Комментари хушас

6 Çурла, 2025

Хресчен сасси 29 (3069) № 06.08.2025

Пысăк тухăç савăнтарать

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 62012 гектар, çулталăк каяллахинчен 61,8% пысăкрах лаптăкра, вырнă.

Вырас енĕпе малта пыракан вунă округа палăртар: Елчĕк (7334 га), Çĕрпӳ (6321), Патăрьел (4974), Пăрачкав (4120), Комсомольски (3744), Куславкка (3564), Красноармейски (3501), Вăрнар (3420), Муркаш (3050), Етĕрне (2632). Вĕсене хăваласа çитессишĕн çак округсем малалла талпăнаççĕ: Йĕпреç (2417), Сĕнтĕрвăрри (2313), Канаш (1978), Вăрмар (1923), Тăвай (1901), Улатăр (1877), Элĕк (1834), Шупашкар (1562), Шăмăршă (1265), Хĕрлĕ Чутай (1152), Çĕмĕрле (1131). Çурлан 4-мĕшĕ тĕлне республикипе вырнă 62012 гектартан 61753-шне, çулталăк каяллахинчен 67,4% пысăкрах лаптăкра, çапса тĕшĕленĕ. Республикипе 259 га çинче çеç паккусра выртнă — çанталăк типĕ тăнă чухне ку хăрушă мар. Пухса кĕртнĕ тырăран тулă — 42794 га, ыраш — 2423, урпа — 9093, тритикале 31 га йышăннă. 4-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 242374 тонна (бункер виçипе шутланă) тырă, çулталăк каяллахинчен 208,5% нумайрах, пухса кĕртнĕ. Çав шутра тулă — 172685 тонна, урпа — 35270, ыраш — 7315, тритикале — 82. Кун пек ӳсĕм тата хăш çул пулнине ветерансем çеç пĕлтерме пултараççĕ. Округсенче тырă çакăн чухлĕ пухса кĕртнĕ (бункер виçипе шутланă): Çĕрпӳ — 30908 тонна, Елчĕк — 29371, Патăрьел — 21137, Красноармейски — 15066, Куславкка — 14781, Пăрачкав — 13316, Комсомольски — 12832, Вăрнар — 12702, Сĕнтĕрвăрри — 10921, Муркаш — 10776, Канаш — 8643, Етĕрне — 8572, Шупашкар — 7678, Йĕпреç — 7305, Вăрмар — 7069, Тăвай — 6411, Элĕк — 6358, Улатăр — 5982, Шăмăршă — 5428, Çĕмĕрле — 4096, Хĕрлĕ Чутай — 3021. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран республикипе — 39,2 центнер (çак кăтарту çулталăк каяллахинчен 24,5% пысăкрах), çав шутра Шупашкар округĕнче — 49,1, Çĕрпӳ — 48,9, Сĕнтĕрвăрри — 47,2, Канаш — 43,7, Красноармейски — 43, Патăрьел — 42,5, Елчĕк — 41,9, Куславкка — 41,5, Шăмăршă — 40,7, Вăрнар — 37,7, Çĕмĕрле — 36,2, Вăрмар — 36, Муркаш — 35,3, Элĕк — 34,7, Комсомольски — 34,3, Тăвай — 33,7, Етĕрне — 32,6, Пăрачкав — 32,3, Улатăр — 31,9, Йĕпреç — 30,2, Хĕрлĕ Чутай — 26,2, пухса кĕртнĕ. Нумай хуçалăхăн тырă тухăçĕ иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан самай пысăкрах, рекорд кăтартакан хуçалăх тата уй-хир нумай. Хальлĕхе ку информацие вырăнсенче çеç пĕлсе тĕлĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, Сĕнтĕрвăрри округĕнче кĕрхи тулă кашни гектартан вăтамран 60 ц яхăн панă. Ку — «Авангард» обществăн «Çĕрпӳ беконĕ» филиалĕн кăтартăвĕ. Куславкка округĕнчи И.Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕнче кунтинчен кăшт çеç пĕчĕкрех — 58 ц. Урпа тухăçĕ те савăнтарать. Палăртнă кун тĕлне культурăсене çулталăк каяллахинчен пысăкрах лаптăкра вырса пухнăшăн мухтас килет. «Çанталăк типĕ тăнă кунсенче вырма хăвăртлăхне ӳстермелле, — терĕ нумай çул Комсомольски районĕн тĕп агрономĕ пулнă Илдус Миннетуллин. — Типĕ пучахран тырă тăкăнмасть, ăна комбайн тăккаламасăр тĕшĕлет — хуçалăхсем тăкак курмаççĕ. Синоптиксен прогнозĕпе паллашрăм. Çумăр ытларикунран тытăнса вырмаçăсене чăрмантарма тытăнать, тырă йĕпеннĕрен, пучахри нӳрĕк виçи пысăкланнăран çухату тӳсме пултаратпăр. Çакна хуçалăхсен ертӳçисемпе агрономсем лайăх пĕлеççĕ. Çанталăк йĕпене кайиччен мĕн пур тырра пуçтарса илессишĕн пĕтĕм вăя хурар. Тырă мĕн чухлĕ пухса кĕртесси пирки çакна калатăп: пĕлтĕрхинчен чылай ытларах». Тăвай округĕнче Вениамин Николаев фермер тырă тухăçĕпе мăнаçланма пултарать: кĕрхи тулă кашни гектартан 60-а яхăн ц панă! Валентин Грачев фермерăн вăл пĕчĕкрех — 40-шер, «Акконд-агро» фирмăн 39-шар, «Кубнинский» агрофирмăн 30-шар, Денис Ефимов фермерăн пăрçа 35-шер. Елчĕк округĕнчи «Урожай» обществăра та тырă, çав шутра урпа, ăнса пулнă, йĕтем çинче кунĕпех ĕç шавĕ тăрать. Тырра çӳп-çапран тасатма çамрăксем пулăшаççĕ. Вĕсен хушшинче общество ертӳçин ывăлĕ те пур, вăл вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ, медфакра вĕренесси çинчен шухăшлать. «Труд» ЯХПК кăтартăвĕсем те лайăх. Вырмари ĕçсене Валентин Васильев фермер лайăх йĕркеленине пĕлтерчĕç. Шăмăршă округĕн администрацийĕн ял хуçалăх секторĕн специалисчĕсем культурăсене пухса кĕртессине хуçалăхсенче епле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Надежда Угарина фермер хуçалăхĕнче пăрçа лайăх пулнă, Дмитрий Краснов, Алексей Мердеев, Леонид Кошкин фермерсем севок сухан кăлараççĕ, вăл кăçал 13 га йышăнать. Специалистсем «Победа» хуçалăхра 500 тонна тырă хумалли кĕлет тата Фазулла Рахматуллов фермер хуçалăхĕнче 200 мăйракаллă шултра выльăха вырнаçтармалли вите строительствипе паллашнă. Вăрмар округĕнчи 11 хуçалăхри культурăсем 15330 га йышăнаççĕ, тыр-пула 15 комбайнпа пуçтарса илеççĕ. 1923 гектартан пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 36 центнерпа танлашать. Паллах, уй-хир ĕçченĕсем савăнаççĕ. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи «Коминтерн» кооперативра кĕрхи культурăсем 503 га, пысăк тухăç параççĕ. Комбайнсене çамрăк механизаторсем Сергей Мадебейкин, Владимир Сорокин, Михаил Матвеев тата Александр Ножиков ĕçлеттереççĕ, уйра пушар тухасран асăрханаççĕ. Тырра Геннадий Игушкин, Сергей Наумов, Эдисон Мадебейкин водительсем «КамАЗ» машинăсемпе йĕтеме турттараççĕ. Кунта выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлессишĕн çине тăрсах тăрăшаççĕ. 14 пин ытла сенаж янтăланă, кĕрхи тырă акма çĕр хатĕрлеççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Общество ĕçне те хутшăнаççĕ

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă округĕнче республикăн АПК Ветеранĕсен союзĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

АПК хастарĕсем 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хӳтĕленисене сума суса Васан ялĕнчи палăк умне чĕрĕ чечек хучĕç. Тавра пĕлӳ музейĕ умĕнче хăнасене «Тевет» фольклор ушкăнĕ юрăпа кĕтсе илчĕ, унăн ертӳçи Ираида Ефимова пуян музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ. Союз председателĕ Александр Самылкин Васан тăрăхĕнчи чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçĕпе культурине кăтартса паракан артефактсене упранăшăн, вĕсемпе килен-каяна паллаштарнăшăн тав турĕ. «Тевет» ламран лама куçса XXI ĕмĕре çитнĕ юрăсене шăрантарса савăнтарчĕ. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски округĕсенчи ялсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли управа тата ăна уçласа тултармалли сооруженисене комплекс директорĕн çумĕ Миргалим Ибетуллов кăтартрĕ. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн директорĕн çумĕ Наталия Игнатьева ветерансем валли музейре экскурси йĕркелесе парк ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. АПК хастарĕсем округ центрĕнчи Çĕнтерӳ паркĕнчи сӳнми çулăм умне 1941-1945 çулсенчи вăрçăра Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ Шăмăршăсене асăнса чĕрĕ чечек хучĕç. Александр Самылкин ертсе пынипе округ администрацийĕн залĕнче президиум ларăвĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа округ пуçлăхĕ Сергей Галкин муниципалитетăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Александр Самылкин кăçал шкултан вĕренсе тухнă ачасем хăш вĕрентӳ заведенийĕсене кĕмешкĕн заявлени панине пĕлесшĕн пулчĕ. Округ пуçлăхĕ ку ыйтупа Чăваш патшалăх аграри университечĕн представителĕсем округра пулнине, ача садĕнче агролаборатори йĕркеленине, Карапай Шăмăршă шкулĕнче агрокласс ĕçленине, механизаторсем хатĕрлеме курссем уçма палăртнине пĕлтерчĕ. Союзăн округри уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ăна ертсе пыракан Вадим Севрюгин отчет турĕ. Уйрăмра шутра тăракансен вăтам çулĕ 71 çул. «Пĕлтĕр союза 2 çынна илнĕ, кăçал тата 2 çынна йышăнасшăн, — терĕ Вадим Петрович. — Муниципалитет аталанăвне тӳпе хывнă, округăн пуласлăхĕ пирки пăшăрханакан ветерансене организацие малашне те илĕпĕр. АПКра ĕçленисен хушшинче 10-12 вăкăр самăртакансем, 2-3 ĕне усракансем, ытти продукци хатĕрлесе сутакансем пур. Чылайăшĕ общество ĕçне хастар хутшăнать: сасăлав пунктĕнче — сăнавçă, пуху-тĕлпулура ялсен аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явать. Ветерансен сĕнĕвĕсене территори пайĕсен пуçлăхĕсем шута илеççĕ. Округăн общество палатин йышĕнче союз членĕсене те кĕртнĕ, вĕсем ял хуçалăх пайне ертсе пыраççĕ. Союз хастарĕсем Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине округри кашни территори пайĕнче уявлама хутшăнаççĕ». Уйрăм ертӳçине союз председателĕн çумĕ Валериан Соловьев ветерансемпе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусем пачĕ, союзăн Етĕрне округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Владимир Шуверов округăн лайăх кăтартăвĕсемпе республикăра паллаштарассине те тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Отчета сӳтсе явма союзăн Комсомольски тата Шупашкар округĕсенчи уйрăмĕсен ертӳçисем Илдус Миннетуллинпа Святослав Егоров хутшăнчĕç, союз председателĕ Шăмăршă районĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывнă аграрисене асăнса пурăнмашкăн Астăвăм хăми уçма сĕнчĕ. <...>

Иван САЛАНДАЕВ.

♦   ♦   ♦


Клеоник тете — 90 çулта

Елчĕк округĕнчи Хăвăлçырма ялĕнчи Клеоник Самсонов 90 çул тултарчĕ, юбилей ячĕпе ăна çывăх çыннисем, тăванĕсем, культура ĕçченĕсем саламларĕç.

Пурнăç йывăртан вăл шкулта 4 класс кăна вĕренейнĕ, колхоз витинче лаша пăхнăшăн çемьене тырă панă. Тăхăнма çăпата пулманран шкула тетĕшĕ йăтса çитернине аса илчĕ. 1953 çулта ăна çара илнĕ: Германире хĕсметре тăнă, самолетсене юсанă. Салтак аттине хывсан Канаш хулинче тракториста вĕреннĕ, колхозра 40 çула яхăн ĕçленĕ. Ялти 200 ытла кил хуçалăхĕнчен 5-шне çеç пулăшайманнине палăртрĕ тӳрĕ кăмăллă ветеран. Клеоник Иванович 1958 çулта Çирĕклĕ Шăхаль хĕрĕпе Елена Ивановнăпа çемье çавăрса 63 çул телейлĕ пурăннă. Вăл колхоз пахчинче ĕçлесе пенсие тухрĕ. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Шел, паянхи кун савнă мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ юнашар çук ĕнтĕ. Виççĕмĕш ывăлĕпе Генăпа пĕрле иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Хĕрĕсем Таньăпа Полина кашни эрнере тенĕ пекех тăван килне таврăнса пулăшаççĕ. Мăнукĕ Надежда та аслашшĕне манмасть, пушă вăхăт тупса ун патне çитет. Çапла хĕрĕсем те ашшĕне пăхаççĕ, амăшĕ пурăннă чухнехи пекех çурт-йĕре чыслăн тытаççĕ. «Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан», — теççĕ халăхра. <...>

Зинаида МИХЕЕВА, ялти хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи.

♦   ♦   


Çынна усă кÿресшĕн

Ятарлă çар операцийĕн ветеранне, саппасри гварди сержантне Илья Абаськина тата унăн мăшăрне Светланăна Хĕрлĕ Чутай округĕн пуçлăхĕ Иван Михопаров хисеплесе йышăннă.

Илья Шукакасси ялĕнче çуралнă, Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме СВОна хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. Малтан штурмовик пулнă, каярахпа ăна — артиллери подразделенийĕн разведкин, тепĕртакран штурмлакан взвод командирĕ пулма лартнă. Заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн Илья — IV степень Георгий хĕресне, «Хăюлăхшăн» тата II степень «Çар çыннин хастарлăхĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ, Суворов тата Жуков медалĕсен кавалерĕ те шутланать. 2024 çулхи раштав уйăхĕнче вăл йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн комисси И.Абаськин сывлăхĕ «çар командованийĕн задачисене пурнăçлама май памасть» тесе йышăннă. Апла пулин те Илья пуç усмасть, хăйне тăнăç пурнăçра кăтартма тĕллев лартнă. Республикăн «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программине хутшăнать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.