Комментари хушас

11 Çурла, 2025

Пĕтĕм Раççейри турнира хатĕрленетпĕр

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.

Унта Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Кириллов /Санкт-Петербург/, общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов, унăн çумĕсем хутшăнчĕç. Сергей Александрович каланă тăрăх, помост çинче çĕршыв турнирĕсенче кăна мар, тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрнă спортсменсем те хутшăнĕç. Çамрăксемпе ветерансем уйрăм ушкăнсенче вăй виçĕç. Федераци нормативĕсене пурнăçлакансем РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçĕç. Командăсем тĕрлĕ регионтан пухăнĕç. Тĕслĕхрен, Киров облаçĕнчисем, Питӗртисем, Тутарстанрисем ку турниртан пĕр çул та юлмаççĕ. Юбилейлӑ турнир пулнă май — 40-мĕш хут иртĕ — йĕркелÿ комитечĕ абсолютлă чемпионсене уйрăм парнепе хавхалантарма йышăнчĕ.

Кăçал Пĕтĕм Раççейри турнир юпа уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртĕ. Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма Санкт-Петербургри Аркадий Семенова çирĕплетнĕ.

Аса илтеретпĕр: çак турнира тимĕр вăййипе туслă спортсменсемпе «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем пуçарнипе 1984 çулта ирттерме тытăннă. Çак тапхăрта ăмăрту вун-вун спортсмена çĕршыв, Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче пысăк çитĕнÿсем тума çул уçса панă.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

www.hypar.ru