Комментари хушас

10 Утă, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 24 (1404) № 10.07.2025

Наталья НИКОЛАЕВА: «Хамăн мăшăра питĕ хисеплетĕп»

Мĕнле улшăнса пырать пурнăçра хĕрарăм? Пĕри, сăмахран, пĕр тапхăрта чарăнса тăрать те малалла аталанмасть — ку ăна çырлахтарать. Тепри вара пĕр статуспа кăна çырлахмасть, общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăрать. «Йăлтах пирĕн, хĕрарăмсен, аллинче», — тет Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертӳçи Наталья Николаева. Наталья Алексеевнăпа Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн тĕл пулса калаçрăмăр.

Аталану çулĕпе

— Наталья Алексеевна, паянхи пурнăçра обществăра, чăваш тĕнчинче хĕрарăм мĕнле вырăн йышăнать?

— Манăн хĕрарăм çинчен пĕтĕмĕшле калаçас килет — чăваш тĕнчипе чикĕленсе кăна мар. Вăл мĕн ĕмĕртен темиçе роле харăсах пĕрлештерет. Эпĕ юлашки вăхăтра сериалсемпе кăсăклантăм, историпе çыхăннисемпе: Рюриковичсем, Романовсем çинчен фильмсемпăхрăм. Унта шăпах хĕрарăмăн историри вырăнĕ яр уççăн курăнать. Раççейре те, тĕнчере те çавах, хĕрарăм пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Çапах та тĕнчене арçын тата хĕрарăм çине пайлани ытла ансат пек туйăнать. Паян арçынпа хĕрарăмăн партнерлăхĕ çинчен калаçни вырăнлăрах пулмалла. Хĕрарăм халĕ аталану çулĕпе пырать. Нумаях пулмасть кăна унăн вĕренме те, пулас мăшăрне суйлама та ирĕк пулман. Мĕн калаçмалли, унăн килтен те питех тухса çӳреме юраман. Паян, пирĕн хăюллă несĕлĕмĕрсене пула, хĕрарăм пурнăçри пур сферăна та хутшăнма, витĕм кӳме пултарать. Политикăра та, бизнесра та ăнăçлă утăмсем тăвать вăл. Унăн сăнарĕ паян çапларах: ăнăçлă, хăйĕн ĕçне пĕлекен, яваплăхран хăраманскер. Çав вăхăтрах унăн çакна йăлтах çемьепе шайлаштарса пымалла. Лайăх кил хуçи арăмĕ пулмалла, нумай ача çуратмалла. Калăпăр, «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс малтанхи хут иртнĕ чухне унта хутшăннă хĕрарăмсенчен нумайăшĕн виçĕ ача ытларахчĕ. Пысăк\çемье управçи кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пултарать. Кил хуçи арăмĕ, анне — шел те, çак роль тĕнчипех чакса пырать. Анчах та çакă вăхăтлăха кăна иккенне шанас килет.

— Хĕрарăмшăн тĕп вырăнта мĕн пулмалла? Е унăн пур çĕре те ĕлкĕрмелле-и?

— Пур çĕре те ĕлкĕрме май çук. Хăйĕн ĕçне унăн пайлама пĕлмелле. Пĕри, сăмахран, професси тĕлĕшпе ытларах ăнăçтарать, тепри вара çемье ăшшине упрама ăнтăлать. Кашниннех хăйĕн вăйлă тата вăйсăр енĕсене курма пĕлмелле, çав енсемпе ытларах ĕçлеме тăрăшмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн, паллах, йăлт улшăнать. Ачасем пĕчĕк чухне, калăпăр, вĕсене ура çине тăратмашкăн вăй ытларах каять. Пепкесем ӳсеççĕ — амăшĕн ытти ĕç валли вăхăт ытларах пухăнать.

— Паянхи хĕрарăмăн мĕнле пулмалла?

— Çакă йăлтах хĕрарăмăн темпераментĕнчен килет. Вăл миçе çулта пулни, мĕнле ĕçре вăй хуни те пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче хăйне тĕрлĕрен тыткалать хĕрарăм. Калăпăр, çамрăклăхра эпир малашлăхран асамлăх, юрату кĕтетпĕр. Çакă пикешĕн йĕркеллĕ — вăл хальлĕхе арçын тĕнчин алăкне уçса пăхман-ха. Эпĕ, сăмахран, хам виçĕ ача амăшĕ пулнишĕн телейлĕ. Пĕрремĕш пепкепе йăлтах туйса-ăнланса та илеймен. Чĕре айĕнче çĕнĕ чун тĕвĕленсе-аталанса пыни, ăна алла илессине кĕтни, пĕрремĕш хут кăкăр пани — çак туйăмсем нихăçан та манăçмĕç. Хĕрарăмлăха пĕр стандарта хупма çук. Ача кĕтнĕ, ăна алла илнĕ чухне манăн тĕнче ун тавра çаврăннă. Пепкесем шкула кайсан ытти ыйту валли те вăхăт ытларах уйăрма май тупăннă. Хĕрарăмăн пĕр пĕтĕмĕшле сăнарĕ çук, кашни тапхăртах тĕрлĕрен вăл. Актрисăн гардеробĕ пек — шкапа уçсан унта тĕрлĕ кĕпе-костюм çакăнса тăмалла: король фавориткинчен пуçласа, калăпăр, кухарка таранах. Çав шутра — ĕç костюмĕ те. Чи кирли — пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар. Паян вăтанса кулакан чиперкке пулсан ыран — пĕр-пĕр профессие алла илсе сулмаклăн малалла утакан хĕрарăм. Çав вăхăтрах вăтанчăк чиперкке костюмне те манăçа кăлармалла мар.

Çемье

— Эсир хĕрарăм сăнарĕ çинчен питĕ витĕмлĕ каларăр, хăвăр çинчен те ытларах пĕлес килет. Мĕнле çемьере ӳснĕ эсир? Çамрăклăхри ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕнĕ-и?

— Манăн анне математика учителĕ пулнă, атте заводра ĕçленĕ. Пире ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем… Патшалăх тытăмĕнче улшăнусем пыраççĕ, нимĕнле тăнăçлăх та çук. Аттене шалу курткăпа е атăпа параççĕ. Йывăрлăхра пирĕн çемье тата ытларах чăмăртанчĕ кăна. Анне икĕ сменăпа ĕçлетчĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçе йăлтах йăмăкпа иксĕмĕр пурнăçлаттăмăр. Эпĕ тирпейлес яваплăха хам çине илнĕ, вăл тĕпелте кăштăртататчĕ, тутлă апат хатĕрлетчĕ. Унтан шкултан киле панă ĕçсене пурнăçлаттăмăр. Юлташсемпе хутшăнма та вăхăт тупăнатчĕ. Çакă мана питĕ килĕшетчĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшсемпе халĕ те хутшăнатпăр. Çамрăк чухне манăн актриса пулас килетчĕ. Анчах та вăхăчĕ кăткăсчĕ... 1993 çулта эпĕ шкултан вĕренсе тухрăм. Анне тĕслĕхĕпе — вăл уроксене хатĕрленнине сăнама питĕ кăмăллаттăм — И.Я.Яковлев ячĕллĕ института вĕренме кĕтĕм, кĕçĕн классен учительницин дипломне алла илтĕм. Çав вăхăтрах Хусанти аслă шкулта психолога вĕрентĕм. 45-мĕш шкулта ĕç стажне пуçларăм. Каласа хăвармалла, ачасемпе — кĕçĕннисемпе те, аслисемпе те — ĕçлеме питех те килĕшетчĕ мана. Каярахпа «Ваше радио» кăларăмра хамăн вăя тĕрĕслесе пăхрăм. Мĕнле шухăш тытнă унта кайма — халĕ те пĕлместĕп. Унта артист пултарулăхне тĕрĕслесе пăхма май пулассăн туйăнатчĕ. Професси тĕлĕшĕнчен пурнăçăм тĕлĕнмелле тĕрлĕ енлĕ аталаннă, кашни тапхăртах юнашар пулнă çынсене паян та тав тăватăп. Вĕсем мана чунпа пуянланма пулăшнă, паянхи манăн сăнара витĕм кӳнĕ. Ĕмĕтсем тенĕрен, каларăм ĕнтĕ, артистка пулас шухăшпа хĕмленнĕ. Професси сцени çине тухасси пулмарĕ, анчах та маншăн пурнăçăн кашни тапхăрĕ — сцена, юлташсен, ĕçтешсен хушшинче те çаплах. Пур ĕмĕт те пурнăçланнă темелле. Пĕчĕк чухне пукан çине хăпарса тăраттăм та манăн виçĕ ача тата пысăк çурт пулассине калаттăм. Çакă та пурнăçланчĕ.

— Эсир общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа палăратăр, çемйĕр те пĕчĕк мар. Кĕнеке вулама вăхăт юлать-и? Тата — мĕн вулатăр?

— Паллах. Ытларах професси литературине вулатăп. Психологи питĕ килĕшет. Ĕнер кăна Александр Купринăн «Суламифьне» тепĕр хут вуласа тухрăм. Романа хам ăшра малалла тăсма хăтлантăм. Çамрăклăх ытла хăвăрт иртсе кайни шухăшлаттарать… Куприн хайлавĕсене, унăн чĕлхине, çырас ăсталăхне питĕ кăмăллатăп. Эпĕ харăсах темиçе кĕнеке вулассине йăлана кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра Тамерлан пурнăçĕпе, шăпипе кăсăкланса кайрăм, ун çинчен вулатăп. Пирĕн килте пысăк библиотека, Олег Алексеевичпа ачасене те кĕнекепе туслаштартăмăр. Аталанмашкăн питĕ меллĕ ку — кĕнеке вулани. Спектакль е кино куракана хатĕр материалпа тивĕçтерет. Кĕнеке вуланă чухне вара авторпа куçа-куçăн юлатăн, сценари планне пĕрле аталантарса пыратăн, шухăша ирĕке яратăн… Пурнăçра хастарлăхпа палăракан хĕрарăмсем тарăн литературăна тишкернине сăнатăп.

— Икĕ ыйтăва пĕрлештерер-ха: мĕнле музыкăна юрататăр тата хобби пур-и сирĕн?

— Музыка, паллах, классика. Унсăр пуçне 90-мĕш çулсенчи юрăкĕвĕ… Мĕн тăвăн, эпир ăна итлесе ӳснĕ. Хобби, каларăм ĕнтĕ, вулама юрататăп. Куçăм тапхăрĕнче çыхма, тĕрлеме килĕштереттĕм, халĕ, шел те, ун валли вăхăт çитсе пымасть. 90-мĕш çулсенче, вулакан астăвать ĕнтĕ, лавккасен сентрисем пушăччĕ, хăнана каймалла — парне тупса илме çук. Алă ĕçне пĕлни хăтаратчĕ кун пек чухне, мĕн те пулин шухăшласа кăлараттăмăрах.

— Эсир паян пиçсе çитнĕ, пурнăç опычĕллĕ хĕрарăм. Мĕнле шухăшлатăр: арçын хĕрарăма мĕншĕн юратать? Ăсшăн-и е хитрелĕхшĕн-и, тен, шанчăклă пулнишĕн е хавас кăмăлшăн?..

— Малтанах хĕрарăмăн хăйне килĕшмелле: илĕртӳллĕ, илемлĕ, хăйĕн вăйне шанакан, пурнăç опычĕллĕ чиперука арçын асăрхамасăр пултараймастех. Хитре мар хĕрарăм çук, хăйсене юратманнисем кăна пур. Хамăра пăхмалла – салонран тухмалла маррине пĕлтермест ку. Йăлтах хĕрарăм аллинче. — Наталья Алексеевна, сирĕншĕн чи пысăк авторитет пур-и? — Кунта эпĕ пурнăçа мĕнле йышăннине кура пайламалла пулĕ. Паян, паллах, эпĕ хамăн мăшăра Олег Алексеевича питĕ хисеплетĕп. Тата — Владимир Владимирович Путина. Вăл — тĕлĕнмелле çын. Вăл кăткăс та йывăр тапхăрта çĕршыва арканма памасăр тытса тăма, пĕрлештерме пултарчĕ. Ăна хисеплеççĕ. Çынсене хăй хыççăн ертсе пыма пĕлекен лидер. Кризис тапхăрĕнче те яваплăхран хăрамасăр, стандартсене пăхăнмасăр ертсе пырать вăл çĕршыва. Эпĕ хисеплекен автор та питĕ нумай. Вĕсем мана пурнăçа тĕрлĕ енлĕн хаклама пулăшаççĕ. Паллах, вĕсен стандарчĕпе пурăнмастăп, анчах вариаци енчен — маншăн пысăк пулăшу.

— Çулла ăçта канма юрататăр?

— Атăл леш енче. Эпĕ унта çуралнă. Унта çурт сыхланса юлнă пирĕн. Çамрăк чухне тĕнче, тинĕс, тусем курса çӳреме кăмăлланă пулсан халĕ малти вырăнта — шалти тĕнче. Лăпкăн кăна вăрманта уçăлса çӳреме кăмăллатăп.

— Сирĕн пурнăçри чи пысăк хаклăх — …

— Çывăх çынсем. Карьерăпа хăть те хăçан улăхма, укçа-тенке хăть те хăçан ĕçлесе илме пулать. Çывăх çынсем кăткăс самантсенче те тĕревлеççĕ, йывăрлăхра алă параççĕ. Эпир те тĕрлĕ тапхăр витĕр тухрăмăр. Пĕрле пулас килни — маншăн çакă чи пысăк пуянлăх. Ытти килет те каять. Çавăнпа çывăх çынсене упрама пĕлмелле — кашни самантра. Çемье те, юлташсем те маншăн питĕ хаклă. Çемье йăли-йĕрки те пур пирĕн. Калăпăр, ирхи апатра пурте пĕрле сĕтел хушшинче пуçтарăнатпăр, хутшăнатпăр, тĕрлĕ ыйтăва çĕклетпĕр, сӳтсе яватпăр. Ачасем васкаварлă çул çинче самантлăха чарăнса тăма, пурнăç çинчен шухăшлама хистеççĕ. Пурте пĕрле çула тухма юрататпăр эпир. Каллех кĕнеке патне таврăнатăп. Пур ачапа та çапла пулнă — кĕçĕнни вун виççĕре пулин те пурте пĕрле вуласси йăлара. Ушкăнпа кино курма, пĕрлехи туйăмсемпе сӳтсе явма килĕшет. Ушкăнпа ĕçлетпĕр эпир. Кил-çурта та пĕрлех тирпейлетпĕр, пулăшакан çук пирĕн, пахчара та пĕрлех тăрмашатпăр, ăна йĕркере тытма тăрăшатпăр.

— Калăр-ха, регион ертӳçин мăшăрĕ пулма çăмăл-и е йывăр-и?

— Ку ытти мăшăртан питех уйрăлса тăрать тесе каламăттăм. Яланах тенĕ пек çын куçĕ умĕнче ĕнтĕ — çавă пур. Хăвна яланах алăра тытмалла, сăмахсене суйласа калаçмалла… Малтанах çакă кăткăслăх çурататчĕ — кам мĕн калать, кам мĕнле пăхать? Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Мана çынсем мĕнле йышăннине пĕлетĕп. Хамăн статуса регион шайĕнче ĕçпе çирĕплетрĕм тесе калама пултаратăп. Çавăнпа халĕ ку енĕпе кăткăслăх курмастăп. Çакна малтанласа çемьере те вĕренсе пытăмăр. Ĕнтĕ ку енĕпе пĕр вырăнта тăмастпăр, лару-тăрăва кура аталанса пыратпăр. Олег Алексеевича урамра, лавккара-мĕнре курсан чарăнма, пĕрле сăн ӳкерĕнме ыйтаççĕ. Пулăшу ыйтакансене вăл нихăçан та хирĕçлемест. Ĕç вăхăтĕнче пулсан сăн ӳкерĕнме те хирĕçлемест.

Хĕрарăмсен союзĕ — хăватлă пĕрлĕх

— Çемье хаклăхне Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ малти вырăна кăларса ĕçлет. Етĕрне округĕнчи Тури Ачакри музейпа пĕрле пурнăçласа пыракан проект шăпах çамрăк мăшăрсене пĕр-пĕрне упрама вĕрентет.

— Пирĕн унта чĕрĕлĕх варкăшĕ вĕрсе кĕртес, туристсене ытларах явăçтарас шухăш çуралчĕ. Эпир шухăшласа кăларнă грант çемьесемшĕн питех те килĕшрĕ. Чăваш йăли-йĕрки пурне те тыткăнларĕ — арăма урапапа ярăнтарасси, кĕвентепе шыв çĕклесси, хуран кукли пĕçересси таранах. Кăсăклă çак проект йăла-йĕркене тарăннăн туйса илме май парать, пушшех те — ăна хăйсем пурнăçласа пăхаççĕ. Эпир паян кăмака хутмастпăр, шыв çĕклеместпĕр… Авалхине чунпа туйни хутшăнусене те витĕм кӳрет. Çемьене сыхласа хăварасси таранах. Пур ĕçе те пурнăçласа пăхнă хыççăн ахальтен мар пĕр мăшăр: «Эпир уйрăлма тĕв тунăччĕ, халĕ ĕнтĕ шухăша улăштартăмăр», — терĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.