĕ эмел пулмалла. Енчен шăрăхра япăх пулчĕ тĕк çынна сулхăна илсе каймалла, пит-куçа шыв сирпĕтмелле. Чĕре е кăкăр ыратсан чĕлхе айне нитроглицерин хумалла, пĕр тăхтамасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле. Çуллахи тапхăрта аллерги чирĕ те канăçсăрлантарать. Утă уйăхĕ аллергиксемшĕн чĕр тамăк. Республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман аллерголог-иммунологĕ, медицина наукисен докторĕ Тамара Петрова каланă тăрăх, çак чир çуркунне, çулла тата кĕркунне палăрать. Куççуль е сăмса юхать, ӳт кĕçĕтет тата хĕрелет, сывлăш çитмест. Чирлекенсен йышĕнче 8 çултан пуçласа 20 çула çитнисем, сайра чухне 40 çултан иртнисем тĕл пулаççĕ. Пирĕн регионта çак чир виçĕ тапхăрта палăрать. Ку ака-çу, çĕртме-утă тата утă-юпа уйăхĕсенче. Мĕнле ӳсен-тăран организма сиен кӳнине пĕлни сиплев мелĕсене тупса палăртма пулăшĕ. Шăрăх çанталăкра сывлăшра шăрка концентрацийĕ нумайланать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, тĕрĕс апатланни тата эмелсене вăхăтра ĕçсе тăни чир-чĕре тĕрĕс-тĕкел ирттерме пулăшĕ. Тухтăрсем аллерги тапхăрне маларах хатĕрленме, аллерголог патĕнче диагностика тухма сĕнеççĕ. Хальхи вăхăтри терапи мелĕсем çак чир аталанăвне чакарма пулăшаççĕ. Сăмахран, тренажерпа сывлани, ӳт-пĕве тĕрĕс пăхни. Çĕртме-утă уйăхĕсенче улăхсенче тата уй-хирте ӳсен-тăран чечеке ларать. Сăмахран, тимофеевка, мятлик, куккурус, ыраш... Сывлăшри чечек тусанĕ куçа лексе тĕрлĕ реакцие кĕрет. Тĕслĕхрен, Республикăри офтальмологи клиника больницин васкавлă пулăшу пӳлĕмне кунсерен вун-вун пациент пулăшу ыйтма килет. «Пациента куç хĕрелни, куççуль юхни канăçсăрлантарнă. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн конћюнктивит пулнине палăртрăмăр. Чечек çурнă тапхăрта пациент нумай вăхăт çут çанталăкра пулнă иккен. Ку сывлăха сиенлĕ витĕм кӳнĕ», — каласа парать Светлана Иванова офтальмолог. Аллерги тапхăрĕнчен хӳтĕленме специалистсем диетăна пăхăнма, урамра пулнă хыççăн куçа, сăмсана тата çăвара çума, кунсерен урай çума, сывлăша нӳрлетме, тухтăр ыйтнине çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...