Комментари хушас

7 Çурла, 2025

Çамрăксен хаçачĕ 28 (6579) № 07.08.2025

Трактор рульне алăран ямаççĕ

Ĕççи вăхăтĕнче ялти çынна шыраса тупма та, тĕл пулма та йывăр. Çуллахи пĕр кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Хальхинче Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнакан, механизаторта чылай çул ĕçлекен икĕ çамрăкпа тĕл пултăм. Иккĕшĕ те Валерий Кузнецов хуçалăхĕнче вăй хураççĕ.

2014 çулта йĕркеленнĕ хуçалăхăн çĕрĕ те пысăк. Унта севок сухан, хĕрлĕ кăшман, купăста туса илеççĕ. Çĕр улмине 60 гектар лартаççĕ. Унран чипс хатĕрлеççĕ. Вăл хамăр усă куракан çĕр улминчен чылай уйрăлса тăрать. Вăрлăхне Мускавранах илсе килеççĕ иккен. Эп пынă кун ĕçлекенсем пурте хиртеччĕ. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн трактористсем автопарка таврăнаççĕ. Чи малтан Сергей Торговцев çитрĕ. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ пулсан та тумалли нумайччĕ унăн. Ыран валли трактора хатĕрлемелле. — Трактора хăçан пĕрремĕш хут ларнине астумастăп та. Манăн асатте Валерий Тихонович ĕмĕр тăршшĕпех «Гвардеец» колхозра механизаторта ĕçленĕ. Атте те механизатор пулнă. 2006 çулта ялти шкултан 9 класс вĕренсе тухсан Патăрьелти училищĕре тракториста вĕрентĕм. 2009 çултанпа эпĕ тракторпа çӳретĕп. Малтан «Звезда» колхозра ĕçлерĕм. Çуллахи кунсенче ĕç нумай. Ирхине 6 сехет çурăра ĕç вырăнĕнче эпĕ. Каçхине киле тĕрлĕ вăхăтра çитетĕп. Хĕллехи кунсенче 8 сехетрен пуçласа 5 сехетчен ĕçлетпĕр. Кăнтăрла кунтах вĕри апат çитереççĕ. Çĕре çуркунне валли кĕркуннех хатĕрлесе хăваратпăр. Тĕрлĕ çимĕç пуçтарса кĕртнĕ хыççăн пĕтĕм çĕре сухалатпăр. Çуркунне сӳрелеме пуçлатпăр. Çĕре çемçетнĕ хыççăн удобренипе «апатлантаратпăр». Ун хыççăн ака ĕçĕсем пуçланаççĕ. Çак ĕçрен пĕтĕм çимĕç тухăçлăхĕ килет. Шăварас ĕç те пирĕн çинчех. Кăçал ку енĕпе çанталăкĕ кӳрентермерĕ. Çум курăкпа та эпирех кĕрешетпĕр. Хальхи вăхăтра çимĕçе пуçтарса кĕртетпĕр. Паян эпĕ кунĕпех курăк çултăм. Каярах ăна тавăрмалла, типсен пресламалла, турттарса килмелле. Çулла ĕç чылай. «Звезда» СХПКра çуллахи вăхăтра ытларах вырма ĕçĕ ман çинчеччĕ. Хура кĕрчченех хирте эпир. Пухса илнĕ çимĕçе пирĕн хуçалăх хĕлле сутать. Илекен йышлă. Фурăсемпех килеççĕ. Эпир вара тиесе яратпăр. Укçа-тенкĕ енчен аван тӳлеççĕ. Ку енĕпе кӳрентермеççĕ. Çынсем тĕрлĕ хулара шапашкăра чухне эпир çав укçана ялтах ĕçлесе илетпĕр. Ĕç вырăнĕсем пур. Ăçта эпир çук, унта лайăх пек туйăнать. Çавăнпа вăй питтисем аякка ĕçлеме çӳреççĕ, — терĕ Сергей. Унпа калаçнă вăхăтра тепĕр трактор килсе тăчĕ. Каçхине ултă сехет иртсен тимĕр урхамахсем хиртен таврăнма тытăнчĕç. Дмитрий Нурсов патне пытăм. Унăн шăллĕ Петр ятарлă çар операцине хутшăнать. Каласа хăвармалла: Сергей Торговцевăн шăллĕ Владимир та 2022 çултанпах СВОра. Петрпа Владимир иккĕшĕ те пĕр класрах вĕреннĕ, пĕр енчех тăшманпа çапăçаççĕ. Çавăнпа тетĕшĕсен Сергейпа Димăн тĕл пулсан калаçмалли пурах. Дмитрий хĕрлĕ кăшман ани çинче ĕçленĕ. Вăл унта пахча çимĕçе тракторпа кăларнă. Кăçал тухăçĕ пысăк-мĕн. Ыттисем çимĕçе пуçтарса пыраççĕ. Кайран ăна тиесе ангара килсе хураççĕ. Çĕр ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. — Манăн асатте-асанне те, атте-анне те çĕр ĕçĕпе пурăннă. Эпĕ пĕр çул Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕччĕ. Чăтаймарăм, ялах таврăнтăм. Шкул хыççăнах колхоз ĕçне кӳлĕнтĕм. Мана тӳрех трактор пачĕç. Унпа Валерий Кузнецов çӳреме вĕрентрĕ. Çавăнтанпа ун çинчен анман эпĕ. Хальхи трактористсем унчченхи пек мазут ăшĕнче чакаланмаççĕ. Çапах трактора йĕркеллĕ тытса пымалла. Çулла вăл юсавлă пултăр тесен хĕлле тĕплĕн хатĕрленмелле. Ахальтен каламаççĕ вĕт: çулла çуна хатĕрле, хĕлле – урапа. Пирĕн хуçалăх çĕр улми туса илнĕрен эпĕ ытларах çав ана çинче ĕçлетĕп. Çуркунне çĕр улми лартма çĕр хатĕрлетĕп. Пăхмасан тухăç памасть. Йăрана çырмалла, çум курăкран тасатмалла. Удобренипе «тутлăлантармасан» çимĕçĕ тухăçсăртарах пулать. Хурт-кăпшанкипе те кĕрешмелле. Кĕркунне ăна пуçтарса илес ĕç пуçланать. Кашни çул çанталăкĕ пĕр пек мар çав. Юлашки çулсенче йĕпе-сапаллă пулмарĕ, аванах пухса кĕртрĕмĕр. Ĕç çук тесе пăшăрханма кирлĕ мар. Тĕрĕссипе, ĕçлес текен çыншăн ĕç яланах пур. Ӳркенмелле мар çеç, — терĕ Дима Нурсов. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Тырă пусси шăркаланать

Тыр-пул çитĕнтерекен хуçалăхсенче хĕрӳ тапхăр — вырма — пуçланнă. Елчĕк тăрăхĕнчи Анатолий Петров фермерăн уйĕнче те пысăк ĕçе тытăннă. Вырма епле пынипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.

Хир карапĕсем кĕрхи тулла тĕшĕлеççĕ. Хуçалăхра тыр-пул пĕтĕмпе 639 гектар йышăнать. Анатолий Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, вăтам тухăç гектартан — 45 центнер. Фермера вырма вăхăтĕнче ывăлĕпе мăнукĕсем пулăшаççĕ. Акă 14-ри Максимпа 16-ри Артем ыттисем пекех ирех ĕçе васкаççĕ. Олег Алексеевич каланă тăрăх, кăçал тыр-пула çитĕнтермелли лайăх çанталăк тăрать. «Малтан çумăрпа савăнтарчĕ, халĕ хĕвел хĕртет — тырра пуçтарса кĕртмелли вăхăт. Пысăк тухăç илесси çанталăкран нумай килет», — терĕ вăл. Сăмах май, паянхи кун тĕлне аграрисем тыр-пула 25,6 пин гектартан пуçтарса илнĕ, 103 пин тонна тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç — 40 центнер. Хальхи вăхăтра вырма ĕçĕнче Çĕрпӳ округĕ малта пырать. Çавăн пекех Куславкка, Шупашкар, Красноармейски округĕсенчи хуçалăхсенче пахча çимĕç пуçтарма тытăннă. Елчĕксем ир пулакан çĕр улми кăлараççĕ. Шкул çĕнелет Кăçал Елчĕкри Н.Петров ячĕллĕ вăтам шкулта пысăк юсав ĕçĕ пуçланнă. 1959 çулта тунă çурта çĕнетме бюджетран 57 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительсем Олег Николаева пĕлтернĕ тăрăх, ĕçĕн 60 процентне пурнăçланă. Хальхи вăхăтра 35 çынран тăракан бригада классемпе пӳлĕмсене çĕнетеççĕ, инженери тытăмне улăштараççĕ. Вăтам шкулта 600 ытла ача пĕлӳ илет, унта 22 ялтан вĕренме килеççĕ. Вĕсене шкул автобусĕсем илсе çӳреççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă тăрăх, 5 çулта республикăри 111 шкула реконструкциленĕ, кăçал 8 учреждение çĕнетĕç. Çавăн пекех шкулти спортзалсене, стадионсене, спорт лапамĕсене юсас е çĕнĕрен тăвас ĕç те вăй илнĕ. Сăмах май, шкулсене модернизацилессипе çыхăннă проект 2021 çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Пĕрремĕш çул 53 пĕлӳ çуртне тĕпрен юсанă, 2026 çулта 38 шкулта строительство ĕçне пуçăнмалла. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Вун-вун салтака çапăçу хирĕнчен илсе тухнă

Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Сергей Муравьев 2023 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнче Чăваш Енĕн ятарлă представителĕ пулнă. Унта вăл инфратытăма аталантарас енĕпе ĕçе йĕркелесе тăнă, çавăн пекех гуманитари пулăшăвĕн конвойне йышăннă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма кăмăл тунă. Отпуск вăхăтĕнче инçе çула тухас умĕн пирĕнпе калаçма вăхăт тупрĕ.

Чăваш Енĕн представителĕ

— 2022 çулта ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта кайма шухăшланăччĕ. Шупашкар хулин пухăвĕн депутачĕ пулнă май СВОна яма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ячĕпе рапорт çыртăм. Анчах вăл мана «кунта та ĕç нумай» тесе ямарĕ. Иккĕмĕш хут çыртăм — ирĕк памарĕ. Виççĕмĕш хутĕнче ку манăн çирĕп йышăну пулнине ăнланса Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнче Чăваш Енĕн представителĕ пулма сĕнчĕ. Çак ĕçе пурнăçланипе пĕрлех районăн çарпа граждан администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пултăм, экономикăпа социаллă пурнăç ыйтăвĕсемпе ĕçлерĕм. Бердянск районĕнчи ачасен канăвне йĕркелес, учительсене, шкул директорĕсене, ача садĕнче ĕçлекенсене хатĕрлес енĕпе çыхăннă ыйтусене татса патăм. Бердянскпа Донецк вырăссем пурăнакан çĕрсем шутланнă. Украина патшалăхĕ вĕсене аталантарас тесе тăрăшман, социаллă об±ектсене тума питех укçа хывман. Ĕçлеме пуçласассăн çав ыйтусене йăлтах куртăм. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене татса патăмăр. Уйрăммăн каласан, шкулсене, ача сачĕсене, культура çурчĕсене, нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлерĕмĕр, ĕçмелли шывпа тивĕçтертĕмĕр, çурт тăррисене юсарăмăр, урамсене çутă кĕртрĕмĕр, çул сартăмăр. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлерĕмĕр. Мариупольте аркатнă нумай хутлă çуртсене çĕнĕрен çĕклеме Чăваш Енрен стройорганизацисем килчĕç. Вĕсем хулана тăнăç пурнăçа тавăрма хастар хутшăнчĕç. Клубсене, больницăсене юсаса çĕнетрĕç. Эпĕ çав ĕçсене йĕркелесе пытăм. Паян та çак ĕçсем пыраççĕ. Çав вăхăтрах республикăран янă гуманитари грузне йышăнса пирĕннисем патне илсе çитерес енĕпе тимлерĕм. Республикăра пурăнакансем пире пулăшсах тăраççĕ. Малашне те вĕсен тĕревне туйса тăрасчĕ. Ачасем те пире çырусемпе савăнтараççĕ. Вĕсене вуласан хытă чунлă çын та куççульленет, — каласа кăтартрĕ Сергей Иванович.

Аслашшĕ Курск пĕккинче кĕрешнĕ — 2023 çулхи юпа уйăхĕнчен Бердянскран пăрахса килтĕм. Малалла çавăн пекех депутат тивĕçĕсене пурнăçласа пытăм. Кунта ĕçĕ те хамăн нумайланса кайнăччĕ. Республикăра гуманитари пулăшăвĕ пухса Запорожье облаçне, Донецкпа Луганск Халăх республикисене темиçе те кайса леçрĕм. Республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пурлăх базинчен кăларнă васкавлă медпулăшăвăн тата «Горсвет» предприятин 4 автомашинине илсе кайрăмăр. Шел, çапăçу хирĕнче транспортăн ĕмĕрĕ те кĕске. Хамах руль тытса пынăран вĕсем çунса кĕлленнине час-часах куратăп. Пирĕн çара кирлĕ япалапа тĕрлĕ организаци те, халăх та тивĕçтерет. Йĕпреç округĕнчи «За Отечество» волонтерсен ушкăнĕ те нумай пулăшать, маскировка тетелĕсем çыхса парса ярать. «Зов Чувашии» ыр кăмăллăх фончĕ те тĕрев парать. ВСУ 2024 çулхи çурла уйăхĕнче Курск облаçĕнчи мирлĕ халăха асаплантарни те мана канăç памарĕ. Манăн асатте, гварди майорĕ Алексей Муравьев, Сталинград патĕнчи, 1943 çулта Курск пĕккинчи çапăçăва хутшăннă. Вăл нимĕçсене Польша чиккине çитиччен хăвалани пирки ача чухне каласа паратчĕ. Пирĕн çарсене боецсем тата техника çитменни те СВОна кайма хистерĕ. Мăшăр та: «Сана çавах тытса чараймăн, каях», — терĕ. Нарăс уйăхĕнче СВОна тухса кайрăм. Предприяти-организаци, юлташсем, республикăра пурăнакансем фурăна автомашина, мотоцикл, маскировка тетелĕсем, саппас пайсем, гигиенăна пăхăнмалли япаласем тата ыттине тиесе инçе çула ăсатрĕç. Çакна та палăртам-ха: гуманитари пулăшăвне эпĕ хамăрăн чаç валли анчах мар, Чăваш Енрен кайнă ытти боецсене те валеçсе пама тăрăшатăп, — калаçăва малалла тăсрĕ Сергей Муравьев. Икĕ аслă пĕлӳллĕ — Кунта çамрăк чылай. Çапăçăва 20-30 çулсенчи каччăсем кĕреççĕ. Авланман, йăх тăсма ĕлкереймен çамрăк пайтах. Вĕсем ку пурнăçра нимĕн те курман-çке! Тăшмана эпир пĕрле кар! тăрсан кăна тĕп тума пултаратпăр. Çапăçу хирĕнче кирек хăш вăхăтра та вилме пултаракан пĕр çамрăк вырăнне йышăнас терĕм. Мана тӳрех эвакуаци бригадине санитара илчĕç. Ку енĕпе малтан вĕрентĕм. Курск облаçне хамăн машинăпа тухса кайрăм. Руль умĕнче хамах. Пĕрле никама та илместĕп. Аманнисене çăпăçу пынă вырăнтан илсе тухма кайнă чухне пĕрле апат-çимĕç, шыв, эмел, çар хатĕрĕсем илетĕп. Икĕ машинăпа — «Нивăпа» тата «Собольпе» çӳретĕп. Пĕрне персе ӳкереççĕ тĕк теприн çине ларатăп. Техника вансан хамăрах юсатпăр. Эпир пĕр вырăнта нумай вăхăт тăмастпăр, пирĕн хăвăрт çӳремелле, — терĕ депутат. Сăмах май, унăн 23-ри вăтам ывăлĕ те çулталăк хĕсметре тăнă хыççăн 2024 çулхи çулла контракт çырса Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Муравьевсем 3 ывăла кун çути парнеленĕ. Палăртмалла: Сергей Иванович икĕ аслă пĕлӳ илнĕ. Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă, 2015 çулта М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче «Патшалăх строительстви тата кадрсем хатĕрлесси» специальноçпе пĕлĕве ӳстернĕ. Нумай пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă. — 90-мĕш çулсенче йывăр вăхăтсем пулчĕç. Атте çамрăклах çĕре кĕчĕ. Пире, тăватă ачана, анне пĕччен çитĕнтерчĕ. Эпĕ çемьере чи асличчĕ. Аннене пулăшас тесе 15 çулта стройкăна ĕçлеме кайрăм. Унтан салтак аттине тăхăнтăм. Хĕсметрен килсен предприниматель ĕçне кӳлĕнтĕм. Стройкăра ĕçленĕ вăхăтрах юлташсемпе ача-пăча çуртне пылак çимĕç тата ытти кирлĕ япала кайса параттăмăрччĕ. Салтака кайса килсен те вĕсене пулăшса тăтăмăр. 2012 çулта мăшăрпа пĕрле çемьесене пулăшакан «Телейлĕ çурт» центр уçрăмăр. Сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене тĕрев парса тăраттăмăр: лагерьсене, спорт секцийĕсене вырнаçтараттăмăр, тăхăнмалли япаласемпе, апат-çимĕçпе тата ыттипе тивĕçтереттĕмĕр. 2016 çулта мана Мускавсем Чăваш Енре граждансен прависене хӳтĕлекен центра ертсе пыма шанчĕç. Ку должноçра 2023 çулччен ĕçлерĕм. Халĕ çак тилхепене мăшăр тытса пырать, — малалла калаçрĕ вăл. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Çумра мăшăрпа ачасем пулсан пур йывăрлăха та парăнтаратăн»

— Çамрăк чухне тăхăр вунă çула çывхаракан ватă çынсене курсан мĕнле ку таранччен пурăнса çитнĕши теттĕм. Халĕ хам та çавсен çулĕнче пыратăп. Ватă пулсан та вилес килмест. Тухса кĕме çуртйĕр пур, алла тытса çиме çăкăр пур, выртса тăма вырăн пур. Ачасем лайăх пăхаççĕ. Каяс килмест çак çут тĕнчерен, — терĕ Мария Сидоровна Уткина.

Пĕчĕклех ĕçе кӳлĕннĕ

Ялта ăна Маня аппа тесе чĕнеççĕ. Ун çулĕнчи çынсене вăрçă ачисем теççĕ. Вăл 1935 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă, кӳршĕ яла Тури Туçана качча тухса паянхи кун та çак ялта кун кунлать. Кун-çул тăршшĕне çуралсанах Турри пиллесе парать теççĕ. Ачалăхĕ вăрçă вăхăтĕнче иртнĕрен çăмăл пулман Манян пурнăçĕ. Çиччĕн пĕртăван ӳснĕ вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ Матĕрнепе Çитăр Перепелкинсем вăрçă пуçланнă вăхăтра çичĕ ача çитĕнтернĕ. Çакна та каласа хăвармаллах: Маня аппан пĕртăванĕсем Перепелкин, Миронов хушаматсемпе çӳреççĕ. — Анат Туçа ялĕнче Перепелкин нумай. Пирĕн атте Миронов ят çыртарнă. Асатте Мирун ятлă пулнă. Халĕ пирĕннисем тăван ялта Миронов хушаматлă. Хам эпĕ хĕр чухне Перепелкинăпах çӳренĕ-ха. Атте пирĕн вăрçăра пулнă. Вăл унта тухса кайнине астумастăп. Аннене 7 ачапа йывăр пулнă. Пире пĕчĕклех ĕçе явăçтарнă. Эпĕ аппасемпе пĕрле хире тухса ĕçленĕ. Тем те тутарнă пире: çумланă, тырă вырнă, çăлнă, утă пуçтарнă. Питĕ йывăрччĕ, алă-ура суракан пулатчĕ. Пĕрремĕш хут çурлана тытсан алла кастарнăччĕ. Суран час тӳрленмерĕ. Вăрçăран атте аманса таврăнчĕ. Куçне темĕнпе сиплесен те пурпĕрех тӳрленеймерĕ. Ватăличченех чирлĕ куçпа пурăнчĕ. Атте колхоза ĕçе çӳретчĕ. Эпир правление хирĕç пурăнаттăмăр. Колхоза пысăк çынсем килсен ялан пирĕн пата пыратчĕç. Анне вĕсем валли апат хатĕрлетчĕ. Çĕр выртакансем те пулнă. Хамăрăн йышĕ пысăк пулсан та вĕсем валли вырăн тупса паратчĕç. Анне ытларах килте ĕçлетчĕ, эпир хире кӳршĕри инкепе пĕрле каяттăмăр. Унăн Люся ятлă хĕр пурччĕ. Инке вĕрентсе пынипех эпир пур ĕçе те тума хăнăхрăмăр. Ӳссе çитсен аслă аппа Лидя колхоза килекен çынсене пăхма тытăнчĕ. Колхоз ун валли çурт лартса пачĕ. Çавăн хыççăн анне хăнасене пăхма пăрахрĕ. Ку вăхăт тĕлне ватăлнăччĕ ĕнтĕ вăл. Эпĕ те çитĕнтĕм. Анне е аппа пĕçернĕ апата кăнтăрла хирте ĕçлекенсене кайса çитереттĕм. Пирĕн колхозра самолетпа удобрени сапатчĕç. Самолечĕ ялти хире те анатчĕ. Кăнтăрла летчиксене апат çитерме утаттăмăр. Трактористсем удобрени турттаратчĕç, — сăмах çăмхине сӳтме пуçларĕ Мария Сидоровна. Кирпĕч çурт çĕкленĕ Хире апат леçме кайсан вăл Тури Туçа каччипе Анатолий Уткинпа паллашнă. «Вăл трактористчĕ. Туслашса каччăпа хĕр пек çӳреме тытăнтăмăр. 1958 çулта пĕрлешрĕмĕр. Толя çемьере пĕртен-пĕр ывăл пулнă. Ашшĕ вăл пĕчĕк чухнех çĕре кĕнĕ. Амăшне, пĕччен хĕрарăма, çурт-йĕр çавăрма çăмăлах пулман. Икĕ чӳречеллĕ çуртра пурăнатчĕç. Тольăпа пĕрлешнĕ хыççăн çурт лартма тытăнтăмăр. Ачасем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Пура тума вăрмантан йывăç çыртарса илтĕмĕр, анчах инкек сиксе тухрĕ. Тракторпа ĕçленĕ вăхăтра мăшăр ăнсăртран хамăр ял арçыннинех вилмеллех амантрĕ. Айăпларĕç паллах. Çывăх çынна çухатни хăрушă инкек. Вилнĕ арçыннăн арăмне те, амăшне те урамра тĕл пулма хăраттăм. Вĕсен умĕнче эпĕ айăпа кĕнĕн туйăнатчĕ. Мăшăр çук. Вăрмана хамăн çӳреме тиврĕ. Анчах пĕччен унта кайма хăраттăм. Колхоз правленине миçе хутчен ирсерен чупман-ши? Хăш-пĕр чухне Миккуль тетене пĕрле илсе каяттăм. Çапла çӳре-çӳре вăрмантан пĕренесем турттарса килтĕмĕр. Атте нумай пулăшрĕ. Анат Туçара хăма çуртарнă. Хăмине лаша çине тиесе парса яратчĕç. Киле çитсен пĕччен йĕре-йĕре пушататтăм. Пурана пĕчченех пураларăм. Çурта лартма мăшăр килессе кĕтрĕм, анчах ăна хăпартма шăпа пӳрмен. Эпир пурăнакан вырăнта колхоз пысăк гараж тума шухăш тытнă. Ялта çĕнĕ урам йĕркелесшĕн-мĕн. Унта çуртсем пурте кирпĕчрен пулмалла терĕç. Урама Чулкасси тесе ят панăччĕ. Нумай çын çак каса куçма килĕшнĕ. Эпир чылайччен иккĕленсе тăтăмăр. Ара хатĕр пура та пур-çке. Колхоз председателĕ мăшăра çак урамра çурт лартма ӳкĕте кĕртнĕ. Йывăç пурана сутса яма тиврĕ. Кирпĕч туянтăмăр. Урам вĕçне çурт купалама тытăнтăмăр. Тăхăр кун ĕçлерĕмĕр. Йăлт халтан кайрăмăр хамăр. Ĕçлекенсене те пăхмалла. Юлашки кирпĕчне хурсан Толя ывăннипе раствор витрине çӳлтенех ывăтса ячĕ. Кайран тăррине витмелле, урай-мачча сармалла, стенисене штукатурка тумалла тата ытти ĕç темĕн чухлехчĕ. Чылай нушаланма тиврĕ çурта кĕриччен. Мăшăрăн алли-ури ĕç патне пыратчĕ. Пур ĕçе те хăй турĕ. Ял çыннисене те нумай пулăшрĕ, нихçан та хирĕç пулман. Пур çĕре те çитме тăрăшатчĕ. Каярах тракторпа çӳреме пăрахса тимĕрçĕ лаççине куçрĕ. Кунта та кама мĕн кăна туса паман-ши вăл? Сакăр ача пирĕн. Икĕ ывăл та ултă хĕр. Эпĕ пĕр кун та ĕçлемесĕр ларман. Ачасене тăрантармалла тесе пахча çимĕç бригадинче вăй хутăм. Ай-ай, унта ĕçĕ çав тери йывăрччĕ. Пирĕн колхоз севок сухан чи нумай туса илекенниччĕ. «Гвардеец» колхоз Ленин орденне илме тивĕç пулнăччĕ. Унта пирĕн тӳпе те пур. Йăранне те нумай уйăрса паратчĕç. Пĕр анине çумласа пĕтернĕ тĕле тепри çум курăкланса каятчĕ. Çавăнпа çуллахи вăхăтра ана çинчен кĕме пĕлмен. Ачасем те ывăнса çитетчĕç. Кĕркунне выльăх кăшманĕ, кишĕр кăлармаллаччĕ. Шăнтсан лумпа таккаттăмăр. Хĕлле ферма валли улăм турттараттăмăр. Çапла пĕрре çил-тăманра хире кайрăмăр. Хам ача кĕтеттĕм. Юн кайма пуçларĕ. Аран-аран киле çитрĕм. Кăмака хыçне кĕрсе выртрăм та иртессе кĕтсе выртатăп. Пăянам мана пырса пăхать те эпĕ шурса кайнине курать, тӳрех ялти больницăна чупать. Çапла мана çăлса хăварчĕç. Мăшăр шеллетчĕ, ытлашши ĕçлеме хушмастчĕ. Ача йышлă та, ахаль мĕнле ларăн. Хĕллехи кун хирте улăма каснипе алă-ура шăнса хытатчĕ. Каçсерен алла шăнăр туртатчĕ. Тимĕр кравать çумне тытса çĕр каçаттăм. Пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсем пурте çамрăклах вилсе пĕтрĕç. Ара, йывăр ĕç вăл ырă тумастех çав. Эпĕ вара çаплах пурăнатăп-ха. Тĕрĕссипе, ялти пурнăç пĕрре те çăмăл мар. Çумра мăшăр пулсан пур йывăрлăха та çăмăллăнрах парăнтаратăн. Пирĕн çуртра пур япалана та Толя тунă. Тимĕрçĕре вăй хунă чухне пысăк каруççел ăсталаса çурт умне лартрĕ. Паянхи кун та лайăх ĕçлет. Халĕ хамăр урамри ачасем çеç мар, ытти çĕртен те ярăнма килеççĕ, — каласа кăтартрĕ Маня аппа. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


Сергей Шубенковпа пĕрле ăмăртнă

Ярослав Яковлев — çамрăк атлет. Вăл спортра пĕрремĕш утăмсем тăвать. Каччă Хусанта çуралса ӳснĕ. Унăн амăшĕ — чăваш, Красноармейски районĕнчен. Вĕсем пĕр тапхăр Шупашкарта пурăннă. Шкул хыççăн вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

Ярослав ачаранпах спортпа туслă: бассейна çӳренĕ, самбăра хăйне тĕрĕслесе пăхнă, 11-те çăмăл атлетикăпа кăсăкланма пуçланă. Анатолипе Жанна Яшинсем патĕнче ăсталăха туптанă, 9-мĕш класра чухне спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Вĕренĕве пула пĕр вăхăт тренировка тума пăрахнă. Чăваш Ене килсен каллех спорт çулĕ çине тăнă. — Аслă шкулта кашни çул пĕрремĕш курсра вĕренекенсен кросĕ иртет. Эпĕ унта иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çавăн хыççăн ман пата Эльвира Иванова преподаватель пычĕ те телефон номерне ыйтрĕ. Университет чысне тĕрлĕ ăмăртура хӳтĕленĕ хыççăн результатсене лайăхлатма тĕллев тытрăм. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Смирнов патĕнче ăсталăха аталантарма пуçларăм, — аса илчĕ çамрăк спортсмен. Кăçал вăл Атăлçи округĕн хĕллехи ăмăртăвĕнче чăрмавсем урлă 60 метр чупса пĕрремĕш пулнă, çуллахи турнирта 110 метрлă дистанцие чи малтан парăнтарнă. Раççей ăмăртăвĕнче /вăл Екатеринбургра иртнĕ/ тата çамрăксен çуллахи спартакиадинче /Краснодар/ призерсен йышне лекеймен пулин те хăйĕн кăтартăвне лайăхлатнă. Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пулнă Пĕтĕм Раççейри турнирта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унтах Ардалион Игнатьева асăнса иртнĕ ăмăртура Ярослав тĕнче чемпионĕпе Сергей Шубенковпа тупăшса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. — Разминка вăхăтĕнче Шубенкова куртăм та тĕлĕнтĕм: пирĕн пĕр старта тухмалла-çке. Кĕтменлĕх пулчĕ маншăн. Пĕр-ик сăмах кăна калаçма май килчĕ. Пĕрремĕш хут эпĕ ăна Сочире 2019 çулта тĕл пулнăччĕ. Унта «Çамрăксен шиповки» турнир иртнĕччĕ. Ун чухне Шубенков тĕнчипе паллă пулнă. Тренер унпа сăн ӳкерĕнме сĕнчĕ. Эпĕ, хăюллăскер, ун патне пытăм та: «Эсир Сергей Шубенков-и?» — тесе ыйтрăм. Вăл ун чухне тренировка тăватчĕ. Хăлхинчен наушник кăларчĕ те сăн ӳкерĕнме тренировка хыççăн килĕр терĕ. Анчах кĕтме вăхăт çукчĕ, пирĕн çула тухмаллаччĕ. Ун чухне сăн ӳкерĕнеймерĕмĕр, кăçал унпа пĕр пьедестал çинче тăма тӳр килчĕ, — савăнăçне пытармарĕ каччă. Вăл Сергей Шубенков пек вăйлă атлетсемпе пĕр ретре тăни тăрăшуллăрах пулма хистенине палăртрĕ. Ярослав Хусанта чухнех нумай енлĕ кĕрешӳре ăсталăха туптанă, çăмăл атлетикăн пур тĕсĕнче те хăйне тĕрĕсленĕ. Халĕ вăл кĕске дистанцисем чупать, тăршшĕне сикет. Унăн тĕп дистанци — барьерсене парăнтарса 60 тата 110 метр чупасси. — Чи кăткăс дистанци. Ытларах хатĕрленме, тренировкăра нумай вăй хума тивет. Чи пĕлтерĕшли — барьер урлă сикнĕ чухне ӳкменни. Ура çакланнипе ӳксе суранланас хăрушлăх пур, — терĕ Ярослав. Кăçал вăл Хусанта иртекен Раççей чемпионатне /çурла, 7-10/ хутшăнма тĕллев лартнă. «Унта эпĕ призерсен йышне лекейместĕп, çавах кашни ăмăртура опыт илетĕн. Çĕршыври чи вăйлă атлетсемпе тупăшас килет», — терĕ яш. Унччен эрнере 5 кун тренировкăна çӳресе ăсталăха туптать. Сăмах май, çăмăл атлетсем тĕп стартсене «Олимпийский» стадионта хатĕрленеççĕ. 19-ти спортсмена çул çӳрев ывăнтарать. «Çул çинче ыйхă килмест, лайăх çывăрмасан кăмăл-туйăм та начар. Ку тренировкăна витĕм кӳрет. Тĕрлĕ хулана кайсан сехет улшăнăвĕсене хăнăхмалла, çавăнпа ăмăртусем тăван хулара е кӳршĕ регионта иртни аванрах», — пĕлтерчĕ каччă. Ярослав Яковлев спортра кăна мар, пултарулăхра та хăйне шырать. Лицейра вĕреннĕ чухне музыка шкулĕнче вокал уйрăмне çӳренĕ, хорта юрланă. Пушă вăхăтра халĕ те алла гитара тытать, шахматла выляма юратать, сăвăсем çырать. Пулас журналист ЧПУн медиацентрĕн ĕçне хастар хутшăнать. Вăл дизайнер тивĕçне пурнăçлать, соцсетьсенчи постсене ӳкерчĕксемпе илемлетет. Çавăн пекех видеосем ӳкерет, хыпарсем хатĕрлет. Тĕслĕхрен, «Университет сменин» мероприятийĕсене çутатса тăнă. Вăл «Ясности» телеграм-канал тытса пырать. Çамрăкăн пурнăçĕпе шăпах унта паллашма пулать. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.