Руль умĕнчи ача – хăрушă!
Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăри çулсем çинче 319 авари пулнă, вĕсенче 42 çын вилнĕ, 370 çын суранланнă. Çак кăтартусене ШĔМĕн Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов журналистсене çулталăкăн пĕрремĕш çуррине пĕтĕмлетме пресс-конференцие пухнă май пĕлтерчĕ.
Цифрăсем çулталăк каяллахи çак тапхăртинчен самай пĕчĕкреххине палăртма кăмăллă. Çапах темиçе муниципалитетра инкек ытларах пулни пăшăрхантарать: Вăрнар, Вăрмар, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне округĕсем статистикăна каялла туртаççĕ. Çын вилнипе çыхăннă тĕслĕхсен списокĕнче çав-çавах транспорт хатĕрĕсем çапăнни малта. Машинăсем çулăн сулахай енне тухса хирĕç килекен транспорт хатĕрĕсемпе çапăннă май 17 çын пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра ултă тĕслĕхре водительсем çулăн транспорт хирĕç килекен енне юраман çĕрте тухнă.
Çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхлама паян фотофиксаци приборĕсем курăмлă пулăшу кӳнине Владимир Геннадьевич пайăррăн палăртрĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх çул-йĕр правилисене пăснăшăн явап тыттарма 6 уйăхра 898 пин йышăну тунă. Штрафсен виçи — 940 миллион тенкĕлĕх. Приборсен шутне ӳстерсех пыраççĕ. Çĕннисене туяннă май укçа перекетленнĕ те — унпа фотофиксацин тата 11 мобильнăй комплексне илме йышăннă. Çак техника транспорт юхăмне вăрттăн сăнама май парать — чее водительсене те, стационар приборсем ăçта вырнаçнине пĕлнĕ май унта кăна хăвăртлăха чакараканскерсене, тăрă шыв çине кăларма пулăшать.
Водительсене вĕрентсе хатĕрлесси пирки те калаçу пулчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 9,3 пин çамрăк пĕлӳ илнĕ. Экзамен тытма 7,7 пинĕшне ирĕк панă. Тĕрĕслев витĕр пĕрремĕш хутĕнчех ăнăçлă тухнисен йышĕ пысăк тееймĕн — курсантсен 27% кăна, 2094 çын, экзамен тытайнă. Ыттисен тĕрĕслеве татах та татах килме тивнĕ. Сăмах май, Раççейре асăннă вăтам кăтарту 34% танлашать. Чăваш Енре ПАИ çапла çирĕп пулни, паллах, çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмеллипе сăлтавланать. Ку ăнсăртран мар. Кăçал руль умĕнчи стаж 3 çултан иртмен çамрăк водительсем 32 авари тунă, вĕсенче 5 çын вилнĕ.
Çуран çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме ятарласа операцисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çул çинче çуран çынсем вилесси кăçал чакнă, çапах çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме çук-ха — çулталăк пуçланнăранпа 13 çын пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра 11-шĕ тĕттĕм вăхăтра инкеке лекнĕ. Ытларах — хĕлле. Çийĕнчен 8-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă.
Ачасем шар курнă тĕслĕхсем те сахалланнă — 511 инкек пулнă. Шел, ача вилнĕ тĕслĕх те пур. Инкек тӳснисенчен 5-шĕ — 6 çулчченхи шăпăрлансем. 31-шĕ — 7-11, 20-шĕ — 12-16 çулсенче. 16 тултарман ачасем çул çинче шар курнă тĕслĕхсем ытларах Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне округĕсенче пулнă. 6 тĕслĕхре инкексемшĕн ачасем хăйсем айăплине палăртнă.
18 çулчченхисемпе çыхăннă статистика вара тата хурлăхлăрах. Вĕсем хутшăннипе кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 66 авари пулнă, вĕсенче 4 çамрăк пурнăçĕ татăлнă. Ку цифра иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 300% пысăкланнă. Утă уйăхĕнче те çакнашкал икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Владимир Романов хурлăхлă кашни тĕслĕх çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски округĕнчи Асанкасси ялĕнче 17 çулти Никита Ч. «ИЖ Планета 5» мотоциклпа çула тухнă. Ăна пăхăнтарайман — ӳкнĕ, инерципе шуса пырса хирĕç килекен «Газель» машинăна лекнĕ. Йĕкĕт, суранланнăскер, больницăна илсе кайнă чухне çул çинче сывлама пăрахнă. Никита Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн 1-мĕш курсĕн студенчĕ пулнă. Водитель прави пулман, мотоцикл çине мотошлемсăр ларнă. Транспорт хатĕрне хăй пухнă, çуллахи вăхăтра ĕçе вырнаçнăскер мотоциклпа унта çӳренĕ.
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Улатăрта инкек пулнă. 16 çулти Антон Б. 22 сехет те 40 минутра «Эндуро-500» минимотоциклпа çул айккине тухса кайнă, электролинин бетон юпи çине пырса тăрăннă. Васкавлă медпулăшу бригади килсе çитиччен çавăнтах вилнĕ. Çамрăк çыннăн водитель удостоверенийĕ пулман. 9 класс пĕтернĕскере транспорт хатĕрне ашшĕ икĕ эрне маларах кăна туянса панă.
Пăшăрхантаракан статистика: кăçалхи ултă уйăхра Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем çул çитмен водительсем, мототранспорт хатĕрĕсен хуçисемпе пассажирĕсем тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан 297 ĕç пуçарнă. Çав шутра 8 тĕслĕхре сăмах çамрăксем руль умне ӳсĕрле ларни е медицина тĕрĕслевне кайма килĕшменни пирки пырать. Ыттисем — управлени прависĕр хăварнă е унашкал право çук çынсем мототранспортпа çула тухнă тĕслĕхсем.
Çамрăксем питбайкпа çулсем çине тухнă тĕслĕх нумай. Унпа пурте усă куракан тротуарсемпе, çуран çынсем усă куракан çулсемпе çӳреме юрамасть. Питбайк спортинвентарь шутланать, вăл спорт трюкĕсем тумалли, ятарлă ăмăртусенче тупăшмалли хатĕр. Ачасем руль умне ларса инкеке лекесрен сыхланас тĕллевпе ПАИ ака уйăхĕнче анлă «Асăрханăр! Руль умĕнче — ачасем!» информаципе пропаганда кампанине пуçарнă. Вăл чӳк уйăхĕчченех пырать. Çавна май Владимир Геннадьевич ялсен старостисенчен те пулăшу кĕтет — çул çитменнисем мототехникăпа пурте усă куракан çулсем çине тухнă тĕслĕхсем çинчен полицие евитлеме чĕнсе каларĕ.
Шкулсемпе колледжсен педагогĕсен те сыхă пулмалла — питбайкпа çӳрекен ачасем çинчен автоинспекцие пĕлтермелле. Çавăн пекки — шкула питбайк утланса пыраççĕ. Çакнашкал информаци çитсен ПАИ шкул патĕнче ДПС экипажне тăратĕ — йĕркене пăсакана, унăн ашшĕ-амăшне явап тыттарĕ. Унашкаллисене çул çинче чарасси теветкеллĕ: çул çитменскерсем ПАИ инспекторĕсене асăрхасан тарма хăтланаççĕ — инкек пуласси те часах.
Сыхлăха çирĕплетме тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Управлени пуçлăхĕ автозаправка станцийĕсенче водитель прависĕр çамрăксене бензин сутма чарни вырăнлă тесе шухăшлать. «Татнефть», «Лукойл» заправкисенче çак чарăва ĕçе кĕртнĕ те ĕнтĕ. Ыттисемпе те ĕçлеççĕ.
Паллах, чи малтан ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймалла. Питбайк — тетте мар, вăл йывăр суран кӳме те, вĕлерме те пултарать. Шел те, питбайк шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пырать. Ăна ачана туянса париччен тĕплĕ шухăшламалла — çиччĕ виçсе пĕрре касмалла. Владимир Геннадьевич ашшĕ-амăшĕ хăйсен аккаунчĕсене самокат арендăна илме ачисене панине те татăклăн сивлерĕ. Самокат утланнă ачасем хăйсене те, ытти çынна та шар кăтартма пултараççĕ.
Шел те, Шупашкарта самокатпа çӳремелли вырăн сахал. Тепĕр тесен, велосипедпа çӳресси те чăрмавлă. Владимир Геннадьевич ĕçе час-часах велосипедпа килет те — çакна хăй те курать. Журналистсен хушшинче те кăмăлсăррисем тупăнчĕç: «Пирĕн хула çуран çынсем валли мар, машинăпа çӳрекенсем валли». Чăнах та, Çĕнĕ хулана çуран е велосипедпа çитсе пăх-ха — чĕр нуша. Мĕншĕн тесен çав еннелле тротуарсем çук. Çĕнĕ Шупашкара каясси пирки калама та кирлĕ мар — влаçсене автоçулсем кăна кирлĕ пулас, çуран çын пирки пăшăрханакан сахал.
Самокат тенĕрен, Владимр Романов позицийĕ çирĕп: вĕсем валли е уйрăм çулсем тумалла, е çак хатĕрсемпе усă курмашкăн вуçех чармалла. Сăмах май, çĕршыври темиçе хулара çакнашкал чарăва вăя кĕртнĕ ĕнтĕ. Мускавра, Санкт-Петербургра вара самокатсен те регистраци паллисем пур — йĕркене пăсакана тупса палăртасси чăрмавсăр. Хăрушсăрлăха тивĕçтерес тесен самокатсене арендăна паракан компанисен умне çакăн пек услови лартма пулать. Килĕшмеççĕ тĕк вĕсене «чипер кайăр!» темелле, хулана кĕртмелле мар.