Комментари хушас

12 Çурла, 2025

Хыпар 59 (28376) № 12.08.2025

Миллион тонна – ĕмĕт кăна мар

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу каллех Шупашкар влаçĕсен ĕçĕ тĕлĕшпе служба тĕрĕслевĕ ирттересси çинчен каланипе пуçланчĕ. Ку хутĕнче çакна Ярославль урамĕнчи 1-мĕш шкула хупассипе çыхăннă йышăну сăлтавларĕ.

Шкул кивĕ — ачасен, учреждени ĕçченĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермест. Хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов пĕлтернĕ тăрăх, шкулта 400 яхăн ача вĕреннĕ. Çав шутра 78-шĕ — 1-мĕш классем. Вĕсен урăх шкула, Строительсен урамĕнчине, çӳреме тивĕ. Шăпăрлансене транспортпа илсе çӳрĕç — çакăн валли виçĕ автобус уйăрма май тупнă. Çакăн пирки ашшĕ-амăшĕпе калаçнă, 67-шĕ ачисем шкул автобусĕпе çӳрессипе килĕшнĕ. Ыттисем — тата 11-шĕ? Республика Пуçлăхĕ уçăмлатма ыйтнине хуравланă май Владимир Анатольевич вĕсен ашшĕ-амăшĕ общество транспортне суйласа илнине палăртрĕ. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ачасем Строительсен урамĕнчи шкулăн 1-мĕш корпусĕнче пĕрремĕш сменăра вĕренессине çирĕплетрĕ. Олег Николаев тĕп хула влаçĕсем тĕлĕшпе кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «Шкул çуртне, культура еткерĕн об±ектне, тĕпчес ыйтăва 2016 çултах çĕкленĕ. Виçĕ çул каялла унта çамрăксен центрне тăвасшăнччĕ — эсир ун пирки «ку пирĕн çурт» тенĕ. Хăвăр вара планпа пăхнă тĕрĕслеве 2025 çула палăртнă — 9 çул иртсен! Халĕ вăл усă курма юрăхсăрри палăрать. Хулан вĕрентӳ управленийĕ ăçта пăхнă — мĕншĕн çак ыйту вĕренӳ çулĕ пуçланиччен темиçе эрне юлсан кăна сиксе тухать?» Олег Алексеевич çак тĕслĕхпе служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушрĕ: «Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ служба тĕрĕслевĕпе çыхăннă йышăну тăватпăр...» Вăл шкул автобусĕпе çӳремен 1-мĕш класс ачисене общество транспорчĕпе тӳлевсĕр усă курмалли билетсемпе тивĕçтермелли çинчен каларĕ, ыттине вара служба тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх пайăррăн сӳтсе явасси пирки асăрхаттарчĕ. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ĕççи мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Тунтикунхи ир тĕлне тĕш тырă культурисене лаптăксен 28% пухса кĕртнĕ — халех 390 пин тоннăна яхăн. Кашни гектартан илнĕ вăтам тухăç 40 центнер шайĕнче. Çавна май çанталăк лайăх тăрсан республика хăйĕн рекордне çĕнетме те пултарать — пĕтĕмĕшле тухăç каллех 1 миллион тонна урлă каçасса шанма пулать. Ĕççине ăнăçлă ирттермешкĕн техника çителĕклĕ. Республикăра выльăх апачĕ пухса кĕртмелли кашни комбайн пуçне 486 гектар тивет. Раççейри вăтам кăтарту чылай пысăкрах — 648 гектар. Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем пирки те çавнах каламалла — 320 гектар /çĕршывра пĕр комбайнпа вăтамран 648 гектар çинчи тырра вырса-çапса кĕртмелле/. Министр тырă хакĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. 3 класлă тулă — 13 пин тенкĕ /пĕр тоннăшăн/, 4 класлин — 12 пин тенкĕ. Çанталăка кура 3 класли нумай мар-мĕн, çавна май экспорта ямалли пахалăхли сахал. Анчах выльăх валли фуражлăх тырă, иккĕленӳ çук, çителĕклĕ пулать. Экспертсем тырă хакĕсем ӳсесси пирки калаççĕ-мĕн, çакна хăш-пĕр регионта тухăç пĕчĕкки сăлтавлать. Апла тăк тырра управа хуни лайăх. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ĕçсем аван пыраççĕ. Сăмах май, хăш-пĕр хуçалăх паян темиçе çул каялла хывса хăварнă силоса та выльăха çитерет-мĕн — тĕрĕс упрани пахалăхне çухатмасть. Чылай предприяти выльăх апатне хальчченхинчен ытларах хатĕрлеме тăрăшать. «ВДС», «Чебомилк», «Коминтерн», «Чурачикское» инвестици проекчĕсене пурнăçламаллине шута илсе çапла ĕçлеççĕ — выльăх шутне ӳстересшĕн. Андрей Евгеньевич усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес ыйтуран та пăрăнса иртмерĕ — кăçал ку енĕпе палăртнине тӳрре кăларасси иккĕлентерет-мĕн. Ку енĕпе ĕçлемелли вăхăт вара хĕсĕнсех пырать — уйăх çурă кăна. Çĕмĕрле, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри округĕсене пайăррăн сăмах тиврĕ. «Çĕр — пирĕн тĕп ресурс, кашни соткăпа тухăçлă усă курмалла», — терĕ вице-премьер. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Чăваш футболне пысăк пуласлăх кĕтет

Иртнĕ шăматкун республикăн тĕп хулинчи «Труд» стадионта Футбол манежне уçрĕç. Футболпа туслă çамрăксене спортри пуласлăхне аталантарма питĕ лайăх майсем паракан комплекса тухăçлăн ĕçлесе кайма республика Пуçлăхĕ Олег Николаев старт пачĕ.

— Чăваш футболне пысăк пуласлăх кĕтет. Вăл çамрăк футболистсен пултарулăхне туллин уçăлма май парĕ. Ку пирĕн футбола çĕнĕ шая кăларать. Халĕ эсир çулталăк тăршшĕпех, мĕнле çанталăк пулнине пăхмасăр тренировкăсем ирттерме, аталанма, çĕнтерӳшĕн пĕр команда пулса кĕрешме вĕренмешкĕн пултаратăр. Ку вара спорт ăмăртăвĕсенче те, пурнăçра та кирлĕ пулать, — терĕ Олег Николаев çамрăк футболистсене.

Олег Алексеевич манежа республикăри футбол шкулĕн тĕп бази тăвасси, ăна регион шайĕнчи футболистсене хатĕрлекен центр статусне пама ыйту тăратни çинчен пĕлтерчĕ. Ку талантсене ытларах аталанма май парĕ. Тепĕр тапхăр — «Труд» стадионăн вăйăсем ирттерекен тĕп лаптăкне çĕнетесси, ăна ăшăтмалла тăвасси, вара лигăсен шайĕнчи ăмăртусем ирттермелли сертификат илме пулĕ. Футбол — анлă сарăлнă, халăх кăмăллакан вăйă. Палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра футбол вăййине 35 пин çын хутшăнать. Иртнĕ пилĕк çуллăхра спортăн çак енне аталантарма округсенче ятарлă 15 вырăн йĕркеленĕ, çамрăк футболистсене хатĕрлекен спорт шкулĕсем 19 шутланаççĕ. Республикăра пĕтĕмпе 98 спорт обћектне хута янă, юсаса çĕнетнĕ, йĕркене кĕртнĕ, çакă регионти халăхăн 60 процентне хăйсен пурнăçне спортпа, физкультурăпа çыхăнтарма май панă. Кирек мĕнле ӳсĕм те, çитĕнӳ те, паллах, уйрăм çынсен, ушкăнсен пуçарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе пулать. Физкультурниксен ятарлă уявĕн кунĕнче республика Пуçлăхĕ çавăн пек хастарсене хисеплĕ ятсем, Тав хучĕсем парса чысларĕ. Раççей Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертӳçи Анатолий Аксаков республикăри физкультурниксене вĕсен уявĕпе тата тепĕр черетлĕ спорт комплексне хута янă ятпа саламланă май, вăй-хал культурипе, спортпа туслă çынсем пурнăçра ыттисенчен чылай чăтăмлăрах, тĕллевлĕрех пулнине, пирĕн Чăваш Енрен пултаруллă спортсменсем, Олимп вăййисен, тĕнчери ăмăртусен çĕнтерӳçисем йышлăн тухнине, вĕсемпе чăнласа мухтаннине палăртрĕ. «Шел, футбол тивĕçлĕ шая йышăнаймастьха. Шанса тăратăп, паян старт панă комплекс пеккисене эпир малалла та тăвăпăр. Çакă пирĕн çамрăксене çĕршыври кăна мар, тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче ӳсĕмсем тумашкăн çитĕнтерессе шанатăп, — терĕ вăл. Анатолий Геннадьевичпа уяв пуçланичченех сăмахласа илнĕччĕ. «Çамрăк чухне мечĕк тапса курнă-и? Е вĕренĕве пуçĕпех путнăччĕ-и?» — шӳтлесерех ыйтрăм унран. — Эпĕ тăван совхозăн сборнăйĕнче вылянă! Япăх та мар! Команда çирĕпчĕ пирĕн. Крымра ялти ушкăнсен ăмăртăвĕсене хутшăннă, — пулчĕ хурав. — Эпĕ çитĕннĕ Крымри Бахчисарай тăрăхĕнчи Вилино — пысăк ял. 8 пин ытла çын шутланать. Футбол мана пурнăçра çĕклерĕ теме те пулать. Ача чухне футболла вылянă чухне чĕркуççи шăммине амантнăччĕ. Иккĕмĕш класра. Вырăнпах выртма тиврĕ. Операци хыççăн çур çултанах-тăр, гипса та илмен, уксахлаканскер стадиона выляма тухса чупрăм. Спорт çынна çирĕп характерлă тăвать. Ачасене пăх, сăна: кам спортпа туслă — ыттисенчен уйрăларах тăраççĕ. Унта сывлăх çирĕппи кăна мар, шухăшлав урăхларах, çын хăйне туйни, ытти пахалăх пирки калама пулать. Эпĕ, сăмахран, чăн-чăн спортсменсем усал сăмахсемпе калаçманнине асăрхатăп. Шалти культура пур. Спорт площадкисем мĕн чухлĕ ытларах пулаççĕ, çавăн чухлĕ тĕрĕс çамрăк çитĕнет. Ытахальлĕн сулланса çӳремест, кирлĕ-кирлĕ мара явăçмасть. Паян уçакан комплекс та пушă лармĕ. Унта мĕн чухлĕ çамрăк туптанĕ! Мĕн чухлĕ çын сывă çитĕнет, общество çавăн чухлĕ сывă пулать. Сывлăх енĕпе кăна та мар, чун-кăмăл, шухăш енĕпе. Май пур таран çавсем валли лайăх условисем туса пани кирлĕ. Эпĕ, паллах, май тупса федераци укçи-тенки енчен пулăшма тăрăшатăп. Пĕлтĕр Республика кунĕнче Кăнтăр-Хĕвел анăç микрорайонти юсаса, çĕнетсе хута янă «Волга» стадион пирки калама пултаратăп. «Олимпийский» стадионта та çак манеж евĕр хупă стадион тăваççĕ. Пурнăçăн ытти енĕ те нумай. Халăх тăван республикăра хăйне лайăх туйса пурăнмалла, ачисене сывă, ырă çитĕнтермелле пултăр. Ку тĕлĕшпе те, республикăшăн, халăхшăн тăвакан ытти ырă ĕç енĕпе те эпир Олег Алексеевичпа питĕ тачă хутшăнса ĕçлетпĕр. Манежа уçнă май республика Пуçлăхĕ каланă сăмахра та çак шухăш, çак кăмăл-туйăм тĕпре пулчĕ. Палăртнă ĕçсем, плансем пысăк — ку шанăç кӳрет. Уяв пуçланиччен уçă стадионта футболла выляса хĕвĕшекен ачасене /аслăрах çултисем, вăтаммисем, кĕçĕннисем, тин çеç ураланнисем те мечĕк хыççăн чупаççĕ, пĕтĕм Шупашкар ачи пуçтарăннăн туйăнчĕ/ кăмăллăн сăнакан пĕр çамрăк хĕрарăмпа сăмах пуçартăм. Элĕк тăрăхĕнчи Тавăт ялĕнче çуралнăскер иккен — ашшĕ-амăшĕ Шупашкара куçса килнĕ хыççăн тĕп хулара тĕпленсе пурăнаççĕ. — Ачăра пăхса киленетĕр пулĕ-ха? — тетĕп. — Пăхма кăмăллă. Ăсталăхĕ çултан-çул ӳссе пырать. Вуннăмĕш çул футболпа пурăнать. Пилĕк çулта çурт картишĕнче выляма пуçларĕ те... — Ашшĕ телевизорпа матчсене пăхма килĕштернине кура-ши? — Çемйипех пăхатпăр. Ашшĕ пирĕн — самбист. Хăйĕн енĕпе аталантарасшăнччĕ. Ывăл футбола суйласа илчĕ. Даниил 43-мĕш шкулта вĕренет, питĕ тăрăшуллă. Республика тулашне те тухса çӳреççĕ иккен. Амăшĕ Мари Республикинчен питĕ кулянса таврăнни пирки асăнчĕ. — Выляса ячĕç-им? — Çук. Марисен хупă стадион пур, пирĕн çук — çавăншăн. Ăмсантăмăр. Паян футбол манежĕ уçăлни пирĕншĕн те — уяв. Шала кĕрсе куртăмăр. Çав тери кăмăллă. Тĕлĕнтĕмĕр. Савăнтăмăр. Манеж чăнласах та мăнаçлă — уй пек аслă. Икĕ хутлă капмар çуртра пĕтĕмĕшле 4,5 пин ытла тăваткал метр лаптăк йышăнать. Урайне 42х79 метр калăпăшлă ятарлă газон сарнă, ӳкес-тăвас пулсан та аманас хăрушлăх çук. Çуртрах медицина кабинечĕ, душсемпе санузелсем, тренерсемпе ăмăртусен судйисем валли пӳлĕмсем пур. Тренировкăсемпе ăмăртусем ирттерме питĕ хăтлă та кăмăллă кунта. Малашлăхра манежра республикăри футбол аталанăвĕпе паллаштаракан музей те уçма палăртнă. Пĕтĕмлетсе каласан ку çурт чăваш футболĕн тĕп килĕ пулса тăрĕ. Футболкисем çине «СОШ-61» тесе çырнă ачасемпе паллашатăп: Даниил Степанов, Игорьпе Артем Александровсем /сăн ӳкерчĕкре/. «Мĕн ачаран футболла вылятпăр», — теççĕ. Хăйсем 9-13 çулсенче кăна! Сергей Лесин тренер ĕçлет иккен вĕсемпе. Ăна ырлаççĕ. Манеж питĕ кăмăлне кайнă: «Кунта — ирĕклĕ. Мечĕке хыттăн хăваласа чупма пулать. Ӳкес пулсан та алă-урана шăйăрттармастăн — газонĕ питĕ килĕшрĕ». «Пурăна киле эсир пысăк шайлă ăмăртусенче вылянине телевизорпа пăхса киленмелле пултăр», — терĕм те — кăмăллăн кулаççĕ: «Малалла тата та тăрăшарах выляма пуçлатпăр!» Республика Пуçлăхĕ журналистсемпе сăмахланă чухне тутарсен Раççей шайĕнче вылякан «Рубин» команда пурри çинчен асăнса пирĕн те çавнашкал тĕллев лартмалла мар-и тесе ыйтсан çапла каларĕ: «Çакăн пек инфратытăм пулни, пирĕн предприятисем лайăхран та лайăх ĕçлесе пыни пирĕн футбол команди те çапла савăнтарма пуçласса шанма май парать». — Хăвăр ача чухне футболла вылянă-и? — Паллах. Хĕлле — хоккей. Ытти вăййа та хутшăннă. Пирĕн вăхăтра тата лапта пулнă. Ман шутпа, лапта, футбол, хоккей вăййисем, пĕр енчен, сывлăха çирĕплетме май параççĕ, тепĕр енчен, пĕр-пĕрне туйса, пĕр ушкăн пулса тăрăшсан çитĕнӳсем тума пулнине вĕрентеççĕ. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   ♦


Чиркÿ лартасчĕ чĕремре…

Чиркӳ календарĕпе çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Асаплантарнине тӳснĕ тата Сиплевçĕ Пантелеймон кунĕ шутланать. Шупашкар тăрăхĕнчи Апаш çĕрĕ çинче ку куна çулленех палăртаççĕ. Унта çак Çветтуй ячĕпе çăл куç тапса тăрать. Ял çыннисем, ытти тăрăхран килнĕ ентешсем шăпах ун умне пуçтарăнаççĕ.

Сăмах май, асăннă Çветтуя тухтăрсен тата сывату хӳтĕлевçи тесе хисеплеççĕ. Ахальтен мар унăн уявне яланах сывлăхпа çыхăннă кĕлĕсем каласа ирттереççĕ. 2007 çулта Апашри сивĕ çăл таврашĕнче шыва кĕмешкĕн купель тунă, тепĕр çул сăрт çинче Пантелеймон ячĕпе часавай уçнă. Каярахпа Турă Амăшĕн турăшне халалласа пĕчĕк чиркӳ лартнă, çавăн пекех храм тума пуçланă. Сăваплă çак ĕçе пуçараканĕ тата йĕркелесе ертсе пыраканĕ — Анатолий Князев. Уява Борис Алексеев ячĕллĕ вырăнти халăх театрĕн ĕçченĕсем уçрĕç. Каярахпа Благочиннăй Николай атте молебен вуланă хыççăн чан сассипе чиркӳ тăррине хăпартрĕç. Николай атте Шупашкар тата Чăваш Ен митрополийĕн пуçлăхĕ Савватий владыка пилĕпе чиркӳ тăррине сăваплама çитрĕ. Вăл чиркĕве тума хутшăннисен сывлăхĕшĕн те кĕлĕ вуларĕ. Молебен ял çыннисене пĕрле пуçтарăнма, Çветтуйран ăс-хакăл пулăшăвне ыйтма май пачĕ. Чиркӳ тăррине аслă уявра хăпартни республикăра пурăнакансен ĕненĕвĕн чапне тата пĕрлĕхне палăртрĕ. Ентешсем уява ют тăрăхсенчен килни унăн сумне тата та ӳстерчĕ. Çак пулăм çынсен хушшинчи ăс-хакăл çыхăнăвĕсене çирĕплетме, вĕсене Турă патне çывхартма пулăшать. Праçнике хутшăннисем пурте чунĕсене йăпатса хавхалану илчĕç. Шупашкар округĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Михайлов ячĕпе культура пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова сăмах илчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Анатолий Князев чиркĕве çӳрекенсене тата меценатсене Турă çуртне тума пулăшнăшăн тав турĕ. Чиркӳ лартасчĕ чĕремре, Кăвак-сенкер тӳпемĕрпе. Çӳлти Таса Аттемĕрпе Пĕччен ăш пиллĕн пуплеме… <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Çемьери килĕшÿ ĕçре пулăшать

Патăрьелти тĕп больницăра ĕçлекен Иванпа Валентина Казаковсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăна мар, кӳршĕ округсенче те лайăх пĕлеççĕ. Хисепе вĕсем ĕçпе çĕнсе илнĕ.

— Манăн Патăрьелти тĕп больницăна кайса Иван Пантелеймоновича йăмăксемшĕн тав сăмахĕ калас килет. Шăпах вăл пулăшнипе кун çути курнă вĕсем, — терĕ Вăтаелте çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Марина Тюбек. Чăнахах тухтăр пулма çуралнă Иван Казаков пирки чылай çемье ыррине çеç калать. Акушер-гинеколог тата ультрасасăпа тĕрĕслекен врач ĕçлеме пуçланăранпа миçе ачана пурнăç парнеленĕши? Шутласа та кăлараймăн. Халĕ вĕсенчен нумайăшĕ асанне-кукамай е асатте-кукаçи ятне те илтнĕ. Иван Пантелеймонович 1949 çулта Елчĕк районĕнчи Кавалта кун çути курнă. Ачаранах тухтăр профессине алла илес ĕмĕтпе çитĕннĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ăна направленипе Патăрьелти больницăна ĕçлеме янă. Пулас мăшăрĕпе те вăл кунтах паллашнă. Мари АССРĕнче 1951 çулта çуралнă Валентина Ивановна Ижевскри медицина университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăл та Юхмапа Пăла тăрăхне çамрăк специалист пулса килнĕ. Икĕ тухтăр медицина ĕçченĕсем йĕркеленĕ концертра паллашнă. Иван Пантелеймонович ташланă, Валентина Ивановна мероприятие ертсе пынă. Сăмах май, кил хуçине паян та сцена çинче час-часах курма пулать. Яш чухнехи пекех çăмăллăн ташлать. Вăл 30 çул ытла Патăрьелти юрăпа ташă ансамблĕн ташăçи шутланать. Валентина Казакова 50 çул ытла сывлăх хуралĕнче вăй хурать, аслă категориллĕ врач-фтизиатр. 1982-1985 çулсенче тĕп врач çумĕ пулнă. Округра туберкулез чирне сарас мар тесе чылай ĕç пурнăçлать тухтăр. Ахальтен мар ĕнтĕ 1986 çулта Патăрьел районĕ туберкулезпа кĕрешессипе йĕркеленĕ смотр-конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хаçат-журналта унăн материалĕсем час-часах пичетленеççĕ. Валентина Ивановнăна «СССР Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа наградăланă. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Мăшăрĕ Иван Пантелеймонович та çак чыса тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл — СССР хисеплĕ донорĕ. Казаковсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Икĕ ывăлĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрĕ вара ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Вăл асăннă вĕренӳ заведенийĕн медицина факультетĕнче акушергинеколог профессине алла илнĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври «Плазан» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕнче ĕçлет. Тивĕçлĕ канура пулин те Иван Пантелеймоновичпа Валентина Ивановна сывлăх хуралĕнче тăрăшаççĕ. Наука конференцийĕсене хутшăнаççĕ, çамрăксене хăйсен опычĕсемпе паллаштараççĕ. <...>

Ольга ПАВЛОВА.

♦   ♦   ♦


Хуçасăр чĕр чунăн шăпи

Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин Шупашкар районĕнчи чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцин никĕсĕ çинче 2021 çулхи çу уйăхĕнче чĕр чунсем валли вăхăтлăх приют ĕçлеме тытăннă.

Шупашкар районĕнчи хуçасăр чĕр чунсене усрамалли пункта «Чăваш Республикин территорийĕнче хуçасăр чĕр чунсене пăхса усрасси çинчен» саккунпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Ăна 2024 çулхи чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче йышăннă. Асăннă территорире 40 вольер йĕркеленĕ, вĕсенчен 9-шĕ тин çеç илсе килнĕ чĕр чунсене карантинра тытма кирлĕ, 20-шне вăхăтлăх пăхса усрамалли пункт çумне çирĕплетнĕ, 10-шне вара — приют çумне. Унта тĕрлĕ сăлтава пула малтанхи вырăна кăларма юраман чĕр чунсене усраççĕ. Вăхăтлăх усрав пункчĕ харăсах 60 пуç чĕр чуна вăйра тăракан саккунсемпе палăртнă нормативсене тата санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнассине шута илсе тивĕçтерет. Саккунпа килĕшӳллĕн пункта килсе çӳремелли йĕркене çирĕплетнĕ. Вăл учреждени ĕçĕн графикĕпе килĕшсе тăрать. Палăртнă вăхăтра кунта волонтерсемпе доброволецсем çеç мар, çавăн пекех чĕр чуна усрама илес шухăшлă çынсем те килсе çӳреме пултараççĕ. Хуçасăр чĕр чунсене учреждени графикĕпе килĕшӳллĕн йышăнаççĕ. Урамра тытнисене чи малтанах ветеринари специалисчĕсем тĕрĕслеççĕ тата вĕсен сывлăхне хак параççĕ, вакцинаци тăваççĕ, учета илеççĕ. Кашни чĕр чунăн карточкине уçаççĕ, унтан карантина хупаççĕ. Шупашкар районĕнчи станци, унăн территорийĕнче вăхăтлăх тытса усрамалли пункт вырнаçнă, хуçасăр чĕр чунсене пăхса усрамалли ĕçсене йĕркелесе ирттерет. Çав шутра — клиника тĕрĕслевĕ тата вакцинаци; учета илесси; карантина хупасси; чĕр чун сăлтавсăрах хаярланма пултарнине çирĕплетесси /енчен те хуçасăр чĕр чун пирки çавнашкал информаци пур пулсан/; стерилизаци тата маркировка тăвасси. Çавăн пекех çухалнă чĕр чунсене хуçисене тавăрса параççĕ, вăхăтлăх тытса усрамалли пунктăн социаллă сечĕсенче чĕр чунсем çинчен информаци вырнаçтараççĕ, хуçасăррисене пăхса усраççĕ. Кирлĕ тĕк — учреждени шучĕпе сиплеççĕ. Пĕр йытта тытса усрама патшалăх маларах 7146,3 тенкĕ уйăрнă. 2025 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак виçе хушăннă — 12,2 пин тенкĕ ытларах тăкаклаççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Тискеррине те хÿтлĕх кирлĕ

Регионти тискер чĕр чунсен йышĕ чакса е ӳссе пырать? Вăрманта саккунсăр майпа чĕр чун тытнăшăн е автоçулсем çинче чĕр чуна çапса хăварнăшăн мĕнле яваплăх кĕтет? Çак тата ытти ыйтăва Чăваш республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин пай пуçлăхĕпе Анатолий Павловпа сăн ӳкерчĕкре сӳтсе яврăмăр.

— Вăрманта пурăнакан чĕр чунсен йышне пĕр методикăпа усă курса шутлатпăр. Йĕр хăваракан мĕн пур чĕр чун йышне те пĕлме пулать. Çак ĕçе хĕлле те, çулла та туса ирттеретпĕр. Ятарлă маршрутсем тăрăх çуран е снегоходпа çула тухатпăр. Чи анлă сарăлнă мел — юр çинчи йĕрсене сăнасси. Калăпăр, хĕллехи вăхăтра упа, хир сысни, кашкăр, пăши, хир качаки, мулкач тата тилĕ йĕрĕсене курма пулать. Тĕслĕхрен, хăмăр упа. Вăл — Хĕрлĕ кĕнекере. Кăçал 53 пуç шута илнĕ. Упа йĕрне линейкăпа виçетпĕр, цифрăсене формулăна кĕртетпĕр, шутне палăртатпăр. Упа йышĕ çулсерен ӳссе пынине каламалла. Ку вĕсен тăшман çуккипе те çыхăннă. Час-часах вĕсем хуçалăхсене сăтăр тăваççĕ, çынна тапăннă тĕслĕхсем те пулнă. Паянхи кун тĕлне хир качаки тата пăши йышĕ те ӳссе пырать, хир сыснин йышĕ — чакать. Ку АЧС амакĕпе çыхăннă. Республикăра упа, çӳлевĕç, ăтăр сахал. Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнекинче ӳсен-тăранпа кăмпа — 256, чĕр чунсем — 290. Çакна та палăртмалла: кĕнекене вунă çулта пĕрре çĕнетсе тăма тивет, чĕр чунсен йышĕ чакса пырать, — терĕ Анатолий Павлов. Вăрманта йĕркене пăсса сунарта пулнăшăн административлă тата уголовлă яваплăх кĕтнине, сунар билетне вăхăтлăха туртса илме пултарнине те пĕлтерчĕ ведомство ĕçченĕ. — Сунар йĕркине пăснăшăн штрафлама е суд урлă сунар билетне пĕр-ик çуллăха туртса илме пултараççĕ. Ку — административлă яваплăх. УК 258 статйипе килĕшӳллĕн саккунсăр сунаршăн тата патшалăха пысăк сиен кӳнĕшĕн уголовлă яваплăх кĕтет. Республикăра кун йышши тĕслĕхсем юлашки икĕ çулта пулман. Следстви пынисем пур. Административлă майпа явап тыттарнисем ытларах. Тискер чĕр чунсем яла пырса кĕнине е ăнсăртран çул çине сиксе тухнине те сăнама пулать. Çакă ял-хула нумаййипе те çыхăннă. Чĕр чунсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳреççĕ, вĕсем ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнă. Хула тăрăхне пăшисем, хир качакисемпе хир сыснисем тата тилĕсем тухаççĕ. Кун пирки пĕлтернисем пĕрмай килеççĕ. Тилĕсем хăрамасăрах хуçалăха кĕреççĕ, чăх-чĕп вăрлаççĕ. Сунарçăсене çĕртме уйăхĕнчен пуçласа тилĕсене тытма ирĕк паратпăр, анчах малтан заявлени çырмалла. Автоçулсем çинче водительсем тискер чĕр чуна çапса хăварнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Руль умĕнче лараканăн ирхине тата каçхине уйрăмах асăрхануллă пулмалла, чĕр чун пурнăçне сиен кӳнĕшĕн водителе штрафлама пултараççĕ. Çу-çĕртме уйăхĕсенче çамрăк пăшисем амăшĕсенчен уйрăлаççĕ — çул çине тухасси те часах. Çулсерен çул çинче 50-60 чĕр чун вилет. Инкексен шутне чакарас тĕллевпе çул хĕррипе ашкăракан курăка, тĕмсене çулмалла, ытти регионта сетка та тытаççĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн тискер чĕр чуна çапса хăварнăшăн водитель айăплă. Патшалăха сиен кӳнĕшĕн унăн штраф тӳлемелле. Виçи тĕрлĕрен: пăшишĕн — 80 пин, пăланшăн — 40 пин, хир сыснишĕн — 30 пин, мулкачшăн — 1 пин тенкĕ. Енчен те ОСАГО пулсан тăкаксене страхлав компанийĕ саплаштарать, анчах машинăна юсама водителĕн хăй укçине тăкаклама тивет. Страховка пулмасан укçана водительтен шыраса илеççĕ. Асăрхаттарас килет: авари пулнă вырăнтан пăрахса кайма юрамасть, куншăн водитель правине туртса илме пултараççĕ е административлă майпа явап тыттараççĕ. Паллах, этем кăна мар, çут çанталăк пулăмĕсем те чĕр чун пурнăçне витĕм кӳреççĕ. Сăмахран, климат улшăнăвĕсене пула вăрманти чĕр чунсем апат е хӳтлĕх тупаймасăр пысăк шар кураççĕ, вилеççĕ. Иртнĕ хĕл юрсăр пулни хăш-пĕр чĕр чуншăн — хир качакипе хир сыснишĕн — лайăх пулчĕ. Вĕсен йышĕ те ӳсрĕ. Анчах çу тата çурла уйăхĕсенче сивĕ тăнине пула кайăк чĕпписем вилнĕ. Пĕр çулхине тата пăрлă çумăр çуса хир качакисене, ăсансене шар кăтартрĕ — вĕсем апат тупаймасăр асапланнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Тасатакан объекта ĕçе хатĕрлеççĕ

Шăмăршăпа Патăрьел округĕсене тата Комсомольски округĕнчи кăнтăр енчи ялсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерме тунă Шăмăршă управĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Кунтан шыв хăçан пама тытăнĕç?

— Управа 2010 çулта Камил Салихов ертсе пынипе тунă, строительствăна вĕçлесен ăна «Гидроресурс» хысна учрежденийĕн директорĕ пулма шанчĕç, 15 çул ертсе пырать. Шыв пичĕ 423 га йышăнать, управ Хырла юхан шывĕ çинче Палтиелтен пĕр çухрăмра вырнаçнă, 16 млн кубла метр шыв упрамалăх. Вăл — республикăри округсенчи шыв управĕсенчен чи пысăкки. Вăрнарти 326 га йышăнать, унта шыв 13 млн кубла метр пуçтарăнать, — терĕ «Гидроресурс» директорĕн çумĕ Марс Абдуллин. — Эпир халĕ Шăмăршă управĕн пуçĕнче тăратпăр, хĕле кĕрес умĕн кунта шыв чылай хушăнать, пăр лариччен пĕр пайне юхтарса шая антаратпăр. Хырла тăрăхĕнче юр хулăн ларсан управра шыв нумай пухăнать, çавăнпа иккĕмĕш пайне çуркунне кăларса яратпăр. Шыв тарăнăшĕ вăтамран 5,4 метр, управра чи тарăн вырăн 14 метр ытла. Кунта юр шывĕ Хырларан, юпписенчен пуçтарăнать, пĕчĕк пайĕ çеç çăл куçсенчен. Кунта çăрттан, уланкă, карп, чапак, сазан, карас, çĕкĕ ĕрчеççĕ, çупах, çуйăн янă. Пăр çирĕп шăнсанах вак касса пулă тытма куллен 500-е яхăн çын пуçтарăнать. — Управа 2025 çулччен республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Гидроресурс» учрежденийĕ пăхса тăнă. Ăна кăçалхи пуш уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти биологи тасату хатĕрĕсен предприятине пачĕç, ун умне виçĕ округри ялсене кунтан парса тăракан шыва тасатмалли комплекса хута яма тĕллев лартрĕç. Халĕ шăпах çак ĕç пырать. Ăна пурнăçлама лайăх специалистсене ĕçе йышăнтăмăр, вĕсем шыв тултармалли, ăна тасатмалли, пăрăх тăрăх округсене хăваламалли мĕн пур оборудование, çав шутра кашни арматурăпа задвижкăна, тĕрĕслерĕç, çитменлĕхсем тупсан юсарĕç е конструкцисене улăштарчĕç. Водолаз тумтирĕпе управ тĕпне анса шыв уçламалли пăрăх пуçĕсем çĕрсе пĕтмен-ши тесе çывăх вăхăтрах пăхăпăр. Электричествăпа тивĕçтермелли, унпа шыв парса тăрассине, ăна тасатассине йĕркелемелли оборудование, частота преобразователĕсене тĕрĕслерĕмĕр, вĕсенче те дефектовка ирттертĕмĕр. «Шыв тултарнă резервуарсем юхтармаççĕ-ши?» — тесе пурне те тĕпчерĕмĕр. Ăна уçламалли 1-мĕш шайран шыва контактлă резервуарсем патне çитертĕмĕр, вĕсене опрессовка тата дефектовка турăмăр. Резервуарсене хатĕрлес ĕнепе татах тумалли пур-ха. Ĕçсен тепĕр тапхăрĕнче реагент хуçалăхĕнче наладка пуçлатпăр. Уйăх çурăран контактлă осветлительсен сооруженийĕсене хута яратпăр. Кунта та кăлтăксем пур, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлеме специалистсене ĕçе илетпĕр. Каярахпа вара вĕсене ĕçмелли шыв парса тăмалли технологипе мĕн пур оборудование талăкĕпех ĕçлеттерме хăнăхтарăпăр. Çак кун тĕлне шыв пăрăхне проектпа палăртса хунă кашни ял патнех çитермен-ха, халĕ çав ĕç малалла пырать. Эпир кăçал Шăмăршă ялне çитиччен хывнă пăрăхсене тĕпчерĕмĕр, кăлтăксем тупса палăртрăмăр, вĕсене пĕтерме саккасçăн пĕрлехи служби задани хатĕрлет. Çавăн пекех Патăрьел округне тăснă пăрăхсен ушкăнне те тĕрĕслĕпĕр, — пĕлтерчĕ спутник хулари предприятин тĕп инженерĕ Александр Емельянов. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Андрей Эшпай тата унăн иккĕмĕш Тăван çĕршывĕ

Паллă совет композиторĕ, СССР халăх артисчĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ, Чăваш Ен тата Мари Эл искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Андрей Эшпай çуралнăранпа 100 çул иртрĕ.

Владимир Максимов художник унăн юбилейне халалласа Сĕнтĕрвăрринчи Ю.Зайцев ячĕллĕ ӳнер музейĕнче «Андрей Эшпайăн икĕ çыранĕ» ятлă курав йĕркеленĕ. Унта Андрей Яковлевич ывăлĕ, Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Андрей Андреевич Эшпай кинорежиссер тата унăн мăшăрĕ, Раççей халăх артистки Евгения Симонова та хутшăннă. Андрей Яковлевич — Шупашкар уесĕнчи Шемшер ялĕнче çуралнă Валентина Константиновна Тогаевăн ª1897-1982º, чăвашсен паллă композиторĕн А.Н.Тогаевăн тăванĕн, ывăлĕ. Композитор ашшĕ Яков Андреевич Эшпай — Атăлпа юпленекен Мăн Кокшага юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Мари Элти Звенигово районĕнчи çармăссен Кокшамары ялĕнчен, композитор, этнограф, фольклорист, искусствоведени ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулнă. 1922-1924 çулсенче Сĕнтĕрвăрринче ачасене вĕрентнĕ, хулари Тогаевсен çуртне хăнана кайсан пулас арăмĕпе Валентина Константиновнăпа паллашнă. Вĕсен Козьмодемьянск хулинче 1925 çулта ывăлĕ Андрей, пулас композитор, çуралнă, вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле 3 çул çеç пурăнайнă, Гнесинăсен Мускаври музыка шкулĕнчен 1941 çулта вĕренсе тухнă. Çав хушăра Андрей çу уйăхĕсене кашни çулах Сĕнтĕрвăрринчи Тогаевсен çуртĕнче ирттернĕ. «Анатолий Николаевич çемйинче ман ачалăхпа яшлăхăн чи лайăх кунĕсем иртрĕç, кунта халĕ те çуллен таврăнатăп», — аса илнĕ Андрей Яковлевич 1974 çулта. Юрий Илюхин искусствовед Валентина Константиновна вырăс хĕрĕ пулнине, чăвашла лайăх пĕлнине палăртса хăварнă. «Манăн çуралнă çĕршыв — Атăл, çапах та Сĕнтĕрвăрри хули мана çывăхрах», — тенĕ паллă композитор. Нимĕç фашисчĕсем 1941 çулхи кĕркунне Мускав патне талпăннă чухне ăна ашшĕамăшĕ Тогаевсем патне Сĕнтĕрвăррине пурăнма янă. Андрей кунти вăтам шкулта вĕреннĕ, районти колхозниксене тырă пухса кĕртме пулăшнă, фронта кайма хатĕрленекенсен, госпитальте сипленекенсен умĕнче концерт кăтартма хутшăннă. «Кунта музыка йăпанмăш çеç мар, яваплă ĕç пулнине те ăнланса илтĕм», — аса илнĕ Андрей Яковлевич. 10 класс пĕтернĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ çара илнĕ, Оренбургри пулемет училищине вĕренме янă. Анчах нимĕç чĕлхине лайăх пĕлнĕрен Андрея ют çĕршыв чĕлхисен çар институтне куçарнă. 1944 çул вĕçĕнче унтан пĕлӳ илсе тухсан Беларуç фронтне лекнĕ. Разведка взвочĕн лейтенанчĕ Андрей Эшпай тапăнса каякан 3-мĕш арми йышĕнче Варшавăна, Берлина штурмлама хутшăннă. Çĕнтерӳ кунĕ умĕн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. 1946 çулта, офицер тумтирне хывсан, Мускав консерваторине кĕнĕ, пианиста тата композитора вĕреннĕ. 1956 çулта паллă музыкант Арам Хачатурян ертсе пынипе аспирантурăран вĕренсе тухнă. «Çармăс тата чăваш наци музыка фольклорне юратни ăна питĕ пулăшса пырать, — çапла хак панă Юрий Илюхин искусствовед унăн ĕçне. — Андрей Эшпай 1982 çулта чăвашсен пултаруллă музыкантне А.Любимова халалласа — гобойпа оркестр валли концерт, ашшĕне халалласа оркестр валли «Тури тата улăх-çаранти çармăссен юррисем» композици кĕвĕленĕ, вĕсем ăнăçлă пулса тухнăран 1986 çулта ун чухнехи чи пысăк наградăна — Ленин премине — тивĕçнĕ. Çав произведенисем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, 1960 çул хыççăн кунта Тогаевсен, çав шутра кукашшĕн, ялĕн — Шуркассин — темиçе çĕр çул ларнă пӳрт вырăнĕ кĕрсе юлнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.